| Мучи // 4117.51.7078 2015.02.03 20:40 | |
| Сӑввине пичетле-ха, хисеплӗ Админ. | |
| Agabazar // 2980.74.2661 2015.02.03 21:45 | |
|  | Админ хăй те пĕлмест вăл "сăвва". Ку темăна кам уçнине пĕлместĕр-им? Кам тема "хуçи" — çавăнтан ыйтас пулать. | 
| Пелеш // 2849.5.4967 2015.02.04 17:14 | |
| Сӑввине питӗ вуласа пӑхас килет. Тӗрӗсрех каласан, пӗрре те иккеленместӗп, Туркайшӑн чӗлхине ирӗке ярасси ҫӗнӗлӗх мар... Турринчен те вӑтанмасть... Поэта каҫарма та пулӗ, Республикӑн тӗп хаҫат редакторне?... Сума суса лартнӑ К.В. Ивановпа П.Хусанкай палӑкӗсене куҫарас шухӑш килсе ҫапнӑ тата ун пуҫне. Ҫуралнӑ ялӗнче турӑшсен палӑкне туса хунипе лӑпланаймарим-ха вӑл? | |
| Пĕр хĕрарăм // 2997.26.4820 2015.02.04 18:51 | |
| Çеçпĕл Мишшин вил тăприне куçарса килчĕç ĕнтĕ.... | |
| Пĕр хĕрарăм // 2997.26.4820 2015.02.04 19:28 | |
| Çак сăвви мар-и:
 Чун каниччен туса курас килет сана ман! Чун каниччен туса курас килет сана ман Ырă! Уçсам куçна! куçна уссам,телейĕм, Хавна чунтан юратнине тинех эс курăн! | |
| Agabazar // 1790.19.2502 2015.02.04 21:14 | |
|  | Енчен те çак япала чăнах та çав сăввăн фрагменчĕ пулсан, кунта эп нимĕнле поэзи таврашĕ те курсах каймастăп. Унта уни-куни "намăслăх пекки те" чăннипе каласан çукрах. Ниме тăман япала теес пулать. Тута-маса тенин палăрăмĕ пачах та çук.
 Çеçпĕл Мишши. Вилтăприне илсе килме çук. Шăмми-шаккине илсе килме пулать. Анчах апла тума кирлĕ мар. | 
| Мучи // 4117.51.7078 2015.02.05 11:57 | |
| Поэзи ҫук, намӑссӑрлӑх виҫесӗр.  | |
| Agabazar // 2786-3706 2015.02.05 19:33 | |
|  | Намăссăрлăхĕ те çук, поэзийĕ те çукАра, намăссăрлăхĕ пур тесе ма пустуй савăнтарас çынна? | 
| Мучи // 4117.51.7078 2015.02.05 20:53 | |
| Акапасар, санпа килӗшетӗп, намӑс сӑмах вӑл - сакраль сӑмсах, унпа выляма кирлӗ мар. | |
| Мучи // 4117.51.7078 2015.02.06 09:42 | |
| Каҫарӑр, СӐМСАХ мар, СӐМАХ темеллеччӗ. Хушса хурам: Пушкинӑн та пур намӑс сӑмахсемлӗ хайлавсем. Анчах вӗсем - ПО-Э-ЗИ. ку ачан вара - пасар мушикӗн  сӑмах купи. Кунашкал поэзие пирӗнтен кашниех хайлаять. Анчах эпир хайламастпӑр. Пире намӑс пулӗччӗ. Ҫак сӑмахӑн чӑн тӗшшипе. | |
