Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +24.3 °C
Нельзя ничего сказать о глубине лжи, не попав в нее.
(Миппер)
 

Вика Сорокина: Министерствӑри режиссер: усси пулӗ-и унран?

Вика Сорокина08.02.2016 20:395407 просмотров

Вӑл е ку яваплӑ должноҫе пӗр-пӗр ҫынна лартнине тӗрлӗрен хаклакан пур. Ҫавӑн пек пулмалла та-ши? Ара, ҫӗр ҫыннӑн ҫӗр тӗрлӗ шухӑш ӗнтӗ.

Нумаях пулмасть республикӑн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерствинче улшӑнусем пулса иртрӗҫ. Министр тивӗҫӗсене пурнӑҫлама тутар чӑвашне Константин Яковлева лартнӑ хыҫҫӑн та темле те калаҫакан-сӑмахлакан, ун диссертацийӗ таранах сӳтсе явакан тупӑнчӗ. Тӳррипе каласан, юлашкинчен калани пирки халӗ те шӑв-шав лӑпланса пӗтмен-ха: тӗнче тетелӗнче ку темӑна ҫав-ҫавах хускатаҫҫӗ.

Иртнӗ эрнере, нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн культура министрӗн ҫумӗ пулма Вячеслав Оринова шаннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Хушӑва республикӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.

Вячеслав Оринов, аса илтеретпӗр, театрпа кино актерӗ, режиссер. 2014 ҫултан пуҫласа хальччен Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче режиссерта ӗҫленӗ. Тӗрлӗ ҫулта ЧПУра, культурӑпа ӳнер институтӗнче вӗрентнӗ.

Вячеслав Николаевич — ЧР тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи, «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурсӑн «Ҫулталӑкри чи лайӑх спектакль» номинаци ҫӗнтерӳҫи, Хӗрлӗ Чутай районӗн хисеплӗ ҫынни.

Вячеслав Оринова министр ҫумне лартнине тӗнче тетелӗнче сӳтсе явакансем тӗрлӗрен хаклаҫҫӗ. «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм та Оринова министр ҫумне лартнине пӗлтернӗччӗ те ку хыпара унтисем те расна йышӑнни сисӗнет. Пӗри, акӑ, министр ҫумӗ пирки «пултаруллӑ режиссер тата йӗркелӳҫӗ» тесе ырланӑ май министерствӑра унччен ӗҫленӗ В.С. Бондаревпа А.И. Алексеева пирки интрига ӑстисем тесе хаклать. Тепри вара: «Сирӗн ытарайми Оринов хӑй те интрига ӑсти» тесе хирӗҫлет. Вячеслав Оринов кандидатурине ырлакан ҫын Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче унпа питӗ килӗштерсе ӗҫленине палӑртать.

Культура отраслӗнчи кадрсем пирки калаҫнӑ май пӗри тата Куславкка районне «вӗҫтерсе килме» те ӳркенмен. Вӑл каланӑ тӑрӑх, унта район администрацийӗн пуҫлӑхӗн культура енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ иккӗленӳллӗ ҫын имӗш.

Вячеслав Оринова сӳтсе явнӑ май тепри тата 2000-мӗш ҫулсен ҫуррине аса илнӗ. Вӑл вӑхӑтра Вячеслав Оринов Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче художество ертӳҫинче тӑрӑшнӑ. Культура министерствин коллегийӗнче ун ӗҫне хурласа пӗтернӗ имӗш. «Советская Чувашия» хаҫатра Ҫамрӑксен театрӗ ҫинчен ыйхӑллӑ куракан театрӗ тесе статья та пичетленӗ пулать.

Мӗнех, пире, Вячеслав Ориновпа ӗҫлесе курманнисене, унӑн шалти чунне хаклама йывӑр. Пултарулӑхне те хак пама тӑхтар. Ӗҫлетӗр. Тава тивӗҫлӗ канӑва кайиччен вӑхӑт пур-ха унӑн — тата тепӗр икӗ ҫул. Ку вӑхӑтра ӳркенмен ҫын тем туса ӗлкӗрӗ. Хӑшӗсем Вячеслав Оринов пирки Константин Яковлева сирсе министра та ларайӗ теҫҫӗ те, анчах эпӗ «тем туса ӗлкӗрӗ» тесе министр пуканне йышӑнасси пирки каламарӑм-ха. Министр ҫумӗн пуканне йышӑннӑ май хӑйне пур енлӗн кӑтартмалӑх вӑхӑт пур-ха тесшӗн кӑна пултӑм.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики