Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -6.7 °C
Глаза дружбы редко ошибаются.
(Вольтер)
 

Софья Савнеш: Ҫурхи шыва ӗҫсе пурӑнаҫҫӗ

Софья Савнеш15.05.2016 22:156067 просмотров

Элӗк районӗнчи Вырӑс Сурӑм ялӗнче пысӑк инкек пулсан шухӑша путрӑм. Ҫичӗ ҫын пурнӑҫӗ татӑлчӗ унта. Ку республикӑшӑн питӗ пысӑк ҫухату. Пушар ҫӗрле тухнӑ. Тен, ҫулӑм алхаснине тӳрех асӑрхайман. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, пӳрт тӑрринчи шифер шаплатса ҫурӑлма тытӑнсан ҫеҫ ял халӑхӗ пушар алхаснине сиснӗ.

Йывӑҫ пӳрт, кивӗскер, хӑвӑрт ҫунса кӗлленнӗ. Тӗнче тетелӗнчи канашлура кун пирки чылай ҫырчӗҫ. Пӗрисем пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар машини 1 сехетрен ҫеҫ ҫитнӗ. Паллӑ ӗнтӗ: ку тапхӑрта йывӑҫ ҫутран ҫынсене ҫӑлас шанчӑк ҫук. Пушарнӑйсем киличчен ял халӑхӗ ҫулӑма хӑйсен вӑйӗпе сӳнтерме тӑрӑшнӑ. Анчах вӑйлӑ алхасакан пушара пӗр витре шыв сапни тинӗсе тумлам ӳкнипе танах.

Эпир лайӑххи пирки ҫеҫ пуплеме юрататпӑр ҫав. Юлашки вӑхӑтра тӗре-шара ялсене таса шывпа тивӗҫтересси пирки нумай калаҫрӗ. Ку тӗлӗшпе патшалӑхӑн ятарлӑ программи те ӗҫлерӗ. Анчах Трак тӑрӑхӗнче пӗр ял пур. Унта таса шыв ҫук. Тӗрӗссипе, ялӗнче ҫынни те юлман. Ҫамрӑксем хулана туртӑнаҫҫӗ, ваттисем вилсе пыраҫҫӗ… Хуларан автобуспа килес тӗк — нумай утмалла, 5 ҫухрӑм. Яла автобус ҫӳремест. Ялта ӗҫме юрӑхлӑ шыв ҫукки те ҫамрӑксене ялтан сивӗтет. Унта ача-пӑчаллӑ ҫемье те пурӑнать. Шӑпӑрлансене шкул автобусӗ илсе ҫӳремест. Вӗсем хӗлле-и, ҫулла-и — уй урлӑ пӗлӳ ҫуртне утаҫҫӗ. Хӗлле сукмакран аташса каяс мар тесе йывӑҫ тарачӗсене лартса тухаҫҫӗ.

Ялта, Шӑпӑрлӑвар ятлӑ вӑл, шыв колонкисем ҫук, башня туман. Унта ҫӑлсем ҫеҫ. Вӗсем те пулин йӗркеллӗ мар. Ҫу шӑрӑх килсен мунча хутма та хӗн — шыв ҫӑл тӗпӗнче ҫеҫ юлать е пачах типет. Ҫуркунне ҫӑлсене шыв тулать. Ҫапла ҫынсем халӗ юр шывне ӗҫсе пурӑнаҫҫӗ. Вӑл тӑрӑ мар. Ӗҫме юрӑхлӑ-и е ҫук-и — пӗлмеҫҫӗ, мӗншӗн тесен нимӗнле специалист та тӗрӗслемен. Лавкка ҫук, эрнере икӗ хут автолавкка килет. XXI ӗмӗрте те ҫакӑн пек ялсем пур ҫав. Юрать, ял патне асфальт ҫул илсе ҫитернӗ.

Ялӗ илемлӗ вырӑнта. Пӗве, вӑрмансем… Ҫулла ҫӗр ҫырли пуҫтар кӑна. Улӑх-ҫаран вӗҫӗ-хӗррисӗр тӑсӑлать — выльӑх-чӗрлӗх усра ҫеҫ. Анчах ӗне тытакан пӗр-икӗ ҫын ҫеҫ. Ватӑлаҫҫӗ ҫав ҫынсем, ҫамрӑксем унта тӗпленмеҫҫӗ. Пенсие тухнисене вара ӗне тытма ҫӑмӑл мар.

Ҫак яла пӗтме парас килмест те… Анчах таса шыв пулмасан унта мӗнле ҫамрӑк тӗпленӗ? Пушар тухсан вара мӗн тумалла? Пушарнӑйсем киличчен ҫулӑм ҫине пӑхса тӑрасси ҫеҫ юлать. Чим-ха, пӗверен витрепе йӑтма пулать-ха. Анчах унта анса хӑпариччен вӑй та юлмасть, пушар та нимӗн те хӑвармасть…

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики