Ĕмĕр сакки сарлака. 1-мĕш кĕнеке :: Иккĕмĕш пайĕ
— Камăн ку! — терĕ хаяррăн.
— Мĕн çинчен ыйтатăн эсĕ? — ăнланаймасăр сăмах чĕнчĕ Лукарье.
— Ахă, мĕн çинчен ыйтнине пĕлместĕн иккен! — Михха чĕрçиттине салатса Лукарье умне илсе пычĕ: — Камăн ку?
Мавра патĕнче çухалса юлнă чĕрçиттийĕ упăшки аллинчине курсан, Лукарье куçĕ хуралса килчĕ. «Мĕнле майпа ун аллине лекме пултарнă? Мĕн хуравласа инкеке сирмелле ĕнтĕ?» Куна каçах тавçăрнă пулсан, мĕн каласа тӳрре тухмаллине хатĕрлесе хунă пулĕччĕ. Халь шухăшламалăх та вăхăт çук. Анчах кĕтмен çĕртен сиксе тухнă инкеке сирме май тупмаллах. Лукарье упăшкине куçран хăюллăн пăхрĕ:
— Камăн пултăр, ара, ман! Тахçанах çухалнăччĕ. Ăçта кĕрсе кайрĕ-ши тесе шыраса та хăшкăлнă ĕнтĕ.
— Ав мĕнле эсĕ? Çухатнă иккен? Çавăнпа шалча тăрринче çакăнса тăрать пулĕ-çке?...
— Мĕнле шалча тăрринче?
Лукарье тивĕçсĕр хур тӳсекен хĕрарăм пек курăнма тăрăшрĕ. Çав вăхăтра Михха ăна чăмăрĕпе тăрăслаттарчĕ.
— Мĕн айкашатăн? — хурлăхлă сассипе çухăрса ячĕ Лукарье. — Курайман çынсем пире хур кӳме тапăннă та, эсĕ мана тиветĕн!
Михха арăмĕн сассине илтмерĕ, ăна енчен енне чышса çĕре ӳкерчĕ, тапкалама тытăнчĕ.
XV
Çав ирхинех Сантăрсем патне Плаки вĕçтерсе çитрĕ те:
— Хаклă йысна... Эсĕ те, аппа... Ырă хыпар илсе килекене ваттисем парне пама хушнă. Эпĕ сирĕн пата ырă хыпар илсе килтĕм. Эсир мана мĕн парнелеме шутлатăр? ― терĕ халавлăн.
Сантăрпа Наçтик малтанах Плаки ытла та ир килсе çитнинчен тĕлĕннĕччĕ, парне çинчен сăмах хускатнине илтсен çуйланчĕç, Анук пирки калаçу пырасса тавçăрса илчĕç.
— Чăн та, ырă хыпар илсе килтĕн пулсан, парне парасси пирĕнтен тармĕ. Анчах мĕнле ырă хыпарне пĕлеймерĕмĕр-ха?
— Эй, аппа... Эпĕ илсе килнĕ хыпар сирĕншĕн, чăн та, тĕлĕнмелле савăнăç! Ку савăнăçа курасса эсир тĕлĕкре те ĕмĕтленмĕн!
— Хунякам, ытарлă, калаçса ан чăрман. Тӳррипе кала, мĕн пулнă? Мĕнле хыпар çинчен калаçан эсĕ? — тӳсеймесĕр сăмах хушрĕ Сантăр.
— Сирĕн хĕр качча тухрĕ!
— Анук качча тухрĕ тетĕн?
— Ия. Сирĕн Анук качча тухрĕ. Тата кама тухнине пĕлесчĕ! — Сантăрпа Наçтик хăраса кайнипе ним шарламасăр ларчĕç. Плаки куна астуман пекех малалла каларĕ: — Сирĕн Анук Касмухха ачине, Элекçее, качча тухрĕ!
Сантăр ĕненнĕ-ĕненмен ларчĕ. Микулана тиркенĕ, хапхине тикĕтпе вараланă хыççăн ку хыпар уншăн ытла та кĕтмен çĕртен сиксе тухрĕ. Вăл ирĕксĕрех хумханса:
— Эсĕ тĕрĕссине каларăн-и? — тесе ячĕ.
— Ан тĕлĕнтер, йысна, пӳртрен хам ăсатса ятăм-çке. ― Плаки вара Анука мĕнле илсе кайни çинчен, ку ĕçре пуринчен ытла хăй тăрăшнине палăртса, кĕскен каласа пачĕ.
Наçтик куçĕнчен куççулĕ юхса анчĕ. Вăл, хĕрĕн чĕрине витĕр пĕлсе тăнăскер, ăна ирĕксĕрленине çав самантрах ăнланчĕ.
— Ман хĕре ху килĕнтен парса яма мĕнле хăйрăн? Са-на парне пама мар, ман хĕршĕн усал ĕç тунине нихçан та манассăм çук!
Плаки нимле мар пулса кайрĕ. Вăл аппăшĕ ырласа тав тăвасса кĕтнĕччĕ. Наçтик, тав тăвас вырăнне, ӳпкелерĕ. Çавăнтах: «Çилленнипе мар, ытла пысăк телей сиксе тухнипе пуçĕ çаврăннăран ӳпкеленçи пулчĕ-тĕр», — тесе шухăшларĕ те:
— Ан ман, аппа... Ĕмĕрне те ан ман... Çавăншăн Анука райри пурнăç туса пама тăрăшрăм хам та. Ĕнтĕ сирĕн Анукрăн телейлĕ хĕр прихутра урăх çук. Касмуххапа хуранташланни хăвăршăн та хисеп! — терĕ.
Сантăр хаваспах килĕшрĕ. Анук Элекçее качча тухни пĕрре персех икĕ кайăка тытнă пек пулчĕ уншăн. Пĕр енчен, тикĕтпе вараласа намăса кĕнине çуса тасатрĕ, тепĕр енчен — Сантăрăн мăнаçлăхне çырлахтарчĕ. Хунякăшĕ калашле, хĕрĕ кунашкал пуян çынна качча тухасса ĕмĕтленмен те вĕт вăл. Касмуххапа хурăнташланни — чăннипех пысăк хисеп. Кун хыççăн ялти хресченсем те пуç тайма пуçлĕç. Кирлĕ пулсан, пуян хăта пулăшма та пултарать.
— Нăйкăшма чарăн, — арăмне хăтăрса пăрахрĕ Сантăр. Плаки енне çаврăнса: — Эсĕ, хунякам, чăнах та, ырă хыпар илсе килтĕн. Сана куншăн парнелеме тивĕç. Анчах мĕн парнелесси çинчен Анук шухăшлатăр. Вăхăт çитсен, эпир ăна ун çинчен астутарăпăр! — терĕ. Çавăнтах: — Халь хă-на валли эрех кайса тупам-ха. Карчăк, эсĕ пăтă пĕçерсе хатăрле! — хушрĕ арăмне.
XVI
Микулапа Анук ку çĕре куç хупмасăр ирттерчĕç. Çĕр каçиччен ăçта-ăçта çитсе ӳкмерĕç, мĕн-мĕн çинчен калаçмарĕç-ши? Хăйсен хапхине тикĕтпе вараланине пĕлсен, Анук макăрчĕ.
— Ялйышĕ мĕн калать-ши ĕнтĕ? Пирĕн туслăх чыслă пулман тейĕç... Ăçта хурас намăса...
— Анук, чунăм... — арăмне йăпатма тăрăшрĕ Микула. — Ан тив, кирек мĕн калаçчăр. Пире уншăн айăп пулас çук. Эпир хамăра хамăр пĕлни те çителĕклĕ.
Тул çутăлса киле пуçларĕ. Çамрăк мăшăрăн ăшă сăмахсем тупăнсах пычĕç. Ашшĕ маларах вăранма пултарасси çеç канăçсăрлантарчĕ вĕсене. Ватти маларах ыйхăран тăни кĕçĕн çыншăн аван мар.
Çтаппан тахçанах вăраннăччĕ ĕнтĕ, ачисен кăмăлне ăнланнипе кăна çывранçи пулса выртрĕ.
Анук тăрса çипуçне юсарĕ. Лампа çутрĕ. Ним шухăшласа тăмасăр, ку киле каç çеç килнĕ пек мар, кунта çуралса ӳснĕ пекех, пӳртри япаласене йĕркелеме тытăнчĕ.
Ĕнтĕ Çтаппана та вырăн çинчен тăма юрарĕ. Вăл юратнă кинĕн чысне упрарĕ. Ыйхăран тин çеç вăраннă пек кăтартасшăн тутлăн анасласа илчĕ те:
— Эккей... çамрăксем паçăрах тăнă курăнать... Эпĕ çывăратăп. Ватлăх пусрĕ пулĕ çав, ― терĕ.
Çтаппан вырăнне пуçтарма тăчĕ. Анчах Анук ун патне пырса:
— Ати, ати... ан чăрман! Хам пуçтаратăп! ―терĕ те хуняшшĕн вырăнне вăр-вар пуçтарса хучĕ. Ĕнтĕ шыв патне кайма вăхăт. Ют яла качча тухнă пулсан, çăл патне малтанхи хут упăшкин хурăнташ хĕрĕ ертсе каймаллаччĕ. Кунта ют ял мар. Тăван ялĕнчи çăл тĕлне Анук никам кăтартмасăрах пĕлет. Ана кĕрĕкĕ çукки, ытти тумтирĕсем ашшĕ килĕнчи те пăшăрхантармарĕ.
— Микула, сан пиншакна тăхăнам-ха!
— Ăçта каясшăн эсĕ?
— Шыв кӳме.
Микула каç Ваçлине хушса хăварнине аса илчĕ те, ку ĕçе хăй хутшăннине ял çинче пĕлеççĕ пек сунса, Анук хăлхине кĕресрен хăраса ӳкрĕ. Çавăнпа шыв кӳме хăй кайса, çынсем мĕн калаçнине илтесшĕн пулчĕ.
— Тăхта-ха, Анук, хам каятăп!
— Ма тата?
— Ман пиншак сана пысăкрах. Унпа çӳреме аван мар. Хăвăн тумтирне илсе килсен кайăн. Паянлăха хамах кайса килетĕп.
Анук килĕшрĕ. Микула васкаса тумланчĕ те, икĕ аллине икĕ витре тытса, тухса кайрĕ.
Тул çути йăлтах сарăлса çитнĕ. Микула витрисене сулкаласа пычĕ. Чĕри савăнăçлăн вăркăшрĕ. Çăл патĕнче, вăл шухăшланă пекех, пĕр ушкăн хĕрарăм пухăнса тăнă та халапа çаптараççĕ. Ку кунсенче хыпар çине хыпар сике-сике тухрĕ. Акă, Якур Кĕтерука вăрланă пирки калаçса пĕтереймерĕç — Сантăр хапхине тикĕтпе вараланă текен хыпар сарăлчĕ, Паян, акă, Лукарье чĕрçиттине шалча тăрне çакнă хыпар кĕрлерĕ. Хĕрарăмсем Миххана хур кӳме хăйнă паттăр ятне пĕлесшĕн çунса çӳрерĕç. Анчах никам та тĕллипе каласа параймарĕ. Унччен те пулмарĕ — Анука вăрласа кайнă хыпар илтĕнчĕ.
Çăл патĕнчи хĕрарăмсем юлашки хыпара пур енчен те сӳтсе яврĕç. Хĕрĕн кăмăл-шухăшĕ мĕнле пулма пултарни пирки çеç аса илмерĕç. Пуринчен ытла вĕсене Анук Элекçее качча тухни кĕвĕçтерчĕ.
— Пăхăр та курăр эсир ăна, мĕнле пуян качча çаклатрĕ?
— Анать Сантăрăн пурнăçĕ!
— Ан васкăр-ха, сăмсинчен юн та анĕ. Пуянăн тӳшекки йĕплĕ тенĕ ваттисем!
— Ан тив, йĕплĕ пултăр. Уншăн Анук, пирĕн пек, татăк çăкăр шыраса çӳремĕ.
Микула килнине курсан, хĕрарăмсем калаçма чарăнчĕç. Лешĕ вĕсем патне çывхарчĕ те:
— Витĕрех куратăп, тахăшне усал чĕлхӳсем çине çаклатнă та, киле те саланасшăн мар. Сăмсусене тăм илтерсе, пит-куç илемне пăсасран хăрамастăр-и? — терĕ шӳтлесе.
Хĕрарăмсем Анука вăрласа кайни çинчен Микула пĕлмест терĕç пулас та унран кулма шут тытрĕç.
— Сана çаклатнă эпир!
Микула самантлăха йĕнчесе тăчĕ. Лукарье чĕрçиттине илсе тухнине ялйыш пĕлнĕ пек туйăнчĕ ăна. Анука каласа парсан мĕн курас? Каялла чакма çуккине кура, Микула шӳтлĕ сассипех хуравларĕ:
— Эй, инкемĕрсем, шăл çемми-и вара эпĕ сире? Çăрттанĕ ытла пысăк мар-и?
— Пулнă тет пысăк!..
— Халь çурри çеç тăрса юлнă!
Ан калаçăр! — тĕлĕннĕ пек хăй тăрăххăн пăхса çаврăнчĕ Микула. — Çук, эсир суятăр! Эпĕ нихăш енчен те катăлма шутламан-ха.
— Ăнланмана перет-ха тата... Анук ăçта? Çавна пĕлетĕн-и? — юлашкинчен татса хучĕ пĕри.
Микула çăмăллăнах сывласа ячĕ. Ку çеç пулсан, тем мар-ха. Ыттине пĕлминччĕç.
— Эсир тем аташатăр курăнать? Е халĕ те ыйхăран уçăлса çитмен-и? Пирĕн килте Анук ятлă çын пулманнине таврипех пĕлеççĕ-çке!
— Кирлĕ мара ан калаç-ха, Микула. Эпир сана Сантăр хĕрĕ çинчен калатпăр вĕт!
— Тĕлĕнмелле этемсем эсир! Мана мĕн тесе шеллемелле? Хăвăрах куратăр, турă ырлăхĕпе эпĕ сывах та чип-чиперех. Сире те ман пек пулма сĕнетĕп!
— Тьфу! Чăн та, айван-мĕн эсĕ, Микула! Сан Анукна вăрласа кайнă вĕт!
— Туршăн та, ытлашши ан култарăр! Анука вăрласа кайнинче ман мĕн ĕç? Вăрланă пулсан, виличченех пĕрле пурăнмалла пултăр. Улмуççи туратти пек ăрăв сарччăр!
— Эх, ачам, ачам... шăхăрса юлтăн иккен. Лайăх хĕре вĕçертрĕн! Алли-ури ылтăнччĕ!
Хĕрарăмсем Анука ырласа калаçни Микула кăмăлне тата савăнтарчĕ. Вăл икĕ витрине те шыв тултарчĕ те, хĕрарăмсенчен уйрăлса, килелле утрĕ.
Ирхи апат çинĕ хыççăн вĕсем кăшт шăкăлтатса ларчĕç. Вара Çтаппан, аса илсе, лăпкăн хушрĕ:
— Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, ачамсем... Кинĕн ашшĕпе амăшĕнчен каçару ыйтма та вăхăт. Кайăр та пуççапăр!
Хĕре вăрласан ашшĕ-амăшĕ патне кайса каçару ыйтасси те чăвашсен йăли. Анчах Микула, çилленнипе Сантăр ытлашширех каласа тăкасран хăраса, Анука киле хăварасшăн пулчĕ.
— Атте, хам çеç кайса пăхсан мĕнле-ши?
— Юрĕ апла та, — килĕшрĕ Çтаппан.
Упăшки шухăшне Анук та хирĕçлемерĕ. Халех ашшĕ умне тăма шикленчĕ вăл. Сăхманне Микулана та парса ярĕç тесе шутларĕ.
Сантăр килĕнче ĕçкĕ пырать. Эрехпе хĕрсе кайнă Плаки татти-сыпписĕр Касмухха пуянлăхне, унпала хурăнташланни Сантăрпа Наçтикшĕн пысăк телей пулни çинчен çаптарать. Сантăр, хунякăшне итленĕçемĕн кăмăлĕ йăлтах çаврăннипе, ĕнтĕ пуян кĕрӳшĕ каçарттарма килессе çеç кĕтсе ларчĕ.
Наçтикĕн чĕри те парăнма пуçларĕ. Вăл та, хĕрĕн кăмăлĕ мĕнлине манса, пуян кĕрӳшне хапсăнма тытăнчĕ.
Кĕтмен çĕртен Микула пырса кĕни Плакин хаваслă халапне, Анукăн ашшĕпе амăшĕ ĕмĕтне те татрĕ.
Сантăр куç умне хапхине тикĕтпе варалани тухса тăчĕ, чĕринче Микулана курайманлăх вĕресе хăпарчĕ. Анчах ниме тăман çынпа ятлаçнин усси çук, хăвна намăса кĕртни çеç. Ăна асăрхаман пек сăмах хушмасăр ирттерсен аванрах пулĕ. «Ан тив, хăй камне, эпир камне чухлатăр!» — шухăшларĕ те вăл Микула çине çаврăнса та пăхмарĕ.
Микулана курсан, Наçтик чĕри нăйкăшма тытăнчĕ, хĕрĕ ун мăшăрĕ пулма ĕмĕтленнине, ĕнтĕ ку ĕмĕтсем ĕмĕрлĕхех çухалнине аса илчĕ.
Эрех хăвачĕпе анкă-минкĕленнĕ Плаки вара юратнă хĕрне çухатнă каччăран елпĕрсе куласшăн пулчĕ:
— И-и... Микула килнĕ-çке?.. Килях, килях! Телейлĕ каччă-мĕн эсĕ... Апат тĕлнех пултăн. Çук хуняму ытла та савать сана!
Микула, сĕтел çинче эрех пуррине курсанах, Анука ăнăçлă сутнăшăн ĕçнине, вĕсем хĕрĕ ăçтине пĕлменнине тавçăрчĕ.
— Çук, Плаки аппа, эсĕ питех йăнăшатăн. Мана пур хуняма савать!
— Ан калаç!.. Эс мĕн, авлантăн-им? — ахăлтатса кулчĕ Плаки.
— Авлантăм çав... Çавăнпа сирĕн ĕçке хутшăнма шут тытрăм! — терĕ те Микула, кĕсйинчен пулштух кăларса, сĕтел çине пырса лартрĕ.
Пурте Микула çине чăр! пăхрĕç. Вăл ухмаха тухнă пек туйăнчĕ вĕсене.
— Эсĕ, мĕн, аташни нумай пулать-и? — куçне-пуçне хĕскелерĕ Сантăр.
— Хаклă хуньăм... Çаплах чĕнем-ха ĕнтĕ... Эпĕ чипер тăнлă-пуçлах. Сире Анук ман патăмрине пĕлтерсе, хамшăн тата уншăн каçару ыйтма килтĕм.
Сантăр хунякăшĕ çине тĕпчевлĕн те тĕлĕнсе пăхрĕ. Лешĕ, çăварĕнчи çыртăкĕ пырне ларнипе, сассине аран кăларса:
— Мĕн итлетĕр ăна! Вăл ăсран тайăлнине курмастăр-им? Элекçей патне хам ăсатса янă хĕр ăçтан ун патĕнче пулма пултартăр! — терĕ.
— Куна тĕрĕс каларăн. Эсĕ Анука ăсатнă çеç мар, ăна вăрлаттарма пур майсемпе те тăрăшнă. Санăн усал чĕрӳне хĕр куççулĕпе чунтан йăлăнса ыйтни те çырлахтарман. Анук сана ылханни çинчен çеç каласа памарăн пулĕ ашшĕ-амăшне? Сутрăн та сутсах яраймарăн. Çăлтăмăр эпир ăна. Халĕ вăл пирĕн патăрта. — Кун хыççăн Микула, мĕн пулса иртни çинчен каласа пачĕ те, ашшĕпе амăшĕ Анукпа иккĕшне пил парасса шанса, хушса хучĕ: — Хаклă хуньăм, хаклă хуняма... Сирĕнтен каçару ыйтса, пĕрер черкке эрех тултарса пама ирĕк парăр мана!
Наçтикĕн чĕри ăшпиллĕн вăркăшма тытăнчĕ. Унăн асне ăнсăртран пырса çакланнă Элекçей пуçĕпех тухса ӳкрĕ. Анчах, малтан ашшĕ сăмах калассине кĕтсе, шарламсăр ларчĕ.
Плаки хăйне тикĕтпе вараласа янă пекех пулса кайрĕ.
Сантăр çиллине шăнарайман пирки палламалла мар улшăнчĕ. Хĕрĕ пуян çын ачине качча тухса, пуян çынпа хурăнташланни çинчен шухăшлама та пархатарлăччĕ. Халĕ пĕтĕмпех пĕтсе ларчĕ. Кам турĕ-ха куна? Каллех Микула! Сантăр, мĕн тăвасса пĕлеймесĕр, кăшкăрса пăрахрĕ:
— Мана хуньăм теме мĕнле хăятăн?!
Микула пĕр шикленсе те пĕр тĕлĕнсе Сантăр çине пăхрĕ. Ялан йăваш та кăмăллă курăнакан çыннăн ăшĕнче çак тери хаярлăх пулма пултарасса шухăшламанччĕ.
— Эпĕ ĕмĕрне те сирĕн хурăнташу пулман, пулма та шутламастăп! Хĕр те çук манăн! Тухса кай ман патăмран!
— Сантăр, Сантăр! — йăлăнса чĕнчĕ Наçтик. — Тархасшăн, ытлашши ан калаç. Хамăр ачасем вĕт. Кайран вĕсен куçне мĕнле курăнăпăр? Ялти ырă çынсем мĕн калĕç?
Сантăр арăмне итлемерĕ.
— Тухса кай! — терĕ те вăл тепĕр хут Микула лартса панă кĕленчене тытса алăк патнелле вăркăнтарчĕ. Кĕленчĕ стена çумне çапăнса саланчĕ, эреххи урай талккăшĕпе юхса саралчĕ. — Акă сана каçару!
Микула чĕри калама çук ыратса кайрĕ. Анчах, яланхи пекех, ваттисене хисеплес йăларан тухмасăр:
— Юрĕ... Хушмастăн пулсан, хальчченхи пекех чĕнĕп. Анчах уссăрах харкашатăн. Халь ĕнтĕ пирĕн пурнăçа тепĕр май çавăрма çук, — терĕ.
— Тухса кай!
— Юрĕ... Каятăп... Сывă пулăр! — сассине хăпартарах каларĕ те Микула тухса кайрĕ.
— Ухмах темерĕн! Мĕн турăн ĕнтĕ! Вĕсен куçне мĕнле курăнас? — ятлаçрĕ Наçтик.
— Хупла çăварна! — кăшкăрчĕ Сантăр.
— Çук, хупламастăп! Пус-кас, хупламатăп! Эсĕ тăм ухмах! Микула чухлĕ маттур качча тиркетĕн! Ухмах эсĕ!
Арăмĕ ӳпкелени Сантăр пуçĕ çине чул пек пере-пере анчĕ. Вăл ним тума аптраса халтан сулăннипе пукан çине ларчĕ.
— Эсĕ усал ĕç тунине ĕмĕрне те манассăм çук тухса кай пирĕн патăмран, — терĕ Наçтик юлашкинчен Плакине. — Куç ан куртăр!
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...