Çиччĕ виç те пĕрре кас тенĕ ваттисем. Нумаях пулмасть Раççейĕн Шутлав палати патшалăх тăкакĕсене перекетлесси мĕн патне илсе çитернине тишкернĕ. Лару-тăру начарланнине аудиторсем вĕренӳ, культура та сывлăх сыхлав сферисенче асăрханă. Хыснана перекетлеме ăнтăлнине пула çынсем вулавăш, ача-пăча пахчисен тата ытти вĕренӳ учрежденийĕсен пулăшăвĕпе усă курайми пулса тăнă имĕш.
Кремьлте капла лару-тăру иккенне пĕлеççĕ иккен. РФ Шутлав палатин пĕтĕмлетĕвне илтнĕ хыççăнах çĕршыв Президенчĕн пресс-секретарĕ Дмитрий Песков доклада тишкерессине пĕлтернĕ.
2014 çулта 600-е яхăн вĕренӳ учрежденине хупнă, 2 пин ытларахăшне реорганизациленĕ. 2015–2018 çулсенче 3,6 пине яхăн вĕренӳ учрежденине реорганизацилеме палăртаççĕ. Çапла вара шкул çулне çитменнисен учрежденийĕсен шучĕ 5,6 процент чакмалла, пĕтĕмĕшле пĕлӳ параканнисен – 6 процент, ачасене хушма пĕлӳ параканнисен – 3,6 процент, вăтам професси пĕлĕвĕ параканнисен – 16,1 процент, тăлăхсемпе ашшĕ-амăшĕн хӳтлĕхĕсĕр юлнисен организацийĕсем – 14,7 процент.
Хысна туприне перекетлессине, аудиторсен шучĕпе, сете кирлĕ пек тишкермесĕр тата регионсенчи çынсен ыйтăвне хакламасăр пуçăннă. Шкулсене чакарни пирки те çакнах калама пулать. Çав вăхăтрах 2020/2021-мĕш вĕренӳ çулĕнче, 2012/2013 çулсенпе танлаштарсан, вырăн 2,5 миллион ытларах ытларах кирлĕ пулĕ.
Оптимизаци тенĕ вăхăтрах хысна укçи-тенкине перекетлеменнине тĕслĕхпе çирĕплетме пирĕн республикăна илсе панă. 500 çын ытларах пурăнакан ялти, 90 ача çӳремелĕх ишĕлмен шкула 60 процент кăна тултарнă пулин те 165 ачалăх шкул çĕклесе лартнă тесе çырать РФ Шутлав палати пĕлтерни тăрăх «Независимая газета» хаçат.
Ку калаçу лăпланса пĕтменччĕ-ха, Раççейĕн Финанс министерстви хысна туприне перекетлемелли тата тепĕр меслет сĕнни пирки хыпар сарăлчĕ. Хайхи ведомство бюджет тытăмĕнчи организацисене - сывлăх сыхлавĕн, вĕренӳ, культура учрежденийĕсене - пĕчĕккисене пысăккисемпе пĕрлештересшĕн.
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.
1-мӗш сӑн: Красноармейски районӗнчи Яманак шкулӗ (2006 ҫул)
2-мӗш сӑн: Шупашкар районӗнчи Янӑш шкулӗ (Правда ПФО сайтран илнӗ)
Миккуль // 4292.84.0894
2015.05.06 20:51
Вӑт тӗрӗс,Админ юлташ. Админӑн,Миккульӗн,Таймерӑн,Борӑн анчах мар,пурин те мӗнпур ҫак ыйтусемпе кӑсӑкланакан халӑхӑн пуҫтарӑса калаҫмалла.Ку пирӗн,пире тӳрремӗнех пырса тивекен ыйтусем. Эпир ытларах суффикс,причасти... енелле ытларах сулӑнтӑмӑр пулмалла.
2-мӗш сӑн: Шупашкар районӗнчи Янӑш шкулӗ (Правда ПФО сайтран илнӗ)