Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -2.7 °C
Берегись смирившегося врага.
(Р. Бертон)
 

Софья Савнеш: Панулми ҫӗрет ахалех...

Софья Савнеш04.09.2016 10:076300 просмотров

Польшӑран – улма-ҫырла, Укаринӑран - сӗт, сӗткен, соя, Молдовӑран консерв илсе килме чарӗҫ. Вӗсене тата ытти хӑш-пӗр ҫимӗҫе пирӗн лавккасенче сутма юрамасть. Ҫакна Роспотребнадзор тата ытти ведомство ӗҫченӗсем тӗрӗслесех тӑраҫҫӗ.

Тӗрӗслев ҫирӗп пулсан та Польшӑран илсе килнӗ панулми, Турцирен кӳрсе килнӗ иҫӗм ҫырли сутнине тупса палӑртаҫҫӗ. Вӗсене килограмӗ-килограмӗпе туртса илсе тӗп тӑваҫҫӗ.

Халӗ чылай лавккара Раҫҫейре ҫитӗнтернӗ панулми курма пулать. Вӗсене пирӗн пата Краснодартан кӳрсе килеҫҫӗ. Кӑҫал Чӑваш Енре те панулми йӑтӑнать кӑна. Кашни килте тенӗ пекех улмуҫҫисем ҫӗре ҫите усӑннӑ. Ниҫта чикме пӗлмеҫҫӗ вӗсене ҫынсем, ирӗксӗрех ҫырманалла турттараҫҫӗ. Раҫҫейӗн халӗ хӑйне хӑй тӑрантармалла. Апла пулсан мӗншӗн ӑнса пулна панулмине сая ямалла? Элӗкре ав тутлӑ повидло пӗҫереҫҫӗ, сутлӑха кӑлараҫҫӗ. Унта ҫынсенчен панулми пуҫтараҫҫӗ пулӗ-ха. Анчах кашниех конторӑна ҫитме пултараймасть. Нумаях пулмасть пахчаран ҫӗрме пуҫланӑ панулмине ҫырмана турттарнӑ чухне пуҫра шухӑш явӑнчӗ: мӗншӗн ял тӑрӑх ҫӳресе ӑна пуҫтармаҫҫӗ-ха? Манӑн шухӑшпа, халӑх хаваспах ӑна укҫалла парӗччӗ.

Укҫа-тенкӗ пирки сӑмах хускатнӑ май ҫакна та каласа хӑварас килет. Ял тӑрӑх сӗт пуҫтарса ҫӳрекен усламҫӑ нумай. Унӑн хакӗ ял ҫыннине пӗрмаях калаҫтарать. Ара, иртнӗ хӗлле 1 литршӑн 20 тенкӗ ҫеҫ тӳлерӗҫ. Халӗ, кӗркунне, хака хӑпартнӑ. Пирӗн ялта ӑна 18 тенкӗпе пуҫтараҫҫӗ. Хамӑр районтах, тепӗр ял тӑрӑхӗнче, 1 литршӑн 20 тенкӗ тӳлеҫҫӗ. Халӑх кӑмӑлсӑр, хака ӳстерттересшӗн. Анчах пирӗн ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн упӑшки те сӗт пуҫтарать. Вӑл 1 литршӑн 18 тенкӗ тӳлет. Ҫавна май пирӗн ял тӑрӑхне сӗт пуҫтарма килекен тепӗр усламҫӑ унран мала иртсе хака хӑпартаймасть. Ара, пуҫлӑх упӑшкин сӑмахӗнчен мӗнле иртӗн? Тӳре-шара халӑхран пухнӑ сӗт хакне хӑпартмалли пирки калаҫнӑ чухне ҫапла хӑтланаҫҫӗ вӗсем.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики