Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -3.7 °C
Нет рабства позорнее добровольного.
(Сенеки)
 

Софья Савнеш: Хӗрарӑмсем те ӗҫкӗҫ арҫынсенчен юлмаҫҫӗ

Софья Савнеш18.06.2017 20:577134 просмотров

Ку ыйту пирки нумай калаҫаҫҫӗ-ха. Анчах каллех ун пирки сӑмах хускатрӑм. Чун чӑтмарӗ.

Темиҫе ҫул каялла ялсенче ытларах арҫынсем эрех ӗҫетчӗҫ. Вӗсем халӗ те ӗҫме чарӑнман-ха. Анчах хӗрарӑмсем вӗсенчен юласшӑн мар, алла черкке тытма васкаҫҫӗ. Тӗрӗссипе, кунашкалли пирӗн ялта кӑна мар. Хӗрарӑмсем питӗ вӑйлӑ ӗҫеҫҫӗ тенине чылайӑшӗнчен илтме тӳр килет.

Чӑнах та, калама ҫук вӑйлӑ ӗҫке ярӑннӑ хӗрарӑмсем. Хӑшӗ-пӗрине упӑшки кодировка тутарать-мӗн. Пӗри, Аля ятли, унччен эрех ӗҫкелетчӗ-ха. Ҫапах ӗҫке путнӑ, пӗр кун урӑлмасӑр ӗҫет теме ҫукчӗ. Упӑшки ҫавах чӑтайман пуль ҫав: кодировка тума илсе кайнӑ. Чӑнах та, Аля пӗр хушӑ эрех ӗҫмерӗ, чиперех пурӑнчӗ. Кодировка тухсан ҫын тата хӑрушӑрах эрех ӗҫме пуҫлать тени тӗрӗсех иккен. Ҫак хӗрарӑмӑн кодировка срокӗ тухрӗ, хайхискер урӑлмасӑр ӗҫме тытӑнчӗ. Ӳсӗрскер темиҫе кун киле таврӑнман, ялти тепӗр ӗҫкӗҫ хӗрарӑмсемпе эрех ярӑнтарнӑ кӑна. Упӑшки ялӗпе шырасан та арӑмне тупайман. Хайхискер хӑраса ӳкнӗ, полици чӗнтернӗ. «Ӗҫкӗ йӑвинчен» тупса килнех ҫав хӗрарӑма.

Тепӗр хӗрарӑм, Надя ятли, тахҫанах ӗнтӗ тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ. Эрех ӗҫместчӗ вӑл. «Хаяррине» юратакан тепӗр хӗрарӑмпа явӑҫса кайрӗ те хӑй те ӗҫкелеме тытӑнчӗ. Пӗр кунхине кунӗпех ҫумӑр лӳшкерӗ. Урамра такам выртнине курсан пӗр хӗрарӑм тухнӑ. Надя выртать иккен! Хӑй лачкам ӳсер, ури ҫине тӑраймасть. Хайхискере тӑратса киле ҫавӑтса кайнӑ. «Урана шӑнӑр туртрӗ те, ҫавӑнпа тӑраймарӑм», - тӳрре тухнӑ хайхискер. Намӑс ҫав, ҫакна йышӑнасшӑн мар вӑл. Ара, урӑ чухне унран лайӑх ҫын ҫук тейӗн ялта, пурне те хурлать, пуринпе те вӑрҫӑнать. Хӑй урамра ӳсер йӑванса выртнине часах манать вӑл. Ним намӑс-симӗсӗ те ҫук.

Тепри, Галя, упӑшки вилсен ӗҫке ярӑнчӗ. Ача ҫук унӑн. Унӑн килне ялти мӗн пур ӗҫкӗҫ кӗрсе тухать. Тепри, Валя, урӑлмасӑр ӗҫет. Организмӗ епле чӑтать-ши? Кунӗн-ҫӗрӗн ҫапкаланса ҫӳреме пултарать. Ҫӑпах ӗне усрать-ха. Шел выльӑха. Ара, эрех ӗҫекен хуҫи ӑна лайӑх пӑхни иккӗлентерет.

Ялта ӗҫкӗпе иртӗхекен хӗрарӑмсене шутласа кӑларма алӑ ҫинчи пӳрне те ҫитес ҫук. Мӗн патне пырса тухӑпӑр-ши капла?

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Анонимла. // 6041.2.6598
2017.06.29 22:09
Хӗрарӑм ӗҫме тытӑнсан пырне лармасӑр та ӗҫме чарӑнмасть. Арҫынран та хӑрушӑрах, намӑса пӗлмесӗр пӗтӗм яла янраттарса кӑшкӑрса хӑратать. Никам та ним те тӑваймасть ӑна , пурне те хӑратать. Пач ӗҫме пӑрахнӑ темиҫе арҫынна пӗлетӗп, ӗҫме пӑрахнӑ хӗрарӑма курман.
Тепӗр тесен, ма ӗҫес мар? Кашни ялта бар уҫса тултарчӗҫ, суту-илӳ обществи укҫа тӑвать. Ялсенче сӑмакун сутса укҫа тӑвакансем чылай. Лавккара та эрехе укҫасӑрах ним те мар тыттарса яраҫҫӗ, хут ҫине в долг ҫырса. Кунтах ятарлӑ сӗтел те пур. Иккӗн-виҫҫӗн пухӑнса кӑнтӑр кунӗнчех улах тӑваҫҫӗ.
Шутласан, тӗлӗнмеллипех тӗлӗнмелле, ачи -пӑчине ҫитӗнтернӗ, халь мӑнуксемпе ыр курмалла, хӗрарӑм вара ӗҫме тытӑнать, хуйхӑ-суйхӑ пула та мар, паян ӗҫрӗ, ыран пулчӗ, ҫапла пӗчӗккӗн -пӗчӗккӗнех хӗрарӑм чирлесе кайрӗ.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики