Ĕмĕр сакки сарлака. 4-мĕш кĕнеке :: Иккĕмĕш пайĕ
— Кукамай...
Уляна мĕн вăхăт выртнине пачах астумасть. Мăнукĕн сасси тăна кĕртрĕ. Çĕкленме хăтланчĕ. Вăйран сулăннипе тăсăлса ӳкрĕ, йынăшса ячĕ.
— Кукамай, кукамай! Мĕн пулнă сана?
— Темĕн пуç çаврăнса кайрĕ... Тăма пулăшсам, хĕрĕм... Анахвис ăна йăтса тăратрĕ. Сак çине лартсан, каллех ыйтрĕ:
— Кукамай, арчана кам пăлхатнă? Натюш аппа ăçта? Мăнукне сасартăках хуçса пăрахасран Уляна хыпарне çемçетерех пĕлтересшĕнччĕ, хăват çитереймерĕ, тӳртен те кĕскен каларĕ:
— Ах, анчах, хĕрĕм... Аппуна каллех тытса кайрĕç...
— Камсем?
— Платун Павăлĕпе хĕçпăшаллă икĕ арçын. Арчасене тустарса хăварчĕç. Ах, анчах, хăçан канăç пурăнса курăпăр-ши? — ĕнси çине йăтайми çăк тиенĕн пуçне усрĕ Уляна.
Анахвис те вут çине пăрахнăн ăшаланчĕ. Мĕншĕн Кольăпа Ванюк килте мар-ши? Вĕсем кантура кайса аппăшне çăлĕччĕç-и, тен. Кукамăшĕ ăншăрт ӳкнĕ пек кукленнине асăрхасан, хăйне хăй алла илме тăрăшрĕ, йăпатма хăтланчĕ.
— Кукамай, ытлашши хыпса çунас марччĕ. Халь ĕлĕкхи мар. Кăларса ярĕç-ха. Чйперех таврăнĕ.
Мăнукĕ хуйха парăнманни Улянана вăй илме пулăшрĕ. Ассăн сывласа сывлăшне çавăрчĕ.
— Ах, анчах, хĕрĕм... Ватăлнипе ытларах хавшарăм пулĕ.
Сасартăк хапха умне лав чашкăрса çитрĕ.
— Кам-ши тата?
Уляна Натюша аслисемпе калаçма кăна илсе каятпăр тенине аса илчĕ те хĕпĕртесе ӳкрĕ:
— Аппу таврăнчĕ-и, тен! Тухса уç хăвăртрах! Анахвис ыйтса-туса тăмасăрах хапхине уçрĕ, урам енне тухрĕ. Çав самантрах ăна икĕ арçын хупăрларĕ. Револьвер кăларса тĕллерĕç. Ни вилĕ, ни чĕрĕ пулса кайнипе Анахвис чĕлхине çухатрĕ.
Мăнукĕ хыççăн пӳрте ик арçын кĕрсенех, Уляна вĕсем шинельпе те салтак çĕлĕкĕпе иккенне асăрхарĕ. Питне-куçне çветки чухне тăхăнса çӳрекен маскăпа хупăрланă. «Паçăр Натюша тытса кайнă эсреметсемех мар-и?» Хăраса ӳкес вырăнне Уляна этемĕн пĕтĕм хаярлăхĕпе кăшкăрса ячĕ:
— Мĕн сехрене хăпартса çӳретĕр?! Тухса кайăр! Калаçас вырăнне лешсем револьверĕсемпе маччаналла кĕрслеттерчĕç. Пӳртри сывлăш хумханнипе лампа çути лап-лап туса илчĕ, сӳнеймерĕ.
Унтан вĕсем карчăкпа мăнукĕн аллисене каялла çыхрĕç. Урисене тăлласа, пĕр-пĕринчен кăкарчĕç, çăварĕсене тутăр чиксе пăкăларĕç. Вара арчари япаласене миххе тултарчĕç те тухса шăвăнчĕç.
XII
Ыйхинчен вăрансанах, Наум ĕнер Натюшпа калаçса татăлнине аса илчĕ те вырăн çинчен васкаса тăчĕ, лашине шăварма кайрĕ. Çăл патĕнче тăват-пилĕк арçынпа тĕл, пулса, Натюшпа иккĕшĕн шухăшĕсене пĕлтерчĕ. Лешсем хаваспах пухăнма килĕшрĕç. Шăварса таврăнсан, лашине утă пачĕ те урама тухрĕ. Çула май, арçынни-хĕрарăмĕпе калаçнă хушăра, пурте Натюш сăмахне итлеме кăмăл туни палăрчĕ. Анаткасра вăл Улянасем патне кĕрсе тухма шутларĕ. Хапхи уçах. Кунран Наум ним чухлĕ те тĕлĕнмерĕ. Ыйхă чăптисем кăна çак таранччен уçмасăр çывăрĕç.
Кил хушшинче вăл выльăх-чĕрлĕх çаплах картара хупăнса тăнине асăрхарĕ. Мĕншĕн капла-ха? Пӳрте кĕрсен вара йăлтах минресе кайрĕ. Урай варринче уçса пăрахнă пуш арчасем лараççĕ. Улянапа мăнукĕ те урайĕнчех. Çăварĕсене хăйсенне тутăрпа пăкăланă, алли-урине çыхса лартнă. Наум çăварти тутăрсене кăларса печĕ те çыххисене йăпăр-япăр салтса ячĕ. Вăрахчен хутланса выртнипе сыпăсем йăлтах хытнăран, кукамăшĕпе мăнукĕ аран-аран тăсăлкаласа тӳрленчĕç.
— Мĕн пулнă кунта? — ним калама аптранă енне хумханса ыйтрĕ Наум.
— Ах, анчах, ман кил нуша курмалăх ятне пуль çав! — çĕр хута чĕре ыратни кăштах тамалнăран тăнăçлăрах хуравларĕ Уляна. — Малтан Платун Павăлĕпе хĕçпăшаллă эсреметсем Натюша тытса кайрĕç, вара çаратрĕç.
Наум вăхăтлăха Натюш çинчен маннă пек пулчĕ. Ĕмĕртен çирĕпленнĕ йăлапа вăрă-хурахсене йĕрлес шухăш кĕчĕ.
— Хăш вăхăтра çаратрĕç?
— Анахвис улахран таврăнсанах.
— Ун чухне çурма çĕрччĕ. Трапхин пиччесен тĕлне çитсен, автансем авăтрĕç.
Хăвалама хăтланни усăсăр пуласса ăнланчĕ Наум. Вăрă-хурахсем таçтах çитнĕ ĕнтĕ. Çапах та пулăшу кăтартас кăмăлĕпе:
— Иçмасса, çыннисене тĕшмĕртсе юлаймарăр-и? — терĕ.
— Ăçтан паллăн... Иккĕшĕ те маска тăхăннă. Тумтирĕсенчен, хĕçпăшалĕсене тыткаланинчен шăп та шай малтан Натюш патне килнисемех тес килет. Кама евитлемелле-ши?
— Евитлемелли халăх кăна, Уляна. Пурпĕр мула тавăраймăн. Тепĕр тесен, ăна каллех тăвăр, сывлăх кăна пултăр. Натюша хăтарма тăрăшасчĕ. Тен, кантуртах-ха. Эпĕ халех халăх хăвалаттаратăп. Приговор йышăнса, кантура кайăпăр. Эсир лăпланăр та халăх çине пырăр. Эсĕ. Анахвис, приговорне çырса хатĕрлеме тăрăш!
Ĕнер пасарта Уляна хĕрĕ сехметсене хирĕç тухса каланă текен хыпар энĕшкассисене чĕререн хумхантарнăччĕ. Кĕçĕр Натюша тытса кайнипе Анахвис япалисене çаратни минретсе пăрахрĕ. Ара, нумай пулмасть Сала ваккачĕ ирĕклĕх, пĕртанлăх çинчен ăнлантарса пачĕ-çке. Ял пуçĕнчи хура юпана та кăларса пăрахрĕç. Патша вăхăтĕнчи пурнăç урăх килес çуккине ĕненме хатланнăччĕ. Кăлăхах-им? Каллех çынсене тĕрмене сĕтĕрме пуçларĕç-и? Каллех сехметсене хирĕç çăвар уçма юрамасть-и? Хĕрарăмсем пуринчен ытла Анахвис мулне çаратнăшăн пăлханчĕç. Кама ырă туман вăл хĕр? Ялта Анахвис çыру çырса паман салтак арăмĕ çук. Тата ку инкек харпăр хăй умне килесрен хăрушă. Вăрă-хурахсем ашкăнаççĕ тенине кашниех илтнĕ, энĕшкассисене тивменнипе çеç ытлашши йӳпсемен. Вĕсен ялне те персе çитрĕç иккен.
Халăх нихçанхинчен шĕкĕр пухăнчĕ. Темрен хăранăн шарламасăр тăраççĕ. Кам хăвалаттарнă-ши? Схода кам ертсе пырĕ-ши? Староста е комиссар курăнмасть-çке?..
Кĕçех Наум, пăртакран Улянапа мăнукĕ çитрĕç. Хăйсенĕ ним пулман пек тыткаланине асăрхасан, энĕшкассисем тĕлĕнчĕç. Вĕсен шучĕпе, макăрсах вилмеллеччĕ-и, тен. Çав териех инкеке никам тӳсеймĕ. Хурал пӳрчĕн пĕчĕк чӳречинчен кĕрекен çутă каç сĕмлĕхне сиреймен пирки ял çыннисем çакна асăрхаймарĕç: Уляна татах кукăрăлнă, пичĕ çинчи пĕркеленчĕксем тарăнланнă, çĕнĕрен шăйрăлнисем те пур; Анахвисăн пĕрлĕхен пек тутисем вĕрипе хăпаланнă.
Наум сĕтел умне пычĕ. Çынсем ун çине тĕлĕнсе тинкерчĕç. Вăл тĕпеле иртнине никам астумасть-çке. Пăлханни те палăрать.
— Халăх! — хăюллăн чĕнчĕ Наум. — Каç пирĕн ялта хăрушă инкек пулни çинчен пурте илтнĕ-и, тен, эпĕ тепĕр хут кăна аса илтересшĕн. Хĕçпăшалланнă çынсемпе Платун Павăлĕ малтан Натюша тытса кайнă. Анахвис улахаран таврăнсан, маска тăхăннă икĕ эсремет, кил хӳçисене çыхса пăрахса, пĕтем япалине çаратнă. Каллех вăрă-хурахсем ашкăнма пуçларĕç...
Халăхăн çилли çиеле тапса тухрĕ:
— Пĕтĕмпех Павăл тăвать!
— Пуçне пăркăчламалла!
Çакăнта пулнă пулсан, Павăл ыррине кураймĕччĕ. Хăй çук пирки шавларĕç-шавларĕç те чарăнчĕç. Вара Наум шухăшне малалла тăсрĕ:
— Халăх, Платун Павăлне тахçанах такан кĕтет. Анчах ăна çеç пĕтернипе самана улшăнмĕ. Халь ун кил-çуртне кĕл туни хамăр çине йывăрлăх илни кăна пулĕ. Натюша çăлаймăпăр, япаласене тупаймăпăр. Ман шутпа, Натюша нушаран хăтарас тесен, приговор çырмалла, пурте ал пусмалла. Вара, хамăр кантурта ĕç тухмасан, Шупашкара çитмелле.
— Тĕрĕс!
— Приговор çырмалла!
— Пурте кантура пыратпăр!
— Приговорне кам çырĕ?
Юлашки сăмах халиччен тиек, вăл çук чух яланах Ванюк çырнă пирки сиксе тухрĕ.
— Приговор çыракан пур пирĕн. Анахвис, сĕтел хушшине кил, хĕрĕм! — терĕ Наум.
— Анахвис, приговор çыр! — хĕрупраç тени халăх ĕçне хутшăнманнипе ун çинчен тин аса илсе йыхăрчĕç.
Анахвис сĕтел хушшине вырнаçрĕ. Хатĕрлесе килнĕ ручкипе чернилне, хутне саппун айĕнчен кăларса хучĕ.
— Эпĕ килте тĕрлекеленĕччĕ. Вуласа парам-и?
— Вула! Вула!..
— Приговор... — халăха пурне те илтĕнмелле вуларĕ Анахвис. Унта Николай патша чухнехи самана тĕп пулни, ирĕклĕх çитни çинчен асăннă. Çакăн пирки уезд комиссарĕ Лаврскипе тиек каласа кăтартнă. Çапах та çынсене хĕсĕрлесси пĕтмен-ха. Юнкун çĕрле Надежда Прохоровнăна тытса кайнă. Çав каçах питне-куçне маска тăхăннă икĕ вăрă-хурах, малтан килнисен тумĕпех вĕсен килне çаратнă. Куншăн пĕтĕм ял чунтан пăшăрханать. «Эпир, — тенĕ юлашкинчен приговорта, — ирĕксĕрех ваккатпа тиек улталамарĕç-ши тесе шутлатпăр. Николай патша чухнехи пекех хăтланмаççĕ-ши? Пирĕн чăннипех ирĕклĕх килнине курас килет. Çавăнпа Надежда Прохоровнăна халех кăларса яма, вăрă-хурахсене чи çирĕп майсемпе айăплама ыйтатпăр».
Анахвис вуласа пĕтерчĕ те халăх çинелле тинкерчĕ.
— Килĕшсен, сходри çынсен ячĕсене çырăпăр. Анахвис чĕмсĕрленни самай вăхăт иртрĕ ĕнтĕ, пĕри те сăмах пуçарса шăплăха сирме хăяймаççĕ, Ушкăнра кăмăл çемĕçнипе нăш-нăш тăвакансем, куçĕсене шăлакансем курăнчĕç. Ытла та кашнин ăшнех кĕрсе курнăн çырнă-çке. Ах, ытла та ăслă-çке çав хĕр. Улянасен мулне çаратакансем мĕнле этемсем-ши?
— Халăх, вуласа панипе килĕшетпĕр-и? — вăхăта пушăлла ирттерме юраманнине астуса чĕнчĕ Наум.
— Килĕшетпĕр! Килĕшетпĕр!
— Маттур, хĕрĕм! — сассине тин тупнăн шавларĕ халăх. Анахвис сĕтел умне пыракансен ятне çырсан, лешсем тĕрлĕ паллăсем ларта-ларта тухрĕç. Улянапа пĕрле кан-тура пырас текенсем те нумайччĕ, Наум вĕсене лăплантарса хăварчĕ.
Наумпа Уляна лаша кӳлсе çула тухрĕç. Сходра халăх йышăннă приговора тепĕр чухне тӳре-шарасем те хисепленĕ. Çавăн пирки вĕсен чĕринче Натюша çăлас шанăç пур. Анчах ăçта-ши вăл? Павăл пĕлмеллех. Унпа сăмах хушас килмест те, ыйтса пĕлме тиветех. Ку вăхăтра вăл арманĕнче пулма кирлипе, унта кĕме тĕвтурĕç.
Сасартăк ампарта çуйхашни илтĕнчĕ — Павăл сирпĕнсе тухрĕ. Ун хыççăн темиçе çын — арçынĕ-хĕрарăмĕ чупать. Хуса çитсе çулса илчĕç.
— Кăраву-ул! Çăлă-ăр!.. — кăшкăрать Павăл. Кĕçех тапкалантарса ампара кĕртрĕç.
— Уляна, эс тилхепене тыт-ха, кайса пăхам, мĕн хăтланаççĕ çавăнта, — терĕ те Наум çуна çинчен анчĕ. Ампар умне çитсенех, акă мĕн курчĕ вăл: Павăла хупăрласа илнĕ те хаяррăн çуйхашаççĕ:
— Пăтран тăватă кĕрепенке кĕреçе çăнăхĕ илни сахал! Тата лар айĕнчен юхтарма шăтăк тунă!
— Сăвăс! Ăçта сан намăс?!
— Вăрă-хурах! Лайăхрах парăр ăна!
Çав самантрах Павăла çапса ӳкерчĕç, чышкăпа та тапкăпа ислетме пуçларĕç. Павăл кăравул кăшкăрчĕ-кăшкăрчĕ те никам пулăшас çуккипе чарăнчĕ. Унччен те пулмарĕ — ампар çăрине лумпа хирсе çĕмĕрчĕç, çăнăх миххисене лав çине тие-тие вăшлаттарчĕç.
Павăла хĕнени юрать-ха тенĕччĕ Наум. Анчах ампара çаратни кăмăла каймарĕ. Айккинелле пăрăннинчен ырри çук тесе, хăвăрт Уляна патне таврăнчĕ, çуна çине ларса, лашине хăваларе.
— Мĕн туйлашаççĕ унта?
— Платун Павăлĕн шăммине ватаççĕ. Çăнăх вăрланине тытнă.
— Аранах шăпи тулчĕ эппин.
— Шăписем ун çеç мар, ыттисен те тулĕç-ха.
— Эпир мĕн тăвăпăр ĕнтĕ?
— Атăлкассине кайăпăр.
Наумпа Уляна вулăс кантуренче пулса курман. Çавăнпа сĕм вăрмана пырса кĕнĕнех туйăнчĕ. Шучĕ çук пӳлĕмлĕ çуртра тиеке мĕнле шыраса тупăн? Анчах чĕлхе таçта та çитерĕ, çынсенчен ыйта-ыйта тупрĕçех.
Улитин вĕсене тарават кĕтсе илчĕ.
— Уляна аппа, Наум Васильевич... Ларăр, тархасшăн! — Лешсем пурпĕр ура çинчех тăнине урăх йӳпсемесĕр малалла пакăлтатрĕ:
— Мĕнле пурăнатăр? Мĕн çăмăлпа çӳретĕр?
— Ман хĕр ăçта?
— Надежда Прохоровна ăçтине пĕтĕм Энĕшкасси халăхĕ пĕлесшĕн. Халех кăларса яма хушаççĕ! — сăмах хушрĕ Наум. Кĕсйинчен хут кăларса сĕтел çине хучĕ.
— Мĕн ку?
— Халăх приговорĕ.
— Мĕн пирки?
— Вулăр. Унта пĕтĕмпех каланă.
Уляна ăслă та çирĕп кăмăллине, ăна халăх хисепленине Улитин ял комиссарне суйланă чухнех сиснĕччĕ. Çапах та хĕрне тытса кайнă хыççăн ăна кирек хăш еннелле те çавăркалама пулас пек суннăччĕ. Уляна пушшех хăватланнă-и, тен. Чĕлхи-çăварĕнче çĕçĕ те çулăм сисĕнет. Çитменнине, приговор илçе килнĕ. Мĕн çырма пĕлнĕ-ши? Улитин тӳрех вĕçне пăхрĕ. Кашнин ячĕ умĕнче паллă пур. Миçе çынне те шутларĕ. Çĕртен иртнĕ. Улитин çакна тавçăрчĕ: килтен киле çӳресе ал пустарма ĕлкĕреймен, ахăртнех, сход пухнă ĕнтĕ. Ку халăх пĕр кăмăллине çирĕплетет. Вулама пуçласанах, приговора хут лайăх пĕлекен çын çырнине ĕненчĕ. Улянасене çаратнă пирки милиционерсене шанманни тĕлне çитсен, пĕр çуйланса та пĕр тăвăлса кайрĕ. Милиционерсен ретне вăрă-хурахсем килсе кĕмен-и? Усал хыпар паянах пĕтĕм вулăса сарăлĕ те, çынсем вĕсене курайми пулĕç. Натюша тĕрмене хупни, амăшсене çаратни ытла вăхăтсăр. Вулăсри съезд иртнĕ, вăл председатель вырăнĕнче çирĕпленнĕ хыççăн тата тепĕр сывлăшчĕ, ун чухне йăнăша тӳрлетмелĕх, çынсене тăн пама е хăратмалăх вăхăт пурччĕ. Съезчĕ вара тепĕр виçĕ кунтанах пухăнмалла...
Ачин ăраскалĕ пирки çунакан амăшĕ тӳсеймерĕ, хыттăн чĕнчĕ:
— Ман хĕр ăçта?
Энĕшкасси халăхĕ май кайса, çакăн хĕрне хăтарма пулăшни аванрах мар-ши? Суйлавра, ĕçре, ун хутне кĕрейĕç-ши?.. «Çук! — сасартăках урăхла шухăшларĕ Улитин. — Уляна пеккисем шавлама çеç. Пĕтĕм вăй-хăват Лаврскисен, вĕреннĕ çынсен ирĕкĕнче. Комиссар хушса хăварнине тумалла. Карчăкăн вăйне-халне аркатмалла».
— Сан хĕрне тĕрмене илсе кайнă! — терĕ Улитин, карчăка сăнаса.
Уляна такам тĕкнĕн сулăнса кайрĕ, пукан çине ӳкнĕ пекех ларчĕ. Сасси аран тухрĕ:
— Мĕн çитменшĕн?
— Ăна нимĕç шпионĕ тесе айăплаççĕ. Хальхи саманара унашкаллисен пĕр шăпа: такан çине çакаççĕ!
Уляна чĕмсĕрленчĕ. Çирĕпленме тăрăшсан та, ку териех йывăр çăка тӳсме хăват çитереймерĕ.
— Господин тиек, сирĕн сăмах тивĕçсĕр! Надежда Прохоровна шпион мар! — тăвăлса каларĕ Наум.
— Эсир ăçтан пĕлетĕр! — ĕнтĕ Наума тыллама тапăнчĕ Улитин. — Эсир, мĕн, унпа пĕр каварлă-и?! Иксĕр пĕрле таса Раççее пĕтерме шутланă-и? Сирĕн те такан çине лекес килет-им?!
Наум та минресе ĕнтĕркерĕ. Камăн шпион ятне илтес килтĕр?!
Ватăсем тăн-пуçне çухатнине ĕненчĕ Улитин.
— Уляна аппа... Наум Васильевич... — Йăлтах улшăнса чĕнчĕ вăл. — Туятăп, эсир мана юрамисĕр çын тейĕр. Мĕн тăвас, эпĕ тĕрĕссине кăна хыпарларăм. Пытармастăп, сире çеç мар, Надежда Прохоровнăна та хисеплетĕп эпĕ. Съездра пĕрле пулăпăр, пĕрле ĕçлеме лекĕ тесе савăннăччĕ. Çавăнпа Надежда Прохоровнăна мĕнле хăтарма май пуррине тĕллесе парасшăн. — Улитин сăмахĕсем Уляна чĕрине кăштах шанăç кĕртнĕн туйăнчĕç. Вăл каллех пуçне çĕклерĕ. Куна асăрхасан, лешĕ сассине пушшех çемçетрĕ. — Каçхи пĕтĕм калаçу çакăнта, ман куç умĕнче иртре. «Надежда Прохоровна, — терĕ ăна уезд комиссарĕ Лаврский юлташ, — эсир халăх ырласа йышăннă Вăхăтлăх правительствăна хирĕç кайса хăрушă çул çине тăнă. Ку вара эсир шпионне кăтартать. Шпионсене мĕн кĕтнине хăвăрах чухламалла. Нивушлĕ сирĕн чипер таврăннă çĕртен тепĕр хут мăйкăча лекес килет? Мĕншĕн пирĕнпе пĕрле ирĕклĕхшĕн кĕрешес мар?» Вăхăтлăх правительство майлă ĕçлесен, чыс та чап пулассине астутарчĕ. Надежда Прохоровна ӳкĕте кĕмерĕ. Вара ирĕксĕрех хупса хума тиврĕ. Ăна инкекрен хăтарма пĕр май çеç. Эсир, Уляна аппа, Шупашкара кайăр та юратакан хĕрĕре канаш парăр: ан кутăнлаштăр вăл, килĕштĕр. Вара вырсарникунччен лартса килĕр те, съезд ĕçне хутшăнĕ. Сире çаратнă пирки паянах пĕтĕм милицие ура çине тăратăп. Тен, тупса парĕç. Вăт çапла, ырă çынсем. Эп ăс панине чĕрене хурăр та паянах Шупăшкара вĕçтерĕр. Лаврский патне кĕрсе тухсан та ытлашши мар. Сирĕн пеккисемшĕн тăрăшакан çын вăл.
Уляна кунта урăх ним ĕç те çуккине ăнланчĕ.
— Ах, анчах, Наум... Каяр пуль эппин... Наум приговора кĕçйине чикрĕ.
Улитин вĕсене рехетленсе ăсатрĕ. Шупашкара çитсе хĕрне ӳкĕте кĕртессе шанчĕ. Куншăн комиссар Улитина ырлассн паллах. Вăл тӳрех телефон трубкине тытрĕ. Почтăран хуравласан:
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...