Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +12.3 °C
Добродетель женщин происходит часто от скупости их любовников.
(Гораций)
 

Статьи

Чӑваш чӗлхи ӑҫта?

  13.01.2011 20:03 | 16983 просмотров
Паян 14-мӗш маршрутпа вокзала ҫити ярӑнтӑм. Ҫула май билбордсене сӑнаса пытӑм. Шел те, пӗрин ҫинче те чӑваш сӑмахӗ тупӑнмарӗ. Социаллӑ рекламӑра та пулин (ӑна администраци вырнаҫтарать пулӗ...) чӑвашла ҫырни ҫук. Йӑлт вырӑсла. Саккунпа вырӑс чӗлхи те чӑвашли те пӗр танах. Пурнӑҫра вара — пач урӑхла. Такама «тав тумалла» ӗнтӗ куншӑн... Те чӑвашсен наянлӑхне, те вырӑссен «маттурлӑхне»...
2-3 хут чӑвашлӑхшӑн вӑйлӑрах ӗҫлес вырӑнне, «йывӑр, йывӑр» тесе ларнипе ӗҫ мала кайӗ-ши?
 

Чӑвашла стенд кӑмӑла кайрӗ

  13.01.2011 17:17 | 4426 просмотров
Чӑрӑшкассинчи стендПаян Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкасси шкулне кайса килтӗм. Сӑлтавӗ пурччӗ — пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн вӗҫӗнче эп хамӑн кивӗ флешкӑна ҫухатрӑм. Чулхула-Шупашкар автобусран тухнӑ чухне кӗсьерен тухса ӳкнӗччӗ. Сисмен те. Чӑрӑшкасси шкулӗн вӗрентекенӗ вара ӑна тупнӑ иккен. Тупнӑ ҫеҫ мар, флешкӑри файлсене тишкернӗ хыҫҫӑн хушамата пӗлсе пӗлӗшсем урлӑ мана шыраса тупнӑ.

Далее...

 

чӑваш чӑвашпа кӑна пӗрлешмелле

  11.01.2011 20:17 | 4802 просмотров
Паянхи кун нумай калаҫу пырать чӑваш халахӑхен пуласлӑхе пирки. Манӑн шухӑш: нацине ҫирӗплетес пулсан пирӗн ҫирӗпрех пулмалла. Чӑваш арӑсен арӑм тума чӑваш хӗрӗсене кӑна илмелле, чӑваш хӗресен качча тухма чӑваш (сувар) арҫынсене ҫес тухмалла. Ҫак япала хамӑр чӗлхене упраса хӑварма пулӑше, юн тасалӑхе пулӗ. Тутарсем пек ҫиреп ҫак йӑлана хамар хушша, пурнӑҫа кертмелле. Урӑх халӑхпа перлешсен чӑваш пайланать, чӗлхе манӑҫать. Паянхи кун ҫакна хамӑр пурнаҫа кӗртеймесен - пирӗн пуласлӑх салхуллӑ... Хамӑр ачасене мен пӗчекрен ҫак япалана тӑна кӗртмелле.

Далее...

 

Чувашский национальный конгресс. Архипову Геннадию Николаевичу.

  09.01.2011 10:39 | 10651 просмотров
Уважаемый Геннадий Николаевич! Не надеюсь, что моё обращение дойдёт до Вас вовремя, но верю в чудо! Сегодня 09.01.2011 день рождения моего отца, Енисеева Геннадия Александровича. Ему исполняется 80 лет. Он неоднократно являлся участником Чувашского национального конгресса, был избран Народным Академиком. К сожалению, его уже несколько лет не приглашают и не звонят. Но он продолжает плодотворно работать над историей происхождения нашего народа. Именное ему принадлежит гипотеза о связи чувашей и древних амазонок. Очень хотелось бы порадовать его Вашим звонком в этот день.

Далее...

 

Питӗр хулинче юр ҫапла тасатаҫҫӗ

  27.12.2010 16:09 | 4788 просмотров

Ҫапла хӑтланса вӗсем ӗҫленӗ пек туса кӑтартасшӑн курӑнать — спидометр ҫинче ҫухрӑмсем ҫавӑртараҫҫӗ.
 

2010 ҫула пӗтӗмлетсе

  27.12.2010 15:06 | 5388 просмотров
http://chuvash.org/blogs/comments/161.html — кунта 2006 ҫул пӗтӗмлетӗвӗ.
http://chuvash.org/blogs/comments/531.html — кунта 2007 ҫул пӗтӗмлетӗвӗ.
http://chuvash.org/blogs/comments/785.html — кунта 2008 ҫул пӗтӗмлетӗвӗ.
http://chuvash.org/blogs/comments/947.html — кунта пӗлтӗрхи, 2009 ҫул пӗтӗмлетӗвӗ.

Малтан яланхилле япӑххине аса илмелле.
1. Чӑваш халӑх сайчӗ ӗҫлеме пуҫланӑранпа 5 ҫул тултарнӑ ятпа статьясен кӗнекине кӑларасси пулмарӗ.

Далее...

 

Саспаллисене чӑвашла йӗркелес тесен

  22.12.2010 19:40 | 4811 просмотров
Чӑвашла сӑмахсене сортланӑ чухне «Ӑ», «Ӗ», «Ҫ», «Ӳ» саспаллисем мала тухса тӑраҫҫӗ. Мӗншӗнни те паллӑ — эпир усӑ куракан ҫак саспаллисен кочӗ «А», «Б», «В» тата ыттисенчен пӗчӗкрех. «Ӳ» усӑ курнӑ чухне чылай чухне ҫак саспалли «Я» хыҫне кайса тӑрать. Сӑлтавӗ — саспалли кочӗ «Я» саспаллийӗнчен пысӑкрах пулнинче. Ҫак тӗрӗсмарлӑх чӑваш чӗлхи компьютерта сахаллӑн усӑ курнипе ҫыхӑннӑ. Тӗнчере ҫеҫ мар, Раҫҫей шайӗнче те пирӗн саспаллисене вырӑна лартассишӗн никам та тӑрӑшмасть. Ҫавӑнпа та ку ӗҫе хамӑрӑн тума тивет.
Чи малтан пирӗн мӗн пӗлмелле? Компьютерта саспалли йӗркине ятарласа вырнаҫтарасси пур.

Далее...

 

первое письмо

  20.12.2010 19:43 | 3561 просмотров
Паян тунти кун,маншӑн йывӑр кун пулмарӗ.Кабинета Интернет кӗртрӗм, каҫпа чӑваш сайтне ҫырӑнса кӗтӗм, 1-мӗш ҫыру ҫырса пӑхрӑм:)
 

Чӑваш Ен официаллӑ сайчӗсене чӑвашлатӗҫ?

  20.12.2010 18:52 | 4656 просмотров
Паян наци радиовне итленӗ чухне президент официаллӑ сайтсене икӗ чӗлхепе тумалли пирки каланине илтрӗм. Япӑх илтрӗм — тӗнче тетелӗ урлӑ лайӑх итлеме май ҫук, татӑлать... Йывӑр пулин те икӗ чӗлхеллӗ тумаллах тенине ҫеҫ илтсе юлтӑм.
Сӑмах май, cap.ru сайтра акӑлчанпа нимӗҫ версийӗсен ялавӗсем ҫукки куҫа кӗрчӗ...
 

Машин хакӗ ҫын пурнӑҫӗнчен хаклӑрах!

  15.12.2010 23:47 | 4910 просмотров
Эх... ӑҫталла каятпӑр-ши эпӗр?
http://lifenews.ru/news/46714 — ҫак этемсемшӗн машин хакӗ ҫын пурнӑҫӗнчен хаклӑрах! Выльӑха ҫаврӑнатпӑр-ши? Укҫа... укҫа... укҫа...
Никама та мар, хӑйсене ҫеҫ хаклама пӗлеҫҫӗ. :(
 
Страницăсем: 1, ... 312, 313, 314, 315, 316, [317], 318, 319, 320, 321, 322, ... 388
Orphus

Баннеры

Счетчики

0 Флудильня (чат)