Ĕмĕр сакки сарлака. 3-мĕш кĕнеке ::
Вăхăт çуркунне енне сулăнсан, чăваш хĕрарăмĕн пурнăçĕ татах йывăрланать. Вăл ĕнтĕ кил хушшинчи ĕçе тунипе çеç çырлахмасть, хĕл хута арланă çиппинчен пир-авăр тăвасшăн çур çĕрте автансем авăтичченех стан хушшинче пилĕк-çурăмне авать. Кăштах канма май килсен те, пуçне çытар çине хума кăна ĕлкĕрет — шурăмпуç килнине сиссе вырăн çинчен сиксе тăрать, каллех ĕмĕр тăршшĕпе алăран кайми ĕçе тытăнать. Çĕнĕ çыннăн вара кĕске ыйхине те туйми çывăрма юрамасть. Вăл хуняшшĕпе хунямăшĕ хăйĕнчен малтан вăранасран хăрать. Ваттисенчен кая юлса вырăн çинчен тăракана никам та хисеплемессе пĕлет.
Акă Хĕветле, качча тухни виçĕ уйăх çине кайнă пулин те, пӳртре шăшисем чупнине, хуняшшĕ çаврăнкаланă чухне путмар (чĕриклетнине те туйсах çывăрать. Тем вăхăт çитсен, хапхана хуллен шаккарĕç те, çĕнĕ çын çывăрман пекех тăрса ларчĕ. Сывлама чарăнсах итлерĕ. Пӳртре ытла та шăппипе кăштах лăпланчĕ. Хуняшшĕпе хунямăшĕ вăранайман-ха, путмар çинче ним сас-чӳ те çук. Упăшки те канлĕ çывăрать. «Мĕн хăямат ку... Ыйхă тĕлĕшпе туйăнчĕ çеç мар-и?» — иккĕленчĕ Хĕветле. Çав вăхăтра хапхана татах шаккарĕç. Хĕветле хумханма пуçларĕ: «Туйăнчĕ çеç мар иккен... Чăнах та шаккаççĕ, Кам-ши?» Ыттисем вăраниччен хапхана тухса уçас шухăш пырса кĕчĕ. Кунпала вăл хăй правур та ĕçченнине, ку мухтавлă киле тивĕç кĕçĕн çынне тата ытларах кăтартĕччĕ. Анчах хăнасене пуринчен ытла çĕрлехи вăхăтра кĕтсе илесси кĕçĕн çыннăн ĕçĕ маррине аса илчĕ те тухмарĕ.
— Элекçей... Элекçей...— ваттисене систересшĕн мар хуллен чĕнчĕ вăл упăшкине. Лешĕ çав-çавах туйми çывăрнăран хулпуççийĕнчен лăскарĕ.— Элекçей, тăр... Сана калаççĕ вĕт... Тăр тетĕп...— Путмар çинче йăшăлтатни илтĕнчĕ. Хуняшшĕпе хунямăшĕ вăраннине тавçăрсан, Хĕветле тарăхса кайрĕ. Упăшки ыйхăллăран ăна халиччен те ваттисен умĕнче намăса кĕме тивкеленĕ. Халь те çапла пулчĕ — вĕсем ваттисем туйиччен хапхана тухса уçаймарĕç. Хĕветле хăй çывăрса юлманнине те пулин пĕлтересшĕн:
— Кай, Элекçей, ытла та ыйхă чăпти çак эсĕ!.. — терĕ хыттăнах.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...