Пĕлӳ


Хĕртсе хĕвел пăхать-çке...


Хĕртсе хĕвел пăхать-çке,

Пĕтем тĕнчене çутатса.

Çутă хĕвел пулмасан,

Тĕнче тĕттĕм пулĕччĕ,

Тĕнчере вĕреннĕ çынсем пулмасан,

Халăх пĕртте вĕренмен пулĕччĕ.

Кам вĕренни пулсассăн,

Тата ытларах вĕрентсен,

Пурте пĕлнĕ пулĕччĕç.

Мĕнпур вĕреннĕ тăвансем,

Пурте тăрăшăр вĕрентме,

Сирĕн вĕрентни çухалмĕ,

Çутатса тăрĕ, çӳлти çутă хĕвел пек.

Пĕлӳ пирки


Тем те пĕлетĕп теттĕм эп хама,

Сăлтав пур урăхла халь калама:

Пĕлӳ кĕртет пулсассăн çылăха,

Суя пĕлӳ пухнийĕ — кăлăхах.

 

Суя шур илтерет чĕре куçне,

Пит хăвăрт мăкăлтать ăс-хакăла,

Шуйттан час иленет этем пуçне

Усаллатса йăваш çеç кăмăла.

 

Хăвпа тăванлă, çывăхри çыннах

Вара паратăн чул эс, çăкăр мар.

Çĕрле вăл кăшкăрать пулсан: «Хурах!» —

Хуплатăн хăлхуна эс çывăрма.

 

Пĕлӳ кирлех-им çăвара табак

Хыпса йӳç тĕтĕме çăтма пăк-пак?

Пĕлӳ тени мĕн-ма-ха пулăшмасть,

Мăшăрсене вăл уйрăлма чармасть?

 

Пĕлӳ пуррисеннех çапла вара

Ача мĕн-ма юлать-ха тăлăха?

Пĕлӳ пуррисемех мĕн-ма вара

Шав çаратаççĕ хӳтсĕр халăха?!

 

Пур ырă ăс, пĕлӳ те — Турăран,

Пĕлӳ паха Ун çутипе кăна!

Çынна сума суман ăс — шуйттанран,

Вăл пĕлӳпе иртеймĕн тамăкран.

 

Тем те пĕлетĕп теттĕм эп хама,

Сăлтав пур урăхла халь калама:

Пĕлӳ кĕртет пулсассăн çылăха,

Суя пĕлӳ пухнийĕ — кăлăхах.