Вырӑс чӗлхинчен* кӗнӗ «Класс» чӑваш орфографийӗшӗн ыйту тӑратакан сӑмахсенчен пӗри. Тӗп падежра вӑл ҫаплах тӑрса юлать-ха, анчах ытти вӗҫлевсенче «темшӗн» вӗҫӗнчи пӗр с-не ҫухатать: класс, класра, класшӑн, класри, класа.
Ҫак ыйтӑва ҫӑмӑллатас тӗлӗшпе ман шутпа ҫак сӑмаха «КӐЛАС» тесе ҫырма йышӑнтармала: кӑлас, кӑласӑн, кӑласа, кӑласра, кӑласран, кӑласпа, кӑласпалан, кӑлассӑр, кӑласшӑн; кӑласӗ, кӑласӗн, кӑласне, кӑласӗнче, кӑласӗнчен, кӑласӗпе, кӑласӗпеле, кӑласӗсӗр, кӑласӗшӗн; кӑласӗсем, кӑласӗсен, кӑласӗсене, кӑласӗсенче, кӑласӗсенчен, кӑласӗсемпе, кӑласӗсемсӗр, кӑласӗсемшӗн; кӑласлӑ, кӑласла, кӑласӑнни, кӑласалла, кӑласшар, …
Лайӑн енсем:
1) ку форма сингармонизм сакунне пӑхӑнать;
2) чӑваш чӗлхишӗн тӑванрах курӑнма тытӑнать (витре, кӗрепле, кӗнеке пек);
3) ҫӗнӗ терминсем ӑсталама май парать: классификация — кӑласласси (кӑласлани; е кӑласлав); классифицируй — кӑласла (кӑласласа тух). Хальхилле ҫыру кун йышши терминсене ӑсталама май памасть — клас(с)ласси, клас(с)лани, клас(с)ла, клас(с)ласа тух — ытла та кӑнтаммӑн илтӗнеҫҫӗ, вӗсене калама та йывӑр.
Япӑх ен:
1) ҫӗнӗлле ҫырӑва хӑнӑхма/хӑнӑхтарма тивӗ. Анчах ку ӗҫ йывӑр мар ман шутпа. «Ҫӗр-шыв», «ӳсен-тӑран» сӑмахсене дефис урлӑ ҫыртарма ним мар пултартӑмӑр пулсан, ку ӗҫ те кӑткӑссисен йышне кӗместех ӗнтӗ.
_ _ _ _ _ _
* вырӑс чӗлхишӗн те вӑл ют-ха: тымаррисем ун латин чӗлхинчен пыраҫҫӗ; вырӑс чӗлхине хрантсус чӗлхинчен лекнӗ пулать; акӑлчан, нимӗҫ, испан тата ытти нумай чӗлхере пурӑнать.
Аксар Чунтупай // 1089.39.3946
2013.08.26 21:29 | |
![]() |
Французсемпе турккăсен чĕлхи - тĕнче чĕлхи! Пирĕн чĕлхе вара çырма-çатрана пытанма пуçларĕ... Пытанакан чĕлхерен тата хытăрах пистерме пуçлăпăр халăхăмăра. Çавă шиклентерет... Унификаци тăвас вырăнне деунификаци тăватпăр. Аппаланар мар ... |
Аксар Чунтупай // 1089.39.3946
2013.08.26 21:30 | |
![]() |
Вăт, опрос (ыйтăм) туса пăхăр. Халăх хирĕç пулĕ. |
Аксар Чунтупай // 1089.39.3946
2013.08.26 21:34 | |
![]() |
Тата: шкулта вĕрентсе пăхăр правило енчен пĕр-пĕрне хирĕçлекен сăмахсемпе ... Вара çак пулăмăн нушине хăвăр та туйса илетĕр. "Тăваспĕт", пĕрехинче" йышши сăмахсемпе мĕнлерех нушаланатпăр та... Тухса пĕтейместпĕр вĕçне-хĕрне... |
Аксар Чунтупай // 1089.39.3946
2013.08.26 21:36 | |
![]() |
Тата вырăс чĕлхи калаçу практикинче пуç пулса тăнă вăхăтра тума май çук кун евĕр япалана... |
Agabazar // 7199.1.9563
2013.08.26 21:44 | |
![]() |
Вара мĕн? Алăсене тăратмалла та сдаюсь! темелле-им? Çук, парăнмаспăр-ха халлĕхе! |
Agabazar // 7199.1.9563
2013.08.26 21:48 | |
![]() |
Аксар Чунтупай:"Вăт, опрос (ыйтăм) туса пăхăр. Халăх хирĕç пулĕ."Ку енне кайсан, чăваш чĕлхи кирлĕ-и? текен ыйтупа та "опрос" ирттерме пулать. Ытларахăш кирлĕ мар! тейĕç. Вара çавна кура чăваш чĕлхине пурнăçран сирпĕтмелле-им? Эй, мăнтарăн чăвашсем! |
Agabazar // 7199.1.9563
2013.08.26 21:51 | |
![]() |
Нуша правилăсенче мар! Вырăс чĕлхин правилисем чăвашсеннинчен 1000000000 хут кăткăсрах тата йывăртарах. ПУРПĔРЕХ НИКАМ ТА РАСПУЙ" КăШКăРМАСТЬ. Мĕншĕн тесен ĕç унта мар. |
Аçтахар Плотников // 5043.2.1941
2013.08.26 21:59 | |
![]() |
«Мĕнле пĕр вĕçĕм пĕр сăмах та пĕр сăмах теетĕр!»
Мĕншĕн тесен эп ыттисене тишкермен. Ал айĕнче вĕсене епле çырмалли орфогорафи правили те çук (орфографи словарĕнче [2002] ку япалана асăнман). Ку сăмахра икĕ кăткăс вырăн: пуçламăшĕнчи «кл» тата вĕçĕнчи икĕ «сс». Тата кăтартрăм-çке, çавнашкал çырсан, чĕлхере çĕнĕ сывлăш кĕнĕн, çĕнĕ терминсем ăсталама май тухать. |
Петер // 4186.57.1361
2013.08.28 11:02 | |
Патранмасан та юраччен, урах ессем те пур. | |
Agabazar // 1222.12.9802
2013.08.29 00:05 | |
![]() |
Калăр-ха, тархасшăн, ырă çыннăмар Петер, мĕнле шутсăр пысăк ĕçсем пур вара сирĕн? Çавăн пекех "деловой" пулса тăтăр-и? |