■ 19.04.2022 15:15 | 4254 просмотров
Ку статьяна тахҫанах ҫырма палӑртнӑччӗ. Кахала пула, тата ытти ӗҫсем хупӑрласа илнине пула паянхи кунччен те вӑл сайтра вырнаҫаймарӗ. Ҫавах та ҫак ӗҫе тӑсни сиенлӗ пуль. Палӑртнӑ ӗҫе тем тесен те тумаллах. Пӗр планласа хунӑ статьяна ҫырмаллах.
Мӗн-ха вӑл цензура?
Цензура мӗн иккенне тӗрлӗ энциклопедисене кӗрсе пӗлме пулать. Ытла инҫе каймӑпӑр, СССР вӑхӑтӗнче тухнӑ энциклопедине пӑхар. Цензурӑллӑ патшалӑхра ҫав япала пирки мӗн ҫырнӑ-ха? Цензура вӑл официаллӑ влаҫ органӗсем халӑха ҫитерес информацие тӗрӗслесе тӑни, ала витӗр кӑларни имӗш.
Далее...
■ 05.04.2022 12:33 | 4383 просмотров
Иртнӗ уйӑх пуҫламӑшӗнче «Чӑваш халӑх сайчӗн» малашлӑхӗ пирки ҫыру вырнаҫтарнӑччӗ. Унтанпа уйӑх иртрӗ, лару-тӑру хальхи вӑхӑтра епле пулни пирки пӗлтерсен пӑсмӗччӗ пуль тетӗп.
Пӗрремӗшӗ . Чӑваш Турри пире пӑрахмастех тесе ахаль мар ӗненетӗп. Ку хутӗнче те хамӑр Туррах пире пулӑшрӗ тесе ӗненетӗп. Апла каланине пӗри «Чӑвашӑнах-ши вӑл?» тесе иккӗленсе те пӑхрӗ. Ман шутпа, ҫавах, Чӑвашӑнах. Пирӗн ӗҫ хамӑр халӑха кирлӗ мар пулсан ун чухлӗ укҫа-тенкӗ пухайман пулӑттӑмӑр. Тӗрӗссипе эп, пӗр-икӗ ҫын кӑшт та пулин куҫарса панипе те ҫырлахайнӑ пулӑттӑм.
Далее...
■ 19.03.2022 12:36 | 3836 просмотров
Раҫҫейре чек лентти ҫитмест текен хыпара кашни кун пӗлтерме пуҫларӗҫ. Ӑҫта ҫухалнӑ-ха вӑл, мӗнле сӑлтавсене пула ҫав тери сахалланса юлнӑ? Ҫак ыйту тавра тӗпчесе пӑхар.
Мӗн вӑл чек лентти?
Чек лентти — ятарлӑ сийпе витнӗ хут хӑйӑвӗ. Вӑл сарлакӑшӗпе (44, 57, 80 стандартсем пур) тата мӗн чухлӗ явнипе уйрӑлса (кунта стандарт ҫук — касса аппаратне вырнаҫма пултартӑр) тӑрать.
Кам туса кӑларать?
Хӑй чек ленттине кӑларакансем пирӗн ҫӗршывра сахал мар. Анчах вӗсем чек ленттине касса хатӗрлеҫҫӗ кӑна.
Далее...
■ 04.03.2022 12:56 | 5873 просмотров
Хисеплӗ хӑнасем, вулакансем!
Тӗнчери тата Раҫҫейри лару-тӑрӑва пула «Чӑваш халӑх сайчӗ» умӗнче пысӑк йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ. Унӑн ӗҫӗ тӗпрен илсен хамӑн укҫа ҫинче тытӑнса тӑрать. Ман тупӑшран килет. Шел те, паянхи кун тупӑшсем палӑрмаллах чакрӗҫ. Ҫавна пула журналистсене тӳлемелӗх, сервер тӑкакӗсене саплаштармалӑх укҫа-тенкӗ ҫитмессе пултарать.
Эпӗ никамран та укҫа кӗлмӗҫленсе ыйтман. Тар тӑкса ӗҫлесе илнӗ укҫана кама та пулин пама йывӑррине шкул саккинченех пӗлетӗп.
Далее...
■ 25.02.2022 18:28 | 5061 просмотров
Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр (ку ӗҫе тахҫантанпах тӑвайманччӗ-ха...). Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).
Тӑван чӑваш ҫӗрне хӑйӗн ытарайми шывӗпе чӑпӑл туса юхса выртакан аслӑ юханшыва Атӑл тетпӗр. Тутарсем Идел теҫҫӗ. Ӗлӗкрех ӑна Итил тени те пулнӑ. Пирӗн мӑн асаттесем, пӑлхар-чӑвашсем, ӗлӗк-авал мӗнле каланӑ-ши ҫак мӑнаҫла юханшыва?
Далее...
■ 15.02.2022 22:58 | 4432 просмотров
Нумай пулмасть «Новые известия» (чӑв. «Ҫӗнӗ хыпарсем») тӗнче тетелӗнчи кӑларӑмра статья пичетленсе тухрӗ , сире унӑн чӑвашла куҫарӑвӗпе паллаштарасшӑн. Статьяна куҫарнин тепӗр сӑлтавӗ — «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫине» пуянлатасси. Ҫавна май вӑл вырӑсла текста питӗ ҫывӑх.
Харпӑр опыт: хамӑн хӗрача ҫӳрекен шкулта спортзал урайне мӗнле улӑштартӑм тата ҫакӑ мӗнпе вӗҫленчӗ
Патшалӑхран пӗчӗк юсав ирттерме уйӑрнӑ укҫана самантрах вӑрласа пӗтернӗ, урая вара физкультура вӗрентекенӗн сӑрлама тивнӗ.
Далее...
■ 10.02.2022 23:27 | 8262 просмотров
Раҫҫейре ӑсчахсен шайӗ питех те анса кайни вӑйлӑ курӑнать. Совет самани арканнӑ хыҫҫӑн хӑйсене ӑсчах шайне кӗртекенсен йышӗ ытла та ӳссе кайрӗ. Кашни хӑйне эксперт теме пуҫларӗ. Пӗлӗвӗ ҫитет-и, ҫитмест-и — хӑйне эксперт тет. Ҫапла вара чӑн-чӑн экспертсем те вӗсен хушшинче ҫухалса пӗтрӗҫ.
Паянхи чӑваш чӗлхи ӑслӑлӑхӗ ҫине пӑхатӑн та — йӗри-тавра ӑсчахсем ҫӳреҫҫӗ тейӗн. Чӑвашла калаҫма пӗлет пулсанах хӑйне ҫав тери пысӑк чӑваш чӗлхин эксперчӗ вырӑнне хурать. Ҫырма пӗлет пулсан вара — пырса та ан кӗр, профессор шайӗнчех.
Далее...
■ 04.01.2022 12:55 | 5245 просмотров
Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр (ку ӗҫе тахҫантанпах тӑвайманччӗ-ха...). Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).
Мӗн-ха вӑл ийе?..
Ийе чӑмланӑ, тени пур. Ачана пӗччен хӑварсан ийе вӑрлама пултарать, тенӗ тата ӗлӗк. Ийе тенине кашни чӑвашах илтнӗ-ха ӗнтӗ. Акӑ, Н. И. Ашмарин словарӗнче те Ийе пирки виҫӗ страница ҫырнӑ. «Ийе мунчара пурӑнать.
Далее...
■ 31.12.2021 12:29 | 6255 просмотров
2021 ҫулталӑк вӗҫленсе пырать. Малалла пире 2022 ҫул кӗтет. Мӗнле иртрӗ-ха кӑҫалхи ҫул, пур-и ҫитӗнӳсем, мӗнле йывӑрлӑхсем пулчӗҫ-ха?
2021 ҫулта ытлашшиех паллӑ самантсем пулмарӗҫ. «Чӑваш халӑх сайчӗ» малтанхи ҫулсенче пухнӑ вӑйпа малалла утрӗ тесен йӑнӑш пулмӗ. Ҫӗнӗлӗхсем пулмарӗҫ, анчах чи пӗлтерӗшли — ҫухатусем те ҫук. Сайтпа кунсерен паллашакансен йышӗ кӑна ӳсрӗ.
Статьясем
«Чӑваш халӑх сайчӗ» хальхи вӑхӑтра МИХ евӗр ӗҫлет те ҫавна май пусӑмне ытларах хыпарсемпе статьясем вырнаҫтарасси ҫине тӑвать.
Далее...
■ 29.11.2021 16:22 | 14779 просмотров
Николай Адёр тӑрӑшнипе хатӗрленӗ музей пирки эп тахҫанах илтсеччӗ. Нумай пулмасть хам та унта пулса куртӑм. Курни пирки сире каласа кӑтартасшӑн.
Музей ҫинчен
СССР музейӗ Шупашкарта вырнаҫнӑ, ӑна йӗркеленӗренпе 10 ҫул ҫитнӗ. Маларах унӑн пӗр пайӗ Николай Адёрӑн тӑван ялӗнче пулнӑ, халь вара пӗтӗм экспозици Шупашкара куҫнӑ. 5 пӳлӗмрен тӑракан музейӗн пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ — 200 тӑваткал метр. Ҫӗн ҫулччен вӑл тепӗр пӳлӗмпе пуянланмалла.
«Музее тума тӑван ялта, Ҫӗмӗрле районӗнчи Тури Кӑмашара хам тӗллӗн, хамӑн проектпа виҫӗ хутлӑ кермен туса лартрӑм.
Далее...
■ 24.11.2021 19:02 | 5025 просмотров
Редакцирен : юпа уйӑхӗн вӗҫӗнче Чӑваш наци конгресӗн Аслӑ пухӑвӗ иртрӗ. Ун умӗн пирӗн сайтра Вячеслав Павловӑн уҫӑ ҫырӑвӗ пичетленнӗччӗ. Ҫыру айӗнче сахал мар ҫын алӑ пуснӑччӗ, ӑна вара Элтепер патне те, Патшалӑх Канашӗн председателӗ патне те ярса панӑ пулнӑ. Аслӑ пуху шавласа иртсе кайрӗ, конгресс президенчӗн пуканне тепӗр ҫын йышӑнчӗ… Ҫыру ҫине хуравсем те килме пуҫланӑ. Вячеслав Павлов пире ҫав хуравсен кописене ярса пачӗ, эпир вара вӗсемпе сире паллаштарас терӗмӗр.
■ 07.11.2021 21:27 | 4574 просмотров
Редакцирен : ку статья нумай пулмасть, чӳкӗн 5-мӗшӗнче, «Вольская жизнь» (чӑв. «Вольск пурнӑҫӗ») тетелти кӑларӑмра тухнӑ . Эпир вара ӑна сирӗн пата чӑвашла куҫарса ҫитерес терӗмӗр. Капла эпир инҫетри чӑвашсем пирки ҫеҫ мар каласа парӑпӑр, «Чӑваш чӗлхин икчӗлхиллӗ ҫӳпҫи» валли те материал хатӗрлӗпӗр. Куҫарнӑ чухне оригинала ҫывӑх хӑварма тӑрӑшнӑ, ҫавна май вырӑнӗ-вырӑнӗпе, тен, вулама йывӑр пулӗ.
Далее...
■ 06.11.2021 22:39 | 4167 просмотров
Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр (ку ӗҫе тахҫантанпах тӑвайманччӗ-ха...). Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).
«Сарӑ кун ҫӗршывӗнче» юмаха пӗлмен чӑваш ҫынни ҫук ӗнтӗ паллах. Мӗнле ҫӗршыв-ха вӑл? Унта вӗҫӗ-хӗррисӗр уй-хир, ҫеҫенхир е пушхир, ут кӗтӗвӗсем тем чухлӗ, ҫынсем пуян та телейлӗ пурӑнаҫҫӗ, ытти ҫӗрте тертленсе ҫӳрекен паттӑрсем те унта ҫитсен телей тупаҫҫӗ.
Далее...
■ 03.11.2021 16:29 | 4460 просмотров
Республикӑра ӗҫлемен кунсем пыраҫҫӗ. Кӑшӑлвирус ытлашши ан сарӑлтӑр тесе республикӑра та, ҫӗршывӗпе те чӳкӗн 7-мӗшӗччен предприятисем ӗҫлемеҫҫӗ, лавккасенчен — куллен кирлӗ тавара сутакансене ҫеҫ ӗҫлеме ирӗк панӑ. Апат-ҫимӗҫ лавккисем, калӑпӑр, хупӑнман.
Паян хулана тухса килме тӳр килчӗ. Малтанах наци вулавӑшне ҫитсе килесшӗнччӗ, анчах ковикул (ковидлӑ каникула ҫапла ят панӑ хӑшӗсем…) пынине аса илтӗм те кӗнекесене тавӑрса парассине тепӗр эрнене куҫарас терӗм. Хулана вара машшин запчаҫӗсем сутакан лавккана ҫитес тӗллевпе тухрӑм — вӗсене хупман иккен.
Далее...
■ 15.10.2021 18:02 | 5460 просмотров
Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ юпан 14-мӗшӗнче чӑвашла-вырӑсла пуплевӗш мӑшӑрӗсен йышне 1 миллионран ирттерчӗ. Ку ӗҫ мӗнле пулса пыни пирки, тата чӗлхе тӗпчевӗн паянхи ыйтӑвӗсем пирки сӑмах хускатасшӑн. Сирӗншӗн, вулакансемшӗн, тата чӑваш чӗлхи шӑпишӗн кӑшт та пулин пӑшӑрханакансемшӗн, ӑнланмалларах пулӗ тетӗп.
Мӑшӑрлас ӗҫ пирки пӗтӗмӗшле каласа пани
Ҫак ӗҫе эпир 2016 ҫулта пуҫланӑччӗ. Ун чухне «Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ» те йӗркеленменччӗ-ха… Ӗҫе вӑл вӑхӑтра хутран-ситрен кӑна туса пырсаччӗ, ӗҫ майне мӗнле хӑвӑртлатассине шырасаччӗ.
Далее...
■ 30.09.2021 13:41 | 4808 просмотров
Виҫӗмкун ман почта ешчӗкне (хальхи орфографи ҫапла ҫырма хистет ) ҫыру ҫитерчӗҫ. Мӗн амакӗ-ши? тесе урама тухса илтӗм. Кам янине пӑхрӑм та: Чӑваш Республикин тӗп суйлав комиссинчен иккен!
Суйлав умӗн эп вырӑнти суйлав комиссийӗн ӗҫне тиркесе статья кӑларнӑччӗ . Унта асӑннӑччӗ ӗнтӗ: хурав пулсан пӗлтеретӗп тесе. Хамӑн ҫырӑва электронлӑ почтӑпа янӑччӗ те хуравне те унтах кӗтнӗччӗ. Эрне иртсе кайрӗ, хурав килмерӗ... Хуравламӗҫ ӗнтӗ тесе шанчӑка та ҫухатнӑччӗ.
Далее...
■ 16.09.2021 12:11 | 9533 просмотров
Ӗнер Вӑрнара кайса килмелле пулчӗ те килте кунӗпех пулмарӑм. Таврӑннӑ чухне почта ешчӗкӗнче пӗр купа суйлав материалӗсем асӑрхарӑм. Килелле сӗтӗрсе кӗтӗм те пӑха пуҫларӑм хайхи. Пӑхап-пӑхап… чӑвашла ҫырни пӗрре те курӑнмасть. Пурте хӑйсене вырӑсла рекламӑлаҫҫӗ. Э ҫук… пур пӗр кӗтесре. Пӗр пулас депутатӑн хаҫачӗ ҫине ҫеҫ, пуҫелӗк тӑррине, икӗ сӑмах чӑвашла ҫырса хунӑ. Ну тата ӗнтӗ чӑваш тӗррисемпе илемлетсе пӗтернӗ. Капла тусан вырӑслансах пӗтмен чӑвашӗсем уншӑн ытларах сасӑлӗҫ тесе шутланӑ пуль ӗнтӗ.
Далее...
■ 10.09.2021 13:13 | 5873 просмотров
На канале Ютуб появился трейлер мистического фильма «Вупар». Ранее была информация, что снимается фильм ужасов по мотивам чувашской мифологии, производством которого занимается Госкиностудия «Чувашкино». Автором идеи и режиссером является историк и кинематографист Сергей Щербаков, сценарий им написан в соавторстве с начинающим сценаристом Ефимом Оковым. Мы пообщались с режиссером фильма.
VIDEO
— Сергей Владимирович, почему ваш трейлер имеет возрастные ограничения?
Далее...
■ 30.08.2021 16:57 | 5130 просмотров
Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр (ку ӗҫе тахҫантанпах тӑвайманччӗ-ха...). Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).
Хӗрӗх чалӑш ҫӳллӗ ту,
Хӑпарассӑн туйӑнмасть, —
юрлаҫҫӗ юрӑра.
Чӑваш мифологинче Кав тӑвӗ, Ылтӑнту тени тӗл пулать. Улӑпа ҫӳлти турӑ Танкӑр Арамаҫи тӑвӗ ҫумне сӑнчӑрласа лартнине калани те пур.
Далее...
■ 30.07.2021 13:19 | 10184 просмотров
Иртнӗ вырсарникун Вӑрнара кайса килме тӳр килчӗ. Станислав Упасси хӑйӗн патне чӗнчӗ те хирӗҫлесе тӑмарӑм, Шупашкартан 91 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ хула евӗрлӗ посёлока ҫул тытрӑм. Унччен эп кунта пӗрре те пулманччӗ те унта мӗн курни-илтни пирки каласа парас терӗм. Вӑрнарсене хӑйсене те, аякри ҫын вӗсен хула шайне хӑпарса пыракан посёлока мӗнле курни кӑсӑклӑ пулӗ.
Посёлок пирки
Ку пурӑну вырӑнӗ хӑйӗн кун-ҫулне 1896 ҫултанпа пуҫлать пулас. Шӑп вӑл вӑхӑтра ӑна пӗрремӗш хут асӑннӑ тет.
Далее...