Ĕмĕр сакки сарлака. 1-мĕш кĕнеке :: Иккĕмĕш пайĕ
— Тепри кам-ши?
— Камне паллаймарăм. Ман шутпа, Элекçей çук унта!!
— Элекçейсĕр пуçне хуткупăс камăн пултăр?
— Ман шутпа, Элекçей мар! ―çав-çавах килĕшмерĕ Варуç. ― Хуткупăсли яштака. Элекçей ун çумĕнче... ― шухăшне каласа пĕтермесĕрех ал сулчĕ вăл.
Якур, курма шанса килнĕ хĕрĕ çуккишĕн пăшăрханса лараканскер, Анук Элекçее улаха чĕнни çинчен каласа панине илтсен, тăвăлса кайрĕ. Вăл, йăлăмра чухне те, Элекçей кансĕрленипе Кĕтерукпа калаçайманччĕ. Каллех чăрмантарма килет. Çук, текех ашкăнтарма юрамасть! Якур никам кĕтмен çĕртен урай варрине çиксе тухрĕ.
— Ачасем! ―хумханса чĕнчĕ вăл. ―Ан тив, Элекçее Анук чĕннĕ пултăр та, эпир, каччăсем, хамăр улаха ют ял ачисене кĕртме пултараймастпăр. Вĕсене хамăр улаха кĕртсен, пирĕнтен тĕнче кулĕ.
Якур сĕннипе ытти каччăсем те килĕшрĕç. Анчах ют ял хусахĕсене улаха кĕртес килменнипе мар, Элекçее курăйманран. Лавккине тавар илме пырсан, сахал кулнă-и вăл вĕсенчен? Пуринчен малтан Павăл сасă пачĕ;
— Ют каччăсен шăрши ан пултăр пирĕн улахра!
— Чышкă-маклашкă парас!
— Парас! ― ытти каччăсем те килĕшсе хĕрӳллĕн шавласа илчĕç.
Анук каччăсене ӳкĕтлесе çапăçма чарасшăнччĕ. Пур-пĕр итлес çука ăнланнипе шарламарĕ. Тата хăйĕн вăрттăн усăллăхĕпе: «Ан тив, кăштах пуç тӳпинчен паччăр. Вара ман хыççăн чупма пăрахĕ», ― тесе шухăшларĕ.
Хуткупăс сасси çенĕк алăкĕ тĕлне çитсен татăлчĕ. Якур лампăна сӳнтерчĕ. Хĕрсем кăмака умне кĕпĕрленсе тăчĕç.
Пурте малтан Ваçли, ун хыçĕнчен Микула кĕчĕ. Халĕ çеç çута курăннă пӳртре тĕттĕмленни вĕсене тĕлĕнтерчĕ.
— Лампа ма сӳнтертĕр? ― Ваçли сасă пама ĕлкĕреймерĕ — ăна чăмăрсемпе тăрăслаттарма тытăнчĕç. Йĕркесĕр те тĕлсĕр чышни ытлашши ыраттармарĕ пулсан та, вăл пĕтĕм чунтан тарăхса кăшкăрса ячĕ: ―Мĕн тăватăр эсир? Ма çапăçатăр?
Чăмăрсем çирĕппĕнрех те ыраттармаллах тиве пуçларĕç. Ваçли, сасă пани сиен çеç кӳнине тавçăрса, чĕмсĕрленчĕ. Часах чăмăрсем тивесрен айккинелле тухса тăчĕ. Çапăçу çав-çавах хĕрӳллĕн пырать. Тĕттĕм çĕрте тăшман сассине çухатнă каччăсем, камне пĕлмесĕр, пĕр-пĕринпе тытăçса кайрĕç. Сасă парса кампа çапăçнине пĕлме Элекçей палласран хăрарĕç. Вара вăл тавăрасса никам та иккĕленмерĕ. Вĕсем патне кивçене тавар ыйтма кам кайман пулĕ?
Ваçли айккинерех тăнă çĕрте, каччăсем пĕр-пĕринпе çапăçса кайнине сиссен, хăйсене ислетме май килнине тавçăрчĕ те ал айне лекекене чăмăрĕпе тăрăслаттарма тытăнчĕ. Пӳртре кĕрмешнĕ щав вăйланчĕ.
Каччăсем ытла та хисепсĕр йышăнни Микулана та чунтан тарăхтарчĕ. Унăн кăмăлĕнче те вĕсене тавăрас çилĕ вĕресе хăпарчĕ. Юлашкинчен алăк хыçĕнче путмар пулма кирлине аса илсе, ăна шыраса тупрĕ те, хуткупăсне путмар айне лартса, каччăсем кĕрмешнĕ еннелле ыткăнчĕ. Акă, пĕр каччи ун ал айне лекрĕ. Микула ăна кăкăрĕнчен ярса тытрĕ, ал вĕççĕн çĕклесе урайне тăрăслаттарчĕ. Лешĕ йынăша-йынăша лăчăрканса ӳкрĕ.
Микула çапăçăва хутшăннине сиссен, Ваçли пушшех чăрсăрланчĕ. Акă вĕсем пĕр каччипе тытăçса кайрĕç. Пĕри тепринчен парăнмасăр чăмăрĕсемпе тăрăнтарма пуçларĕç.
Çак хушăра Микула тата такама тытса çапрĕ. Виççĕмĕшне чышса сирпĕтрĕ. Пӳртре кĕрмешнĕ шав вăйсăрланчĕ. Пĕр тĕлте çеç иккĕн мекĕçленни илтĕнет. Микула çавсем патнелле ыткăнчĕ. Алла лекнĕ каччине чышрĕ, Ваçли урайне кĕмсĕртетсе ӳкрĕ. Кунашкал вирлĕ Микула çеç чышма пултарасса ĕненсе кăшкăрса ячĕ:
— Микула, мĕн тăватăн?! Ма мана чышатăн?
— Ара, хĕрсем! ―юлашкинчен çуйланса сасă пачĕ Варуç. ― Шăрпăк камра, лампа çутăр-ха! Ку пирĕн ял ачисем, Микулапа Ваçли вĕт!
Пӳртре шăпах пулчĕ. Пĕр хĕрĕ шăрпăк тивертсе лампа çутрĕ. Хĕрсем, мĕн пулса иртнине курсан, шалтах тĕлĕнчĕç. Ура çинче Якурпа Микула çеç, халь тытăçса каяс пек, хире-хирĕç тăраççĕ. Вĕсенчен инçех мар, урайĕнче Ваçли выртать. Ыттисем — кам сĕтел айне, кам сак айне кĕрсе пытаннă.
Анук урăх кам мĕн тунине курмарĕ. Куçĕ умĕнче тахçантанпах кĕтнĕ каччи тăрать. Вăл кунашкал илемлĕ те маттуррине курман та пулĕ. Анук чĕри хаваслăн вăркăшса тапма тытăнчĕ.
Микула та Якуртан пăрăнчĕ. Вăл ахаль те çапăçасшăн марччĕ, халь тата кăмăлне урăххи илĕртрĕ. Вăл пĕр самантлăха та асран яман савнине шырарĕ. Юлашкинчен тупрĕ те куçĕпе ачашшăн ыталарĕ. Мĕн тери илемлĕ те паха вăл... Микула чĕри юратакан хĕрĕ патнелле туртăнчĕ; Анчах вăл хăйне хăй тытса чарчĕ. Халь вăхăт мар. Вырнаçса ларсан, ун патне пырĕ те аллине чăмăртĕ.
Пӳртри шăплăха Ваçли сирчĕ. Микула чăмăрĕпе тивертнĕ тĕлте халĕ те ыратнине юплемесĕр ура çине тăрса силленчĕ те:
— Хисеплĕн йышăннăшăн тавтапуç! ― терĕ.
Урăх çанăçу пулмасса ĕненнĕ хĕрсем тинех чĕрĕлчĕç, каччăсем сĕтелпе сак айĕнчен упаленсе тухнине курса, кулса ячĕç:
— Акă ăçта вăл паттăрсем!
— Улттăн икĕ çынна тапăннă та — сак айне пытаннă!
Чи шалти кĕтесре Павăл выртать. Вăл, пуринчен малтан Якур сĕннипе килĕшсе, ют ял ачисене хĕнеме пулчĕ. Анчах çапăçу тапрансанах пытанчĕ те халь пуринчен кайран упаленсе тухрĕ.
— Хĕрсем, пăхăр-ха, пăхăр!
— Çĕр куянĕ пек тăватă ураллă! ―Павăл çине кăтартса кулчĕç вĕсем.
Павăл та, ытти каччăсем те, хĕрсем йĕрлешкеленине илтмен пек курăнма тăрăшрĕç. Вĕсене çапăçу сиенсĕр иртсе кайни савăнтарчĕ. Нихăшĕнне те сăмсине е тути-çăварне çапса çĕмĕрмен. Тумтирĕсем те тăпах.
— Микула... Ваçли... салам! ―Пуринчен малтан Якур тăна кĕрсе хаваслăн ченчĕ. Çавăнтах Микулана та ал парса: ―Ан çилленĕр... Чăн та, аван мар турăмăр. Уншăн пĕтĕмпех Анук айăплă. Урамра хуткупăс сасси илтĕнсенех, вăл пире улаха Элекçее чĕнтĕм тесе каласа пачĕ те, эпир сире Тĕмшер каччисем пек йышăнтăмăр, ― терĕ.
Микула чĕрине темле шĕвĕр япалапа тăрăнтарнă пекех туйăнса кайрĕ. Хăйне хăй тыткалама хăват çитернипе çеç шӳтлеме хăтланчĕ:
— Юлташ темелĕх пур вара эсир! Хăвăр ял каччисене ют ялсенчен уйăрса илеймен!
Якур, йăлтах тӳрре тухма тăрăшса, малалла каларĕ:
— Уйăрса илме те çук, Микула. Хăвах пĕлетĕн, пирĕн прихутра, Элекçейрен пуçне, урăх никамăн та хуткупăс пулман, Анук ăна улаха чĕннĕ тенине те ĕненмесĕр тăма пултараймарăмăр. Йăлăмра утă çулнă чухне Элекçей ăна кăнахвит панине хам куçпа куртăм.
Микула сăнран улшăннине сиссен, Анукăн чĕри чĕпĕтсе ыратма тытăнчĕ. Çамки çине сивĕ тар пăчăртанса тухрĕ. «Турă çырлахтăр, кам туртрĕ ман чĕлхене? Элекçее улаха чĕнтĕм тесе ма суйрăм-ши?»
Микула та пĕр вĕриленсе, пĕр сивĕленсе тăчĕ. Амăшĕ вилни, кил-çурчĕ тĕп пулни сахал, юратакан хĕрĕ те урăх каччăпа туслашнă. «Ахăртнех, пуян качча ăмсанчĕ, мана, чухăн çын ачине, тиркерĕ пулмалла», ― пĕтĕм чунĕпе салхуланса шухăшларĕ Микула. Анчах хăйне алла илме пултарса, Якур сăмахĕсем уншăн ниме те пĕлтермен пек кăтартма тăрăшрĕ:
— Хамăр ял хĕрĕсене ют каччăсенчен упрама хăтланнине мухтама тивĕç те, çакна çеç шута илеймен эсир: ют ял каччи, пуринчен ытла пуян каччă хыççăн чупма шут тытнă хĕре ним туса та чарас çук. Луччĕ тивес мар, пурăнччăр савăнса!
Микула хĕр ятне асăнмарĕ пулсан та, Анук хăй çинчен каланине сисрĕ. Унăн макăрса, кăшкăрса ку сăмахсене сирес килчĕ, хăвăнтан култарни çеç пуласса ăнланнипе шарламарĕ. «Турă çырлахтăр, мĕн инкекĕшĕн Элекçей çинчен сӳпĕлтетрĕм-ши? Ма ун аллинчен кăнахвит илтĕм-ши?» — хăйне хăй тарăхса ӳпкелерĕ халĕ Анук.
— Ачасем, чур! ―сăмах хушса эхлетрĕ Павăл. ―Кирлĕ марри çинчен калаçма пăрахăр! Турă пулăшнипе çапăçу лайăх иртсе кайрĕ. Пурте сывă, пурте тăпах. Анукăн та ӳпкелемелли çук. Паçăр унăн пĕрех каччăччĕ, халь — виççĕ. Хăшне саван — çавна суйласа ил. Ăнсăртран Элекçей килсе тухсан, хăйне хăй ӳпкелетĕр. Ана çав самантрах алăк ăçтине кăтартса ярăпăр!
— Çук, эпир иккĕмĕш, виççĕмĕш каччă вырăнне те пулма шутламастпăр. Эсир кунта шăпах мăшăрăн пухăннă. Тата пире никам та чĕнмен. Эпир Ваçлипе ытлашши этемсем, ― сиввĕнрех хуравларĕ Микула.
— Тĕрĕс, пирĕн тухса каймалла çеç. Чĕнмен хăна чăрмав кӳрет! ―çавăнтах килĕшрĕ Ваçли. Унăн чĕри те Кĕтерук çуккине курсанах салхуланчĕ.
Анук шĕл-кăвар çине пăрахнă пек çунчĕ: «Халь тухса кайĕç те, урăх нихçан та кураймăп. Мĕн тăвас-ши? Ма кам та пулин юлма чĕнмест вĕсене?»
Юлташĕсем Анук чĕринче мĕн пуррине аса та илмерĕç. Каччисем Микуласем тухса каясса кĕтрĕç. Анчах Варуç, Микулапа Ваçли хуткупăспа килнине аса илсе, хăйпе юнашар ларакан юлташĕсемпе вăрттăн калаçса илчĕ те кӳреннĕ сасăпа:
— Ваçли, кутăнланма намăс мар-и? Сире чиперех чĕнтĕм-çке! ―терĕ те çавăнтах юлташĕсем енне çаврăнчĕ: ―Хĕрсем, Ваçли сăмахне ан ĕненĕр, вăл кутăнланать, улаха килме хам чĕннĕ вĕсене!
Хĕрсем хушшинче Варуç хутне кĕрсе шавланă сасăсем илтĕнчĕç:
— Сире чĕннĕ иккен!
— Эсир тата кутăнланатăр! Каччăсенчен малтан Якур сăмах хушрĕ:
— Кутăнланни, чăн та, килĕшӳсĕр. Кунта хуняма патĕнчи мар!
— Ан кайăр! Вырăн пурин валли те çителĕклĕ! ―Аван мар тесе ытти каччисем те Якур хутне кĕчĕç.
Хĕрсем ӳпкелени Микулана кăштах кӳрентерчĕ те. Вăл хăйне никам умĕнче асла хуман вĕт. Анчах ун çине хуравламарĕ. Улаха юлма чĕнсе калани, унăн кăмăлне тепĕр хут çавăрса, кӳреннине сирчĕ. Тухса каяс пек калаçрĕ пулсан та, унăн Анука куçран çухатас килмерĕ. Тата Элекçей килсен, иккĕшĕ мĕнле тыткаланине курас шухăш пырса кĕчĕ.
— Ваçли, пире улахра юлма чĕнеççĕ. Эсĕ мĕн шухăшлатăн?
Ваçли тухса кайма сĕнесшĕнччĕ, юлташĕн кăмăлĕ улшăннине сиссе, килĕшрĕ:
— Мĕнех вара... Маншăн кирек хăш улахра та перех!.. Эпир иксĕмĕр çынсене хисеплесе сума сума та маннă иккен. Пӳрте кĕни мĕн вăхăт ĕнтĕ — хĕрсене ал памасăр тăратпăр!
— Куна тĕрĕс каларăн, Ваçли. Эпир, чăн та, нӳремсĕр. Анчах ку йăнăша юсама вăхăт иртмен-ха...
Анука аранах чун кĕчĕ. Микула халь пырса ал тытĕ те юнашар ларĕ. Ун чухне пĕтĕмпех ăнлантарса парĕ.
Микула хĕрĕ патне çывхарнăçемĕн шухăша путрĕ: «Çичĕ уйăх ―сахал вăхăт мар, çичĕ хут юратса çичĕ хут сивĕнмелĕх те пур, Çитменнине Элекçей Тĕмшер ялĕнче çеç мар, пĕтĕм прихучĕпе пуян та хисеплĕ каччă. Кам хĕрĕ вăл илĕртнĕ хыççăн каймасăр тӳсме пултарĕ! Тата хĕрупраçăн хăй юратнă каччăна суйласа илме ирĕк. Юрату çавăн ятне ĕнтĕ!» Кăштах хавасланма пуçланă чĕри унпала килĕшмерĕ. Якур каланисене те ĕненесшĕн пулмарĕ. Вăл, ним иккĕленмесĕр хĕрпе юнашар ларса, ырă кăмăл-шухăшĕнче мĕн пуррине каласа пама хистерĕ. Ăстăнĕпе мăнкăмăллăхĕ чĕре туйăмĕ хыççăн кайма ирĕк памарĕç. «Чее те ултавлă хĕр умĕнче хăвна мĕншĕн çав тери пĕчĕке хурас? Урăх каччăна кĕтни çинчен хăй каласа панă. Якура ĕненмесĕр тăма та сăлтав çук. Ун сăмахĕсем тĕрĕс мар пулсан, хĕр хирĕç тавăрса калĕччĕ. Вăл чĕмсĕрленсе ирттерчĕ». Микула, Анука алă парса:
— Салам... ― терĕ хăйне тыткалама пĕлнĕ сасăпа.
— Салам... ―чĕри ачашшăн вăркăшнипе хуллен хуравларĕ Анук. Юратакан каччи çак самантрах хăйпе юнашар ларасса кĕтрĕ. Ун валли вырăн та хатĕр.
Микула, халиччен палламан хĕрпе курнăçнă пек, урăх пĕр сăмах чĕнмесĕр айккинелле пăрăнчĕ.
Анук тепĕр хут шĕл-кăвар çине пăрахнă пек çунма тытăнчĕ. Вăл Микулана çĕрĕн-кунĕн кĕтсе пурăннă. Иккĕшĕ юнашар ларса, чĕрере мĕн пуррине калаçса киленессе ĕмĕтленнĕ. Акă, кĕтсе илчĕ те, юнашар ларма мар, пĕр сăмах чĕнмесĕр пăрăнса кайрĕ. «Мĕн пулнă ăна? Е Элекçей çинчен тапратнă халапа ĕненчĕ-и? Апла тесен те юнашар лармаллаччĕ. Вара эпĕ пĕтĕмпех ăнлантарса парăттăм, ман çинчен усал шухăшлама кирлĕ пулмастчĕ. Халь мĕн шухăшлать-ши ĕнтĕ?» Анук çавăнтах хайне хăй йăпатма хăтланчĕ: «Тен, вăл Элекçей çинчен тапратнă халапа илтнĕрен мар, ытла та пысăк хуйхă пусарнипе кăмăлсăрланнă тата пуçĕнчен хĕр шухăшĕсене йăлтах сирнĕ?» Юратакан каччă пурнăçне никам курман пысăк инкек аслати пек çапса çĕмĕрнĕ хыççăн, Анук хăй те питех хуйхăрнă. Микулан амăшĕ вилнине тăван амăшĕ вилнĕ пекех йышăннă. Вĕсем патне кайса, Çтаппана хĕрарăм ĕçне тума пулăшас кăмăл та пулнă. Хурăнташ тивмен е кӳршĕ-кӳпе мар киле çӳремелли йăлара çуккипе çеç тытăнса тăнă. Анчах, Анук куç хӳрипе сăнаса ларнă çĕрте, Микулан пит-куçĕ çинче салхулăх çеç мар, кăмăллăхпа хаваслăх пуррине те астуса илсен, чĕри каллех ыратма тытăнчĕ. Пуçне ют шухăшсем кăшăлларĕç. «Эсĕ кĕтекен каччă урăх хĕре юратнă çеç мар, хĕрарăмсемпе те пурăнать пулĕ. Тăван ялне, çĕрне пăрахса инçете тухса каякан каччă тĕрлĕ çынсем хушшинче, тĕрлĕ хĕрарăмсемпе явăшасран ниепле те хăтăлаймĕ. Унăн шухăш-кăмăлĕпе юратăвĕ те улшăнма пултарĕ». Халĕ ĕнтĕ, Элекçейĕн çак сăмахĕсем тĕрĕс пек туйăннипе, Анук куççулĕ шăпăртатса анасран аран тӳссе ларчĕ.
Çамрăксем хушшинче савăнăçлă сасăсем илтĕнчĕç:
— Микула! Ваçли! Сирĕн хуткупăс ăçта?
— Юрлаттарăр-ха!
— Халех, тус-йышсем! ―хирĕç чĕнчĕ Микула. Хуткупăсне путмар айĕнчен кăларса пукан çине ларчĕ. Хаваслă кĕвĕ калама пуçларĕ. Çамрăксем юрласа ячĕç:
Атăл хĕррине анмăттăм,
Шыв сулхăнне юратап.
Çак улаха килмĕттĕм,
Ачисене юратап,
Çуса çакнă шур тутрин
Вĕçĕ вĕл-вĕл тăваять.
Чун савнине шухăшласан,
Чунăм вăр-вар тăваять.
Микула хуткупăс каланă май хăй те сăвăллă юрларĕ:
Аслă улăх варринче
Çава витмен курăк пур.
Аслă Энĕшкасси ялĕнче
Асрăн кайми сар хĕр пур.
Симĕс курăк хушшинче
Çарран çӳрес килет ман.
Юратать-ши мана савни?
Çавна пĕлес килет ман!
Тӳсеймерĕ Анук, кĕмĕл сассипе янăратса, юрласа ячĕ:
Ик хут кантăк чăнк! турĕ,
Ванчĕ пуль-çке ку терĕм.
Мана савни сиввĕн пăхрĕ,
Сивĕнчĕ пуль-çке ку терĕм...
Ваçли çеç юрламарĕ. Кĕтерук çукки салхулантарнипе ним тума аптраса ларчĕ. Баржа çинче ĕçленĕ чухне, Микулапа иккĕшĕ вĕсем, койка е каюта çивиттийĕ çинче выртса пынă чухне, яланах юратакан хĕрĕсем çинчен, киле таврăнсан вĕсемпе улахра тĕл пуласса ĕмĕтленсе калаçатчĕç. Акă таврăнчĕç те, пуçĕпех урăхла килсе тухрĕ. Анук улахра пĕчченех. Кĕтерук ăçта? Мĕншĕн килмен? Мĕн пулнă ăна? Ваçли Анукран ыйтса пĕлме шут тытрĕ, ĕлкĕреймерĕ, юнашар Якур пырса ларчĕ.
Микула та кăшт çеç хуткупăсне калама чарăнмарĕ. Унăн пуçне ирĕксĕрех çĕнĕ шухăш пырса кĕчĕ. «Анук чĕрине нивушлĕ Якур çавăрса илнĕ? Ахальтен мар ултă хĕр патне ултă каччă килнĕ. Элекçей пирки шӳт туса çеç калаçман-ши вĕсем? Микулан çав самантрах тăрса тухса каяс килчĕ. Темĕнле, хăй те ăнланса илеймен вăй-хăват пăталанă пекех тытса чарчĕ.
Пуринчен ытла Анук вĕчĕрхенчĕ. Ăна пуриншĕн те Якур айăплă пек туйăнчĕ. Çавă кирлĕ-кирлĕ мар çĕртен Элекçее тапратса сӳпĕлтетрĕ. Халĕ тата Микула умĕнчех унпа юнашар пырса ларчĕ. Анук хăюллăн та çамрăксем илтмелле сасăпа:
— Якур, урăх вырăна куçса лар-ха! Кансĕрлетĕн мана, ― терĕ.
— Эпĕ сана кансĕрлетĕп-и? ―тĕлĕнчĕ Якур.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...