"Паустовский чӑваша мӗнпе пулӑшӗ?."
Вăл çеç мар эпир чăн чăвашсем те тепĕр чух пĕрне-пĕри пулăшас вырăнне кÿрентерме, ăмсанма, кашни сăмахшăнах хирĕçме пултаратпăр.Эпĕ чăвашлăха упрассине тепĕр патшалăх чĕлхи урлă та туса пымалла тесшĕн çеç. Мĕншĕн тесен пирĕн хушăра халĕ тĕрлĕ наци çынни пурăнать. Вĕсене чăваш чĕлхин пуянлăхне, çепĕçлĕхне шăпах вырăсла ăнлантарса памалла, чăвашла пĕр сăмаха 7 хут калаттарса калаçма вĕрентмелле.Çăмăл ĕç мар ку, пĕрех ăнланмасть ку тесе алă суласси мар.
Тата " Мĕн чухлĕ чĕлхе эсĕ пĕлетĕн, çавăн чухлĕ эсĕ çын",- теççĕ-и-ха, юлташсем?
Пĕрремĕш цитата: "Арӑмсемпе мухтанма каламан та чӑваша." Иккĕмĕш цитата: "Турра шӗкӗр.Хӗрарӑм каланӑ чух кут-пуҫ ҫине куҫни пулман пирӗн ҫемьере"
Çак сăмахсене калаканĕ пĕр çынах. Юнашарах тăраççĕ тата сăмахĕсем. Вĕсем пĕрне-пĕри хирĕçлени яр уççăн курăнса тарать: Автор малтан мухтанма юраманни çинчен калать, унтан хăех мухтанма, каппайланма пуçлать.
Кунта эпир пули-пулмисем çырса Пил Тымарлан ятне яратпăр.
Атила // 3913.58.4645
2015.04.24 11:40
Зина ,нивушлӗ санӑн вӑй-хӑват ҫитет такамсене ҫичӗ хут калатарса чӑвашла вӗрентме?.Атьӑрха реалистсем пулар.Тӑван ялта ача-пча вырӑсла поплят.Килте хамӑрӑн ачасам поплясшӑн мар.Паустовский пулӑшать?.Вула Тымарлана тепӗр хут."Ты же знаешь по русски.Че еще выпендриваешься"-тенине пур ҫӗрте те чӑвашла калаҫма тӑрӑшакан кӑна илтме пултарать.
Татьяна З. Чебоксары // 4186.57.1361
2015.04.24 13:55
" кута хыçса кăмака çинче ларать", "керек арки йăвалать", "кутран тап": "кутна шарпăк кĕнĕ-и мĕн?", "лар кутна хĕссе" .. тесе чавашсем калаçура яланах усă курнă. Ку вырăссем пек намас сăмах калани мар.
Автор. «Ĕлĕкхи чăвашсем ун пек сасăсемпе усă курман. «Манлăха» пĕтерет пулсан мĕншĕн усă курас? Вĕсене ĕлĕкхи чăвашсем пек калатăп: ахтапус, ваксал тата ытти те. «Водитель» вырăнне те «урапаçă» теме пулать»
---
Инҫете каятпӑр пулӗ ӗнтӗ? Шеремет И.Я. Яковлевӗ чунтан ухмаха ҫуҫ тӳпинчен тӑвалла туртни ахӑртнех. Лар эппин ҫӑата сырса!
Автор:"Çын чăвашла пĕлмест тĕк ку – унăн ыйтăвĕ. Тăлмачă тыттăр. Лавккара та сутуçăсемпе чăвашла çеç калаçатăп".
---
Ку япалапа килӗшетӗп. Эпӗ хам та яланах чӑвашла калаҫатӑп. Анчах та,манпа хутшӑнакан манпа чӑвашла калаҫасшӑн мар тӑк, эпӗ унпа хирӗҫместӗп. Вӑйпа хӑвна юраттараймастӑн!
Автор:"Тÿрере (судра) вырăсла калаçмасăр чăвашла çеç хÿтĕлетĕп, мĕнпур хута тăван чĕлхепе çыратăп"
---
Ку санӑн ӗҫ. Маншӑн, эпӗ чӑвашла пит лайӑх пӗлнӗ пулсассӑн та,вырӑсла тавлашма меллӗрех. Мӗншӗн вара ман хама "йвӑррӑн" хӳтӗлемелле?
Автор:"Çапла пĕр-пĕр ĕçе вырнаçсан сана ирĕксĕрлесех вырăсла калаçтараççĕ. Ку маншăн – мĕскĕнленни. Чăвашла çеç калаçнипе ниçта та вăй хума çук. Вырăс чĕлхипе литературине хамшăн ют пулнăран шкулта та вĕренмен".
----
ан макӑр. Ан мӗскӗнлен. Эс чӑваш пулса ҫурални, эс чӑваш пулнине пӗлтермест.Чӑваш вун-вун ӗмӗр каҫнӑ, чӑвашлӑха пӗтермен. Чӑвашлӑх сан ҫинче пуҫланман сан ҫинче пӗтмест те!