Ĕмĕр сакки сарлака. 2-мĕш кĕнеке :: Пĕрремĕш пайĕ
Пуп хута кĕрсе калаçни Анук чĕрине ыррăн пăлхатрĕ. Пуп умĕнче, турă умĕнчи пекех, çылăха никам та пытармасть вĕт...
— Ийя, пачăшкă. Эпĕ тĕрĕссипе каламарăм çав....
Пуп куçĕсем чеен çиçсе илчĕç. Ку хĕрарăм çылăха кĕменни çинчен Михха тĕрĕсех каларĕ иккен.
— Хаклă йăмăкăм! — чиркӳре кĕлтунă чухнехи пек хавхаланса чĕнчĕ пуп. — Эсĕ çылăхлă маррине шанатăп. Сан аçусем те турра ĕненекен этемсем. Эсĕ вĕсене тивĕç хĕр. Ман кăмăлăмри юлашки иккĕленӳсене сирме пулăшсам, кирек кам умĕнче те сан çинчен ырă хыпар пĕлтермелле туçам. Укçана ăçтан тупрăн? Турă умĕнче пекех ним пытармасăр каласа пар.
Анук чĕри шартах сикрĕ: «Эпĕ укçа ăçтан тупни ма кирлĕ ăна? Е вăл ырă шухăшпа кĕмен пулсан?»
— Йăмăкăм, ма нимĕн те шарламастăн? Нивушлĕ сана çылăхсăр çын пек шутласа йăнăшрăм-ши эпĕ? Нивушлĕ эсĕ пачăшкăна татах хуйхăртасшăн?
Пуп çине тăрса тĕпчеме тытăннăçемĕн Анук ытларах иккĕлене пуçларĕ: «Мĕн тума килнĕ вăл кунта? Турă çырлахтăр, упăшка ăçтине вăлтса пĕлесшĕн мар-и?» Анук пуçламăш хут хăйса пупа куçран пăхрĕ те телĕнчĕ. Пуп пĕрре те йăваш та ăш пиллĕ маррине, тискер кайăк хăйĕн юнлă парни çине пăхнă пек пăхнине астуса илчĕ. Хăйпе хăй тарăхса ятлаçрĕ: «Манран ухмах никам та çук. Каллех хам айăплă. Каламалла мар сăмаха персе ятăм. Мĕн тăвас-ши ĕнтĕ? Ăçти шăтăка кĕрсе каяс-ши?»
— Хаклă йăмăкăм! Сан чунунта темле йăрăс пуррине, эс ăна пытарма хăтланнине çӳлти аттемĕр витĕрех курать. Тăна кĕр, хаклă йăмăкăм, чунна ан пĕтер. Çылăхлисене ĕмĕр-ĕмĕр вут çинче çунакан тамăк хуранне ан яр. Луччĕ ним пытармасăр каласа пар та, турă каçарĕ.
Анук çанçурăмĕ çине сивĕ тар тапса тухрĕ. Пупсем çылăха кĕнисен валли хатĕрленĕ хăрушă тамăкран кам хăрамĕ! Анчах паянхи чĕр пурнăçа, ăсран тухнă этемсем хăйне асаплантарнине тата упăшкине тытсан ăна та пĕтерме пул-тарассине аса илчĕ те пупа хирĕç хăюллăн татса хуравларĕ:
— Пачăшкă, каçар, тархасшăн... Паçăр сана суйса каларăм...
— Суйса каларăн?.. Ним те ăнланаймастăп, йăмăкăн!
— Урамра, халăх умĕнче, эпĕ тĕрĕссине каларăм. Укçана мана Михха панă...
Пуп пăлханма тытăнчĕ. Анук икĕ майлă та çаптарни ăна тĕлĕнтерчĕ, çиллентерчĕ те.
— Йăмăкăм, эсĕ мана тата ытларах хуйха ятăн. Халь çеç-ха сана çылăхсăр пулĕ тесе ĕненсеттĕм. Мĕнле сăлтав сана турă умĕнче çак çылăха кĕртет-ха?
— Михха укçа пани çинчен сана каласа пама вăтантăм. Мĕнпур сăлтавĕ те çавăнта çеç...
— Халь тĕрĕссине каларăн-и ĕнтĕ?
— Ийя, пачăшкă.
Пуп ирĕксĕрех чĕнмесĕр тăчĕ. Чăваш хĕрарăмĕ упăшкине çăлас тесен те кунашкал намăса халăх умĕнче йышăнма пултарасса ĕненме йывăр пулчĕ ăна. Çакăнпа пĕрлех унăн Михха халăх умĕнче хăй тӳрре тухасшăн çеç пуппа усă курма шут тытнине те ĕненес килмерĕ. Йăлтах урăхла. Михха çав тери çамрăк та илемлĕ хĕрарăма çавăрма пултарнăшăн каппайланса çӳрĕччĕ. Пуп куçне тутăрпа хупласа çыхман вĕт. Прихутра кунашкал илемлĕ хĕрарăм пуррине аса илеймерĕ вăл. Вара Анук йăрăсне вăлтса пĕлесшĕн юлашки меслетпе усă курма шут тытрĕ, пысăк хĕресне кăларса сĕтел çине хучĕ.
— Йăмăкăм, эсĕ куç умĕнчех икĕ хут суйса, икĕ хут тĕрĕссине каларăн. Ман иккĕшĕнчен пĕрне çеç ĕненесчĕ. Укçана Михха пачĕ тесе тупа ту та çак хĕресе чупту.
Анук пĕрре вĕриленсе, тепре сивĕленсе кайрĕ. Хăйне леш тĕнчери хăрушă суд умĕнче тăнă пекех туйрĕ. Ана е упăшкипе вырăс хĕрарăмне сутма, е суя тупа туса чунне ĕмĕрлĕхе пĕтерме хушаççĕ. Вăл упăшкипе вырăс хĕрарăмне сутасшăн мар, чунне те пĕтересшĕн мар. Çакăнта тĕпсĕр шăтăк пулсан, ним шухăшламасăрах сикĕччĕ те пупран хăтăлĕччĕ. Анчах ури айĕнче çирĕп хăма. Ниçта сиксе те çухалма май çук. Пупăн чăрсăр куçĕсем çав-çавах ун çине тинкереççĕ. Сĕтел çинче хĕрес выртать. Анук, шыва путакан улăм пĕрчинчен ярса тытнă тенĕ пек, ваттисен сăмахне аса илчĕ. Чĕлхепе тем каласан та пырĕ, ху ăшра çеç ним пытармасăр турăран каçару ыйтмалла. Кунашкал тупа тунăшăн турă сиен кӳмĕ. Анук хĕрес умне пычĕ те ăна чуптурĕ.
— Укçана мана Михха панă, — терĕ сасăпа. Ашĕнче çапла кĕлтурĕ: «Эй, атте турă, каçар мана... Эпĕ пачăшкăна суйрăм. Эй, атте турă, каçар мана...»
Кун хыççăн пупăн ĕненмеллеччĕ. Вăл Анукăн пĕр сăмахне те ĕненмесĕрех тухса кайрĕ.
Иккĕшех юлсан, Кĕтерук Анук çине тĕлĕнсе пăхрĕ.
— Кума... эсĕ калани тĕрĕсех-и вара?..
— Çук, тĕрĕс мар, кума.
— Мĕнле тĕрĕс мар? Эсĕ халь çеç таса хĕресе чуптуса тупа турăн-иç?
— Ку тĕрĕсех, кума, эпĕ таса хĕресе чуптуса суйрăм. Хам ăшăмра, пачăшкăна суйнăшăн ӳкĕнсе, турăран каçару ыйтрăм. Турă каçартăрах ĕнтĕ ман çылăхăма... — Анук сăхсăхса илчĕ.
— Кума, мана пуçĕпех ухмаха ертетĕн... Турă кăмăлĕ аслă, вăл каçарĕ те-и, тен. Çынсем манмĕç. Суя пулсан, мĕншĕн ху çине çав тери элеклерĕн?
— Çапла килсе тухрĕ, кума. Урăхла çăлăнма май пулмарĕ. — Кĕтерук ним те шарламаннипе, Михха çинчен каланисене вăл та ĕненнĕ пек сунса: — Эсĕ те мана шанмастăн-и? — терĕ хурлăхлăн Анук.
Кĕтерук тăна кĕчĕ, Тусĕ ӳпкелени ăна хăратса пăрахрĕ.
— Çук, çук, кума! Сана хамран та ытларах шанатăп!.. Ытлашши калаçрăм-и, тен, каçар, тархасшăн, — хăйне айăпа хурса хуравларĕ Кĕтерук.
Çакнашкал инкек-синкек тӳснĕ вăхăтра та пĕрне-пĕри ним иккĕленмесĕр шаннипе хавасланса, вĕсем ыталанчĕç. Анук тусне чуптуса пăшăлтатрĕ:
— Хаклă тусăм, кума... Эсĕ мана шанса ĕненни ман хуйхăма çăмăллатрĕ. Куна ĕмĕрне те манассăм çук. Ман пурăнма мĕн кирли пĕтĕмпех пур, ку пуянлăха ылхавлă сехмет мар, ырă чĕреллĕ çынсем пачĕç. Халь сана та пулăшма пултаратăп. Урăх сан хĕрачу нимрен те аптрамĕ. Акă, хамăр çĕре сухаласа пĕтерсен, лашана сана паратăп. Ху сухалаймасан, хам сухаласа парăп. Кĕçех ĕне те илĕп. Пирĕн ачасен яланах сĕт пулĕ...
— Ах, кума, ытла та киле каяс килмест ман. Хĕрачана йăтăттăм та ăçталла куç курать çавăнталла тухса кайăттăм. Курайман упăшка патне таврăниччен хутаç çакса тухма та хатĕр.
Анук кумăшне йăпатма тăрăшрĕ.
— Итле-ха... Хусанти турамăш иккуни телей кӳрет тенине илтнĕччĕ эпĕ. Ун айĕнчен çеç тухмалла, теççĕ. Тен, вăл сана та телей кӳрĕ, эсĕ ывăл ача çуратăн. Вара сан пурнăç йăлтах улшăнĕ. Якур та хирĕçме пăрахĕ.
Кун çинчен Кĕтерук хăй те илтнĕ, шухăшланă та. Анчах Хусана çити кампа каяс? Иккуна кĕтсе илме вуншар пин çын пухăнать. Вырăсла пĕлмесен, аташса та кайăн ун-та. Энĕшкассинчен вырăс чĕлхине пĕлекен каяс пулсан, унпа пĕрле çула тухма та юратчĕ.
Анук пуçне ырă шухăш пырса кĕчĕ: «Микула патне тусăмпа иксĕмĕр кайсан мĕнле-ши? Савăнăçран урăх нимĕн те пулмĕ».
— Вăхăт çиттĕр-ха, иксĕмĕр кайăпăр!
— Иксĕмĕр мĕнле кайма пултарăпăр? Пире илсе çӳрекен кам пулĕ?
— Уншăн ан хăра, кума. Пире илсе çӳрекенсем тупăнĕç. Каятпăр-и?
— Сывă пулсан, турă-мĕн пулăшĕ.
Çав вăхăтра Натюш пырса кĕчĕ те икĕ аллипе пĕççисене çапрĕ:
— Акă вăл ăçта! Шыраса тинке тухатчĕ паян!
— Мĕн пулчĕ? — çуйлансарах ыйтрĕ Анук.
— Ара, аппана йысна шыраса хăшкăлчĕ вĕт!
— Шыратăр, — ал сулчĕ Кĕтерук.
— Кай, аппа, ытла та эсĕ! Йысну-пуçу, хăямат унпала. Анахвис макăрать!
Амăшĕн чĕри ачине шеллесе вăркăшма тытăнчĕ. Ун пур-пĕрех киле таврăнас килмерĕ.
— Мĕн тăвас-ха ĕнтĕ ман, мĕн тăвас? — макăрса ярасран аран тытăнса пăшăлтатрĕ Кĕтерук.
Натюш аппăшне ăнланчĕ.
— Анахвис пирĕн патăрта. Атя хăвăртрах.
Упăшки патне мар, тăван килне таврăнмаллине пĕлсен, Кĕтерука чун кĕчĕ. Вăл кайма пуçтарăна пуçларĕ. Анук пĕр булка, премĕк, кăнахвет, мăйăр кăларса пĕр çĕре çыхрĕ те кумăшне тыттарчĕ. Енчĕкрен вунă тенкĕ кăларса ун еннелле тăсрĕ:
— Кума, тархасшăн, тыт. Хăвăра мĕн кирлине пĕтĕмпех ил!
— Кирлĕ мар, кума, кирлĕ мар! Анук укçине пурпĕрех пачĕ.
— Ан тив, Якур хăй ĕçлесе тупнă укçине ĕçсе ятăр. Эсир ман пĕр пус юлмиччен урăх нимрен те аптрамăр!
— Тавтапуç, кума... — куççуль витĕр каларĕ Кĕтерук.
XX
Çтаппана ăсатса ярсан, Матĕрне общежитие таврăнчĕ. Ку тĕле ытти крючниксем те ыйхăран вăранса пуçтарăнчĕç, апат çисе ĕçе тухса кайрĕç. Матĕрне сĕтелсене тасатса тирпейлерĕ те хăй пӳлĕмне таврăнса канма выртрĕ. Ку вăхăтра вăл яланах ир тăнипе çитмен ыйхине канлĕ çывăрса тултараканччĕ. Халь тем пекех тăрăшсан та çывăрса каяймарĕ. Чĕри тунсăхлăн нăйкăшни ыйхине хăваларĕ. Юлашкинчен вăл пурĕпĕр çывăрас çуккине ăнланчĕ те вырăн çинчен тăчĕ. Халиччен тума манса кайнă йăлине аса илсе, тĕкĕр умне пычĕ, хăйĕн сăнне курса шартах сикрĕ. Вăл пуçламăш хут çӳçĕнче кăвак пĕрчĕсем ярăмланнине асăрхарĕ. «Аннеçĕм, вăтăр çултах карчăк пулса ларнă-çке эпĕ!.. Çук, çук... ман халех ватăлас килмест-ха. Кăвак пĕрчĕсем нумаях мар, вĕсене пĕтерме те пулать...» Матĕрне васкаса çивĕтне салатрĕ. Кăвакарнă çӳç пĕрчисене тăпăл-тарма тытăнчĕ. Нумайччен суйларĕ вăл. «Мĕнле-ха çакнашкал тирпейсĕре тухнă эпĕ? Юсав çӳренипе упăшка та питех килĕштеретчĕ. Мĕншĕн халь хама тирпейлеме пăрахрăм?» — Матĕрне тĕкĕр умĕнчен хăпса арча патне пычĕ. Ăна уçса пăлхатсан хăраса ӳкрĕ. Унта пурĕ те пĕр çĕнĕрех кĕпе кăна тупăнчĕ. Ана вăл чиркĕве çӳренĕ чухне тăхăнать. Мĕншĕн пĕрех кĕпе-ха? Ялта, аппăшĕ патĕнче, икĕ арча тулли хаклă тумтир выртать-çке? Ку таранччен Матĕрне хăйне унашкал хаклă тумсем кирлĕ мар пек шутлатчĕ. Мĕншĕн тесен кунта вăл хăйне пăхтарас шутпа килмен. Ирĕксĕртен, тӳсейми хуйхинчен тарса, кăшт та пулин чĕрине лăплантарас шутпа килнĕ. Çавăнпа вăл хăйпе пĕрле тумтир тавраш те нумай илсе килмен. Арчара тата икĕ çĕнĕ çивитти тупрĕ. Кусене вăл вырăнне таса тытасшăн илсе килнĕччĕ. Вара çавăнтах матрацне хăпартса çĕнĕ çивитти сарчĕ, теприне утиял айне хучĕ. Минтер питне улăштарчĕ. Анчах кунпа та çырлахасшăн пулмарĕ. Уншăн пӳлĕмре те йĕркелĕх çук пек туйăнчĕ. Вăл, ырă хăна килессе кĕтнĕ чухнехи пек, пӳлĕме тасатма тытăнчĕ. Пурне те туса пĕтерсен, пукан çине ларчĕ те шухăша путрĕ. «Эпĕ вилнĕ упăшкашăн çунса пурăннипе çамрăк ĕмĕрĕме хаклами пултăм. Иртсе кайнă ĕмĕре нихçан та каялла тавăраймăн. Мана ун çинчен астутаракансем сахал мар пулчĕç. Качча илес текенсем те çук марччĕ. Илья Никонорович та пĕрле пурăнма сĕнчĕ. Эпĕ вĕсене пĕр сăмахпах сивĕтсе пĕтертĕм. Мăшăрăм ятне хисеплĕн тытса пурăнтăм».
Халь Матĕрне чĕри тунсăхлăн нăйкăшать. Вăл текех, вилнĕ çынна асăнса, пĕччен çеç пурăнасшăн мар. Каç çывăрма выртсан, вăл ача çуратса ăна кăкăр сĕчĕпе тăрантарас килнине туйрĕ. «Аннеçĕм, мĕн пулчĕ мана? Юлашки вăхăтра мĕншĕн çак териех улшăнтăм эпĕ?.. Çавă, урăх никам та мар, ман пуçа çавăрчĕ, пĕтĕм кăмăла улăштарчĕ». Çтаппан ăна ăшпиллĕ пулса çемйине çав тери хисепленипе çеç мар, илемлĕхĕпе, евĕклĕхĕпе, тараватлăхĕпе тата улăп пек вăйлипе килĕшет. Çак самантрах Матĕрне куçĕнчен куççуль пăчăртанса тухрĕ: «Христос, çăлсам мана... Мĕнле-ха ним палламан çынна пĕрре курсах юратса пăрахрăм? Ахаль мар, усал аташтарчĕ пулмалла...» Матĕрне турăш умне чĕркуçленчĕ те усал сывлăш астарса çылăха кĕртесрен хăтăлма, Çтаппана куричченхи лăпкă пурнăçа тавăрса килесшĕн турра кĕлтума тытăнчĕ. Анчах рехетленсе пурăнасшăн çунма тытăннă çамрăк чĕри парăнмарĕ. Вăл çав-çавах çупăрласа юратнине туясшăн пулчĕ. Матĕрне куçĕ умне кĕтесри иккун вырăнне илемлĕ те пат вар, паттăр та ăшпиллĕ Çтаппан тухса тăчĕ. Матĕрне куçне хупрĕ. Çтаппан сирĕлес вырăнне тата çывăхрах та уççăнрах курăнакан пулчĕ, «юратма та ĕлкĕреймен, ӳкĕнме те тытăнтăн-и?» тенĕн туйăнчĕ. Матĕрне, чĕри юратăва хирĕç тăрайман пирки, ирĕксĕртен пăшăлтатрĕ: «Эй, Хрис-тос туррăмăр, тепĕр арçынна юратнăшăн çылăх-и вара? Эпĕ вилнĕ упăшкам ятне хисеплесе нумай пурăнтăм-çке? Вăл тесе, пурăнса курмасăрах çамрăк ĕмĕре сая ярас-и ман?.. Эпĕ арăмлă арçынна илĕртесшĕн мар-çке? Вăл Щ ман лекех тăлăх. Ăна та юратни, савни кирлĕ. Куншăн çылăх пулмалла мар пек-çке?.. Эй, Христос туррăмăр, каялла çавăрса килех ăна. Иксĕмĕрĕн ăраскалсене тĕвĕлеме пулăшсам. Ун чĕрине ман еннелле çавăрсам. Эпĕ ахаль те нумай хуйхă-суйхă куртăм. Ĕнтĕ кăштах телей парсам мана...» Анчах кĕлтуни Матĕрне чĕрине ним чул та лăплантараймарĕ. Ним тума аптранă енне алăкăн-тепелĕн уткаласа çӳрерĕ, паçăр çеç тирпейленĕ вырăнне тепĕр хут юсама тытăнчĕ. Ку та пулăшман енне пристань-ре ĕçлекен крючниксем патне кайса тунсăхне пусарма шутларĕ.
Крючниксем Матĕрнене хавасланса кĕтсе илчĕç:
— Матрена Игнатьевна, пире пулăшма килтĕн-и?
— Кил-ха, мих тиер! Эсĕ мĕнле йăтнине курар! Матерне пуçĕнчи асаплă шухăшсем сирĕлчĕç. Вăл яланхи кăмăлне тупрĕ:
— Çук, эпĕ мих йăтма мар, сире курма килтĕм. Кайса пăхам-ха, ман паттăрсем мĕнле ĕçлеççĕ унта, лайăх апат пĕçерсе çитерме тивĕç-и вĕсене терĕм.
Крючниксем те парăмра юлмарĕç:
— Калама çук маттур ĕçлетпĕр, Матрена Игнатьевна!
— Эсĕ апатне тутлăрах пĕçер!
— Юрать-çке, тăрăшăп! — шӳтлерĕ Матĕрне.
Вăл пăрахут çине, пристаньсем çине кĕре-кĕре тухрĕ. Чĕри лăпланнă пек пулсан, общежитие таврăнчĕ.
Каçхи апат пĕçерсе çитернĕ хыççăн Матĕрне хăй пӳлĕмне кĕчĕ. Каллех Çтаппан çинчен шухăша кайрĕ: «Атăлкасси пристанĕ инçех мар. Паянах каялла таврăнма та ĕлкĕрмелле. Килте ыранччен тăма ун ним сăлтав та çук». Матĕрне çӳлтен пăрахут анмаллине аса илчĕ, лайăх кĕпине тăхăнса унта тухса утрĕ.
Вăл çитнĕ çĕре пăрахут пристань çумне ларчĕ. Пролетра кĕпĕрленсе тăракан пассажирсене сăнаса пăхнă хушăра Çтаппана курах кайрĕ. «Аннеçĕм, вăл-çке ку! Ыран таврăнатăп тетчĕ, паянах çитрĕ. Чĕрем улталамарĕ иккен. Вăл кĕçех пăрахут çинчен тухĕ те мана курĕ. Çук, кунтах ун куçĕ умне курăнма юрамасть...»
Матĕрне васкаса общежитие таврăнчĕ. Уçăлса ларма тухнă çын пек пулса, сак çине вырнаçрĕ.
— Степан Иванович, çитрĕн-и?
— Çитрĕм... —хуравларĕ Çтаппан салхуллăн. Матĕрне хăй ытла та савăнăçлипе Çтаппан хуйхăллине сисмесĕр малтанхи пекех çепĕççĕн каларĕ:
— Эсĕ паянах таврăнасса чĕрем туйрĕ, Степан Иванович... Çул çинчен ывăнтăн-и, тен... Хырăму та выçрĕ пулĕ? Атя, апат çитерем, вара выртса кан!
Çтаппанăн асапланакан чĕри ăшă сăмах илтсен кăшт çепĕçрĕ. Вăл ним шарламасăрах общежити еннелле утрĕ.
— Унта мар, Степан Иванович, — чарчĕ ăна Матĕрне. — Унта кĕрсе, çывăракансене вăратар мар.
Çтаппан ним шарламасăр Матĕрне хыççăн утрĕ. Вĕсем пӳлĕме кĕчĕç. Çтаппан кунта пуçламăш хут кĕнипе пӳлĕм ăшчикĕнче нимĕнле улшăну пулнине те сисмерĕ. Анчах тасалăхпа тирпейлĕх, капăр вырăн, сĕтел çине витнĕ чăлт-шурă çивитти ун куçĕ тĕлне пулчĕ.
— Степан Иванович, — ачашшăн чĕнчĕ Матĕрне, — кил-ха, çăвăн, тархасшăн. Çул çинчен таврăннă çĕре ăш мунча пулсан аванччĕ те, çук япалана ним тума çук ĕнтĕ. Кунта килти мар. Пĕрех хутчен пит-куçна та пулин çу.
Çтаппан çăвăннă çĕре Матĕрне питшăлли илсе пычĕ.
— Степан Иванович, ĕнтĕ сĕтел хушшине лар-ха... Именсе ан тăр. Килти пекех пул...
Çтаппан сĕтел хушшине ларсан, Матĕрне хĕр чухнехи хастарлăхĕпе сĕтел çине булка, хăяр пырса хучĕ. Ăшаланă аш пырса лартрĕ.
— Матрена Игнатьевна, эрех тултарса пар-ха, тархасшăн, — хурлăхлă сассипе сăмах хушрĕ Çтаппан. Унăн ĕçсе ӳсĕрĕлсе паян мĕн курса тӳснине манас килчĕ.
Матĕрнене йăнăш илтнĕн туйăнчĕ. Çтаппан хăйне çаратнă каçран вара эрех пĕрре те ĕçменччĕ тата ĕçме те шутламастчĕ.
— Эрех тултарса пар тетĕн?
Матĕрне Çтаппан çине тинкерсе пăхрĕ те ун куçĕнче хуйхăпа салху пуррине астуса илчĕ.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...