Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +2.3 °C
Люди всегда легко верят тому чего страстно желают.
(Вольтер)
 

Аçтахар Плотников: Чӑвашсем выльӑхран та начартарах-ши?

Аçтахар Плотников03.04.2018 14:4316377 просмотров

Ӗнер МИХсенче Юрий Исаева вӗренӳ институчӗн ректорне лартасси пирки хыпар тухрӗ. Паллах, паянхи сӑмах Юрий Николаевич ҫинчен мар пулӗ. Калаҫу чӑваш чӗлхи пирки. «Правда ПФО»-ри комментарисене вуланӑ хыҫҫӑн ман пӗр шухӑш кӑна ҫуралать: эпир, чӑвашсем, хамӑр чӑваш чӗлхипе, мӗн, выльӑхран та япӑхрах-им? Чӑвашӗсем хӑйсен пуҫӗсене мӗнле кӑна ҫӗкле пуҫлаҫҫӗ, хӑйсен прависем пирки аса илтереҫҫӗ — вӗсене тӳрех е Китая (тӗслӗхрен, мана) е Турцие хӑвалаҫҫӗ. Акӑ пӗр шухӑша цитатӑлатпӑр:

Тролли и провокаторы - враги Чувашского и Русского народов пытаются навязать чувашский шовинизЪм. Считающих себя тюрками, здуйте в Турцию, - откуда получаете свой гешефт.

Чӑваш чӗлхи хӑшӗ-пӗришӗн вӑкӑра тарӑхтаракан хӗрлӗ пир пекех! Чӑвашӗ вырӑсла калаҫать, вырӑсла ҫырать пулсан — пит йӗркеллӗ, никамӑн та хирӗҫ сӑмах калама сӑлтав ҫуралмасть. Мӗнле кӑна чӑвашла калаҫа пуҫлать — тӳрех чӑваш шовинисчӗ, тӳрех Турцие ӑсанмалли ҫын. Мӗншӗн тесен хӑйсем пӗлекен чӗлхепе мар калаҫать, вӗсемшӗн ют чӗлхепе. Турӑшӑн та! Выльӑх хӑйӗн чӗлхипе мӗкӗрни, какалатни е вӗрни те вӑл таранах вӗсен чунӗсене вӗрилентерсе ямасть вӗт! Пирӗн тӑван чӗлхе кӑна.

Е, калӑпӑр, суту-илӳсенче янракан юрӑ-кӗвӗ. Ӑҫта ан пыр — таҫта та вырӑсла е акӑлчан чӗлхиллӗ юрӑсем ҫеҫ янраҫҫӗ. Чӑвашлине лартсан ку тӳрех темшӗн халӑха тарӑхтарса ярать, йӗрӗнтерет. Сасӑ-кӗвӗ кӑна-ҫке. Тутарлине лартсан та вӑл таранах сӑмсине пӑрмӗччӗҫ. Шӑп та лӑп чӑвашли вӗсене лӗклентерет те. Ейпух, ашакӑн сассине кӑмӑллӑрах йышӑнаҫҫӗ.

Кам айӑплӑ? Вӑхӑт ҫавнашкал-ши? Чӑвашӗсем хӑйсем ытла йӑвашланса кайнӑ-ши? Пӗр тӗслӗхе илсе кӑтартам. Пӗрре маршруткӑна малти вырӑна, водитель патне лартӑм. Лешӗ — чӑваш. Чӑвашла юрӑ итлесе пыратчӗ. Анчах эпӗ ларсанах тӳрех юрӑ сассине пӗчӗклетрӗ (эп лариччен никам та ҫукччӗ). Хӑварма ыйтсан ҫеҫ сассине унчченхилле пек тавӑрчӗ. Мӗнле пӗтӗмлетӳсем тума пулать? Пӗрремӗшӗ — йӑвашлӑх курӑнать. Чӑвашлине илтсен йӗрӗнекенсене тарӑхтарас мар тесе водитель хӑйне хӗсет. Иккӗмӗшӗ — енчен те сассине эп ларсанах чакарчӗ пулсан — апла-тӑк кунашкаллине вӑл хӑнӑхнӑ. Уншӑн вӑл йӑлари япала. «Вырӑсӗсене» килӗшмест пулсан — хӗсӗнмелле, ним ҫук вырӑнтан харкашу кӑлармалла мар. Ҫапла чылайӑшӗ, 99%, пурӑнать те паянхи кун.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 2182.65.0709
2018.04.03 15:09
Agabazar
Сăнарлăн калас пулсан, 11 тенкĕ те 88т пус тÿлеме пăрахсан, тролльсем хăйсемех, хăйсем тĕллĕнех йăппăрт! çухалаççĕ.

Халлĕхе вара унашкал тролльсене "хавхалантарса" тăракан самантсем шутсăр нумай-ха.
Тимĕр Акташ // 1867.28.8280
2018.04.03 18:44
Хамар хушшинче таван челхепе ялан каласмаллах, обществалла вырансенчех те. Тутарсем пекех. Эпе естешсемпе, тус-юлташсемпе, магазинсенче, пасарта чаваш сутусесемпе халь чавашлама каласма тарашатап. 1990-1991 сулсен пусласан чавашла иккемеш хут веренетеп. Май пулна таран хаман ывалпа херне те верентетеп. Хамартан нумай килет. Паллах, Шупашкарта шовинизмла традицийе Рассей империйе саманаран вайла юлна. Анчах, еслемелле, керешмелле. Лару-тару майепен улшанать. Пире шупашкарти шкул ачисене СССР чух чавашла каласма чарна. Пире хестерне. Эпир харарамар, ватантамар. Халь хамар халахан, челхе, унер статуссене, сумне, пур меслетсемпе секлеме тарашмалла. Ала сулмалла мар.
2018.04.03 18:51
Тен, чăн та хамăр йăвашран килет çакă пулăм. Куна хуть ăçта та асăрхама пулать
Agabazar // 2182.65.0709
2018.04.03 19:08
Agabazar
"Йăваш мар" пулса мĕн тăвасшăн?
Agabazar // 2182.65.0709
2018.04.03 19:08
Agabazar
"Йăваш мар" пулса пăхрĕç хăшĕсем, калăпăр, чеченсем. Вара мĕн?
Мĕн туса тĕлĕнтересшĕн "йăваш мар" пулса?
Ялтан // 9259.3.8429
2018.04.04 06:36
Акапсарĕ каллех кĕвĕçет ? Йăваш тесе ăнлантарасшăн пулсан халăхран чура тăвасшăн. Явуз ( харсăр) тесе ăнлантарсан "монополие на величие" тени теприсен ирхи тĕтре пекех сирĕлĕ. Çавăнпах ĕнте "çĕтĕк çавăç " теме тытăннă. Акапасарăн чеелĕхне тахçанах тăрă шыв çине кăларнă. Çичĕ томлă истори çыраканнисен "засланный казачок".Урăх никам та мар. Малтан вĕсем чăвашсем "финны" теме хăтланнă пулсан паян тактики чеерех чăвашсем пăлхарсемпе пĕрешкельтерех кăна,"сбоку припеку". Патшалăх тĕнне йăшăнман,патшасем пулман,князьсем пулман. Хура халăх кăна пулнă. Вообщем чурасем ? Акапасар итлесен çавă кăна сире валли пулĕ.
2018.04.04 11:41
Ара, хăть Егоров архитектора илер. Унăн ĕçĕсемпе Петербург çеç мар, чылай Прибалтика енчи хуласем те пуян. Чыспа хисеп алла диплом илнинчен кăна килмест, кунта пĕрремĕш вырăнта воспитани, çакăн пирки пĕрре кăна мар Пулково обсерваторийĕнче тăрăшнă Александр Дубяго каланă. Паянхи кун пирĕн Патшалăх Думинче кашни иккĕмĕн депутат барон е кнеç, мĕскер-тăр палăрни пур-и? Кнеç пулма сахал хут çинче, енчен те воспитани çук
2018.04.04 13:36
Сăмах майăн, Акапасар, чеченсем йăваш мар пулса пăхмарĕç, укçа-тенкĕ уйăрса çитереймерĕç.Донбассра Плотницки тарса çухалман-и? Ку йышши пулăм пирки франци революционерĕ каламан-и: Революцию делают романтики, но плодами пользуются негодяи, çакă вара пĕтĕмпе тĕрĕс килет. Çавăнпа та вĕсене кунта хутăштарма кирлĕ мар

Страницăсем: 1, 2, 3, [4]

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики