Ну ма чӑвашла ҫырмаҫҫӗ????? «Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр» литература конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисене чыслани пирки хыпар ҫырас терӗм. Паллах, вырӑсла вырнаҫтарнӑ хыпара куҫарса. Вӑл юрӗ-ха... чӑвашла куҫарӑпар. Анчах та хӑш-пӗр япаласене чӑвашла ҫырманни мана тарӑхтара пуҫларӗ! Уйрӑмах мероприяти ячӗсене чӑвашла ҫырманни япӑх. Ак «Через книгу – к согласию народов» ята илер. Эп ӑна чӑвашла куҫарма пултаратӑп — анчах та ман те пӳтлӗ пулса тухӗ, те япӑх... Официаллӑ ячӗ пурах ӗнтӗ ку мероприятин (наци кӗнекин фестивалӗ как-никак!) — ман кунта, Чулхулара, таҫтан шыраса тупмалла тет.
Чӑвашсем вак-тӗвек япаласемшӗн хирӗҫсе, тӗрлӗ провокацисем хушшинче ҫӗтсе пурнӑҫран чылай кая юлнӑ. Тутарсем тутар чӗлхине Раҫҫӗйӗн 2-мӗш официаллӑ чӗлхи тӑвас тесе подписьсем пуҫтараҫҫӗ. Ачамсем, тутарла вӗренӗр - кирлӗ пулӗ.
Ку сайта нумай чӑваш чӗлхипе сӑмахлӑхне вӗрентекен кӗрсе тухать. Ҫӗнӗ технологисене алла илнисем те чылай. Эпӗ те кӑштах компьютерпа ӗҫлекелеме пӗлетӗп. Ман пек ҫӗнӗ технологисене ачасене алла илме пулӑшас текен вӗрентекенсене пӗрле пухма, вӗсемпе вӗрентӳ ирттерме май ҫук-ши? Пӗр-пӗрин опычӗпе паллашӑпӑр, ҫӗннине вӗренӗпӗр. Мӗнле аван пулмаллаччӗ...
Ачасене ҫӗнӗлле вӗрентеймесен, чӑнахах та, чӑваш чӗлхи те пӗтӗ. Пуласлӑх - ачасенче. Паянхи куна тивӗҫтерекен пӗлӳ пама тӑрӑшмалла. Эпир вара, вӗрентекенсем, кашни уйрӑмшаррӑн тапаҫланатпӑр. Пирӗн пӗрле пухӑнса калаҫмаллаччӗ, канашламаллаччӗ.
Ӗнер Хура Атӑлта (вырӑсла ку шыва Ока теҫҫӗ) пӑр кая пуҫларӗ. Пӑр катӑкӗсем паян та шыв тӑрӑх ишсе иртеҫҫӗ-ха, анчах та ӗнерхи пек мар. Ӗнер вара... тем пысӑкӑш пӑрсем юхаҫҫӗ... Хӑшӗ пӗри, пысӑк пулнӑран, кӗперсен юпийӗсем патӗнче купаланса ларнӑ. Кунта ҫитиччен чылай кӗпер витӗр тухнӑран, паллах, ытла пысӑк мар вӗсем — тӑраҫҫӗ-тӑраҫҫӗ те майӗпен ҫаврӑна-ҫаврӑна малалла юхса каяҫҫӗ.
Пӗлтӗр ӳкерме ӗлкереймерӗм — пӑр кайнине ҫывӑрса юлнӑ. Хальхинче те ӳкересси пулмасть пулас. Ӗнер пӑр кайнине куртӑм ҫеҫ, паян вара кайса пӗтнӗ пулӗ тесе шутласа фотоаппарата илсе тухмарӑм.
Земля-кормилица. Так испокон веков любовно-уважительно называл человек поле, с которого кормился сам и кормил других. Земля всегда требовала к себе внимания, связанного с большими вложениями средств.
25 ноября 2008 года под № 121 Президент Чувашской Республики Н.В. Федоров подписал Указ о «Годе земледельца». 2009 год объявлен этим годом. В 3 пункте данного указа рекомендуется органам местного самоуправления, организациям независимо от организационно-правовых форм и общественным объединениям с целью повышения имиджа труженика села и привлечения дополнительных инвестиций в сельское хозяйство осуществить мероприятия, проводимые в рамках Года земледельца, активно пропагандировать традиционные ценности уклада сельской жизни и культуры, передовые технологии ведения сельскохозяйственного производства.
Чӑваш президенчӗ НТВ телеканалта курӑнассине питӗ анлӑн рекламӑларӗҫ. Анчах та каллех ку япала пире мӑшкӑл кӑна туни пулчӗ.Ара, Муркаш районӗн глави Юрий Иванов хӑйӗн коррупциленнӗ чиновникӗсене чайниксемпе усӑ курма чарнӑ, Канаш сельсовет глави энергие велотренажер ҫинче кӑларма хушнӑ. НТВ ҫинче анекдотсен геройӗсем халӗ чӑвашсем. По хитрой роже гонителя чайников видно, что он под предлогом экономии, тоже прихватизировал птицеферму, колхоз. НАМӐС!!!
Астӑватӑр пулӗ, эпӗ сире Ярославль урамӗпе утса тухни пирки каласа парсаччӗ. Ӑна кунта вулама пулать:
http://chuvash.org/blogs/comments/799.html Ҫав урам тӑрӑх тепре утса тухрӑм. Хальхинче вара — фотоаппаратпа. Малтан анаталла утрӑм пулсан, хальхинче — тӑвалла.
Сӑнӳкерчӗксемпе паллашма сӗнетӗп:
Вӑт, кунта, Воробьев композиторсен урамӗ патнелле — тӗрӗс ҫырма вӗреннӗ.
Смартс ҫурчӗ ҫинче вара темшӗн «ул.