Паян, авӑнӑн 7-мӗшӗнче, Чӑваш халӑх сайчӗ ӗҫлеме пуҫланӑранпа 17 ҫул ҫитрӗ. Чӑн та, 2005 ҫултанпа вӑхӑт чылай иртрӗ. Апла пулин те, йывӑрлӑхсем ҫук мар пулсан та, «Чӑваш халӑх сайчӗ» ӗҫлет, кунсерен сире хыпарсемпе паллаштарать, вулама статьясем вырнаҫтарать.
«Чӑваш халӑх сайтне» йӗркеленӗ чухне тӗп тӗллев интернетра чӑвашла портал хатӗрлесси пулнӑччӗ. Унтанпа лару-тӑру чылай улшӑнчӗ ӗнтӗ. Самана та урӑхланчӗ. Енчен те 2005 ҫулта порталсен витӗмӗ питӗ пысӑкччӗ пулсан, паянхи куна илсен тӗрлӗ халӑх тетелӗсем (соцсетьсем), Телеграм йышши мессенджерсем вӑй илсе пыраҫҫӗ.
Ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче «Пӗркласрисем» халӑх тетелӗнче хыпар тухрӗ: «Чӑваш хӗрарӑмӗ» хаҫата ҫитес ҫултан хупма палӑртнӑ. Чӑннипех те тӗлӗнмелле хыпар пулчӗ маншӑн. Ара, 2020 ҫулта йышӑннӑ программӑпа килӗшӳллӗн (ӑна эп кунта тишкернӗччӗ) чӑвашла тухакан хаҫатсен тӳпи 70%-ран чакмалла мар-ҫке! Вӑл программӑра (тӗрӗссипе ҫумпрограмма темелле те, анчах каплах калӑпӑр) тӗллевлӗ кӑтартусен пайӗ пур.
Паян Телеграмри пӗр каналта Сорокино ял клубне кӑтартрӗҫ. Вӑл Псков облаҫӗнчи Дедовичи районӗнче вырнаҫнӑ. Халӑхӗ кунта нумаях мар, 2010 ҫулта мӗнпурӗ те 132 ҫын пурӑннӑ. 8 ҫул маларах, 2002 ҫулта — 229 шутланнӑ. 2001 ҫулта вара — 275 ҫын. Паянхи кун мӗн чухлӗ халӑх пурӑнни паллӑ мар (Википеди пӗлтермест, хам шырарӑм — тупаймарӑм).
Вӑт, хайхи ҫак клуба пӑхнӑ май хамӑн Чӑваш Республикишӗн кӑштах савӑнса илтӗм — пирӗн, вӗт-ха, ял клубӗсене юсаҫҫӗ, ҫӗнетеҫҫӗ. Усӑр пуҫне ҫӗннисене те хӑпартаҫҫӗ!
Ӗнер хыпарсем хушшинче Китайри авалхи кӗпер ҫунса кайни пирки сӑмахларӗҫ. Видеосене пӑхнӑ май паллӑ пулчӗ ӗнтӗ — ҫӑлса хӑварайман, вӑл тӗппипех ҫунса кайнӑ. Ҫапах та чи тӗлӗнмелли кунта — кӗпере 900 ҫул каялла туса лартни. Пин ҫул каялла тенӗ пек туса лартнӑскер ҫак тарана ҫити упранса юлнӑ (ӗнер вӑл ҫунса кайнине шута илмесен)! 1742 ҫулта ун ҫинче пушар тухнӑ пулнӑ-ха, анчах вырӑнти халӑх ӑна юсаса ҫӗнетнӗ, пӗтме паман.
Тӗрӗссипе йывӑҫ ҫирӗп кӗпер тума чи юрӑхлӑ материал мар.
Ваттисен йӑлине пӑхӑнасси паянхи кун темле кивӗ, ниме тӑман, юрӑхсӑр япала шутланать тесен йӑнӑшмастӑп пуль. Паянхи кун пирӗн пурнӑҫра компьютер-смартфон таврашӗпе тивӗҫлӗ шайра усӑ курма пӗлесси хисепленет, модӑпа тан пыни тата ытти те. Пирӗн мӑн асаттесем пире хӑварнӑ йӑласем вара манӑҫа тухаҫҫӗ.
Ваттисен йӑли тенӗ чухне пӗр енчен хамӑр авалхи тӗн пирки калама пулать (тепӗр тесен, йӑла-йӗрке унта самай вырӑн йышӑннӑ), тепӗр енчен вӑл йӑласем нимӗнле тӗнпе те ҫыхӑнмаҫҫӗ.
В Чебоксарах завершились съемки чувашского фильма «Пирӗшти куҫҫулӗ» / «Слеза Ангела». Автором его стал Сергей Щербаков.
По сюжету молодая любящая друг друга пара ссорится из-за слабого материального положения, и муж (актер Александр Демидов) уходит по контракту в Сирию, заработать «большие деньги». Жена (актриса Ольга Палан (Осипова)) чувствует вину и просит у Бога Тура благополучного возвращения мужа старинной чувашской молитвой, которой научила ее бабушка. Вместе со свекровью (актриса Валентина Иванова) она встречает призрак погибшего мужа, но чувашские Предки и ангел-пирешти (актер Иван Иванов), помогают исправить ситуацию…
Сейчас картина проходит стадию предпоказа, то есть идет разбор с различными специалистами в кинопроизводстве.
Раҫҫей Ӑслӑлӑх Академийӗн пуҫлӑхӗ Александр Сергеев нумай пулмасть ҫапларах шухӑш каланӑ:
— Эпӗ чылай ҫынпа тавлашнӑ чухне ҫапла калатӑп: сирӗн шухӑшпа, мӗн, Горбатый кӗпер ҫине каскӑсемпе шаккама кайсан, е Ленин проспектне хупласа хурсан эпир хамӑр шухӑшсене влаҫрисем патне витӗмлӗрех ҫитерӗпӗр-и?
Александр Сергеев ӑсчахсене хӑйӗн шухӑшӗсене активлӑ пӗлтерме сӗннӗ, анчах ҫав вӑхӑтрах влаҫа критиклеме, ун тӗлӗшпе усал сӑмахсемпе калама юрамасть тесе каланӑ.
Телеграмри «Пуринчен малтан. Ҫывӑрса юлмасан» каналта паян Патӑрьел районӗнчи Тӑрӑн ялӗнче шкула халалласа палӑк уҫни пирки пӗлтерчӗҫ. Тӗрӗссипе ҫак ӗҫ-пуҫ иртнӗ эрнерех, шӑматкун, ҫӗртмен 4-мӗшӗнче пулса иртнӗ иккен. Палӑка чаплӑн, тӳре-шарасене чӗнсех уҫнӑ. Пупне те Пачӑшкӑсене те йыхравлама манман — паянхи кун унашкал мероприятисем вӗсемсӗр мӗнле ирччӗр-ха?
Ҫак пулӑма мӗнле хакламалла-ши?
Ятарлӑ операци пуҫланнӑ хыҫҫӑн акӑ тепӗр уйӑх иртсе кайрӗ. Ӑна мӗнле пӗтӗмлетме пулать, малашлӑхра мӗнлерех улшӑнусем?
Пӗрремӗшӗ. Иртнӗ уйӑхра эсир самай пулӑшрӑр. 9 573 тенкӗлӗх пулӑшу кӳтӗр. Малтанхи уйӑхрисемпе хушсан пурӗ 55 373 тенкӗ пулать. Ҫак укҫаран паянхи куна 47 400 тенкӗ тӑкакланӑ. Иртнӗ уйӑхра 5 пин вырӑсла-чӑвашла словарьшӗн тӳлерӗмӗр, 5 100 — Александр Гринӑн 3-мӗш томӗшӗн, 7 пин — Николай Ашмарин хатӗрленӗ сӑмах пуххисен кӗнекин 3-мӗш томӗшӗн. Пурӗ 17 100 пулса тухать.
Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр (ку ӗҫе тахҫантанпах тӑвайманччӗ-ха...). Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).
Вырӑссен паллӑ тӗпчевҫин Ключевскин историне вуланӑ чухне час-часах пӗрре «боляр», тепре «бояр» тенине курма пулать. Славянсен тӗн чӗлхин (церковнославянский) палӑкӗ шутланакан упранса юлнӑ хайлавсенче ытларах «боляр» тенине куратпӑр.
«Чӑваш халӑх сайчӗн» малашлӑхӗ пирки малалла пӗлтеретпӗр. Пуш уйӑхӗ йывӑр пулчӗ тенӗччӗ те, ака уйӑхӗнче лару-тӑру тата та йывӑрланчӗ. Тӗплӗрех аяларах ҫырса кӑтартатӑп.
Пӗрремӗшӗ. Эсир пулӑшни сая кайман. Мӗн куҫарса пани йӑлт ӗҫ валли кайрӗ. Акӑ нумай пулмасть кӑна, ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, 1971 ҫулта тухнӑ И.А. Андреевпа Н.П. Петров редакциленӗ Вырӑсла-чӑвашла словарьне туллин кӗртсе пӗтертӗмӗр. Пурӗ 41 479 статья (сӑмах) пулчӗ. Халӗ ҫак сӑмахсарпа пурте туллин усӑ курма пултараҫҫӗ.
Ку статьяна тахҫанах ҫырма палӑртнӑччӗ. Кахала пула, тата ытти ӗҫсем хупӑрласа илнине пула паянхи кунччен те вӑл сайтра вырнаҫаймарӗ. Ҫавах та ҫак ӗҫе тӑсни сиенлӗ пуль. Палӑртнӑ ӗҫе тем тесен те тумаллах. Пӗр планласа хунӑ статьяна ҫырмаллах.
Цензура мӗн иккенне тӗрлӗ энциклопедисене кӗрсе пӗлме пулать. Ытла инҫе каймӑпӑр, СССР вӑхӑтӗнче тухнӑ энциклопедине пӑхар. Цензурӑллӑ патшалӑхра ҫав япала пирки мӗн ҫырнӑ-ха? Цензура вӑл официаллӑ влаҫ органӗсем халӑха ҫитерес информацие тӗрӗслесе тӑни, ала витӗр кӑларни имӗш.
Иртнӗ уйӑх пуҫламӑшӗнче «Чӑваш халӑх сайчӗн» малашлӑхӗ пирки ҫыру вырнаҫтарнӑччӗ. Унтанпа уйӑх иртрӗ, лару-тӑру хальхи вӑхӑтра епле пулни пирки пӗлтерсен пӑсмӗччӗ пуль тетӗп.
Пӗрремӗшӗ. Чӑваш Турри пире пӑрахмастех тесе ахаль мар ӗненетӗп. Ку хутӗнче те хамӑр Туррах пире пулӑшрӗ тесе ӗненетӗп. Апла каланине пӗри «Чӑвашӑнах-ши вӑл?» тесе иккӗленсе те пӑхрӗ. Ман шутпа, ҫавах, Чӑвашӑнах. Пирӗн ӗҫ хамӑр халӑха кирлӗ мар пулсан ун чухлӗ укҫа-тенкӗ пухайман пулӑттӑмӑр. Тӗрӗссипе эп, пӗр-икӗ ҫын кӑшт та пулин куҫарса панипе те ҫырлахайнӑ пулӑттӑм.
Раҫҫейре чек лентти ҫитмест текен хыпара кашни кун пӗлтерме пуҫларӗҫ. Ӑҫта ҫухалнӑ-ха вӑл, мӗнле сӑлтавсене пула ҫав тери сахалланса юлнӑ? Ҫак ыйту тавра тӗпчесе пӑхар.
Чек лентти — ятарлӑ сийпе витнӗ хут хӑйӑвӗ. Вӑл сарлакӑшӗпе (44, 57, 80 стандартсем пур) тата мӗн чухлӗ явнипе уйрӑлса (кунта стандарт ҫук — касса аппаратне вырнаҫма пултартӑр) тӑрать.
Хӑй чек ленттине кӑларакансем пирӗн ҫӗршывра сахал мар. Анчах вӗсем чек ленттине касса хатӗрлеҫҫӗ кӑна.
Хисеплӗ хӑнасем, вулакансем!
Тӗнчери тата Раҫҫейри лару-тӑрӑва пула «Чӑваш халӑх сайчӗ» умӗнче пысӑк йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ. Унӑн ӗҫӗ тӗпрен илсен хамӑн укҫа ҫинче тытӑнса тӑрать. Ман тупӑшран килет. Шел те, паянхи кун тупӑшсем палӑрмаллах чакрӗҫ. Ҫавна пула журналистсене тӳлемелӗх, сервер тӑкакӗсене саплаштармалӑх укҫа-тенкӗ ҫитмессе пултарать.
Эпӗ никамран та укҫа кӗлмӗҫленсе ыйтман. Тар тӑкса ӗҫлесе илнӗ укҫана кама та пулин пама йывӑррине шкул саккинченех пӗлетӗп.
Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр (ку ӗҫе тахҫантанпах тӑвайманччӗ-ха...). Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).
Тӑван чӑваш ҫӗрне хӑйӗн ытарайми шывӗпе чӑпӑл туса юхса выртакан аслӑ юханшыва Атӑл тетпӗр. Тутарсем Идел теҫҫӗ. Ӗлӗкрех ӑна Итил тени те пулнӑ. Пирӗн мӑн асаттесем, пӑлхар-чӑвашсем, ӗлӗк-авал мӗнле каланӑ-ши ҫак мӑнаҫла юханшыва?
Нумай пулмасть «Новые известия» (чӑв. «Ҫӗнӗ хыпарсем») тӗнче тетелӗнчи кӑларӑмра статья пичетленсе тухрӗ, сире унӑн чӑвашла куҫарӑвӗпе паллаштарасшӑн. Статьяна куҫарнин тепӗр сӑлтавӗ — «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫине» пуянлатасси. Ҫавна май вӑл вырӑсла текста питӗ ҫывӑх.
Патшалӑхран пӗчӗк юсав ирттерме уйӑрнӑ укҫана самантрах вӑрласа пӗтернӗ, урая вара физкультура вӗрентекенӗн сӑрлама тивнӗ.
Раҫҫейре ӑсчахсен шайӗ питех те анса кайни вӑйлӑ курӑнать. Совет самани арканнӑ хыҫҫӑн хӑйсене ӑсчах шайне кӗртекенсен йышӗ ытла та ӳссе кайрӗ. Кашни хӑйне эксперт теме пуҫларӗ. Пӗлӗвӗ ҫитет-и, ҫитмест-и — хӑйне эксперт тет. Ҫапла вара чӑн-чӑн экспертсем те вӗсен хушшинче ҫухалса пӗтрӗҫ.
Паянхи чӑваш чӗлхи ӑслӑлӑхӗ ҫине пӑхатӑн та — йӗри-тавра ӑсчахсем ҫӳреҫҫӗ тейӗн. Чӑвашла калаҫма пӗлет пулсанах хӑйне ҫав тери пысӑк чӑваш чӗлхин эксперчӗ вырӑнне хурать. Ҫырма пӗлет пулсан вара — пырса та ан кӗр, профессор шайӗнчех.
Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр (ку ӗҫе тахҫантанпах тӑвайманччӗ-ха...). Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).
Мӗн-ха вӑл ийе?..
Ийе чӑмланӑ, тени пур. Ачана пӗччен хӑварсан ийе вӑрлама пултарать, тенӗ тата ӗлӗк. Ийе тенине кашни чӑвашах илтнӗ-ха ӗнтӗ. Акӑ, Н. И. Ашмарин словарӗнче те Ийе пирки виҫӗ страница ҫырнӑ. «Ийе мунчара пурӑнать.
2021 ҫулталӑк вӗҫленсе пырать. Малалла пире 2022 ҫул кӗтет. Мӗнле иртрӗ-ха кӑҫалхи ҫул, пур-и ҫитӗнӳсем, мӗнле йывӑрлӑхсем пулчӗҫ-ха?
2021 ҫулта ытлашшиех паллӑ самантсем пулмарӗҫ. «Чӑваш халӑх сайчӗ» малтанхи ҫулсенче пухнӑ вӑйпа малалла утрӗ тесен йӑнӑш пулмӗ. Ҫӗнӗлӗхсем пулмарӗҫ, анчах чи пӗлтерӗшли — ҫухатусем те ҫук. Сайтпа кунсерен паллашакансен йышӗ кӑна ӳсрӗ.
«Чӑваш халӑх сайчӗ» хальхи вӑхӑтра МИХ евӗр ӗҫлет те ҫавна май пусӑмне ытларах хыпарсемпе статьясем вырнаҫтарасси ҫине тӑвать.