Эпир çуралнă вырăнсем
Курнавăш ялĕ Елчĕк тăрăхĕнчи чи авалхи ял пулнине ламран лама куçса пынă сăмахлăхран та пĕлме пулать. Тахçан авал, 16-мĕш ĕмĕр вĕçĕнчех кунта пирĕн несĕлсем килсе ларни паллă. Сăмахлăха ĕненес-тĕк, Кăрăç папай тата унпа пĕрле килнĕ çичĕ çын никĕсленĕ-мĕн пирĕн яла. Малтан хальхи Тăвай районĕнчи Тушкил ялĕнче пурăннăскерсем, çынсем тĕрлĕ вăрă-хурахсем пыра-пыра тапăннине тӳсеймен, çĕнĕ çĕрсем шыраса шăпах пирĕн тăрăха пырса тухнă. Инçе çулта самаях ывăннăскерсем, Кăрăç папай тата унпа пĕрле пыма килĕшнĕ çыннисем пĕр пĕчĕк çырма хĕррине çитсен ларса канма шутланă. Илемлĕ тавралăх: кăвак тӳпере сарă хĕвел йăлтăртатса пăхнă, кайăк-кĕшĕк юрри чун-чĕрене савăнтарнă. Юнашарах тăрна куçĕ пек тăрă шыв шăнкăртатса юхса выртнă.
— Акă вăл эпир шыракан çĕр, кунта тăпри те ака-суха тума аван, тухăçлă тыр-пул та çитĕнтерĕпĕр, — тенĕ Кăрăç папай. Çапла пуçланса кайнă тет пирĕн Курнавăш ялĕ.
Пирĕн ялта мăн асаттесенчен сыхланса юлнă вырăн ячĕсем те самаях: Тукшик, Юмансар, Таттăрла, Укашăн… Тукшик — чăвашсем Христос тĕнне ĕненме пуçланичченхи ятах. 14 гектара яхăн шутланса тăракан çĕр лаптăкĕнче халĕ хуçалăх ферми, кĕлечĕ, йĕтемĕ вырнаçнă. Тахçан унта сиплĕ курăклă улăх тăсăлса выртнă. Ячĕ те Тукшик текен çамрăк ячĕпе çыхăннă.
Курнавăш
Ăруран ăрăва каласа панинчен Курнавăш ялне никĕслекенсем Кăрăç, Изамблат, Шакăл, Мулиентей, Туйтирек, Ентирек, Мăрсай, Явкай, Мишке, Енихмет ятлă çынсем пулнă пулать. Вĕсем хальхи Тăвай районĕнчи Тушкил ятлă ялтан 16-мĕш ĕмĕр вĕçĕнче куçса килнĕ. Яла никĕслекенсем хăйсен пӳрчĕсене Кĕçĕн Пăла çырмин сылтăм енне лартса тухнă.
Вăл шăпах пирĕн ялăн хальхи Çырма хĕрри урамĕн пуçламăшĕнче вырнаçнă. Авалхи пирĕн несĕлсем Аялкасра (ял-йыш Çырма хĕрри урамне ĕлĕкхиллех Аялкас тесе калать) вырнаçнине çирĕплетекен тĕслĕхсем çителĕклех. Паçмисем те тирĕслĕ вĕсен, кăпăшка, ака-суха тунă чухне ĕлĕкхи шăрçасем те, чӳлмек ванчăкĕсем те, укçасем те тупăнкалаççĕ.
Çеçенхир çĕрĕнче
Пăла шыв хĕрринче
Ик урамлă, хитре
Тăван ялăм ларать.
Ăна пуль ваттисем,
Асаттен ашшĕсем
Çĕн Курнавăш тесе
Савса панă ятне, — çапла мăнаçланса çырнă пирĕн ял сăвăçи Н.И.Круглов тахçан хăй çамрăкрах чухне, эпир çуралса ӳснĕ вырăнсене чун-чĕререн савса.
Эпир çуралнă вырăнсем
Курнавăша
Эпир çуралнă вырăнсем,
Çырма-çатра та айлăмсем.
Куç виçейми уй-хир те ял, —
Сан умăнта пуçа таям.
Хăна пулмашкăн ан та хуш
Тăван вучах! Эп санпала…
Ĕçĕмпеле, сăмахпала
Çакна калатăп эп пин хут:
Эп санпала мĕн виличчен,
Чĕрем тапма чарăниччен.
Эпир çуралнă вырăнсем:
Ват йăмрасем, шур хурăнсем…
Хитре эрешлĕ кил-çуртсем
Ниçта та çук пуль тек вĕсем.
Кун пек тавралăх вăл пĕрре!
Çавăнпала манпа пĕрле.
Эпир çуралнă вырăнсем…
(Хальччен çырман пуль юрăсем).
Маттур та харсăр çыннусем…
Эпир çуралнă вырăнсем…
Сана упраччăр ырăсем!
Чуна лăпкатăр анне пек,
Канаш паратăр атте пек.
Эпир çуралнă вырăнсем…
Тав курки
Тăван ял урамĕсем,
Ытарайми çыннисем,
Ĕçре хастар пулнисем,
Ĕçпе телей тупнисем.
Ял ларать ав айлăмра,
Пуç тайса кĕтет йăмра.
Тăван ялăм, савнă ял,
Упранать кунта хавал.
Тăвансем, ыр çыннăмсем,
Чунăмри ылтăнăмсем
Ĕмĕтĕмĕр çеçкере
Тав курки кĕрекере.
Тăван ялăмăр, Курнавăш,
Пăла хĕрринчи шур акăш.
Чĕререн пур сăмахсем:
Ылтăн-кĕмĕл-ахахсем.
Эйпеç çĕрĕ
Ĕлĕк-авал пĕр патша пурăннă. Унăн питĕ пысăк çар пулнă. Çак çар пуçлăхне вара Эйпеç тесе чĕннĕ. Вăл паттăр, хăюллă тата кăшт çеç чее çын пулни паллă.
Пĕррехинче вĕсем çине хăйсенчен пĕр вунă хут вăйлăрах çар тапăнать. Патша салтакĕсем хăраса ӳкеççĕ. Эйпеç кăна хăйĕн яланхи çирĕплĕхĕпе ыттисене хуçăлса ӳкме памасть.
— Эйпеç, пăх-ха, вĕсен çарĕ хура пĕлĕт пек, вĕçĕ-хĕрри те çук. Кун пек эшкере çапăçса çĕнтерме пулĕ-ши?
Эйпеç вара çапла хуравлать:
— Эпир — вырăс салтакĕсем. Тĕрĕслĕхшĕн çапăçакана Турă та хăйĕн аллине парĕ.
— Пăлханса ӳкме кирлĕ мар, айтăр эпир çакăн пек туса пăхăпăр. Турă пирĕн енче-и е çуккине пĕлмешкĕн эпĕ укçа ывăтăп. Ăмăрт кайăк енне ӳкрĕ-тĕк — çĕнтеретпĕрех, Турă пире пулăшса пырĕ. Тепĕр енне ӳкрĕ-тĕк — çĕнтерейместпĕр, Турă вĕсен енче пулĕ.
Çар çыннисем Эйпеçпе пурте килĕшеççĕ. Вара Эйпеç укçине ывăтса ярать. Укçине пăхаççĕ, чăнах та ăмăрт кайăк енĕпе ӳкет.
Эйпеç салтакĕсем çапăçăва хавхаланса кĕрсе каяççĕ. Вĕсен ĕненĕвĕ çирĕп. «Халĕ Турă та пире пулăшать, çĕнтеретпĕрех», — тесе шутлаççĕ. Питĕ паттăррăн çапăçаççĕ вĕсем. Çавна пулах çĕнтерет те ĕнтĕ патша çарĕ.
Тупмалли
Сайта кĕр
Шырав
Çыравçăсем
- Çеçпĕл Мишши (26)
- Çемен Элкер (38)
- Александр Артемьев (12)
- Алексей Воробьев (160)
- Ваççа Аниççи (6)
- Валем Ахун (29)
- Геннадий Юмарт (90)
- Денис Гордеев (22)
- Иван Мучи (71)
- Илле Тăхти (81)
- Илле Тукташ (17)
- Илпек Микулайĕ (2)
- Константин Иванов (12)
- Куçма Турхан (3)
- Леонид Агаков (13)
- Любовь Мартьянова (186)
- Мария Ухсай (3)
- Митта Ваçлейĕ (21)
- Николай Теветкел (139)
- Николай Шупуççынни (21)
- Пайтул (9)
- Петĕр Хусанкай (41)
- Петĕр Ялгир (118)
- Светлана Асамат (24)
- Трубина Мархви (25)
- Хветĕр Уяр (4)
- Эмине (7)
- Юрий Скворцов (39)
- Юхма Мишши (240)
- Яков Ухсай (14)
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...