Ĕмĕр сакки сарлака. 4-мĕш кĕнеке :: Пӗрремӗш пайӗ
Анахвис йăлтах халсăрланнипе Ванюк çумне тĕршĕнчĕ.
— Уй, шăллăм... Чĕре сиксе тухатчĕ-и, тен! Эс пулмасан, çавăнтах тăсăлса ӳкĕттĕм те, кашкăрсем çисе яратчĕç. Пăрахса хăварманшăн тавтапуç.
Укесрен хăранăн Ванюк Анахвисе хулпуççинчен тытса хăй çумне чăмăртарĕ.
— Йăмăкăм, кам тетĕн эс мана! Е шăллуна шанманччĕ-и? Пĕлетĕн-и, пĕрле пĕтсен те, сана пăрахса хăвармăттăм.
Анахвис хирĕç чĕнмерĕ. Шăллĕ хӳттинче нимле инкек те çакланмасса тăхçанах ĕненнĕ вăл. Халь ку шанăç татах çирĕпленнипе чĕрине ăшă пырса çапрĕ. Кăмăлĕ çемçелнипе куççулĕ юхса анчĕ.
Ванюк сасартăках йыттине аса илчĕ.
— Куття! Ку-уття-а! — сасси пур таран кăшкăрчĕ вăл. Йытти килмерĕ. Çил-тăман ӳленинчен урăх ним сас-чӳ те пулмарĕ. Ванюк чĕмсĕрленчĕ.
Шăллĕ йыттишĕн хуйхăрнине сиссен:
— Мĕн тăвăпăр ĕнтĕ? — терĕ Анахвис.
— Саларах çĕр каçма лекет.
— Куття вара?
Ванюк хуравламарĕ. Анахвисе çурăмĕнчен çупăрласа, ял хушшинелле утрĕ.
— Ванюк... Анахвис... Килĕрех! —хаваслăн кĕтсе илче Вася. Çавăнтах ашшĕпе амăшне пĕлтерчĕ: — Пĕрле вĕренетпĕр эпир. Ванюкпа юнашар ларатпăр.
— Пит аван, ачасем... Хывăнса силленĕр-ха. Юрĕ ирĕлĕ те тумтирӳсене йĕпетĕ! —кăмăллăн саламласа сĕнчĕ амăшĕ.
— Тăхтăр-ха, хам силлетĕп! — терĕ те Вася вĕсен сăхманĕсене, тăли-çăпатине шăпăрпа шăлçа тасатрĕ. — Эсир чиперех тухса кайрăр-çке, ма каялла таврăнтăр?
Вянюк çул çинче мĕн сиксе тухнине каласа пачĕ.
— Куття мĕнле ентĕ? — пăшăрханчĕ Вася.
— Пĕлместĕп...
— Эх, эсир те çав Ан кайăр, хамăр пата кĕрсе «выртăр терĕм! Итлемерĕр...
Апатланнă хыççăн пурте пĕрле урок туреç, ирпе каллех шкула тухса чупрĕç.
Çакăн хыççăн Сантăрăн ирĕксĕрех мăнукĕ валли Атăлкасеинче хваттер тупса памалла пулчĕ.
Унтанпа темиçе çул иртрĕ ĕнтĕ. Маттур та ăслă йыттине аса илсен, Ванюк халь те хурланать.
Кĕçех вăл хăйсен ялĕ тĕлне çитрĕ. Хура юпана курсан, яланхи пекех чунĕ сӳлетрĕ. Ăна вĕсен ашшĕ-амăшĕ пирки лартнине тавра ял пĕлет... Пасарта е улăх-çаранта ятлаçса кайсан, энĕшкассисене вăрă-хурахсем тесе мăшкăлланине те пайтах курнă. Тарăхнă енне хура юпана кăлара-кăлара та пăрахнă. Стражниксем çенĕрен ларттарнă.
Яла кĕрсенех Ванюка урам хушшинчи шăплăх тыткăна илчĕ. Каç пулни халь çеç те, нимĕнле сас-чӳ илтĕнмест. Ванюк кукамăшĕпе кукашшĕ тата Анахвиссем мĕнле пурăнни, хăйне мĕнле кĕтсе илесси çинчен шутласа пычĕ. Иртерех таврăннăшăн кукашшĕ мăкăртатасси паллах та, сĕтел çине хăпарту кăларса хурсан çаврăнĕ. Кукамăшĕ тӳтăр парнеленипе савăнĕ. Анахвиспе Коля мĕн тăваççĕ-ши вăт? Улаха кайиччен Анахвисе тутăр çыхтарасчĕ, мăй çыххине çакасчĕ.
Ванюк вырăсла хапха умĕнче чарăнчĕ, хавассăн сывларĕ. Тӳлек те ытарайми каç, пӳрте кĕрес те килмест. Кăнтăрлахи хĕвел хуралт тăрринчи юра ирĕлтернипе çивиттисем хуралнă. Кӳршĕ-аршă килĕсенче хăй çути пулмасан, урам хушши пушшех тĕксĕмленĕччĕ. Сасартăках Уйкас енче юрлани илтĕнчĕ:
Питĕрпе Мускав хушшинче,
Питĕрпе Мускав хушшинче,
Çилсĕр çил армань аврать, теç.
Çил армань çилпе авăрмасть у,
Çил армань çилпе авăрмасть у…
Пирĕн сывлашпа авăрать у...
Ванюк чĕри чăштах турĕ. Ку юрра салтак ачисем ытларах юрланине, сăввине кам хайланине прихучĕпех пĕлеççĕ. Энĕшкассинче Корье ятлă çын пурччĕ. Тенче вăрçи тапрансан виççĕмĕш куннех ăна пĕлтерӳ пачĕç. Тухса кайнă чухне вăл çак сăвва каласа юрларĕ. Ванюк ăна хуткупăспа ăсатрĕ. Тепĕр ик-виç уйăхранах вăл вилни çинчен хут çитрĕ... Анахвис çырса пĕлтерни тĕрĕсех иккен. Салтак ачисем юрлаççĕ. Кĕçех вĕсем такам патне хăнана кĕчĕç пулмалла, юрă татăлчĕ. Урам хушши каллех шăпланчĕ.
V
Каçхи апат çисен, Сантăр çăпата тума ларчĕ. Ан тив, пӳлме çине çакса яни аллă мăшăра çитнĕ пултăр, ытлараххи кансĕрлемест. Акă çур килтĕр-ха. Çул пăрланĕ те пушăт хуппи хушса хуçнă, икĕ хут çеç тирнĕ сутлăх çăпатине çĕçĕпе каснă пек çĕтĕлтерĕ. Ун чух укçа кутăн кĕре. Салтак арăмĕсем начар çăпата тесе тиркесе тăмĕç, çара уран çӳреме çук.
Утмăл çулти Сантăр ватăлнине туймасть-ха. Куçĕ-пуçĕ тĕрĕс. Ку тарана çитсе ним ыратман. Сывлăхĕ, çамрăклăхĕ упранни — пурнаçĕ ăнса пынăран. Çтаппана Михха тĕп тусан, хăйне пурлăх тĕлĕшĕнчен çӳлерех сыпăка хăпарнăн сунса, хĕрне Микулана качча парасшăн марччĕ. Пуринчен ытла унăн вăрçă тухнăранпа пурлăхĕ ахăрса усрĕ. Сантăр кашни çулах çĕр тăра илсе ахать. Мĕнле ĕçлесе ĕлкĕрес тесе шухăшламалли çук. Тара кĕрĕшме хатĕррисене пуслăхпа тие. Вăхăт çитсен çурлисене хăйсемех килсе параççĕ. Сантăр бурлакра та укçа лайăх çапать. Ĕлĕкрех Михха ăна матка тума ăсташăн çынсенчен хаклăрах тӳлетчĕ. Пурăна киле мольă хăвалас е йывăçа челена туса тиес ĕçсене пĕтĕмпех ăна ларакан пулчĕ. Энĕшкассинче Платун Павăлĕ хыççăн Сантăртан пуянни никам çук. Вун аршăнлă пӳртне тимĕр витнĕ. Вĕçе-вĕçĕнех икĕ хутлă икĕ ампар. Вырăсла хапха тепĕр енчи лаç вĕр-çĕнĕ. йĕри-тавра икĕ хутлă сарай. Тăватă пӳлме кив тырă.
Пурпĕр Сантăрăн тарăхма сăлтав пур. Ав Платун Павăлĕпе Касмухха ывăлĕ хутора тухса ларчĕç. Вĕсен çĕрĕ те хăйсен çывăхĕнчех. Вăрманĕ те кил умĕнчех. Сантăрăн ун чухне пырши çӳхерех пулчĕ. Халь вăй çитерĕччĕ те, тепĕр хутор тăвас сас-хура илтенмест. Çавăн пирки Касмуххапа Павăла кĕвĕçет. Мĕнле те пулин вĕсенчен иртсе кайма ĕмĕтленет. Куна тума ытлашши йывăрах та мар пек. Укçа тĕлĕшĕнчен сывлăш çавăрасса шанать Сантăр. Лавкка çеç уçмалла. Вара бурлаксем ĕçленĕ çĕрте урăх никама та сутă тутарме. Унта вăл хăй хуçа.
Ванюк ытла кĕтмен çĕртен килсе кĕнипе Сантăрпа Наçтик сасартăках нимĕн те шарлаймарĕç: Ванюк ăна-куна йӳпсемесĕр:
— Вăт... Эпĕ те çитрĕм... Мĕнле пурăнатăр? — терĕ.
— Ах, турă, ыльăм… — малтан тăна кĕрсе хаваслăн чĕнчĕ Наçтик. — Çуран утса ывăнтăн пулĕ. Çулĕ те начар.
Хĕвел хĕртнĕ чухне хăйăрланать те ура путать. Шăнтсан пăр çинчи пек яка, ӳксе пуçа çуран. Хырăму та выçă-и, тен. Халех яшка антарса паратăп. Хамăр тин çеç çирĕмĕр те, тирĕк-чашăка пуçтарма кăна ĕлкĕртĕм.
— Ывăннинех туймарăм та... Хальхи çулпа çӳреме çăмăлах мар çав. — Ытларах кукамăшĕн кăмăлне юрасшăн килĕшрĕ Ванюк.
Сантăр мăнукне тараватлăн йышăнас вырăнне сиввĕн чĕнчĕ:
— Эсĕ курма çеç-и?
— Çук. Ĕçрен тухсах килтĕм.
— Апла мĕн пулчĕ тата?
Кукашшĕ харкашасса кĕтрĕ Ванюк. Чĕнсе ямасăр таврăнма хушманччĕ-çке ăна. Пурпĕр кăмăлĕ çаврăнасса шаннипе йывăра илмерĕ, евĕклĕн хуравларĕ:
— Ытлашши нимех те мар та... Кăштах аван мар килсе тухрĕ çав. Хуçа пулăçсене улталама хушрĕ. Вара арăмĕ шалу укçинчен пилĕк тенкĕ татса юлма тапăнчĕ.
— Мĕншĕн?
— Ним сăлтавсăрах. — Ванюк каласа пачĕ те сăмахне çапла вĕçлерĕ: — Урăх ĕçлеме май çуккине хăвăр та чухламалла. Анчах, килме пуçтарăнсан, хуçа арăмĕ прикащике лартатпăр, ан кай терĕ. Эпĕ юлмарăм.
Мăнукĕнчен айăпсăрах укçа татса юлма хăтланнине пĕлсен, Сантăр çилленсе кайрĕ. Çав вăхăтрах тата вăл хуçа сăмахне итлеменни, унпа хирĕçни, уйрăмах приказчик пулма килĕшменни унăн чĕрине ыраттарчĕ. Пурăна киле Ванюк та ашшĕн вилĕмлĕ çулĕпе каяссăн туйăнчĕ. Çавă пуянсене курайман пиркиех пуçне çирĕ, ун хĕрне те пĕтерчĕ.
— Хуçапа хуралашни питех аван мар! — кӳреннине уççăнах палăртрĕ Сантăр. — Паян унпа, тепĕр кунне урăххипе тытăçăн. Вара карчăкпа иксĕмĕре çулса илĕн. Хăвах каларăн, сирĕн хуçа киревсĕр çын мар. Ахальтен сана приказчик тума шутламан вĕсем. Суту-илӳ ĕçне кăшт ытларах вĕренни кансĕрлемĕччĕ.
Кукашшĕ ӳпкелешни Ванюка пăшăрхантарчĕ, анчах каçару-мĕн ыйтас вырăнне тӳртен татса хучĕ:
— Çилленсен те, çынна улталамалли ĕçе урăх çыпçăнас çук. Пулă сутакан магазинта курни те мăй таранах тăрантарчĕ. Унти пек сутă пулас çине нимле лавкка та кирлĕ мар. Унсăрăнах пурăннă, малалла та тăсăлса ӳкмĕпĕр!
— Тăсăлса ӳкмĕн эппин?! Хулара йăлтах çутта тухнă-çке эсĕ!
Ванюк кукашшĕ йĕлпĕрнине йӳпсемесер шухăшне çапла вĕçлерĕ:
— Тепĕр тесен, эпĕ хуçа выçланнă пирки çеç таврăнман. Кĕçех мольă хăвалама каяççĕ тене хыпар çитрĕ; Чăнах, магазинта айван ача хакĕпе ĕçлени йăлăхтарчĕ. Бурлакра эпĕ пĕр уйăхра лери икĕ çул тулес укçана илетĕп.
Мăнукĕ сăмахне мул çине куçарни Сантăр çиллине кăштах лăплантарчĕ. Укçа ытларах тупма тăрăшакан çамрăкран çын пулмаллах. Çакă кăна тĕлĕнтерет: мольă хăвалама хатĕрленнине кам систернĕ-ши? Михха приказчикĕ Сантăра хăйне те тинрех çеç каланăччĕ-çке.
— Бурлака кайма хатĕрленнине камран илтрĕн эсĕ?
— Йăмăк çырса пĕлтерчĕ, —терĕ Ванюк ним шухăшламасăрах.
Сантăр аллинчен тирме пуçланă çăпата тухса ӳкрĕ. «Кунта та Анахвис ĕлкĕрнĕ иккен...» Ванюкпа çав хĕрĕн туслăхĕ юратăва куçма пултарасси Сантăра яланах канăçсăрлантарнă. Анахвис пур енчен те ун мăнукне тивĕçсĕр тесе шутланă вăл. Ванюк пек маттур йĕкĕте никам та тиркемессе шаннă. Тĕшмĕртнĕ хĕрĕ çеç çук-ха. Таврари хĕрсене, ку шутра Павăл хĕрне те, тиркенĕ. Сантăрăн чĕри айĕнче арăмĕнчен те пытарса усранă ĕмĕчĕ пур. «Михха хĕрĕпе мăнука турă умĕнче кулăшшăн çеç çураçман пулĕ-çке? Ашшĕ-амăшĕсен хушшинчи харкашу пирки çамрăксен мĕн ĕç. Михха çавна ăнланмаллах».
Наçтик малтан, мăнукĕ хутне кĕрсе, упăшкине хирĕç каласшăнччĕ — чăнах, çултан килнĕ ачана пӳрте кĕне-кĕменех урлă сăмахпа тарăхтарать. Анахвис пирки сăмах тапратсан унăн та кăмăлĕ пăсăлчĕ. Наçтике те вăл хĕр Ванюка тивĕç мар пек туйăннă, çавăнпа иккĕшĕ туслишĕн пăшăрханнă.
— Çав Анахвисе... Ма сипетсĕр-ши вăл, —ӳпкелерĕ Наçтик. — Каччă патне çыру çыракан хĕрупраçа тĕнчипе шыраса тупаймăн!
Кукамăшĕпе кукашшĕ Анахвисе хурлани Ванюка яланах тарăхтарнă. Çавăнпа хытăраххăн татса хучĕ:
— Шăлле патне йăмăкĕ çыру янăшăн мар, çыру яман пулсан кӳренмеллеччĕ. Анахвис пирки эпе сире тахçанах каланă. Паян тепĕр хут та астутаратăп: атте пире иксемĕре пĕртăван пек пурăнма хушса хăварнă, эпĕ çакна нихçан та манмăп. Эсир те Анахвисе хаяр суннине урăх курас марччĕ. Вăл маттур хĕр!
Сантăр, тем туса пăрахассăн, пукан çинчен сиксе тăчĕ, калле-малле уткаларĕ. Мăнукне ӳкĕте кĕртме май çуккине пĕлнĕрен, ятлаçса шала керсе каяс мар тесе, шарламарĕ, Чĕлем тивертрĕ. Каллех пукан çине ларчĕ.
Ванюк кукашшĕ Анахвис пирки тепĕр шухăшлă пуласшăн маррине ăнланчĕ. Ирĕксĕрех авăкланчĕ. Анчах ваттисене мĕн пĕчĕкрен пăхăнма, хисеплеме хăнăхни сивĕ сăмах персе ярасран чарчĕ. Ванюк хуйхине сиресшĕн пек ассăн сывларĕ те кукашшĕпе кукамăшне йăпатма тăрăшрĕ:
— Анахвис çыру çырнăшăн ытлашши хирĕçмесен те юрĕ. Эпĕ сирĕн валли кучченеç илсе килнĕ. Астивсе пăхăр-ха! — Кутамккинчен кулач кăларса сĕтел çине хучĕ. Пĕр тутăрне кукамăшне кăларса пачĕ.
Наçтикен кăмăлĕ уçăлчĕ. Кучченеç таврашне хальччен те куркаланă та, мăнукĕ ĕçленĕ çĕртен илсе килни тата хаклăрах. Хăй те сисмесĕрех юхса аннă куççульне тутăр вĕçĕпе шăлче.
— Пире, ват çынсене, хисепленĕшĕн турă сывлăх та сиплĕх пиллетĕр, ыльăм...
Сĕтел çинче кулач выртни Сантăр чĕрине те ăшăтрĕ. Мăнукĕпе килсе кĕнĕ-кĕменех ятлаçнăшăн ӳкĕннĕ пек çемçен сăмах хушса хучĕ:
— Мĕнех вара... Кучченеçсемшĕн тав тума тивĕç.
— Ак, ара! —тин аса илсе эхлетрĕ Наçтик. — Хамăр апатланнипе Ванюк çинчен мансах кайнă. Кирлĕ-кирлĕ мара палкаса вăхăта ирттеретпĕр. Лар-ха, халь антаратăп.
Калаçу ырă-татуллă вĕçленни Ванюка савăнтарчĕ. Унăн çак самантрах Анахвиссем патне каяс килчĕ. «Кукамай, чăрманмасан та юрĕ, ман çиес килмест», — тесшĕнччĕ, ваттисене тепĕр хут кӳрентересшĕн мар пулса, сĕтел хушшине вырнаçрĕ. Наçтик яшка антарчĕ. Сантăр, сĕтел умне пуканпа ларса, кулача тытрĕ.
— Эй, асатте-асанне, аттепе анне, Анук, Микула кĕрӳ, хурăнташсем-тантăшсем! Эпир çинине çийĕр, эпир ĕçнине ĕçĕр. Эпир тутă, эсир те тутă пулăр. Йывăр тăпрăр çăмăл пултăр. Чунусем сĕтлĕ кӳлĕре çӳреччĕр, Çырлахăр, ан пăрахăр. — Хăй тĕллĕн мăкăртатса сăхсăхрĕ вăл. Кулач пичĕ çине çĕçĕпе хĕрес палли чĕртерчĕ те чĕллен-чĕллĕн касса кашнин умне хучĕ. Кăштах çырткаласан, чĕрине хускатнă ыйтăвне пачĕ:
— Ял хушшинче питех аван мар халапсем çӳреççĕ. Нимеçсем пирĕн çĕршыва шалтан шала кĕреççĕ теççĕ... Тата... — Сантăр такам илтесрен хăранăн алăк еннелле пăхса сассине печĕклетрĕ. — Хула халăхĕ пăлханать теççĕ. Тĕрĕс-ши ку?
Кукашшĕ Раççейри лару-тăру çинчен сăмах хускăтасшăннине сисрĕ Ванюк. Пĕлес пулсан хаваспах ăнлантарĕччĕ. Халь çапла çеç калама пултарчĕ:
— Самана улшăнни паллах, кукаçи. Нумаях та пулмасть-ха Алафузов заводĕнче ĕçлекенсем забастовка тунă.
Тĕрĕссипе, Сантăр ял хушшинчи халапсене мăнукĕ сирессе кĕтрĕ. «Хăрамалли ним те çук, самана ĕлĕкхи пекех аталанать» тенине илтесшĕнччĕ, Ванюк ун сехрине пушшех хăпартрĕ. Пуринчен ытла рабочисем пăлханни йăкăслантарчĕ Сантăра. Пин те тăхăрçĕр пиллĕкмĕш çул та ун ăшчикне хытă çунтарнă.
— Каллех Забастовка! — пĕтĕм чунĕпе вĕчĕрхенсе эхлетрĕ вăл. — Мăйкăçласа таканран сахал çакнă вĕсене!
Ванюк пăлхав, забастовка таврашне кукашшĕ чунтан курайманнине аса илчĕ те чĕлхинеçыртманшăн упкелешрĕ.
— Рабочисем хăямата-ха, хăйсеине хăнсĕм пĕлĕç, — терĕ йăнăшне юсасшăн. — Вĕсем пирки çĕтĕлсе ларас мар. Эпĕ Хусанта Михха хĕрне куртăм. — Вара çакăн çинчен кĕскен каласа пачĕ.
Сантăр рехетленчĕ. Мăнукне Михха хĕрĕ килĕштерет иккен. Чĕринче йăслашакан шанăçĕ пурнăçра килмĕ-ши? Ун чух Сантăртан телейлĕ çын тĕнчипе те урăх никам пулмĕччĕ.
— Ха! —мăнаçлансарах чĕнчĕ Сантăр. —Сана мĕншĕн тараватлăн йышăнмалла мар? Эсĕ унтан начар-им? Е иксĕре çураçман-и? Вăт, ху нӳремсĕрле айкашнăшăн, чăвашсен йăлипе çаврака сăмах тупайманшăн чăннипĕх тарăхмалла. Ахăртнех, ытла сĕмсĕр-çке ку терĕ-и? Çитменнине, ашшĕне илĕртсе ан патăр, Ун чухне тем курса тăрăн.
Наçтик мăнукĕпе Михха хĕрне çураçкине нихçан та асра усраман.
«Пула пĕлмен япалашăн пуçа ватмалли çук», —тенĕ. Халь Михха хĕре хăех палласа мăнукне юнашар лартнине, килĕнче пианино калама ирĕк панине илтсен, улашки хутне кĕрсе ассăн сывларĕ:
— Ах турă, çав ачана...
Ванюк хăй Клавьепе тĕл пулни çянчен кукамăшĕпе кукашшĕн кăмăлĕсене çавăрасшăн кăна каларĕ. Лешсем çак хыпара чĕрене хунине сиссен, каллех кирлĕ мар сăмах персе ярса ватăсене хускатнăшăн хăйне хай ятларĕ, лăплантарма тăрăшрĕ:
— Михха хĕрĕ пирки ахалех канăçсăрланатăр. Мана кăмăллăн йышăннинчен тăлĕнмелле мар. Пуянсем икерче çине çу сĕрсе, çавăнтах пăрăç сапса хыптарма та ăста. Хама хам тивĕçлĕ тыткаланăшăн савăнатăп. Кирек мĕн шухăшлатăр, уншăн пире ăшă та, сывĕ те мар. Ăшшĕне илĕртсе парас пулсан, унран путсĕр хĕр çук вара. Тĕрĕссипе, илĕртсен те ним тăваймĕ. Эсĕ халь Миххашăн чи паха, чи кирлĕ çын.
Çапла ăнсăртран хускалнă калаçăва вĕçлесен, сĕтел хушшинчен тухрĕç.
Ванюк кайма пуçтарăннă май кутамккинчен тепĕр тутăрне тата мăй çыххине кăларса кĕсйине чикрĕ.
Наçтик çакна асăрхасан тавçăрнăн та ӳпкелесерех чĕнчĕ:
— Ăçталла васкатăн?
Ванюк туртенех: «Анахвиссем патне!» — тесе хуравласшăнчĕ, Кукамăшне тек пăшăрхантарасшăн мар:
— Улахсене кайса курас-ха. — терĕ.
— Çулран таврăннă-таврăнманах тахçанччен çӳремесен те пырĕ! — астутаранçи турĕ Наçтик урăх ним калама аптранă енне.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...