Йывăç


Тункатапа йывăç


— Йывăç, мĕншĕн эс кашлатăн,

Ма шавлатăн-ха сĕре?

Акă, эп шăпах ларатăп, —

Тенĕ Тунката пĕрре.

Вăл каппайнă куç кĕреттĕн

Мухтаса шăпăртлăхне.

— Чĕмсĕррӳпелех пĕтетĕн, —

Йывăç сулнă туратне.

Йывăç куççулĕ


Эп кăнтăртан илсе килсеччĕ йывăç,

Ӳссе çĕкленчĕ дача-пахчара.

Мĕнле илем! Çулçи-турачĕ йăвă.

Пăхатăп та — куç-пуçăм алчăрать.

 

Кунсен черечĕ вăрăм, вĕçсĕр-хĕрсĕр —

Çул хыççăн çул чуптарчĕ сиккипе.

Анчах та йывăç тĕлĕнтерчĕ: «хĕсĕр»?

Кӳмерĕ савнăç пĕртте çимĕçпе.

 

Мĕне пула? Камра шырас-ши айăп

Çапла килсе тухнишĕн ун шăпа?

Ку ыйтăва нимле те хуравлаймăп

Пуçа хĕссе ватсан та шухăшпа.

 

Тăван çĕрне, тен, асилет салхуллăн

Кунта темле курсан та пархатар.

Лере мĕн чухлĕ тус-юлташĕ юлнă,

Пĕрне те халь кураймăн юнашар.

 

Чун-чĕрине çунтарнă тепĕр хурлăх:

Телейлĕ «амăш» кун-çулне паман,

«Ачи-пăчипе» киленсе сад тăрăх

Теветлĕ юрă шăратса курман.

 

Мана мĕн? Тутлă çимĕç параймасть тăк

Мĕскершĕн кирлĕ пуш илем пире?

Çак туйăмпа пĕррехинче сасартăк

Касса пăрахрăм йывăçа тĕпрен.

 

Ахлатрĕ мĕскĕн. Укрĕ лăстăр-лăстăр.

Тăр-тăр чĕтреннĕн туйăнчĕ тĕнче.

Сивлеккĕн сăрăлтатрĕ: «Ăссăр, ăссăр!»

Малалла