Тӳпе


Çăлтăрсен чĕрĕлĕвĕ


Пĕррехинче юлташпа çăлтăрсем патне кайма шутларăмăр. Ман юлташ Çинук ятлă. Эпир пахчара вăрăм пусма тупрăмăр та каç пулсан пĕлĕт çине хутăмăр. Çав пусмапа çӳлелле утма пуçларăмăр. Часах пĕлĕт çине хăпарса çитрĕмĕр.

Çинук кăшкăрса ячĕ:

— Çăлтăр! Эпĕ çăлтăр куратăп! Вон! Вон! Çăлтăр!

Эпĕ çаврăнса пăхрăм. Чăнах унта çăлтăр тăра парать. Маларах кайсан тата ултă çăлтăр тăнине куртăмăр. Анчах вĕсенчен пĕри çеç çутатать, ыттисем темшĕн çутатмаççĕ.

— Айта вĕсемпе кайса паллашатпăр, — тет Çинук.

Çинукпа пĕр çăлтăрĕ патне кайма тытăнтăмăр та вăл пирĕн çине хăйĕн пысăк куçĕпе пăхса илчĕ.

Эпĕ çав çăлтăр патне чупса кайрăм та каларăм:

— Эпĕ Наталка ятлă. Эсĕ вара?

Çăлтăр тепĕр хут хăйĕн пысăк куçĕпе ман çине пăхрса илчĕ те çапла каларĕ:

— Эпĕ Класкуç ятлă.

Хайхи çăлтăрпа эпир туслашса кайрăмăр. Анчах ытти çăлтăрсем пирĕнпе пĕртте калаçма шутламарĕç. Çинук, Класкуç тата эпĕ пĕтĕм тĕнчипе утса тухрăмăр. Кайран пире Класкуç тимлĕ итлеме хушрĕ те çапла каларĕ:

— Эпĕ çеç калаçатăп, ытти ултă çăлтăрĕ калаçаймасть. Вĕсем пĕр вырăнта кăна тăраççĕ, мĕншĕн тесен пирĕн пата пĕр карчăк килчĕ те ултă сăмах каларĕ:

Малалла

«Март çитсен ман тулăксăр чĕре...»


Март çитсен ман тулăксăр чĕре

çил пек кутăн,

тăвăл пек туртасăр,

шав таçта тунсăхласа çӳрет

ман чĕре.

Çухалчĕ халь те сассăр.

 

Çепĕçлĕхшĕн ăнтăлнă тăман

канăçсăр — туйăмсемпе тăванлă.

Кĕçĕр çил урать уйрăммăнах.

Кур: тӳпе ятарласах, тем, аннă.

Кур, тӳпе те такама шырать:

тиреке туратăн тĕрĕслерĕ,

кур, вăлах, çитсе тем хушăра,

тĕмсене турать пĕрер-пĕререн.

 

Ку, паллах, пĕрре те вăйă мар.

Юрлă тăвăл, вĕçленми асап пек,

малаллах çул тытрĕ те, йăмра

çилсене пуçне тайса ăсатрĕ.

 

Тăвăл мар эп. Вилĕмсĕр те мар.

Пурпĕр март мана хаш! сывламалăх

е ик-виç йĕрке çырмалăх — март,

маншăн март — мая тухмашкăн алăк.

 

Пурпĕр тупĕ ман чĕре сана,

хальлĕхе, ан тив, манран эс тартăн:

урамран тӳпе пĕччен сăнать

эп пĕчченнине.

Унтан сасяртăк:

— Ман шутпа, юратăву сан, çын,

йăлт ăрша пек: вăйсăр-тăк — суя та! —

тенĕн туртăнса илет те çил,

ху сăмахсăр юлнине туятăн.

Ирхи тӳпе


Ир ирех утатăп

Эпĕ пулăна.

Тӳпене сăнатăп

Çавăрса тăна.

 

Тӳннĕ Алтăр-Çăлтăр

Выртнă вăл ӳпне.

Тимĕр Шалçа — Çăлтăр

Юлнă хăй тĕлне.

 

Çутă кĕмĕл çăлтăр

Тухăçра çунать.

Шурăмпуçĕ вăрттăн

Çуннăн улăхать.

 

Куç хупса сӳнеççĕ

Тухăç çăлтăрсем.

Черете кĕтеççĕ

Кай-анăçрисем.

 

Тӳпене хĕлхемлĕ

Шуçăм кармашать.

Лăмлă сенкерленнĕн

Анлă сарăлать.

 

Ряштав, 2000.

Тӳпене уру айне саратăп


Тӳпене уру айне саратăп:

Сик, çӳре савниçĕм çĕр çинче…

Мĕн ыйтсассăн та илсе паратăп —

Саншăнах ялтратăр çут тĕнче.

 

Тӳпене уру айне саратăп

Эпĕ - санăн мăшăр турату.

Пĕлĕтсем тухсан сирсе яратăп —

Хĕвелпе çуталтăр юрату.

 

Тӳпене уру айне саратăп:

Асамат кĕперĕ умăнта…

Шан мана, пуласлăха куратăп —

Ĕмĕрех эп пулăп çумăнта.

Çăлтăрсем çунаççĕ тӳпере


Лармари хĕрсем пекех, сăпайлăн

Çăлтăрсем çунаççĕ тӳпере.

Çавăн пек çăтмах ăçта тупайăн?

Сывлăшран сим пыл шăрши кĕрет.

 

Ачашлать куçа тин тухнă уйăх,

Сапнă майăн сиплĕ мерченне.

Пач çухалчĕ пуçăмри пур хуйăх,

Тимлесе пăхуçăн тӳпене.

 

Кун пек чух камах тӳссе тăрайĕ?

Кам каçах пултарĕ çывăрма?

Эп епле савмасăр пултарайăп

Хаклăран та хаклă тусăма?

 

Çăлтăрсен вылявĕнчи хаваслăх

Таврана илем кӳрсе тăрать.

Илĕртет çур шуçăмлă пуласлăх

Ĕçĕпе мухтавлă паттăра.

 

Çӳл тӳпе йăлтах шăрçалансассăн

Куçăмсем яланах ун çинче.

Савăк шăпчăк юрă юрласассăн

Ан шутла та уйрăлу çинчен.

 

Çăлтăрсем пĕрле карталансассăн

Каç ларни ума тухса тăрать.

Сар хĕрсем каçпа вăййа тухсассăн

Çепĕç юрă уççăн янăрать.

 

Тӳпере ялан вылятăр çăлтăр.

Ун çути ӳксессĕн пит çине

Ăшă хĕм сапса вăл йăлтăр-йăлтăр

Вырнаçайтăр тусан чĕрине.

Хурçă кайăк


«Тӳпере çул ан шыра», —

Тенĕ ĕлек халăхра.

Урлă-пирлĕ, умлă-хыçлă —

Тӳпере йĕрсем халь йышлă!

 

Хурçă кайăк, хурçă кайăк

Тӳпене çурса шеп кайĕ,

Тĕк пек шурă хӳрине

Вăл хăварĕ тӳпене...

 

Хурçă кайăк, çиçĕм кайăк,

Çулусем сан ирĕк, лайăх —

Юмахри пек ĕмĕрте

Вĕçтерех пире çӳлте!