Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +2.3 °C
Сердитый человек всегда полон яда.
(Конфуций)
 

Аçтахар Плотников: Чӑвашсем выльӑхран та начартарах-ши?

Аçтахар Плотников03.04.2018 14:4316378 просмотров

Ӗнер МИХсенче Юрий Исаева вӗренӳ институчӗн ректорне лартасси пирки хыпар тухрӗ. Паллах, паянхи сӑмах Юрий Николаевич ҫинчен мар пулӗ. Калаҫу чӑваш чӗлхи пирки. «Правда ПФО»-ри комментарисене вуланӑ хыҫҫӑн ман пӗр шухӑш кӑна ҫуралать: эпир, чӑвашсем, хамӑр чӑваш чӗлхипе, мӗн, выльӑхран та япӑхрах-им? Чӑвашӗсем хӑйсен пуҫӗсене мӗнле кӑна ҫӗкле пуҫлаҫҫӗ, хӑйсен прависем пирки аса илтереҫҫӗ — вӗсене тӳрех е Китая (тӗслӗхрен, мана) е Турцие хӑвалаҫҫӗ. Акӑ пӗр шухӑша цитатӑлатпӑр:

Тролли и провокаторы - враги Чувашского и Русского народов пытаются навязать чувашский шовинизЪм. Считающих себя тюрками, здуйте в Турцию, - откуда получаете свой гешефт.

Чӑваш чӗлхи хӑшӗ-пӗришӗн вӑкӑра тарӑхтаракан хӗрлӗ пир пекех! Чӑвашӗ вырӑсла калаҫать, вырӑсла ҫырать пулсан — пит йӗркеллӗ, никамӑн та хирӗҫ сӑмах калама сӑлтав ҫуралмасть. Мӗнле кӑна чӑвашла калаҫа пуҫлать — тӳрех чӑваш шовинисчӗ, тӳрех Турцие ӑсанмалли ҫын. Мӗншӗн тесен хӑйсем пӗлекен чӗлхепе мар калаҫать, вӗсемшӗн ют чӗлхепе. Турӑшӑн та! Выльӑх хӑйӗн чӗлхипе мӗкӗрни, какалатни е вӗрни те вӑл таранах вӗсен чунӗсене вӗрилентерсе ямасть вӗт! Пирӗн тӑван чӗлхе кӑна.

Е, калӑпӑр, суту-илӳсенче янракан юрӑ-кӗвӗ. Ӑҫта ан пыр — таҫта та вырӑсла е акӑлчан чӗлхиллӗ юрӑсем ҫеҫ янраҫҫӗ. Чӑвашлине лартсан ку тӳрех темшӗн халӑха тарӑхтарса ярать, йӗрӗнтерет. Сасӑ-кӗвӗ кӑна-ҫке. Тутарлине лартсан та вӑл таранах сӑмсине пӑрмӗччӗҫ. Шӑп та лӑп чӑвашли вӗсене лӗклентерет те. Ейпух, ашакӑн сассине кӑмӑллӑрах йышӑнаҫҫӗ.

Кам айӑплӑ? Вӑхӑт ҫавнашкал-ши? Чӑвашӗсем хӑйсем ытла йӑвашланса кайнӑ-ши? Пӗр тӗслӗхе илсе кӑтартам. Пӗрре маршруткӑна малти вырӑна, водитель патне лартӑм. Лешӗ — чӑваш. Чӑвашла юрӑ итлесе пыратчӗ. Анчах эпӗ ларсанах тӳрех юрӑ сассине пӗчӗклетрӗ (эп лариччен никам та ҫукччӗ). Хӑварма ыйтсан ҫеҫ сассине унчченхилле пек тавӑрчӗ. Мӗнле пӗтӗмлетӳсем тума пулать? Пӗрремӗшӗ — йӑвашлӑх курӑнать. Чӑвашлине илтсен йӗрӗнекенсене тарӑхтарас мар тесе водитель хӑйне хӗсет. Иккӗмӗшӗ — енчен те сассине эп ларсанах чакарчӗ пулсан — апла-тӑк кунашкаллине вӑл хӑнӑхнӑ. Уншӑн вӑл йӑлари япала. «Вырӑсӗсене» килӗшмест пулсан — хӗсӗнмелле, ним ҫук вырӑнтан харкашу кӑлармалла мар. Ҫапла чылайӑшӗ, 99%, пурӑнать те паянхи кун.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 2478.10.7365
2018.04.04 15:13
Agabazar
Ара, пул эс "Егоров архитектор", кам сана чарать? Нивушлĕ каллех акапасар чăрмантарса тăрать?

Анчах та чăваш халăхĕ çавăгн пек "Егоров архитекторсенчен" çеç тăракан халăх пулса тăма пултараймасть. Ытларахăшĕн пурпĕрех севок сăвăрма, пăх хырма, кĕтÿ кĕтме, салтакра çÿреме тивет.

Герсонов (?) Хоспочын, Чечняра юлашки вăтăр çул хушшинче мĕн пулса иртни пирки ан вĕрент. Сансăрах пĕтĕмпех пĕлетпĕр. Пичет Министăрлăхĕнчисене те çавнах евитлеме пултаран. Пĕлетпĕр Пичет Министăрлăхĕсĕрех.
2018.04.04 20:57
Акапасар, каçарăр та, вун çиччĕмĕш ĕмĕрте пурăннă Францире граф Де Роган, вăл çапла каланă: "Хочу быть королём - не могу, могу быть герцогом - не желаю, Роган я есть". Хоспочын тесе чĕнме никам та сире ыйтмасть, анчах та калас сăмах пур пулсан этем пек каласа пулмасть-шим вăл? Йĕплесе мана утра тума пулмасть, ун йышши хăтланса çÿлелле çĕкленнин хакĕ те виçĕ пус пасар кунĕ. Егоров архитектор хăй вырăнĕнче, эпĕ хамăн вырăнта. Министрсем ытла та инçе-çке ман патăмран. Тата, тĕрĕсне калатăр ĕнте:кашни хăй вырăнĕнче тăрăшмалла. Анчах, Акапасар, енчен те Чăваш Енрен, тутарстанран касса илсе чеченсем патне укçа ăсатмасан, кам калама пултарать мĕскер пулассине? Пиртен укçана илсе вĕсене пуянлатаççĕ.
Agabazar // 2478.10.7365
2018.04.04 23:51
Agabazar
Де Роган вырăсла пĕлмен, çавăнпа та вырăсла нимĕн те калама пултарайман.

Мĕн каллех чеченсем еннелле пÿрнепе тĕллесе кăтартан? Вĕсене пĕтĕмпех вĕлерсе пĕтерейменнишĕн хурланатăн-им?
Agabazar // 2478.10.7365
2018.04.05 00:00
Agabazar
Кунта тата ак çаканашкал ен те пур.
Ну, чеченсене "укçа" памĕç тейĕпĕр. Вара çак майпа "перекетленнĕ укçа" санпа ман кĕсйесене пырса кĕрет-им?
Шалиш! Унашкал пулмасть!

Санпа мансăрăх укçа еннелле алă тăсса тăракансем пайтах. Шапаран пуçласа арăслан таран!
2018.04.05 07:40
Акапасар, эпĕ пĕр çавна каласшăнччĕ: мĕншĕн чечен халăхĕ чăваш е тутар халăхĕнчен хаклăрах шутланать? Мĕншен чечен çынни Мускавра е тата ăçта килпетсĕр хăтланнине полицисем пÿлсен, вĕсем Кадыров умĕнче каçару ыйтаççĕ, чăваш е тутар çавнашкал хăтлансан этап тăрăх танккаççĕ? Ку вара пачах урăх калаçу. Укçана тесен, сывлăх пур чухне эпĕ хамах ĕçлесе илетĕп, куншăн кулянма кирлĕ мар, выçă лармастăп.
Agabazar // 3425.87.2772
2018.04.05 13:09
Agabazar
Ачам, 100 000 чеччен çынни юлашки 30 çул хушшинче вăрçăра вилнĕ. Çавсен вырăнĕнче пуласси килет-им?
Месерле патшалăхра аван пек туйăнать-им?
2018.04.05 16:17
Ну, атьăр вĕсене алă çинче çĕклесе çÿретпĕр, çапла-и?
2018.04.05 16:21
Е тата вĕсене валли чăвашсен çул саратпăр?! Кам айăплă? Акапасар, аса илĕр генерал Ермолова. Укçа-тенкĕ вара чечен ĕç çынни патне çитмест çулте ларса юлать. Е сире çакă çав тери те килĕшет-ши?
Agabazar // 3425.87.2772
2018.04.05 18:47
Agabazar
Кам эс?
Мĕнле патша?
Кам ыйтать санран мĕн тăвасси пирки? Вăрçă вăрçнине алă çинче çĕклесе çÿрени темешкĕн епле чĕлхÿ çаврăнать? Намăссăр эсĕ!
2018.04.05 20:25
Тен, эпĕ намăссăр та пулĕ, Ельцин Юрий Бондарева чечен вăрçи пынă вăхăтра Орден Дружбы парасшăн пулнă. Ю. Бондарев ăна хирĕç: хальхи вăхăтра çакăн йышши орден пани вырăнсăр, тесе хирĕçлет. Çавăн хыççăн Бондарева манăçа кăлараççĕ. Астафьева илер. Тĕрĕсне каланăшăн ăçта ăсатрĕç? Граждан вăрçин паттăрĕсене илер: тăван тăван пĕтернĕшĕн паттăр ятне тивĕçтереççĕ, ку вара мĕнле? Кам кунта намăса-симĕсе çухатнă? Врангель граждан вăрçинче Антанта генералĕсем:мĕншĕн салтаксене, офицерсене награда памастăн тесе ÿкĕтлесен, "Эпĕ тăван тăвана вĕлерекн вăрçăра награда валеçместĕп, тесе хирĕç лаплаттарса хурать. Акă, вăл чăн офицер чысĕ

Страницăсем: 1, 2, [3], 4

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики