Автор:"Паянхи чăвашăн вырăс чĕлхине пуçĕпех хĕссе кăларма майĕ те, вăйĕ те çук. Ун пек вăй-хал маттур тутарсен те курăнмасть-ха. Кăна тума «иммунитет» кирлĕ".
---
Чӑвашӑн иммунитечӗ ытшшипех! И.Я. Анчах та, Яковлев халалӗсем пурнӑҫлансах пыраҫҫӗ. Ухмаха перекен этемсем хыҫҫӑ каякансем хальхи вӑхӑтра сахалансах пыраҫҫӗ. Турра шӗкӗр!
Волоча юлташ,
Ан çилленĕр те, анчах çакнашкал меслетсемпе ыттисем çырнисене хупласа хума аванах мар. Курмастăр-им, хăшĕсен сăмахĕсем халь те публикациленмен!!! Халь те сип-симĕссĕн ешереççĕ
Тĕрĕссипе эсир калас тенисене пĕр йăварах вырнаçтарма пулатчĕ....
Ав хамăн та дубль кайрĕ. Ку та аван япала мар паллах. Мĕншĕн тесен пĕр вырăн пустуй çухалчĕ
Компактлăрах мелсемпе çырма тăрăшмалла.
Унсăрăн кунта калаçу мар, сăмах купи пулса тухать.
Ҫеҫпӗле илӗрхе. Мӗнпур сӑмахӗне вырӑс халӑхне усаллать. Юри вуларӑм тӗлӗшпе, ялан макӑрать, ялан мӗскӗнленет. К. Ивановӗ вара пӗчӗкрен, шкултан кӑларса янӑ хфҫҫӑн, е, хӑй тухса тарсан, мӗрӗпе вырӑса хирӗҫҫ сикет. Унӑн "Нарспи" поэми те вырӑслӑха хирӗҫтӑру.
Зина // 3470.61.1324
2015.04.24 20:53
"Зина ,нивушлӗ санӑн вӑй-хӑват ҫитет такамсене ҫичӗ хут калатарса чӑвашла вӗрентме?"
Такамсене мар, ентешсене-вырăссене,тутарсене,ирçесене-пирĕнпе пĕрле юнашар пурăнакансене.Ман уйрăмах тутарсене ырлас килет. Вĕсем хăйсен тăван чĕлхине çеç мар, чăваш чĕлхине те тăван вырăннех хума тăрăшаççĕ.Тутарсемех чăвашсемпе-чăвашла калаçаççĕ.Хăмăр чăвашсем вара час- часах- вырăсла .Шăпах çакăн пеккисене те-хамăррисеннех 7 хут асăрхаттарма тивет.Чăнах та хăш-пĕр чухне çакă питĕ чĕрене ыраттарать.
Волоча юлташ ытти комментарисене хĕссе кăларнине кура, çавсене кунта тепĕр хут илсе кăтартатăп: Атила // 3913.58.4645
2015-04-24 11:40
Зина ,нивушлӗ санӑн вӑй-хӑват ҫитет такамсене ҫичӗ хут калатарса чӑвашла вӗрентме?.Атьӑрха реалистсем пулар.Тӑван ялта ача-пча вырӑсла поплят.Килте хамӑрӑн ачасам поплясшӑн мар.Паустовский пулӑшать?.Вула Тымарлана тепӗр хут."Ты же знаешь по русски.Че еще выпендриваешься"-тенине пур ҫӗрте те чӑвашла калаҫма тӑрӑшакан кӑна илтме пултарать.
Татьяна З. Чебоксары // 4186.57.1361
2015-04-24 13:55
" кута хыçса кăмака çинче ларать", "керек арки йăвалать", "кутран тап": "кутна шарпăк кĕнĕ-и мĕн?", "лар кутна хĕссе" .. тесе чавашсем калаçура яланах усă курнă. Ку вырăссем пек намас сăмах калани мар.
Атту вĕсем симĕс халлĕнех тепĕр страницăна ăсаннăччĕ
Зина // 8073.1.9993
2015.04.25 06:44
Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе саламлатăп.Чăвашлăха аталантарас ĕçре ырă пуçару, ăнăçу,телейпе юрату сунатăп. Тăван чĕлхе пуласлăхĕшĕн ĕмĕтленнĕ çутă ĕмĕтĕрсем пурнăçланччăр.
Ют Ҫын // 3066.98.0820
2015.04.25 08:16
Тӑван чӗлхе Уявӗ ячӗпе,тӑвансем. Пурне те тӑванлӑх, пурне те сӑпайлӑх,тӑван чӗлхепе нумай ҫул хушши киленсе пурӑнма сӗнетӗп.
---
Чӑвашӑн иммунитечӗ ытшшипех! И.Я. Анчах та, Яковлев халалӗсем пурнӑҫлансах пыраҫҫӗ. Ухмаха перекен этемсем хыҫҫӑ каякансем хальхи вӑхӑтра сахалансах пыраҫҫӗ. Турра шӗкӗр!