Сĕве


Сĕве — Атăл юппи.

Юханшыв хӳхлевĕ


Вăтăр çул ытла — хĕлле те, çулла та — Чăнлăри сахăр завочĕ производство каяшĕсене кунĕн-çĕрĕн Сĕвене юхтарать.

 

«Хурăнлă Сĕве, пилĕкӳ çинçе», —

Ăмсанатчĕ аслă юханшыв.

Авалхи çынсем, хумсене сирсе,

Пуççапса ĕçетчĕç тăрă шыв.

Пĕтĕм Кузоват çăлкуçа савать,

Çамрăк каччă: «Тусăм» — тет мана.

Плуглă тракторпа тарăн сухалать

Ешĕл тумлă пурçăн çырана.

Чĕмпĕрти ĕçчен, ывăнса çитсен,

Вăлтапа çупах тытма анать.

Йӳçĕ каяшпа — урăх мĕн кĕтен? —

Кунĕн-çĕрĕн «чаплăн хăналать».

Чăнлă хуçисем сахăр вĕретсе

Чей ĕçеççĕ — кăмăл сарлака.

Тăрă шывăма — иксĕлми тесе —

Юхтараççĕ симĕс лăймака.

Пăрăнтăк çынни киленсе ишет

Çу çитсессĕн çутă хум çинче.

Тислĕк куписем хушшине кĕрет

Хăй йĕмне пăрмашкăн, эй, тĕнче!

Хĕрĕм, теç мана, йăмăк, теç мана,

Вĕтĕ-шакăр юп курать савса.

Хунтăлакана1, юратакана

Эп кĕтетĕп пилĕке авса.

«Сĕве урлă каçма пур кĕперĕ...»


Сĕве урлă каçма пур кĕперĕ,

Хăмисем яп-яка, юманран.

Кӳршĕ ялăн нар пек чипер хĕрĕ,

Илсе кайрĕ сана ман çумран.

 

Хумсемпе çăвăнать пĕр çыранĕ,

Тăвăлпа капланать леш енчи.

Нăйкăшать ăшăмра чун суранĕ,

Манаймасть мана кӳршĕ каччи.

 

Иртсе кайĕ часах кăра çилĕ,

Шыв лăпланĕ таса Сĕвере.

Савнă тусăм кĕпер урлă килĕ,

Манпалан пулĕ вăл ĕмĕре.

«Инçетре, Сĕве таврашĕнче...»


Инçетре, Сĕве таврашĕнче,

Кушкă ятлă чăваш ялĕ пур.

Халь унта лутра пӳртсем çинче

Шурă явлăк пек шап-шурă юр,

Ир çинче-çке, шăтăр шартлама

Лăпкă сивĕ чух, пĕр айлăмра

Пурçăн кăтрине капăрлатма

Шухăшлать пек лăпсăркка йăмра.

Çав самант пӳртсем çумĕпелен

Кăчăрт-кăчăрт сас-чĕвĕ каять:

Сивĕ çăл умне витрепелен

Пĕр хитре хĕр шыв ăсма анать.

Асăнать-ши кĕвентеллĕ хĕр

Инçетри пăшаллă савнине,

Вăл хаяр çил-тăвăлра кĕçĕр

Куç хупмасăр каç ирттернине...

Астумастăп эп вĕсен ятне.

Тĕл пулсан та тин паллаяс çук.

Анчах темшĕн пĕр-пĕрин патне

Çыртарас килет асăннă чух.

Эпĕ хам та вăрçă хирĕнче,

Манăн та чи ăшă кăмăл пур;

Манăн та Сĕве таврашĕнче

Хам çуралнă савнă ялăм пур.

Хура акăшсем


Кусар таврашĕнче пулса курнă-и эсир? Пулман. Питĕ шел. Çĕр çинче унти пек илемлĕ вырăнсем питĕ сахал пулмалла. Çук та пулĕ тетĕп. Тен, мана хам унта çуралса ӳснипе çеç çапла туйăнать-тăр та, анчах, мĕнле пулсан та, вĕсене мухтасах килет вара манăн.

Кусар — ял ячĕ вăл. Ун пек ялсем пирĕн таврара питĕ сайра. Вăл, виçĕ урамлăскер, анлă та тулли Сĕвен сĕвек çыранĕ тăрăх виçĕ çухрăма тăсăлать. Çурчĕсем пурте чипер, кашнин çинех тимĕр те хĕрлĕ е шурă черепица, шифер витнĕ. Урамсенче лапсăркка йăмрасемпе тирексем, хурăнсемпе ăвăссем кашлаççĕ, анкартисенче, — кашнин тенĕ пекех, — улма, чие сачĕсем; çуркунне вара вĕсем çурнă чечексен ырă шăрши Сĕве айлăмĕ тăрăх тăвалла та, анаталла та таçта çитиех сарăлать. Айлăма тулса çитсен вăл Хуран хăлăпĕ çине шуса хăпарать те хирелле — хĕвел айĕнче парланса выртакан хура пусăсем, уçăм анисем çинелле юхса каять, вĕсен хăйне евĕрлĕ шăршипе хутшăнать.

Хуран хăлăпĕ вăл — яла хир енчен хӳтĕлесе тăракан сăрт. Вĕреннĕ çынсем тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх, ĕлĕк-авал вăл Сĕвен ку енчи çыранĕ пулнă имĕш. Сĕве майĕпен типсе пынă-пынă та — сăрт унтан аякка тăрса юлнă иккен. Унпа шыв хушшинчи айлăма вара тăватçĕр çул каялла мăн асаттесен мăн аслашшĕсем килсе ларнă — çапла Кусар пуçланса кайнă пулать. Пирĕн хушамат — Кусаров ĕнтĕ — çав вăхăтранах юлнă теççĕ.

Малалла

Тăван ял


Сĕве хĕрринче, Каша ялĕнче

Телей е инкек — чĕре çумĕнче.

Сăрт-ту тӳпинчен куç ывăниччен

Умри ял çине пăхма ан ӳркен.

Кашни çул-сукмак, инçет тĕнчерен

Тăван ялăма илсе çитерет.

Кашни çăл-çырма, уй-хир ешерсен,

Кăвак сăрăпа тĕрлет тĕрĕсем.

Хастар çил-çунат е симĕс турат

Ачашшăн куллен чуна ыталать.

 

Каçхи пĕлĕте илешнĕ савсах

Ахах-çăлтăрсем тахçан авалах.

Пĕр саншăн кĕпер карать асамат,

Хĕвеллĕ ирпе салам ăсатать.

Сĕве хĕрринче, Каша ялĕнче

Чипер çут тĕнче чечек айĕнче.

Уйра


Сулхăн каç, çĕре тăм ӳкнĕ,

Çурçĕр çилĕ сип-сивех.

Çамрăк хурăн шăннă, кӳтнĕ,

Вĕт хумпа чĕтрет Сĕве.

 

Юрламасть-ха сарă кайăк,

Илĕм-тилĕме кĕтет.

Ансăр уйăх пайăн-пайăн

Каскалать шур пĕлĕте.

 

Ак хирте кĕрлерĕ трактор,

Уçрĕ, сирчĕ шăплăха:

Çĕрĕн-кунĕн хурçă паттăр

Ирттерет çурхи ака.

Ирхине


Кашни ирех хĕвел, ачашшăн

Шевле сапса, вылянă чух

Васкатăп ял çумне тухасшăн,

Унта — çунатлă манăн чун.

 

Ем-ешĕл çур калчи тип-тикĕс:

Парка туналлă пур çĕрте.

Хумханнăн туйăнать мăн тинĕс,

Куçа ун хумĕ илĕртет.

 

Чăлт сирпĕнет çап-çутă сывлăм,

Мерчен пекех йăл-йăлтăрса.

Сим-пыл пек сиплĕ ирхи сывлăш

Тусансăр, уçă, тап-таса.

 

Хырвар куккукĕ тараватлăн

Пĕр вĕçĕм авăтать: ку-ку!

Асамлă шăпчăкăн янравлă

Ыр кĕввине илтет хăлху.

 

Сĕвен шур пăсй хумлăн-хумлăн

Çĕкленнĕçемĕн çӳлелле

Утрав çинчи кăтра шур хурăн

Шывра вылять мĕлкипеле.

 

Нимрен паха ирхи илемлĕх

Çулла Сĕве тăрăхĕнче.

Тахçан кайран аса илмелĕх

Ыр сунăмне пиллет тĕнче.

Чĕрере миçе çул эп усранă...


Чĕрере миçе çул эп усранă

Симĕс куçлă чипер каччăна.

Тен мана вăл чăнах та юратнă,

Кунсем иртрĕç, манмарăм ăна…

 

Ман çине вăтанса вăл пăхатчĕ,

Пĕр сăмахсăр паратчĕ чечек.

Пахчара сарă кайăк юрлатчĕ,

Сар куна шăхăрса кĕнĕ пек.

 

Çурхи курăк шурта ешеретчĕ,

Тĕкĕр пек йăлтăратчĕ Сĕве!

Çутă уйăх çӳлте куç хĕсетчĕ,

Мăшăрсем хупăнатчĕç хĕве.

 

Ăшă çу каçĕсем пит илемлĕ,

Çилĕсем ачашлатчĕç пите.

Ун чухне эпир пулнă телейлĕ,

Шаннă пулĕ ялан ĕмĕте.

 

Чун савниçĕм, пĕрле пулаймарăн,

Эсĕ кайрăн Сĕве леш енне.

Мĕншĕн-ши аллуна эс памарăн,

Халĕ те пĕлеймĕп мĕншĕнне.

 

Чĕрере миçе çул эп усранă

Симĕс куçлă чипер каччăна.

Эп сана питĕ хытă юратнă,

Кунсем иртрĕç, манмарăм сăнна…

Атăлпа Сĕве хушшисем


Атăлпа Сĕве хушшисем

Хитре иккен ирхи вăхăтра,

Пурçăн çунат çупса кайăксем

Çут хĕвеле кĕтнĕ вăхăтра,

Ылтăн уйра маттур çамрăксем

Хĕрсе тулă вырнă вăхăтра.

 

Атăлпала Сĕве хушшисем

Хитре иккен кăнтăр кӳлĕмре,

Çӳл тӳперен хĕвел шăрçисем

Йăлтăр-йăлтăр çунă кӳлĕмре,

Комбайн умне ларса çамрăксем

Çырла шывĕ ĕçнĕ кӳлĕмре.

 

Атăлпала Сĕве хушшисем

Хитре иккен каçхи вăхăтра,

Сар кайăк пек Ильич ламписем

Клуб садĕнче çиçнĕ вăхăтра,

Баян-купăс тăсса çамрăксем

Тăрăс-тăрăс сикнĕ вăхăтра.

 
1 хĕтĕлекене