Çаран


Çаран çулнă вăхăт


Чăвăшт-чăвăшт! тутарать,

Максим пичей çаран çулать.

Ах-ах, пăван, ах, пăван!

Эсĕ унта мĕн тăван?

 

Касрĕ татрĕ пӳрнине...

Пĕлмерĕ эсĕ усă илнине.

Çырлара


Эс мана пĕрре курсах юратрăн

Çаранта, çырла татма кайсан.

Ман валли çеç çырлине те татрăн

Хăналас тесе хĕвел ансан.

 

Эс мана çырла хистерĕн,

Эп сана пуç кăшăлĕ.

Хăтана яратăп терĕн

Кĕркунне, ах, кăмăлĕ!

 

Шухăшпа эп те санпа çеç пулнă, —

Пуç кăшăлĕ çыхнă чечекрен.

Чĕресем пĕрпек туйăмпа тулнă, —

Улăх-çаран питĕ ирĕкрен.

 

Каç чаршавĕ таврана карсассăн,

Çăлтăрсем каçхи вăййа тухсан

Тĕкĕр-кӳл сывларĕ ассăн-ассăн

Эпир ун ытамĕнче юлсан...

 

Çуллахи çаран — çăтмах кĕтесĕ

Пĕрлештерчĕ çамрăк ик чуна.

Пурăкри сĕткен çырла пек эсĕ, —

Ĕмĕрне манмастăп çак куна.

 

Тухăçран хĕрелчĕ шурăмпуçĕ,

Сар хĕвелĕ тухрĕ катаран.

Çак илемлĕх-пурлăх — савни куçĕ,

Юрату çуратрĕ мăн çаран.

«Çаранлăх, çыранлăх, çаруран ачалăх...»


Çаранлăх, çыранлăх, çаруран ачалăх,

Хурал çурчĕ, хурăн, йĕтемпе мунча...

Ялти ĕçчен халăх курса савăнмалăх

Хĕвĕшет ир-каçăн йышлă ачапча.

 

Çурла, авăн уйăх — тырă пухнă вăхăт,

Çаранлăх йĕтемĕ пасар пек шавлать.

Молотилка янă, кӳлнĕ лаша-вăкăр —

Кив-Улхаш хресченĕ хура тар тăкать.

 

Хул-пилĕкĕ сурнă ватă çын йăваннă,

Айлăмра тулеккĕн тулхăрать лаша.

Тарасаллă пусă тӳпене кармашнă,

Вăй карти çĕклерĕ çамрăк чăваша.

 

Çурла уйăх шăппăн хурăн тăрне ларчĕ,

Алтăр Çăлтăр тайрĕ çутă куркине.

Яш-кĕрĕм хавассăн ташшине çаптарчĕ,

Кĕмĕл юрă юхрĕ каçхи ял çине.

 

Çаранлăх, çыранлăх, çаруран ачалăх,

Колхоз çурчĕ, пусă, кĕлетсем, мунча...

Иртсе кайнă кун пек, юлчĕç асăнмалăх,

Паянхи ял сăнĕ урăхла пачах.