Çарăмсан


Çарăмсан — Атăлăн сулахай юппи, Тутарстан, Самарпа Чĕмпĕр облаçĕ тăрăх юхакан шыв.

Тăван çĕршыв


Хĕвеллĕ ирĕн шăплăхне

Савса юхать-и Çарăмсан —

Кĕрсе вăрманăн сулхăнне,

Чăн телейпе туллин сывлан.

 

Умра — уй-хир, сăрт-ту, çаран,

Умрах — тап-такăр сукмаксем.

Камчаткăран Карпат таран

Тăван çĕршывăн чиккисем.

 

Тĕнче касса çул çӳреме

Килмен эп çакă çĕр çине.

Кунта телей — ĕмĕтленме,

Кӳрет хĕвел хăй ăшшине.

 

Раççей пиллерĕ хӳтлĕхне —

Печчен юлма тивмерĕ ман.

Саватăп ун çилĕсене,

Кунта кашни мана тăван.

 

Кунта — ман кил, кунçул, шăпа,

Ман пĕтĕм шанчăкăм — кунта.

Пуласлăха пĕртанлăхпа

Çул уçрĕ вăл тутаршăн та...

 

Васкать хир урлă Çарăмсан

Çут Атăла вăй-хал хушма.

Раççейщĕн тус халь Тутарстан,

Мухтав Тăван çĕршывăма!

 

Ильгиз Калимуллин

«Çарăмсана каллех эп килтĕм...»


Çарăмсана каллех эп килтĕм.

Мĕнле пурнатăн, Шелепи!

Лачкам хура та шĕвĕ çилĕм

Пушмак тулли ăсса та илтĕм

Санпа пушмак-мĕн шеллĕп-и?

 

2001, çĕртме, 15.

Шурьял клубĕ умĕнче.

«Саврăш, Саврăш...»


«Кив Саврăш панче çул хĕрринче чулăн çыруне ӳкертĕм — виçĕ хут.

Н.И. Ашмарин. Чăваш сăмахĕсен кĕнеки. XI—ХIIт, 14 с.

 

Саврăш, Саврăш, мĕншĕн саврăм-ши

Санăн юмлă уй-хирӳсене?

Саврăш, Саврăш, мĕншĕн салтрăм-ши

Шухăшсен асамлă тĕввине?

 

Куç умне кăлартăм иртнине,

Аса илтĕм çамрăк Саврăша.

Хӳтĕленĕ вăл Пăлхар çĕрне

Хур кӳме паман-çке чăваша.

 

Саврăш паттăр, Саврăш паттăр, тен,

Эс сăвар-чăваш тăхăмĕнчен?

Тĕлĕкре пĕрмай эс тĕлленен:

Халь те паттăрта çӳрен иккен...

 

Шурă Саврăш тăрăх иртнĕ пуль

«Аслă пурçăн çулĕ» авалтан?

Тен, çырса хăварнă чунлă чул

Сакăр ĕмĕр кун çинчен малтан?

 

Хунавларĕ-çке типмен тымар —

Чыслă-йышлă халăхăмăр халь.

Николаев вĕçрĕ пĕрре мар

Уçлăха пире парса вăй-хал.

 

Юхтăр Саврăш Çарăмсаналла,

Çарăмсан пĕрмай — Атăлалла.

Тăвалла пулсан та малалла

Пирĕн кунĕн-çĕрĕн утмалла.

Малалла

Çарăмсан юханшывĕ


Сарăлса пырать вăл анлăн,

Кĕмĕл евĕр çутатса,

Янăравлă шăнкăравлăн

Вăл юхать авкаланса.

 

Тӳпене пăхать ыр куçлăн,

Симĕс тумлă ту çине.

Хумĕсем ун умлăн-хыçлăн

Талпăнаççĕ çыр енне.

 

Васкаса чупать сатуррăн,

Атăлта ун — канмалли.

Вăл хывать илемлĕ юрă

Çеçкери садсем валли.

Çутçанталăк илемĕ


Яла канма таврăнсан, тепĕр кунне ир-ирех Çарăмсана пулă тытма кайма шут тытрăм. Çак кун çитессе хула шавĕ-пăчăхĕнче нумай асăннă эпĕ. Тепĕр тесен, сĕтел айĕнчен утса тухма пуçласанах мана кӳршĕри мучи пулла çӳреме вĕрентнĕ.

Тухăçа шурăмпуç карса илсенех сывлăмлă сукмакпа шыв хĕрринелле уттара патăм. Тĕрĕссипе, уттара патăмăр, манпа пĕрле Тузик те пырать. Ăçта унсăр...

Эх, еплерех савăк çуллахи ирпеле! Пуринчен ытла Çарăмсан таврашĕнче! Вырăссен паллă çыравçи Аксаков та, чăваш халăх сăвăçи Шелепи те ахальтен мар ку таврара киленсе çӳреме юратнă, ун çинчен хавхалануллă сăмахсем çырса хăварнă... Чăнах та, кунта сывлăш çав тери уçă: шерпет ĕçетĕн тейĕн. Вăштăр-вăштăр нӳрек çилĕ, аннен çепĕç алли евĕр, питрен лăпкаса ачашлать. Чечексен ырă шăрши сăмсана кăтăклать. Кайăксен юрри-кĕвви тата! Еплерех çепĕççĕн кĕвĕлет шăпчăкĕ — çутçанталăк юрăçи. Тăри хĕвел еннелле çӳле хăпарнă та пĕр вырăнта вĕçи-вĕçми тăрать. Тен, вăл темле асамлă кашта çине ларнă та капăр тӳперен хăйĕн кĕввине таврана салатать? Чарлансен чăр-чар! сасси, шыв патшисем кунк-кунк! тени, пулăсем чăмпăлт та чăмпăлт! сикни... Çаксене пурне те питĕ ăста эрешленĕ симфони темелле. Пĕлесчĕ: хăшĕ вĕсенчен дирижерĕ? Тен, тӳпери тăриех мар-ши?

Малалла

Ирхине


Ирхине хĕвел вăраниччен

Кĕтӳсем хире кăлариччен

Вăратать мана шăллăм Ваççа

Ыйхă чăпти эсĕ тет вăрçса

 

Ирех вăратăп терĕн мана

Пулла кайăпăр Çарăмсана

Эпĕ чаврăм пĕр банкă ăман

Пичче эсĕ халĕ те тăман

 

Çуран урапасем утланса

Вĕçтеретпĕр пит хыпаланса

Тĕлĕрнĕ йытсене вăратса

Çул çинчи хурсене хăратса

 

Ирхи нӳрпе пит уçăлтарса

Хăлхасенче çил шăхăрттарса

Сăртран анатпăр кĕпер çине

Вырнаçатпăр çырма кукрине

 

Хĕвеле ыйхăран тăратса

Автансем юрлаççĕ шăратса

Тĕтрепе пĕркеннĕ Çарăмсан

Çӳçеннĕ ыйхаран вăрансан

 

Шыв хĕрринчин кăтра хурама

Пуçтарăннă çӳçне турама

Пĕвĕпе тайăлнă авăра

Хайĕн сăнне курасшăн шывра.

 

25.09.2005