Раҫҫейре кунашкал ҫурт урӑх ниҫта та ҫук. Унӑн илемӗ вырӑнти ҫынсене кӑна мар, ирен-ҫӳрене те питӗ тӗлӗнтерет. Вӑл Екатеринбургпа Невьянское хушшинче – Кунары ялта - вырнаҫнӑ.
Унпа ҫумӑн автоҫул иртет. Ҫавӑнпа вӑл водительсене те илӗртет. Ҫак ҫурта Сергей Иванович Кириллов тимӗрҫӗ тунӑ. Унпа вӑл пурнӑҫ тӑршшӗпех ӗҫленӗ.
1951 ҫулта туй хыҫҫӑн ӑна аслашшӗнчен еткер юлнӑ – кивӗ ҫурт. Икӗ ҫултан вӑл тайӑннӑ. Сергей Ианович ӑна хӑй тӗллӗн юсама тытӑннӑ.
Кӑштахран вӑл йывӑҫран касса кӑларма вӗреннӗ, хапха хатӗрленӗ. Ҫулсерен кил хуҫи ҫӗнӗ эреш хушса пынӑ. Тимӗртен шӑратнӑ чылай кӳлепе пулса тӑнӑ. Сергей ачаранпах ӗҫе хӑнӑхнӑ: ашшӗ вӑрҫӑра пуҫ хунӑ, каярахпа амӑшӗ ҫӗре кӗнӗ. Сергей Ивановичӑн шӑллӗпе йӑмӑкне пӑхмалла пулнӑ. Сергей Кунарта пӗртен-пӗр тимӗрҫӗ пулнӑ.
Ку ӗҫ унӑн ҫемйине тӑрантарнӑ кӑна мар, чун киленӗҫӗ тӗ пулса тӑнӑ. Ӑста ирхи 4 сехетрен пуҫласа сӗм ҫӗрлеччен ӗҫленӗ. Купӑс та лайӑх каланӑ. Ҫурта ҫулсерен кӑвакарчӑн, кушак ҫури, лаша, хӗрпе каччӑ кӳлеписемпе илемлетсе пынӑ. Ҫуртӑн малти пайӗне тимӗртен СССР гербӗ хитрелетнӗ.
Сергей ҫуртне вӑрӑ-хурах ҫаратма та хӑйман. Вӑл алӑка нихӑҫан та питӗрмен, унта кашниех кӗме пултарнӑ. Сергей Иванович хӑйӗн тата арӑмӗн вилтӑпри валли тимӗртен чечек ҫыххи хатӗрленӗ. Халӗ вӗсем унӑн вилтӑприне илемлетеҫҫӗ.
Ҫакна йӑлтах виҫӗ класс вӗреннӗ ахаль тимӗрҫӗ хӑйӗн аллипе тунӑ.
Agabazar // 3434.7.3599
2014.12.15 12:56 | |
![]() |
Куç алчăарса каймалла сăрласа пĕтерни çурт хитре иккенне пĕлтермест-ха... |
Аçтахар Плотников // 2727.91.0333
2014.12.15 15:59 | |
![]() |
Аха.
Чăвашра кунран илемлĕрех çуртсем те сахал мар. |