Йăмраллă ял :: Иккĕмĕш пай
Атăлкасси çыннисем ку купана ят хума та ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ, улăп тăпри купалатпăр, теççĕ. Чăнах та, халлĕхе çырма тĕпĕпе хăпаракан купа улăп тăприне аса илтерет. Тата темиçе кунтан икĕ енчи купасем çырма урлă пĕрлешмелле те çырмана пӳлсе лартмалла. Вара çĕре хальхи евĕр çывăхран кĕреçепе тырă сăвăрнă пек ывăтмалла пулмасть, айккинчен машинăсемпе туртмалла тата наçилккесемпе йăтмалла пулать.
— Ĕçĕ нумай, мĕн каласси пур, — тет инженерпа юнашар тăракан Ятман. — Анчах ан хăрăр, пирĕн халăх çĕр чавса курнă. Электростанци тунă чухне те çапла виçĕ ялпа ĕçлерĕмĕр. Çĕр чавма пĕр пус укçа та пĕтермен.
Инженер, ăна итлемен пек айккинелле пăхса, вĕçĕмсĕр хăйĕн юратнă сăмахĕсене калать:
— Чĕнтĕрлĕ те кĕпер юман юпа, авăнмасть, авăнмасть, тееççĕ.
Ку сăмахсене ĕнтĕ Ятман иртенпе сахалтан та вунă хут илтрĕ, анчах инженера вĕсем йăлăхтармаççĕ курăнать. Вăл çине-çине:
— Чĕнтĕрлĕ те кĕпер юман юпа, авăнмасть, авăнмасть, тееççĕ, темĕн чул авăнсан та каçатпăр, — тесе тăрать.
Вĕсенчен инçе мар çынсем ахăлтатса кулни илтĕнет. Унта Ятман Маринепе Сехре ĕçленине курать. Вăл вара чăтаймасть, ку ушкăн патне çывхарать. Куннинче Марине култармасть иккен, унран хăйĕнчен кулаççĕ. Тупнă сăлтав, ĕçчен Марине паян пуринчен кая юлса тухнă. Çынсемшĕн кулă, Сехрешĕн савăнăç: паян ирхине Марине ачисемпе ун çуртне пурăнма куçрĕ, тек вăл Сехрепе пурăнса пĕтерейĕп-ши тесе иккĕленмест.
Тутаркас çыннисенчен ĕçре чи хавасси, пуринчен те хавхаланарах ĕçлекенни Назиб пулĕ. Вăл паян мĕнпур чир-чĕрĕнчен тасалнă тейĕн, йăпăртатса чупкаласа кăна çӳрет. Чĕлхерен те халичченхинчен ытларах япшар пек, вĕçĕмсĕр калаçать, вĕçĕмсĕр култарать.
— Пĕлетĕр-и, эпĕ каччă чухне çак çырма урлă мĕнле каçаттăмччĕ? — тет вăл. — Вăрăм шалча илеттĕмччĕ те хытă чупса пыраттăм, унтан ыткăнса сиксе каçаттăм, çамрăк физкультурниксем пек. Пĕррехинче хам пытарса хăварнă шалчана тупаймарăм та, тумтире хывса шыв урлă утса каçмалла пулчĕ.
Галимджан ăна итленĕ май хăйĕн Укахвийĕ çинчен шухăшлать. Вăл ун патне Назиб пек каçса çӳремен, анчах ăна темшĕн çак кĕпере никамшăн та мар, Укахвипе иккĕшĕшĕн, вĕсене пĕр-пĕрин патне çăмăллăн каçса çӳремелле пултăр тесе, пулас çĕнĕ кĕпер урлă ĕмĕрлĕхех пĕрлештерес тесе тума пикеннĕн туйăнать. Ку шухăш ун пуçне паçăрах килсе кĕчĕ те ниепле те тухма пĕлмест. Ун куçĕсем хăйсем тĕллĕнех çырма леш еннелле пăхаççĕ, нумай тĕслĕ илемлĕ тутăрсем хушшинче Укахвин: кĕрен тутăрне шыраççĕ.
Укахви пуçне çĕклемесĕр ĕçлет, кĕреçепе çĕр ывăтнă хушăра Липăпа Анушка калаçуне итлет.
— Çапах та мĕнле калаçса татăлтăр вара, пĕлме юрать-и? — тĕпчет Липа.
— Ним те калаçса татăлман. — Сывă пул, — терĕ те, эпĕ те:
— Чипер кай, — терĕм.
— Апла çулсем тек пĕрлешмеççĕ те-и?
— Мĕншĕн пĕрлешмеççĕ? Ара, вăл ĕçлеме кайрĕ вĕт-ха, пĕр-ик çуллăха çеç...
— Апла кĕтетĕн?
— Кĕтетĕп.
Укахви ку сăмахсене хăйне каланă ăшă сăмахсене йышăннă пек йышăнать: эппин, Анушка Карачăмне çухатман-ха. Укахви, айван, уншăн сахал мар пăшăрханнăччĕ. Унăн çак вăхăтра, хăй именнине сирсе ярса, йăмăкне: «Тĕрĕс, Анушка, кĕт ăна, вăл ак унтан тата лайăх çын пулса таврăнать», — теес килет. Тепĕр тесен, Карачăм халь начар çын-им? Ну, лăпкă пурнăç шыраса вăрмана кайрĕ, тейĕпĕр. Мĕнех вара? Вăл унта та ĕçсĕр ларман, тен, вăрмана кайни каччăшăн усăллă та пулчĕ-тĕр, вăл хăй сĕм вăрман варринче пĕр пĕччен пурăнма çуралманнине ăнланса илчĕ-тĕр.
Çапах та Укахви Карачăм çинчен нумай шухăшлаймасть, ĕмĕтсем ăна каллех çырма леш енне, хăйĕн Галимджанĕ патнелле илсе каяççĕ. «Ăçта эсĕ, ăш çунтармăш Галимджан? Хăçан ман патăма каçса курăн? Е кунта çĕнĕ кĕпер урлă хыçлă трантаспа каçас тетĕн-и? Асту, эсĕ мана ытлашши нумай кĕттеретĕн».
Галимджан унран инçе мар, вăл çул хĕрринче, пурин куçĕ умĕнче Арифуллапа юнашар ларать, Каччăсем паян иртенпе канса курман, пĕрремĕш хут пĕр-пĕрне енчĕкри махоркăпа хăналаççĕ. Вĕсен çумĕпе, каччăсене хăйсен маттурлăхне кăтартасшăн пулнă пек, хĕрсем каялла-маялла чупкаласа çӳреççĕ, хăйсем темле пахас мар тенĕ çĕртенех арçынсем çинелле куç хывса илеççĕ, Галимджанпа Арифулла вара вĕсене асăрхамаççĕ те темелле. Вĕсем, пĕчĕк ачасем пек, йăпанмалли урăх япала тупнă: чылайранпа ĕнтĕ çывăхра чĕкеç вĕçнине сăнаççĕ.
— Чĕпписене вĕçме вĕрентет, кая юлса кăларнă пулас, — асăрхать Арифулла.
— Кăнтăралла кайма вăхăт çитнĕ, васкать.
— Кур-ха эс ăна, юри çынсен куçĕ умĕнче вĕçсе çӳрет, урăх вырăн тупайман тейĕн.
Галимджанăн ăшра «Вăл чĕпписене кунта вĕçме вĕрентмешкĕн илсе килмен, çынсем ĕçленине кăтартма илсе килнĕ» текен шухăш çуралать, анчах ăна юлташне каламасть, шăлаварĕ çумне çыпçăннă тусана шаккакаласа, ура çине тăрать.
— Салтак, ĕçлеме тытăнар пулĕ, асту, унсăрăн хĕрарăмсен чĕлхи вĕçне çакланатпăр.
— Наянсем тейĕç-и?
— Калĕç те. Ав епле пăха-пăха илеççĕ.
— Айда, эппин, тепре кайса шуйăхтарар.
... Çырма хĕрринчен тин çеç килсе çитнĕ Ятман хăйĕн пӳрчĕ умĕнче çӳллĕ мар тĕкме çине таянса пăхса тăрать. Иртен-çӳренсем ăна пахчара кама та пулин сăнать теме пултараççĕ, мĕншĕн тесен вăл вĕçĕмсĕр унталла тинкерет, анчах чăннипе Ятман çак минутра нимĕскере те сăнамасгь, умра нимĕн те курмасть. Ăна кун пек тăма лайăх, çавă çеç. Кунĕпе ури ывăниччен чупнă, аллисем хăпарса тухиччен тăпра ывăтнă, хул суракан пуличчен чул йăтнă, халĕ ĕнтĕ пӳрте кĕмелле те вырăн çине канлĕн тăсăлса выртмалла. Çук-ха, кĕме иртерех, Ятман ĕç хыççăнхи ырă туйăма ытларах туйса юласшăн, киле кĕрес килменни мар, шăп кăна çак ыр туйăм тытса чарчĕ ăна пӳрт умĕнче.
Ятман пурнăçра телей пирки нумай шухăшланă, тулли телей мĕнле пулмаллине хай тĕллĕн ăнкарса илме тăрăшнă. Кашни çыннăн вăл расна пулать-тĕр, анчах Ятман халĕ хăйне телейлĕ тесе шутлать. Ĕçре вăл паян çынсемпе пĕрле чун килениччен, кăмăл туличчен ĕçлерĕ, яракуна хăйĕншĕн çеç мар, çынсемшĕн, колхоз ĕçĕшĕн ирттерчĕ, килте ăна хăй хисеплесе юратакан çын, пĕрре куçран пăхсах ăнланакан арăм кĕтет. Çук, Ятманшăн халĕ телей хут çинчи сăмах çеç мар, ăшри туйăм, куçа курăнакан япала.
Ун пичĕ çине анма пуçланă хĕвел шевли ӳкрĕ. Вăл унăн куштăркаса тĕксĕмленнĕ питне хĕрлĕ тĕс парса илемлетрĕ, сарă çӳç пайăркисемпе савăшса вылярĕ, унтан, çӳлĕрен-çӳлĕ хăпарса, йывăç тăррисене улăхса çитрĕ те сарăхнă çулçăсем çинче пĕр авăк сиккелесе ташларĕ.
Ятман, анăçри пĕлĕт тĕсĕ тăрăх çанталăк улшăнассипе улшăнмассине пĕлме тăрăшнă пек, тасалса, шупкаланса пыракан пĕлĕт татăкĕсем çине нумайччен пăхрĕ, ыран кун паянхинчен те лайăхрах пулассине курсан çеç васкамасăр кĕçĕн алăк патнелле утрĕ.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...