Ĕмĕр сакки сарлака. 3-мĕш кĕнеке :: Пĕрремĕш пайĕ
Касмухха сăмахне вĕçлесен, Огуречников вĕчĕрхенме тытăнчĕ. «Мĕне пĕлтерет ку? Вăл урăхла çирĕплетни нумай та иртмен-çке? Халь пуçĕпех тепĕр май çаптарать. Мошков мĕншĕн-ха ку ĕçе Николай Степановичпа Василий Максимова хутшăнтарнă?» Огуречников малалла вăлтрĕ.
— Апла иккен... Андрей Семенович патне никам та пыман, вăл сирĕн патăрта пурăннă хушăра никампа та курнăçман тетĕр-ха?
Касмухха сасартăках ни вилĕ, ни чĕрĕ пулса кайрĕ. «Мĕн турăм эпĕ? Çĕрле уретнике каласа панисене ма мантăм-ши? Огуречников пĕлмест-и вара ун çинчен!» Касмухха йăнăшне юсама васкарĕ:
— Григорий Петрович, тархасшăн, каçар, ытла пăлханнипе йăлтах анрана тухнă эпĕ. Андрей Семенович патне тус-йышĕсем пыркалатчĕç.
— Камсем?
— Николай Степановичпа Максим Данилович ывăлĕ. Вĕсем чăлан алăкне шалтан питĕретчĕç те тем вăхăтчен ларатчĕç.
— Мĕн çинчен калаçатчĕç вĕсем?
Касмухха, аса илме хăтланнă пек, çамкине пĕркелерĕ, çуçне ывăç тупанĕпе сăтăркаларĕ, пурпĕр пĕр сăмах тупса калаймарĕ. Протокола вуласа пăхмасăрах ал пуснипе вăл унта мĕн çырнине ним те пĕлмест.
— Петр Константинович, ма шарламастăн?
— Турă çырлахтăр, Григорий Петрович... Паян мана сехметех аташтарчĕ-и, тен... Пуçа касса кайнă майлах астумастăп...
— Куратăп, куратăп, Петр Константинович... Сан пуçна паян, чăн та, такам касса кайнă. — Огуречников хут çине пăхрĕ те, кирлĕ вырăна тупса, сасăпа вулама пуçăнчĕ: «Кураков Андрей Семенович пирĕн аслă патшана халăх юнне ĕçекен терĕ. Николай Степановичпа Василий Максимов, Кураковпа килĕшсе, кунашкал ирсĕре пĕтермелле терĕç...»
Касмухха çӳçĕ вирелле тăчĕ. Мошков пĕтĕмпех хăйĕнчен шутласа çырнине аван ăнланчĕ вăл. Акă протокол çинче мĕн çырние пĕлмесĕрех ал пусни ăçта илсе çитерчĕ ăна. Каялла чакма çук ĕнтĕ. Хут çине çырнине пуртăпа чутласа пăрахаймăн.
Огуречников вуласа тухрĕ те Касмухха çине тĕпчевлĕн пăхрĕ:
— Ну, ĕнтĕ мĕн калăн, Петр Константинович?
— Халь аса илтĕм, Григорий Петрович... Пĕррехинче вĕсем калаçнине, чăн та, илтнĕччĕ...
— Аса илни иитĕ аван, Петр Константинович... Тата çакна каласа памăр-ши?Вĕсем çакнашкал калаçни нумай пулать-и?
— Пĕрер уйăх иртрĕ-ши? — аптранă енне персе ячĕ Касмухха.
— Апла тесен, ытлашши вăрахах мар-ха. Хăш кунне те астумалла... Калăпăр, вырсарникун е тунтикун-и? Е урăх кунсенче-и?
— Çук, хăш кунне астумастăп, Григорий Петрович, — кăмăлсăрланса хуравларĕ Касмухха,
— Пулма пултарать... Пулма пултарать, Петр Константинович... Анчах Андрей Семенович кашни шăматкунах килне кайнине аван астăватăп темерĕн-и çак эсĕ?
— Тупа туса çирĕплетме те хатĕр.
— Ытла та тĕлĕнмелле, Петр Константинович... Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, Николай Степанович килте шăматкун каç та вырсарникун çеç пулать. Ытти кунсенче вăл яланах çулта, пасартан пасара çӳрет. Андрей Семенович, шăматкун каçах килне кайнăскер, сирĕн патăрта Николай Степановичпа хăш кун курнăçнă вара?
Касмухха каллех ĕшенсе ӳкрĕ. Станувуй тĕрĕсех чухлать вĕт. Вăл, уретнике юрама тăрăшса, пуçĕпех аташнă. Ĕнтĕ инкекрен хăтăлма май çукки те паллах.
Огуречников Сасартăк шур куçне кăларчĕ. Чăмăрĕпе сĕтеле кĕрĕслеттерчĕ те ура çине сиксе тăчĕ, хаяррăн кăшкăрса пăрахрĕ:
— Эсĕ чиркӳ старости, прихучĕпе хиçеплĕ çын, сăваплă монарх тивлечĕпе сывă та сиплĕхлĕ пурăнаканскер, ху килĕнте тăшмансем кавар тунине сиссен те, уйăха яхăн пытарса усранă! Эсĕ мĕн, эпĕ ăçтине пĕлмен-и? Е унтанпа мана курман-и? — Огуречников, сывлăшне çавăрма чарăнса, Касмухха мĕн хăтланнине сăнарĕ. Лешĕ хытса ларнине асăрхасан: — Ахă, чĕнместĕн-и, сукин сын! — татă хытăрах кăшкăрашрĕ. — Апла тесен, саншăн хам хуравлатăп! Эсир, путсĕр ывăлупа иксĕр, Андрей Кураковăн тус-йышĕ, аслă патшана хирĕç кавар тунă. Çапла, çапла!.. Эсĕ, путсĕр ывăлупа пĕрле, аслă патшана хирĕç тапăннă! Çитменнине, усал ĕçе ывăлупа иксĕр çеç мар, Николай Степановичпа Василий Максимович та хутшăннă. Анчах эсĕ, вĕсене сутса, ху айккине тăрса юласшăн, Ĕç тухмĕ! Патшана хирĕç кавар тунă çĕрте йыш мĕн чул ытларах, вĕсен айăпĕ çавăн чухлĕ пысăкрах. Енчен Андрей Семенович пĕччен пулсан, ăна ытлашши айăпламĕччĕç. Эсир| пиллĕкĕн тупăнтăр. Халь эпĕ сире патша саккунĕсем хушнă тăрăх хупса лартатăп!
Касмуххана мачча йăтăнса аннăн туйăнчĕ. Вăл чĕркуççи çине ӳкрĕ, антăхнă сассипе йăлăнма тапратрĕ:
— Григорий Петрович, тархасшăн, каçар. Суятăп пулсан, маншăн ыранах хĕвел ан тухтăр. Эпĕ нихăш енчен те айăпа кĕмен, мана муталарĕç.
— Кирлĕ мара сӳпĕлтететĕн! Кам муталанă сана?
— Иван Митрăч муталарĕ. Николай Степановичпа Ваçли çинчен хут çырни пĕтĕмпех суя! Чăннипе, вĕсем Андрей Семенович патне нихçан та пыман. Урăх çĕрте тĕл пулнине те пĕлместĕп. Шеллесем, Григорий Петрович...
Ура айĕнче çын йăваланни Огуречникова яланах рехетлентернĕ. Халь полицейскин хура чунĕ те йĕрĕнчĕ. Касмухха йăлăннинче этемлĕхре ирсĕрлĕхпе сутăнчăклăх пурри ытла та уççăн палăрать. Вăл турă йĕркисене тытса пурăнакан хисеплĕ çын шутланать-çке. Унпала. Огуречников та çăкăр-тăварлă пурăннă. «Пахăç темерĕн... Май килсен, мана та ним иккĕленмесĕр сутатăн эсĕ!» — тăвăлланса шухăшларĕ Огуречников. Унăн Касмуххана тапкăпа ислетес килчĕ. Çиллине аран шăмарса:
— Айăпсăр çынсене сутма мĕнле хăйрăн эсĕ? — терĕ.
— Чун-чĕререн ӳкĕнетĕп, Григорий Петрович. Иван Митрăч ирĕксĕрлерĕ. Николай Степановичпа Василий Максимович çинчен çырнă протокола ал пусмасан кăларса ямастăп, иксĕре те Çĕпĕре ăсататăп тесе хистерĕ...
— Хуп çăварна! Аслă патша тарçи çинчен элеклеме, ăна хур кӳме епле хăятăн?! Нимĕр туса пăрахатăп! — пырса чышас пек хăлаçланчĕ Огуречников. Тилĕрнипе мар, ытларах аллине çакланнă çыннăн сехрине хăпартма май килнĕшĕн савăнса. Уретник Касмуххапа ывăлне хăратса Микуласене айăплама хăтланни те ытлашши кӳрентермерĕ Огуречникова. Ĕçре вăл ыттисене хăй пек пулма вĕрентнин пархатарлăхне курчĕ. Анчах çакă питех тĕлĕнтерчĕ ăна: Микулапа Ваçлие мăн сăлтавшăн тапăннă? Тавăрас тесен, Мошковăн мар, Микулан сăлтав ытларах. Хай вăхăтĕнче вĕсем Микуласене нумай терт кăтартнă-çке. Микула тавăрма мар, кун çинчен нихçан та сăмах хускатман. Огуречников ирĕксĕрех Мошкова шанми пулчĕ. «Аслă патшана хирĕçле каварлăха тăрă шыв çине эпĕ кăлартăм тесе, ман çул çине шăтăк алтасшăн мар-и вăл? Мана вырăнтан сирпĕтсе, хăй ларасшăн мар-и?» — Огуречников çамки çине сивĕ тар тапса тухрĕ. Вăл пукан çине йывăррăн ларчĕ те сассине çемçетрĕ:
— Петр Константинович, эсĕ çеç мар, эпĕ те йăлтах анрана тухрăм. Тĕлĕнмелле, Иван Митрыч мĕн çитменшĕн сире çав киревсĕр ĕçе хутшăнтарчĕ пулĕ?
— Пирĕн пурнăçа çăмăллатасшăн терĕ. Урăх ним те каламарĕ-и вара?
— Каламарĕ...
Огуречников юлашкинчен çакна ăнланчĕ: Мошков хăйĕн усал чеелĕхне Касмуххасене уçса пама пултарайман, çавăнпа ун çинчен пакăлтатни ним усă та кӳрес çук. Вăл ăшпиллĕрех курăнма тăрăшса:
— Чĕркуççи çинчен тăр та вырăна лар, — терĕ Касмуххана. — Ĕнтĕ тытса тăмăп. Халь эсĕ мĕн каланисене протокол çине çырăп та, чиперех киле кайăн!
«Каллех протокол çыраççĕ», — тарăхрĕ Касмухха.
X
Атăлкассинчен килнĕ юлашки хыпартан Анук çакна пĕлчĕ: Микулапа Ваçлие тата тимĕрçе арестлеме çĕрле килмелле. Çавăнпа упăшки киле таврăнасса ĕмĕтленмелли те çук. Вăл вăрттăн хваттере çитсе вырнаçнă та ĕнтĕ. Ăна ялан çак вăхăтра кĕтсе илме хăнăхнă чĕри унран уйрăлма тивнипе килĕшесшĕн пулмарĕ. Анук ахальтен-и вара сăра юхтарнă, мунча хутса пултарнă, апат-çимĕç те хатĕрленĕ. Стена çумĕнчи киреллĕ сехет çине пахрĕ те, упăшки таврăнас юлашки минутсем çывхарнăран, юратнă мăшăрĕ халь килсе кĕрессĕн сунса, чĕри ыррăн тапма тытăнчĕ. Анук упăшки çийĕнчи тăлăпне илсе йăрхаха çакма, кăмака çинчен кăçат илсе пама хатĕрленсе урай вăтаçĕрне тăчĕ. Ванюк, ашшĕ таврăнасса чӳречерен пăхса лараканскер, шăп çак вăхăтра:
— Килчĕç, килчĕç! — тесе хаваслăн кăшкăрчĕ те пӳртрен тухса кайрĕ.
Анук чӳрече умне пырса урамалла пăхрĕ. Хапха умне икĕ лав çитсе тăчĕ. Виççĕмĕшĕ, вăл юратакан тимĕр кăвак лашине кӳлнĕ лавĕ, çук. Упăшки, чăн та, таврăнмарĕ иккен, Анук чĕри шанăçа çухатнăн тапма пуçларĕ. Ури вăйĕсем шĕлтерех кайнипе пукан çине ларчĕ, кулянса ӳкрĕ. «Уйрăлнă пуçĕ çак пулчĕ-и, тен?.. Хама илсе кайсан, ывăлăм мĕн курĕ-ши?»
Пӳрте Ванюк сирпĕнсе кĕчĕ те ĕмĕчĕ татăлнипе хурланса каларĕ:
— Анне! Ăнне! Уçка çеç унта. Атте çук. Ăçта вал? Анука çунтаракан хуйăхĕ çумне тепри хушăнчĕ. Упăшки паян килеймесси çинчен ывăлне ăнлантарма маннă. Халь сасартăк ним каласа ĕнентерме аптранипе:
Тавар илме кайрĕ пулĕ, таврăнĕ-ха! — терĕ.
Ашшĕне пĕтĕм чун-чĕререн юратакан, ăна ялан çак вăхăтра кĕтсе илме хăнăхнă ывăлне амăшĕн сăмахĕ çырлахтармарĕ.
— Атте тавар илме каяс çине эсĕ мунча хутмăттăнччĕ. Ыран аттесĕр çăварнине мĕнле ăсатăпăр?
Анук, урăх суйма е чăннине калама пултарайман пирки ывăлне ыталаса хĕрӳллĕн пăшăлтатрĕ:
— Эсĕ халь ытла та пĕчĕккĕ-ха...
— Эпĕ пĕчĕккĕ-и? — кӳренчĕ Ванюк, — Пĕчĕккĕ пулсан, эпĕ макăрăттăм. Куртăн вĕт, макăрмастăп. Эсĕ, ав, пĕчĕк ача пекех куççуль юхтаратăн.
Анук хурлăхне тӳсейменнипе ывăлне пушшех хускатасран:
— Ку куççуль саншăн савăннипе тухрĕ. Эсĕ ытла та ăслă ача-çке-ха ман, — терĕ.
Ванюк, амăшĕн ытамĕнчен вĕçерĕнсе, ун çине тĕлĕнсе пăхрĕ.
— Савăннипе кам макăрать-ши?
— Тепĕр чухне пулкалать, ывăлăм, — ĕнтĕ хăйне хăй алла илме ĕлкĕрсе, витĕмлĕн хуравларĕ Анук. — Аçу çав самантрах таврăнманшăн пăшăрханас мар. Халь Уçка патне кайăпăр!
— Юрать, анне! — килĕшрĕ Ванюк. Çавăнтах Марьене чĕнчĕ: — Уçка патне атя!
Кил хушшинче икĕ лавĕ те кладовой умĕнче тăраççĕ. Малти лав çинче Ванюк вĕрен вĕçне тупасшăн кăштăртатать. Наумпа Уçка та çавăнтах.
— Уçка, мĕнле çитрĕн?
— Питĕ аван, Анук аппа!
Анукпа Уçка калаçăвĕ çакăнта татăлчĕ. Микула çинчен, вăл çутçăнталăкра çук пекех, ним шарламарĕç.
Марьепе Уçка пĕр-пĕрне ним чĕнмесĕр ирттерчĕç. Куçĕсем çеç çынсем асăрхасран вăрттăн саламларĕç, чĕрисем симпыл сыпнă пек ыррăн тапрĕç. Эрне хушши тунсăхласа пурăннă хыççăн вĕсем аранах тĕл пулчĕç. Май килсен, улаххăн калаçма та вăхăт тупĕç-ха.
Пасарта сутса пĕтереймен пир-авăра кладовоя вырнаçтарчĕç. Унтан лашасене тăварчĕç. Ванюк та пысăккисенчен юлмарĕ. Вăл хăйне пăрахсă панă тилхепесене, урхалăхпа хырăмсалăхсене, тирпейлĕн пуçтарса çыхса, Наума пачĕ.
— Ĕнтĕ пӳрте кĕрĕр, каçхи апат çиетпĕр! — терĕ вĕсене Анук.
Марьепе Ванюк малтан чупрĕç. Наум лашасене хупса юлчĕ. Анукпа Уçка иккĕшех пынă çĕрте сăмах пуçарчĕç:
— Микула хăш вăхăтра кайрĕ?
— Пасар саланарахпа.
— Ним те каласа хăвармарĕ-и?
— Ванюкпа иксĕре пысăк салам каларĕ. Ан пăшăрханччăр, тем сиксе тухсан та, пуçа çухатма!юрамасть терĕ.
— Санран уйрăлнă чухне кăмăлĕ мĕнлеччĕ?
— Яланхи пекех хавас... Пĕлетĕп, вăл ывăнса çитнĕ. Хăвах шухăшла, ир пуçласа каçчен лавккара тăнă. Пасар хыççăн хваттере таврăнаттăмăр та, тус-йышсем пухăнатчĕç. Вĕсемпе калаçса çĕр ирттернĕ, ун хыççăн пасара çитме васканă. Унăн мĕнпур ыйхипе канăçĕ те çулта чухне çеç... Эрнипех çавнашкал... Халь ĕнтĕ...
Уçка шухăшне вĕçлемесĕрех чарăнчĕ. Анук пурпĕр ăнланчĕ. Упăшкин нумай ĕçлеме тивессе вăл унсăрăнах пĕлнĕ. Çавăншăн эрнере пĕр кун, вырсарникун, лăпкăн канма май туса пама тăрăшнă. Ĕнтĕ вырсарникунсенче канасси те пĕтрĕ.. Анук ассăн сывласа илчĕ. Пӳрте кĕнĕ çĕре кăмăлне хытарма ĕлкĕрнĕскер, хаваслăн сĕнчĕ:
— Марье, каччăна пăхасси сан ĕç, апат-çимĕç хатĕрлесе хăна ту!
Хĕрпе каччă пĕр-пĕрне пăхма май килĕшĕн тем таранах савăнчĕç, именнипе хăмач пек пулчĕç.
— Çапла, ара... Ана хăна тăвасшăн çеç çунса пурăнатăп! — хăй кăмăлне пытарасшăн шӳтлерĕ Марье.
Уçкана хĕрĕ чăнласа хирĕçнĕ пек туйăнчĕ. Вăл та Марьене хака хуман пек:
— Эс хăналани пит кирлĕччĕ мана! — терĕ.
— Пит аван! — малтанхи майлах хуравларĕ Марье. Чĕри кăртах турĕ. Вăл Уçка кăмăлсăррине сисрĕ.
Анук, çамрăксем пĕрне-пĕри савнине пĕлекенскер, халь çавна пытарма тăрăшнине сиссен, кулсах ячĕ.
— Ачасем... Ачасем. Сирĕн кăмăлăрсем хĕвел пекех таса. Ăна тĕксĕмлетме ан васкăр-ха. Упрама тăрăшăр. — Уçка тем каласшăн пулнипе Анук кулма чарăнчĕ. — Юрĕ, юрĕ... çиллес каччă... Урăх ним те шарламăп. Хывăн та сĕтел хушшине лар. Хĕр хăна тунине тиркесен те йышăнма лекетех. Марье, апат-çимĕç хатĕрле!
Çамрăк хĕр яшка-çăкăр тыткалакан пӳлĕме васкарĕ, Çав вăхăтра Наум кĕчĕ, вăл хывăнма ĕлкĕриччен Марье тирĕксем çине яшка антарчĕ, кăкшăмпа сăра илсе тухрĕ. Кампа, панулми илсе пырсан:
— Наум пичче, сĕтел хушшине лар!.. Çиллес каччă, эсĕ те... — терĕ.
Хапха умне лав çитсе тăнине пуринчен малтан Марье асăрхарĕ:
— Захар Павлович килчĕ!
Анук васкаса чӳречерен пăхрĕ. Муравьева курсан, чĕри тепĕр хут хавшаса ӳкрĕ. «Тата мĕн сиксе тухрĕ-ши?» Наум хускалнине асăрхасан:
— Наум пичче, эсĕ çи. Захар Павловича хам уçса кĕртетĕп, — терĕ. Муравьева çенĕк умĕнче тĕл пулса ваславлăн ыйтрĕ: — Захар Павлович, мĕн хьгпар?
— Хальхинче, Анна Александровна, ырă хыпар. Кас-мухха Николай Степановичпа Василий Максимович çин-чен Мошков ирĕксĕрлесе элеклеттернине Огуречникова каласа панă.
Муравьев шухăшне каласа пĕтерейрĕ çеç — Анук ăна ыталаса чуптурĕ.
— Ку сире ырă хыпар илсе килнĕшĕн! — кăмăлĕ çĕкленнипе шӳтлесе илчĕ Анук. — Та|та сирĕн евчĕр пулма та килĕшетĕп.
— Качча илме шутлă хĕр тупăнсан, хаваспах сире евчĕ туса хăтана ярăп, Анна Александровна...
— Захар Павлович, манран пытармасан та юрĕ. Эпĕ асăрхама пĕлекен хĕрарăм. Вăл сире тивĕç хĕр.
Вĕсем пӳрте кĕрсен, Анук хаваслăн каларĕ:
— Марье, тепĕр каччине хăна ту. Уçкана санран тытса илетĕп!
Хĕрĕн пит-куçне каллех именнĕ сăр çапрĕ.
— Ытла та çав эсĕ, Анук аппа. Яланах мана намăса кĕртме тăрăшатăн!
— Уншăн ма намăсланмалла вара? Акă, эпĕ тĕрĕс каланине хăвах курăн! Захар Павлович, хывăнăр та сĕтел хушшине ларăр! Уçка, эсĕ тух!.. Ан кӳрен. Ĕçме-çиме кайран та ĕлкĕрĕн. Халь эсĕ мана кирлĕ, — терĕ Анук. Пӳртрен тухсан хушрĕ; — Микулана чĕнсе кил!
— Апла ним хăрушлăх та çук-и?
— Халлĕхе çук, Уçка. Захар Павлович килнĕ урхамахпах вĕçтер!
Уçкан чи хытă чупакан урхамахне кӳлес килетчĕ. Муравьев çӳрекенни те ыттисенчен юлманнине аса илсе килĕшрĕ. Хапха юпи çумне кăкарнă урхамах, сывлăш çавăрма ĕлкĕрнĕскер, хăвăртрах лартса каясшăн хăлхине чăнк тăратнă, малти урисемпе юра кукалет. Уçка çуна çине вырнаçса тилхепене кăшт çеç хытарчĕ — урхамах хапха умĕнчен тапса сикрĕ.
Урхамах куçран çухалсан, Анук кил хушшине кĕресшĕнччĕ, Кĕтерука курнипе чарăнса тăчĕ.
Кĕтерук паян кун каçах çуйланса пурăнчĕ. Юлашкинчен тӳсеймерĕ, Атăлкассинчен урăх хыпарсем пуррипе çуккине пĕлесшĕн тата лару-тăру çинчен кумăшĕпе сӳтсе явса чунне йăпатасшăн килĕнчен тухрĕ. Ав ĕнтĕ çитме ĕмĕтленнĕ килĕ çывăхрах. Хапха умĕнче кумăшĕ тăрать. Вăл васкатнă сасă та илтĕнчĕ:
— Часрах уткала!
Кĕтерук, чупнă пек хăвăрт пырса çитсен, хумханса та хуллен ыйтрĕ:
— Мĕн хыпар?
— Кĕрер-ха, вара каласа парăп!
Кил хушшинче никам та çуккине шанса, Анук хĕр чухнехи хăвас вăхăтсенче айкашнă пек, Кĕтерука ыталаса пăшăлтатрĕ:
— Кума, инкек аранах сирĕлчĕ. Уçка Микулана илме кайрĕ.
— Ăçта пулнă вăл?
— Кума, ан çиллен, ирхине, сана ытлашши хăратас мар тесе, пурне те каламарăм. Касмуххасем Ваçли кумпа Микула çинчен те элекленĕ, çавăнпа вăл та вăрттăн ĕçлеме куçнăччĕ.
— Çĕлен-калтасем темерĕн! Вĕсене вĕлерни те сахал! — мĕн таран пысăк хăрушлăха кĕрçе ӳкнине халь тин туйса илчĕ Кĕтерук.
Тĕрĕс, кума... Шăпи тулĕ-ха вĕсен те. Халь Касмуххапа уретник элекĕ сирĕлни паха. Ĕнтĕ Микулапа Ваçлишĕн нимле хăрушлăх та çук. Кĕçех Микула таврăнĕ. Ваçли те çитĕ. Пӳрте атя!
XI
Уретниксем Энтрее тытса хупнине илтсенех, Макçăм, сăлтавне пĕлеймесен те, Энтрее пăлхав ĕçне хутшăннăшăн çаклатнине тавçăрчĕ. Макçăм хăй те Микула яла таврăннăранпах вăрттăн ĕçлекен революциллĕ организацине пулăшать. Икĕ ывăлĕ патша стройне хирĕç кĕрешĕкен ĕçе пуçĕпех парăннă. Полици сĕмленсен, мĕн курмалла?
Мошковпа икĕ стражник хăйсем патне пырса кĕрсен, Макçăм пушшех хăраса ӳкрĕ. Вĕсем кунашкал йышлăн ахаль çӳременнине аван пĕлет вăл, çапăх, вăй-халне пухса, полицейскисене хисеплĕн йышăнчĕ, Анука систерме хĕрне кăларса яма та ĕлкĕрчĕ.
Мошков, Макçăм сехрине ытларах хăпартасшăн пек, икĕ десятскине чĕнсе килме хушрĕ.
Макçăм çакна та аса илчĕ: халиччен Мошков мĕн ĕçпе килнине алăк урлă каçсанах систерекенччĕ те, мĕн тумаллине иккĕшĕ сӳтсе яваканччĕ. Паян пĕр сăмахсăр десятскисене пухма хушрĕ пулсан, шанманни паллă. Макçăм уретник мĕн ĕçпе килнине ыйтма хăяймасăрах тухса кайрĕ. Самай вăхăтран икĕ десятскипе таврăнчĕ. Урамра тин Мошков йăрăсĕ уçăлчĕ.
— Тимĕрçĕ патне илсе кай! — хушрĕ вăл.
Кил хуçи чĕри лăпланнă пек пулчĕ, Полицейскисем Микулана е Макçăм пĕлекен тус-йышĕсене ухтарма килмен иккен. Макçăмăн тĕпчевлĕ шухăшĕ сирĕлмерĕ. «Тимĕрçĕпе мĕн ĕç вĕсен? Мĕскер туса айăпа кĕме пултарнă-ха вăл?»
— Ялйышпа пĕр евĕрлĕ пурăнатчĕ-çке çав... Тата мĕн сиксе тухрĕ-ши? — вăлтма хăю çитерчĕ Макçăм.
— Ку сана кирлĕ мар, — татса хучĕ Мошков. — Эсĕ каласа пар-ха: килте-и вăл?
— Пĕлейместĕп, Иван Митрăч. Вăл манран инçе пурăнать те...
Вĕсем тимĕрçĕн кил-çурчĕ тĕлне çитрĕç. Хапхине питĕрмен пирки ним чăрмавсăрах кил хушшине кĕчĕç. Вĕсене икĕ сурăхпа качака макăрса кĕтсе илчĕç. Яра куна апат курман выльăхсем çеç çакнашкал макăрнине тавçăрчĕ Макçăм. Çенĕк алăкĕ питĕрĕнсе тăни те çавнах палăртать. Алăк кантрине шала ярса хăварнине асăрхасан, хуçисем кӳршелле çеç тухса кайманнине сисрĕ те, халлĕхе ним ăнланаймасан та, тимĕрçĕ ăраскалĕшĕн шикленсе килнĕскер, вăл çуккишĕн хĕпĕртерĕ.
Çенĕке шалтан питĕрнине Мошков та чухларĕ ĕнтĕ. Анчах вăл тимĕрçĕ канма выртнă пек шутларĕ, тимĕрçе систермесĕр тытасса шанчĕ.
— Максим Данилович, эпĕ çенĕке шаккатăп. Хуçи уçма тухсан, сасă пар, — хуллен хушрĕ те Мошков çенĕк алăкне шаккарĕ. Самай вăхăтран та сас-чӳ çуккипе хăй тĕллĕн мăкăртатса илчĕ: — Мĕн, вилнĕ-им вĕсем? — Тата хытăрах шаккарĕ. Шал енчен çав-çавах сас-чӳ пулмарĕ.
— Нивушлĕ килте çук? — тавçăра пуçларĕ Мошков.
— Пурăнаççĕ çырма тĕпĕнче. Вĕсем ăçта кайса мĕн тунине кам пĕлĕ? — хуравларĕ Макçăм.
Мошков Атăлкассинчен тухнă чухне патшана хирĕç çырнă çĕнĕ хутсем тупасса, тимĕрçе тус-йышĕсем çинчен калаттарса, Микуласене айăплама хăтланнипе ухмаха юлнине тӳрлетессе шаннăччĕ. Вăл намăс курмалăхне пекех, тепĕр инкек сиксе тухрĕ — тимĕрçе килте çук. Ку ăна тарăхтарса ячĕ.
— Алăкне çĕмĕрĕр! — хаяррăн хушрĕ вăл. Стражниксем мекеçленсе тĕкме тытăнчĕç.
— Тăхтăр-ха эсир! — чарчĕ Макçăм. — Тен, çĕмĕрмесĕрех уçăпăр! Ав, аялтан тытăр та çӳлелле çĕклĕр!
Кăшт çĕкленипех алăк уçăлчĕ. Пĕр стражникĕпе десятскине çенĕке тăратса хăварчĕç.
Уйăх çути пӳрт ăшчиккне çутатнипе унта мĕн пуррипе çуккине ламша çутмасăрах сăнама пулать. Сĕтелĕ тап-таса. Стена çумĕнче речĕпе пукансем лараççĕ. Тĕпелти чӳрече хушшинче пысăк арча ларать. Арча çинче хăмăр кушак выртать. Вăл ют çынсем кĕнинчен те хăрамасăр карăнса илчĕ те, çăмха пулса, симĕс куçне хупрĕ. Хуçисем çеç курăнмаççĕ.
— Ялта тимĕрçĕн хурăнташĕсем пур-и?
— Ним калама та апптăратăп çав... Пирĕн ялта хурăнташ тавраш пур-ши унăн? Тус-йышĕ камне те пĕлместĕп. Вăл Сĕнтĕртен килнĕ вырăс та... Пирĕнпе, чăвашсемпе, явăçнине астумастăп, — староста тивĕçĕпе ăнлантарчĕ Макçăм.
Мошков çырлахмарĕ, ятарласах тĕпчерĕ:
— Темиçе çул пĕр ялта ĕçлесе пурăннă çын никампа та явăçманнине ĕненме çук. Вăл кам патне те пулин кайса-килсе çӳренех.
Макçăмпа пĕр десятскийĕ Саначин кам патне кайма пултарнине каласа пачĕç. Мошков сасартăках яла тухса шырас кăмăлне сирчĕ. Стражник е десятски кирек хăш киле кĕрсен те, хыпар çав самантрах ял çине сарăлĕ. Вара Саначин хăлхине пырса кĕрĕ те, ăна тытас шанăç çухалĕ. Тимĕрçĕ хăçан тухса кайнине тĕплĕнрех пĕлесшĕн Мошков лаççа çитсе пăхма шут тытрĕ. Лаççа пĕчĕк çăрапа çеç питĕрнипе ăна часах çĕмĕрсе уçрĕç. Лаçра тӳрех вĕркĕч вучахне сăнарĕç те унта пачах вут чĕртменнине е чĕртсен те тахçанах сӳнтернине ĕненчĕç.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...