Йăмраллă ял :: Иккĕмĕш пай
— Юрать-и?
— Юрать, — татса калать Людмила. Вăл вырăнтах хускалсан та куçне Ятман çинчен илмест. «Тавах, тусăм. Эп ача кăна мар ĕнтĕ, мана кун пек ĕç те хушма юрать. Кăна эпĕ тахçанах кĕтнĕччĕ», — теççĕ унăн хăюллă куçĕсем.
Ятман шкул ачисемпе ĕçлекен учитель патне пырать те ăна тепĕр задани парать.
— Петр Иванович, арçын ачасене ил те икĕ лав кӳлсе вăрмана вĕçтер. Çул хĕрринчех унта иккĕн çапă касаççĕ, çав çаппа кунта турттарма тытăн. Пире халь пĕве тунă çĕре çапă нумай кирлĕ пулать.
Ачасенчен пăрăнсанах ун патне «Çĕнĕ пурнăç» колхоз председателĕ Катрам Иванĕ пырса тăчĕ. Вăл уяв тумĕпе: пуçĕнче улăм шлепке, çийĕнче тĕрленĕ вăрăм кĕпе, пилĕкрен пурçăн шерепеллĕ пиçиххи çыхса янă.
— Йышăнатăр-и, йышăнмастăр-и, турикассем килчĕç, — терĕ вăл, Ятмана алă парса.
— Йышăнатпăр, йышăнатпăр. Сире валли участок тахçанах хатĕрлесе хунă. Айтăр, кăтартам.
Катрам Иванĕпе колхозниксем Ятман хыççăн пĕве чавнă çĕрелле утрĕç. Ятман йĕри-тавра пăхкаласа пынă май тин çеç асăрхарĕ — ĕçе Тутаркас колхоз председателĕ кăна мар, нумайăшĕ уяв тумĕпе тухнă, унта та кунта вĕрçĕнĕ кĕпеллĕ çынсем тĕл пулаççĕ. Ав, Липа та халичченхи тумпа мар, хăйне пуринчен ытла килĕшекен кăвак пурçăн кĕпине тăхăннă.
Турикассенчен уйрăлсан, Ятман инженерпа шыв сикки патне пырса чарăнчĕ. Шыв сикки савăнăçлăн кĕрлесе тăрать, хăйĕн вăйне халăха кăтартасшăн пулнă пек, çывăхри калаçăва хупласа лартмаллах хытă шавлать, аялта супăнь кăпăкĕ евĕр шурă кăпăк капланса тăрать.
— Эсир мĕнле ĕнтĕ, нумайлăха килнĕ-и? — терĕ Ятман, ури ывăннăран канма вырнаçса ларса.
— Станци ĕçлеме тытăнмасăр та каймастăп, — ун çумне ларчĕ инженер. — Кĕркунне, Октябрь праçникĕ тĕлне виçĕ яла çап-çутă çутатса яратпăр та,— вара Кĕтне хĕррине те кайма юрать.
— Унта та çакăн пек станци тăваççĕ-им?
— Кун пек пысăк мар, анчах çакăн евĕр. Сирĕн шыв çичĕ метра яхăн сикекен пулать, унта сахалтарах.
— Эсир хăвăр Кĕтне хĕрринчен терĕр пулас?
— Çавăнтан. Мана хамăр ялсемех чĕнеççĕ.
Çав вăхăтра вĕсем хайсен хыçĕнче Левентей хыттăн кăшкăрнине илтрĕç.
— Эй, эсир! Мĕн туса ларатăр кунта? Курмастăр-им, сирĕн пата экскурсантсем килнĕ! — Левентей вĕсене ял çумĕпе иртекен мăн çул çине тĕллесе кăтартрĕ.
Инженерпа Ятман çакна асăрхарĕç: иртен-çӳренсем лавĕсене чарнă та виçĕ ял халăхĕ ĕçленине хăйсен ураписем çине хăпарсах пăхса тăраççĕ, хăшĕ-пĕрисем, лавĕсене хăварса, çывăхах килсе тăнă.
Ятман Левентее колхозниксен пухăвĕ хыççăн пĕрремĕш хут курчĕ-ха. «Ăнланчĕ-и ĕнтĕ вăл е ячĕшĕн çеç килĕшрĕ-и? — вĕçрĕ пуçра шухăш. — Тавлашрăмăр пулин те, çиленнине кăтартасшăн мар тата. Тепĕр тесен, çиленмелли те çук: ĕçлĕ тавлашу вĕт?
Вăл Левентейпе урăххи çинчен калаçрĕ.
— Хĕртет вĕт хĕвел, Левентей, кун пек пулсан, тепĕр икĕ кунран акма тытăнатпăр.
— Тытăнăпăр та-ха, анчах эпĕ кăçал тухичченех сехĕрленсе тăратăн, — салхуллăн тавăрчĕ юлташĕ. — Пĕр уйăхра акса пĕтерĕпĕр-и?
— Эсĕ акса пĕтерĕн-ха. Манăн ĕçсем саннинчен те начар.
— Санăн лашасем вăйлă.
— Çук çав, вăйлисене Хĕрлĕ Çара ăсатрăмăр, — терĕ Ятман.
— Иксĕмĕре те йывăр пулать кăçал, — йышăнчĕ Левентей. — Юрать, тракторсем чипер ĕçлесен... Унсăрăн пĕтрĕмĕр вара.
Ятман сулахай аллине юлташĕн чĕркуççийĕ çине хучĕ.
— Итле-ха, Левентей, акана тухиччен çапла калаçса татăлар мар-и: кам малтан акса пĕтерет, çавă теприн патне пулăшма пырать. Лашасемпе, ĕç хатĕрĕпе. Мен шутлатăн эсĕ çавăн çинчен?
— Килĕшме пултаратăп, — терĕ Левентей. — Мĕншĕн тесен санăн ман пата пыма тивет.
— Маларах пĕтерсен, эпĕ пыратăп. Калаçса татăлнă пек ĕнтĕ. Килĕшетпĕр-и?
— Юрать, ара.
Вĕсем, сăмаха çирĕплетсе, пĕр-пĕрин аллине тытса чăмăртарĕç. Ку инженер кăмăлне кайрĕ пулас, вăл председательсене ырласа илчĕ:
— Пит вырнаçуллă тăватăр. Туслă пурăнатăр курăнать.
— Кӳршĕсем, — терĕ Ятман. — Урăхла юрамасть. Çураки те куннинче пирĕншĕн питĕ чăрмавлă пулать.
Пĕве чавнă çĕрте ĕç хĕрӳллĕхĕ ӳссех пычĕ. Çынсем кунта ĕлĕк алтнă шăтăксене тасатса çитерчĕç, çĕнĕрен те чылай шăтăк алтрĕç, пĕве çине темиçе çĕр кĕреçепе ăмăртмалла тăпра ывăтрĕç. Платниксем пурана витмелли хăмапа вĕрлĕксене хатĕрлерĕç, станци валли кирлĕ ытти пĕренесене чутларĕç.
Кăнтăрлахи апат хыççăн халăх ĕçе сахалтарах тухрĕ, нумайăшĕсем, кунта пĕр-икĕ сехете çеç килнĕскерсем, ытти ĕçсене саланчĕç, çапах та ĕç ирхи кӳлĕмри пекех вĕресе тăчĕ.
— Кун пек ĕçлесен, станци час пулать, — терĕ Кăтра Михала. — Паян нумай алтрĕç. Тĕрĕс каланă çав: пĕччен суран — типсе пырать, халăх сурать — кӳлĕ пулать тесе.
— Çураки вăхăчĕ, унсăрăн халăхĕ кунтах ĕçлеччĕ-ха, — хăйĕн çыннисем çинчен куçне илме пĕлмерĕ Левентей.
— Леонтий Петрович, эсир пĕри те юпасем çинчен шухăшламастăр-ха, пире юпа нумай кирлĕ пулать вĕт? — пурттине алран вĕçертмесĕрех ун патне пырса тăчĕ Сахрун.
— Шутланă, — тавăрчĕ Левентей. — Ыран тăваттăн касма каяççĕ, çураки хыççăнах турттарма пуçлатпăр.
— Юпа пире нумай кирлĕ, — терĕ Кăтра Михала та. — Аслă урама кăна миçе лартас пулать тата тăкăрлăксем мĕн чухлĕ пирĕн.
Платниксенчен пăрăнсан, Левентей пĕве чавакансем патне пырса тăчĕ. Кунта ĕнтĕ çамрăксем ытларах юлнă, çавăнпа кашни утăмра кулă та шӳтлĕ сăмах янрать. Хĕрсемпе каччăсем пĕр-пĕрне тĕртсе яраççĕ, тăмпа перкелешеççĕ, унтан, юнашар тăрса, кашниех пĕтĕм вăйран ĕçлеме тытăнаççĕ.
— Эпĕ Левентее калатăп акă, вара пĕлетĕр! — терĕ Ваçук, вĕсем патне председатель пырса тăнине курсан.
— Мĕн, кӳрентереççĕ-им сана, Ваçук?
— Кӳрентерме кăна мар, йăлт пусмăрласа çитерчĕç. Кур-ха, мана виçĕ метр виçсе пачĕç. Ман ăна мĕнле пĕтерес?
— Виçĕ метр мар-çке, иккĕ çеç, — терĕ Людмила.
— Хăйсем мана бригадир турĕç, хăйсемех тата виçсе парса ĕçлеттереççĕ! Бригадирăн ĕçлемесен те юрать. Ав, Укахви ĕçлемест те.
— Ĕçлемест сана — илтĕнчĕ темиçе çын сасси. — Канма та пĕлмест. Укахви вăл эсĕ мар.
Тухатăп эпĕ бригадиртан. Кунта ыр ят илтес çук.
— Эсĕ вĕсене хăйсене виçсе пар, — ĕçлеме хатĕрленчĕ Левентей.
— Эпир ăна шанмастпăр, вăл тĕрĕс виçсе памасть! — кăшкăрчĕç хĕрсем. — Хăй юратаканнисене сахал виçсе парать, юратманнисене нумай!
— Людмила, сана мĕнле виçсе пачĕ?
— Мана кураймасть вăл.
— Ун вырăнне сана эпĕ хам хĕрхенетĕп, — терĕ Левентей, унпа юнашар чавма тытăнса.
— Çук, эсĕ те мана... юратмастăн, ак виçĕ кĕреçе ывăтатăн та таратăн.
— Тармастăп. Ну, вăйлăрах!
— Санпа юнашар тăрса ĕçлеме те хăрушă: Тутаркас хĕрĕсем кĕвĕçме пултараççĕ. Ав, пăхать пĕри, — кулчĕ Людмила.
— Ан тĕлĕнтер, — нӳрлĕ тăма кĕреçе тулли ывăтрĕ Левентей. — Ман унта савни пур-ши вара?
— Ах, пĕлмĕш пулать тата!
«Пулсан аванччĕ те, çукки пĕтерет çав, — шухăшларĕ Левентей ăшĕнче. — Укахви каларĕшле, тен, пĕр хура куçĕ савать те пулĕ, анчах хам курмастăп». Председатель çамрăксенчен мĕн каç пуличченех уйрăлмарĕ. Çынсем пек алла кĕреçе тытса кун каçичченех ĕçлемен пулин те, киле вăл ывăнса таврăнчĕ. Ывăнмасăр, вăл икĕ çĕр пĕрре куç хупса курман!
Виçĕ колхоз активĕн пухăвĕ хыççăн Левентей хăй тĕллĕн вут çинчи пек çунчĕ. Вăл килте пухура илтнĕ кашни сăмаха аса илчĕ, Ятман хăйне хыттăн каланин сăлтавне пĕлме тăрăшрĕ, çапах та ниепле те шухăш вĕçне тухаймарĕ. Левентей çав-çавах çакна çирĕп ĕненсе тăчĕ: Ятман кăçал виçĕ колхозшăн та çав тери йывăр çул пулнине пĕле тăркачах кирлĕ мар ĕç пуçласа ячĕ. Кирлĕ мар теме те çук ăна, çапах та тăхтамалла-ха станци валли вуншар пин тенкĕ укçа чиксе хума. Темшĕн ăна куннинче Ятман ĕçшĕн тăрăшнинчен ытла ырă ят илтесшĕн пулнă пек туйăнчĕ. Тепĕр кунне ун пирки вăл Ятмана хăйне те систерчĕ. «Ман шутпа, эс пуринчен ытла агитатор, анчах куннинче сан агитацийӳ месерле килсе тухать», — терĕ. Колхозниксен пухăвĕнче Левентей шарламасăр ларчĕ, — калаçтăр Ятман, халăх куçĕ умĕнче унпа çапăçма аван мар. Пуху ытлашши турткаланса тăмасăрах станци тума килĕшни ăна пушшех шухăша ячĕ: апла Левентей йăнăшать-шим, станцие тума тепĕр çул мар, кăçалах, халех тытăнмалла-шим? Тата тепĕр çĕр пуçне çĕмĕрчĕ вăл кун пирки, паян ирхине ирех вара телефонпа Ятманран каçару ыйтрĕ.
— Халăх ун пек йышăнассине пĕлмен, айăплă, — терĕ. Апла эсĕ хăвăн çыннусене ертсе тухатăн? — ку сăмахсене илтмен пек ыйтрĕ Ятман.
— Ара, тухмасăр. Эсир те кĕпĕрленсе анăр.
— Ялĕпех анатпăр.
Акă пĕрремĕш кун иртрĕ ĕнтĕ. Çынсем паян ĕçе Левентей ĕмĕтленнинчен те йышлăн тухрĕç. Кун пек чавсан, пĕве час пулать. Халăх хавхаланса ĕçленине курса килнĕрен тата хăй те ыттисемпе тан алла кĕреçе тытса ĕçленĕрен пулас, ăшра ĕнерхи тулашу çук ĕнтĕ. Пачах урăхла, кăкăрта пысак ĕç тунă хыççăн çуралакан кăмăллă туйăм сисĕнсе тăрать, килте каннă хушăра та ĕнерхи тавлашу çинчен мар, ыранхи кун çинчен, пуçланă ĕçе часрах пĕтересси çинчен шухăшлас килет. Сĕтел çинчи апат паян уйрăмăнах техĕмлĕ, амăшĕ пĕр алтăр лартса панă квас вара сăра пекех тутлă.
X
Тепĕр кунхине çырма хĕрринче ĕç тата иртерех пуçланчĕ. Хĕвел Атăлăн чăнкă çыранĕ хĕрринчен хăпарса вăрман кати тĕлне çитсенех, хурăнлăхран кӳлĕ хĕрринчи хыр çине хăйĕн чăпар çунаттисемпе çатăлтаттарса куккук вĕçсе пырса ларчĕ. Вăл, колхозниксене ĕçе чĕннĕ пек, чарăна-чарăна темиçе ăстрăм авăтрĕ те каяллах хурăнлăха вĕçсе кайрĕ.
Чи малтан çитнĕ Сахрун, ыттисем килессе кĕтсе, пуртă аврин тимĕр савăлне шаларах çапса кĕртрĕ, шуратма тесе икĕ юман кĕрешне юнашар йăвантарса хучĕ.
Часах ун патне Турикас платникĕсем çитсе пурттисене пĕрене пуçĕсене тăрăнтара-тăрăнтара лартрĕç. Ват çынпа картуса хывса сывлăх суннă хыççăн чĕлĕм пуррисем хăйсен пăхăр чĕлĕмĕсене чĕртсе ячĕç, чĕлĕм çуккисем лӳчĕркенсе пĕтнĕ хаçат татăкĕсенчен табак чĕркерĕç.
— Хулсем ыратмаççĕ-и, Мĕтри? — терĕ Сахрун çамрăкрах платнике.
— Кăшт сураççĕ пек.
— Ну, вăл иртет. Малтанхи кун яланах çапла вăл.
— Эс, Мĕтри, юман кĕрешсене чутларах пар, вара хулу выляса кăна тăракан пулать, — кулчĕ Кăтра Михала.
Хĕрарăмсем шуйăхса килнине курсан, платниксем васкаса чĕлĕмсене сӳнтерчĕç те пурттисене алла тытрĕç.
Ятманпа инженер хĕрарăмсене ăçта мĕн тумаллине кăтартса пачĕç, вара чи йывăр ĕç — кĕреçепе çĕр чавасси ĕнерхи пекех çăмăллăн пуçланса кайрĕ. Пĕр ушкăнĕ станци таврашĕнче чаврĕ, тепĕр ушкăнĕ ялта лартса тухмалли юпа шăтăкĕсем алтрĕ.
Ятман паян тĕрлĕ çĕре нумай куçса çӳремерĕ, тутаркассен ушкăнĕнче ытларах вăхăт ирттерчĕ. Кĕреçепе ĕçлеме кăна май çук: урапа пусас пулать. Анчах ĕçсĕр тăма та аван мар, мĕншĕн тесен унпа юнашар иртенпех Гариф ларать. Вăл, ĕçшĕн хыпăнса çунакан çын пек, çураки çинчен, элктростанци çинчен юмахлать, колхозри ĕçсене сӳтсе явать. Аллинче кĕреçе пур пулин те, Гариф тухнăранпа та пĕр ывăç тăпра ывăтса курман-ха, каç пуличчен ывăтас та çук.
— Ку вырăнта электростанци тăвасси пирки эпĕ хам ĕçленĕ вăхăтрах калаçнăччĕ. Пĕр çулхине Шупашкара докладной пекки те çырса ятăм. Шарламарĕç, таçта çухатрĕç пулмалла. — Гариф ĕçсĕр ларасран аллинчи кĕреçипе умĕнчи тăпрана тĕвет, ăна авăсса йĕри-тавраналла сапалать. Ятман ăна та курмасть, вăл кунталла çывхаракан юланут çине тинкерет. — Ку инженерĕ вăл пирĕн ялта пилĕк-ултă çул каяллах пулнă. Эпĕ ăна тӳрех палласа илтĕм.
— Сан ывăл çырать-и? — пачах урăх япала çинчен ыйтать Ятман.
— Çырать. Темиçе кун каялла кăна çыру илтĕм-ха.
Батарея командирне çитнĕ. Питĕ хăватлă тупăпа перетпĕр, тет, унпа пеме тытăнсан вара, нимĕçсем ниçта кайса кĕреймеççĕ, тет. Ывăл пултарать вăл ман, таврăнсан, пули-пулми çын пулас çук.
«Ывăлна мухтасан та юрать, вăл ăна тивĕçлĕ, — тет хăй тĕллĕн Ятман. — Эсĕ акă ялан хăвăн çинчен сăмахлатăн, хăлхасене хуплас килет. Вăл юланут чарăннă çĕре инженер патне кайма çĕкленет — кам вăл, мĕн тупса вĕçтерсе килчĕ хир урлă?
Юланутпа кунта район чиккинчи пысăк колхоз председателĕ Семенов килнĕ иккен. Ăна хăйсен колхозникĕсем атăлкассем мĕн тунине курма янă.
— Ав мĕнле ĕçе тытăннă эсир! — хыттăн каларĕ вăл, пурне те алă парса. — Пирĕн ялта çынсем «Атăлстрой тума тытăннă», теççĕ. Аванччĕ вăл, вара пирĕн хамăрăн электростанци туса аппаланасси пулмастчĕ, тетĕп. Чун чăтмарĕ, кайса курас-ха, терĕм.
— Апла, эсир Атăлстрой пуласса кĕтсе ларатăр-ха? — тăрăхларĕ унран Кăтра Михала.
— Унччен станци туса пулмасть пулĕ. Ăçтан вăй çитерен? — терĕ Семенов.
— Нумай кĕтмелле пулать, — кулмасăр каларĕ инженер. — Тен, кунтан юпасем лартса каятăн?
— Ун пек те юрать. Чармастăр пулсан, ма лартса каяс мар?
— Пуçла ял патĕнчен кунталла лартса килме, эпир унталла лартса пырăпăр!
Чылайччен курса çӳренĕ хыççăн каяс умĕн Семенов чăннине каларĕ:
— Пирĕн хамăрăн та вырăнĕ калама çук лайăх. Тахçантанпах «Эх, çакăнта электростанци лартмаччĕ тесе ĕмĕтленетпĕр. Халĕ вăй çитерейĕпĕр-и, çитереймĕпĕр-и, анчах вăрçă пĕтсен станцине тăватпăрах. Ун чухне вара хăвăр пирĕн патăртан юпа лартса килме пултаратăр, — терĕ.
Кăнтăрлахи апата кĕрсен, Ятманпа пĕрле хире икĕ кун хушшинче пĕве чавнă çĕрте пулса курман Назиб пичче те тухрĕ. Вăл халь патак вырăнне аллине кĕреçе тытнă, урине шап-шур çăм чăлха çийĕнчен калуш тăхăнса янă. Калаçасса хăй шавлă калаçать:
— Тĕнче мăшкăлĕ вĕт, Ятман! Пĕтĕм халăх станци тăвать, эпир çав кок-сагыза апат паратпăр. Ĕç пулать-и ĕнтĕ ку? Сирĕн ялта Марине пур та, Тутаркасра эпĕ пур кун пек мăшкăл кураканни.
— Начарри ним те çук пулĕ унта, Назиб...
— Мĕнле çук? — тĕлĕнчĕ лешĕ. — Вара пирĕн кӳлĕ чавмасăрах юлмалла-и? Каларĕç мана, ялти чи ватă карчăксем те кĕреçе тытса тухнă, тет. Çук ĕнтĕ, ун пек ĕçрен юлма юрамасть. Мана эсир туйран хăварăр, çĕн хăтана ан чĕнĕр, анчах электростанци тăвас ĕçрен пăрса ан хăварăр.
— Халĕ мĕнле ĕнтĕ? — интересленчĕ Ятман. — Кок-сагыза апат парса пĕтертĕр-им?
— Çук, — татса хучĕ Назиб. — Эпĕ çур сехетлĕхе кăна... Пĕр вунă кĕреçе тăпра ывăтатăп та каллех хире чупатăп.
— Хăвăн пӳртне çутă кĕртмесĕр хăварасран хăратăн эппин? — шӳтлерĕ Ятман.
— Кам пĕлет сире! Хăварăр та. Калама май пулмĕ, эс ĕçлемен, тейĕр.
Кăшт тăхтасан пăхрĕ те Ятман, чăнах та тутаркассем хушшинче Назиба курмарĕ. Турикас ушкăнĕнче Липа та курăнмасть, вăл та хире кайнă пулмалла. «Вăхăт, пире те вăхăт акана тухма. — терĕ Ятман хăй тĕллĕн. — Станцие çураки хыççăн тăватпăр, халăх кăшт ĕçрен пушансан».
Каçхине колхоз председателĕсем платниксемпе пĕрле çынсем кайса пĕтсен те чылайччен калаçса ларчĕç. Пуриншĕн те пĕр ыйту тухса тăчĕ: станцине кам туса çитерет?
— Пĕвене халăхпа чавăпăр, анчах станцине туса çитерме яланлах бригада кирлĕ пулать, — терĕ Ятман.
— Виçĕ ялтан чи ăста платниксене суйласа илер те, ĕçлеччĕр кунта пĕр чарăнмасăр, хире тухса та ан курччăр. Ĕçкунĕ çынтан кая памăпăр.
Стариксем унпа килĕшесшĕн пулмарĕç.
— Çук, Ятман, ака вăхăтĕнче кунта чарăну пулатех, — терĕ Сахрун пичче. — Пирĕнсĕр çамрăксем пултараймĕç. Вĕсене кăна шанмастпăр ĕнтĕ эпир.
Мĕтри те çавнах каларĕ:
— Çураки вăхăтĕнче тата тырă вырнă чухне пĕрер эрне тăхтама лекет, юлташсем. Унсăрăн пĕр ĕçне йĕркеллĕ илсе пырăпăр, тепĕр ĕçĕнче чăрмав сиксе тухĕ. Алăпа акмалла-и унта, тырă вырнă çĕрте çĕмел тумалла-и — çамрăксем питех ăстă мар вăл ĕçе... Кăтра Михала Ятман майлă пулчĕ.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...