Пăлхар


«Саврăш, Саврăш...»


«Кив Саврăш панче çул хĕрринче чулăн çыруне ӳкертĕм — виçĕ хут.

Н.И. Ашмарин. Чăваш сăмахĕсен кĕнеки. XI—ХIIт, 14 с.

 

Саврăш, Саврăш, мĕншĕн саврăм-ши

Санăн юмлă уй-хирӳсене?

Саврăш, Саврăш, мĕншĕн салтрăм-ши

Шухăшсен асамлă тĕввине?

 

Куç умне кăлартăм иртнине,

Аса илтĕм çамрăк Саврăша.

Хӳтĕленĕ вăл Пăлхар çĕрне

Хур кӳме паман-çке чăваша.

 

Саврăш паттăр, Саврăш паттăр, тен,

Эс сăвар-чăваш тăхăмĕнчен?

Тĕлĕкре пĕрмай эс тĕлленен:

Халь те паттăрта çӳрен иккен...

 

Шурă Саврăш тăрăх иртнĕ пуль

«Аслă пурçăн çулĕ» авалтан?

Тен, çырса хăварнă чунлă чул

Сакăр ĕмĕр кун çинчен малтан?

 

Хунавларĕ-çке типмен тымар —

Чыслă-йышлă халăхăмăр халь.

Николаев вĕçрĕ пĕрре мар

Уçлăха пире парса вăй-хал.

 

Юхтăр Саврăш Çарăмсаналла,

Çарăмсан пĕрмай — Атăлалла.

Тăвалла пулсан та малалла

Пирĕн кунĕн-çĕрĕн утмалла.

Малалла

Ларатăп та шур чул çине


Аптăрать хай хаяр Супетей

Илейменшĕн Сăвар хулине...

«Шапатан тухатмăш» юрăран

 

I

Час-час килетĕп эп кунта,

Чуна туртать çап-çут Вăта.

Ларатăп та шур чул çине

Çитеп вара çулпа пине...

Путатăп эпĕ шухăша,

Çӳреп пин çул аша-аша,

Илтеп сасартăк хаш чухне

Уртан сехреллĕ сассине.

Килсе тухать хура утпа

Нӳкер хĕçпе те хĕм-вутпа.

Утап вара вăрçа тухса —

Кистен çакса, чукмар тытса.

«Тăшман таптать тăван çĕре,

Чура тăвасшăн вăл пире!

Çĕрне-шывна, ачам, сыхла,

Кăрал тытсам эс арпуçла!» —

Пиллет мана тăван анне,

Парса аттен кăвак хăртне.

 

Пиллет мана вăрман, уй-хир:

«Калла ан чак! Хурах вăл, хир!

Арçын ятне тытса чысра,

Вучах вутне куç пек упра!..»

Хиреп вара эп тăшмана,

Çĕршыв парать вăй-хал мана.

Кĕçех хурах сăрне ярать —

Чăл-пар тусать, чакать, тарать!

Каллех хĕвел хавас çиçет,

Малалла

Пăлхар патши


Пычĕ тет пĕри пăхма

Авалхи хула тĕлне.

Пуç шăмми тухать ума

Сирнĕ майăн ун кĕлне.

 

Ылтăн-кĕмĕл япала

Тупманран кӳреннипе

Тапрĕ ячĕ малалла

Хай шăмма вăл урипе.

 

Кăлай пек леш хайхискер

Кусрĕ кайрĕ тет чылай.

Сас парать тет чип-чипер

Чарăнса ĕлкĕрнĕ май:

 

-- Тимлĕрех пăхса утсам,

Ыраттартăн ĕнсене.

Çын шăмми-çке эп, ачам,

Тен, тăсатăн несĕлне?

 

Тав Турра та Пӳлĕхçе:

Пиллĕх панăччĕ авал.

Патшара хам тивĕçе

Пытăм эп тытса кал-кал.

 

Çĕрĕм-шывăм тем тери

Сарăлса выртатчĕ ман.

Ют патша та хăш-пĕри

Пуç таймасăр пурăнман.

 

Паттăрччĕ ман çарăмсем,

Чыс кӳретчĕç патшана.

Арăслан пекех вĕсем

Çĕнтеретчĕç тăшмана.

 

Эпĕ хушнă сăмаха

Хирĕçсе-туса тăман,

Пĕр каварлă çич йăха

Çĕнеймен хурах тăшман.

 

Сутуçăсем çурçĕртен,

Кăнтăртан та анăçран —

Пухăнатчĕç ют çĕртен,

Малалла

Эс манăн халăхăм çинчен...


Эс манăн халăхăм çинчен,

Çĕршыв çинчен ыйтатăн, тусăм.

Пăх ман çине: мана пиччен,

Тӳнтер те пĕлтĕн кутăруçăн.

 

Супан этемлĕх несĕлне

Хунсем касса кĕнĕ тăваррăн,

Истори анисем çине

Шух варвăрсен ятне хăварнă.

 

Эп — çав тăвар. Пĕр пĕрчĕ пек.

Ман юн кайран нумай пăтраннă.

Пин çул ытла пăлхарччĕ эп,

Унтан мана чăваш ят панă.

Эпир — пăлхар тăхăмĕсем


Чăваш тĕнчи — сап-сар хĕвел пекех,

Эпир — хĕрӳ хĕвел пайăркисем!

Чăваш пулма эс ан вăтан текех,

Эпир — хастар пăлхар тăхăмĕсем!

 

Чăваш кĕвви — ахах-мерчен пекех,

Эпир — паха мерчен пĕрчийĕсем!

Чăваш пулма эс ан ӳркен текех,

Эпир — патвар пăлхар тăхăмĕсем!

 

Чăваш юрри — çурхи шыв-шур пекех,

Эпир — çап-çут таса тумламĕсем!

Чăваш пулма эс ан хăра текех,

Эпир — маттур пăлхар тăхăмĕсем!

 

Чăваш ташши — вĕçен тăрна пекех,

Эпир — ĕлккен черчен çуначĕсем!

Чăваш пулма эс ан шиклен текех,

Эпир — сатур пăлхар тăхăмĕсем!

 

Чăваш тĕрри — капмар юман пекех,

Эпир — пин-пин çинçе вуллийĕсем!

Чăваш пулма эс ан имен текех,

Эпир — ĕçчен пăлхар тăхăмĕсем!

 

Чăваш чĕлхи — кăвак тӳпе пекех!

Эпир — инçет сенкер çăлтăрĕсем!

Чăваш пулнишĕн ан пăлхан текех,

Эпир — вĕри пăлхар тăхăмĕсем!

 

Чăваш мехелсĕр нишлĕ халăх мар,

Пуласлăхĕ пуян та çутă ун!

Тăван, хăюллăн малалла утар,

Çут уçлăхра пур саншăн та ыр кун!!!