Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +22.3 °C
Цель в жизни - это сама жизнь.
(Иоганн Вольфганг Гёте)
 

Статьи

Смертельно храбрые войска

  14.05.2009 19:29 | 4121 просмотров

cap.ru сайт интереслӗ сӑмах ҫаврӑнӑшсем усӑ курать. "Смертельно храбрые войска" тесе мӗн калас тенӗ-ши? Кулӑшла.
 

Октябрьскинчен Ҫӗрпӗве ҫити

  12.05.2009 11:26 | 6260 просмотров
Паян, ҫӑвӑн 11-мӗшӗнче, Октябрьскинчен Ҫӗрпӗве утса тухрӑм. Ҫитме ҫул ҫывӑх мар пулсан та утса тухрӑмах. Халӗ ҫак ҫулҫӳревре курнӑ ӳкерчӗксемпе паллаштарасшӑн.
Октябрьскине эпӗ 7-ре ларса тухрӑм, автобусӗ Кугеевӑна (шел те чӑвашла ячӗсене пӗлместӗп — ятарлӑ кӗнеке ман ал айӗнче ҫук, интернечӗ те ҫук) каяканни пулчӗ — пӗрле ларса тухнӑ ҫынсенчен темле чӑваш сӑмахӗ илтес терӗм пулсан та илтеймерӗм — вырӑсла ҫеҫ пакӑлтатрӗҫ. Пӗр ача чӑвашла калаҫасса шантӑм — асламӑшӗпе пӗрле ларса пыратчӗ, хӑйне вара ялти пек тумлантарнӑ — ҫук, пӗр-пӗринпе вырӑсла ҫеҫ калаҫса пычӗҫ.

Далее...

 

«Тутимӗре» кӗртсе пӗтертӗм

  04.05.2009 23:52 | 4646 просмотров
Ҫак хайлав ман алла лексен эп ӑна чун-чӗререн юратса пӑрахрӑм! Яков Ухсай маншӑн чӑн-чӑн пултаруллӑ ҫын пек тухса тӑчӗ — вара вӑхӑта сая ярас мар тесе ӑна электронлӑ вулавӑша вырнаҫтарас терӗм. Вулавӑш калӑпӑшӗпе кӑна мар, хӑйӗн пахалӑхӗпе те палӑрса тӑмалла — Яков Ухсайӑн «Тутимӗрӗ» вара ӑна чӑннипех те ӳстерессе шанатӑп.
Ку хайлава кӗртме пулӑшнӑшӑн ман хамӑн йӑмӑка, Еремеева Еленӑна, тата ун мӑшӑрне Володӑна тав сӑмахӗ калас килет. Кӗнеки пӗчӗк мар, унсӑр пуҫне 1975 ҫулта тухнӑ пирки ӑна сканерлама та йывӑр — FineReader текста тӗрӗс палласа илеймест, пичетре тӗл пулакан кӑлтӑксем чӑрмантараҫҫӗ.

Далее...

 

о себе

  04.05.2009 21:10 | 3411 просмотров
эпӗ чӑваш учителӗ:)
 

Интереслӗ пӗлтерӳ

  04.05.2009 16:47 | 4706 просмотров
Кукеҫ типографинче кӑсӑклӑ пӗлтерӳ асӑрхарӑм. Сисадмина 5 паллӑ!
 

Муркашра ӑнланмалла мар пулӑмсем

  04.05.2009 15:14 | 4038 просмотров
Кӑсӑклӑ япаласем пулса иртеҫҫӗ Мӑн Сӗнтӗр салинче. Ҫак салара пӗр ҫын пӗчӗк предпринимательство ҫулӗ ҫине тӑрасшӑн - автозаправка уҫма шут тытнӑ. Лайӑх япала. Салара заправка тавраш ҫук, машина бакне бензин яма таҫти хӑямата каймалла. Анчах та ҫак заправка экологие пӑсать тесе Сӗнтӗр халӑхне ҫак ҫын пуҫарӑвне хирӗҫ тӑратнӑ. Халӗ пулас предприниматель ҫынсен машинисене бензовозран бензин ярса парать.

Кама вӑл чӑрмантарнӑ? Мӗншӗн Муркашра пӗчӗк бизнеса аталнтарма чараҫҫӗ?
Тепӗр самант.

Далее...

 

Республикӑри чи ватӑ больницӑна тӗп тӑваҫҫӗ

  02.05.2009 18:25 | 3741 просмотров
Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗр больницине майӗпен тӗп туса пыраҫҫӗ. Кӑҫал ҫак сиплев учрежденийӗ 131 ҫул тултарать. Темиҫе ҫул каялла кӑна ҫак больницӑн 150 койка пулнӑ, паян - 65. Ача тата ача ҫуратмалли уйрӑмсене хупнӑ, хирурги уйрӑмӗ пӗтнӗпе пӗрех. Халӑха тӗп тӑвас тесех шутлаҫҫӗ пулмалла Муркашра.
Мӑн Сӗнтӗр больници Муркаш больницине пӑханса тӑрать. Ҫак Муркаш больницин тӗп врачӗ вара 11 ҫул Патшалӑх Канашӗн депутачӗ пулса ӗҫлекен В. Г. Данилов. В. Г. Данилов Гиппократ тупине маннӑ пулмалла. Ҫак тупан пӗр постулачӗ -"Сиен ан кӳр!" Депутатӑн та халӑх мӗн ыйтнине пурнӑҫламалла.

Далее...

 

Мазуркин ӑста патне ҫул

  02.05.2009 16:34 | 3761 просмотров

Мазуркин - йывӑҫ ӑсти - Муркаш районӗнчи Шокино ялӗнче пурӑнать. Мӑн Сӗнтӗр салинчен инчех те мар. Ӑста патне ют ҫӗршыв турисчӗсем сахал мар ҫӳреҫҫӗ. Мазуркин ӑстана муркашсем район визитки тесе те чапланаҫҫӗ. Анчах та Мазуркин патне ҫитес тесен ҫул хӗрринче вырнаҫнӑ ҫӳп-ҫап, каяш купи умӗн иртме тивет. Свалкӑри ҫӳп-ҫап эсир пыракан ҫул ҫинче те выртать. Свалка ҫинче, ҫитменнине, выҫӑ йытӑсен эшкерӗ, самӑрӑлса кайнӑ йӗкехӳресем мӑй таран. Свалка СанПина та уямасть. Шокино ялӗнчен, тата артезиан скважинисенчен 300 метртан вырнаҫнӑ.

Далее...

 

Муркаш ҫӗрӗ ҫинчи йӗркесӗрлӗх

  02.05.2009 12:36 | 4098 просмотров

Муркаш районӗнче йӗркеллӗ ӗҫлекен ял хуҫалӑх предприятӗсем юлман. Ӗҫлекеннисем те паян-ыран пӗтсе ларӗҫ. Район пуҫлӑхӗ вара администрацинче электричество чейникӗсемпе усӑ куракансене хирӗҫ вӑрҫӑ пуҫланӑ та ун ҫинчен кӑна шутлать. Ку акци ҫинчен вӑл телевиденипе хӑй пӗлтернӗ. Ял ӗҫченӗ вара ҫак шая ҫитнӗ. Намӑс.

Вот так выполняется президентская программа по продовольственной безопасности России Д. Медведева в России в Чувашской Республике. Сельхозпредприятия разоряются коррупционерами, взяточниками.

Далее...

 

Чӑваш шкулӗнче чӑваш чӗлхине ҫапла хисеплеҫҫӗ

  02.05.2009 12:29 | 3998 просмотров

Муркаш районӗнчи Калайкасси шкулӗнче чӑваш чӗлхи пысӑк "хисепре".
 
Страницăсем: 1, ... 321, 322, 323, 324, 325, [326], 327, 328, 329, 330, 331, ... 388
Orphus

Баннеры

Счетчики

0 Флудильня (чат)