Ĕмĕр сакки сарлака. 1-мĕш кĕнеке :: Пĕрремĕш пайĕ
Çтаппан пырса кĕнĕ çĕре вулăс кантурĕнче никам та çукчĕ. Унта ĕçлекенсем — старшина, тиек тата ăна пулăшаканĕ ― ир тесе пулмалла, пĕри те ĕçе килмен-ха. Ялти çынсем кунта тырă вырнă вăхăтра мар, канлĕ вăхăтра та килмеççĕ. Кантур таврашĕнчен вĕсем уретник-стражниксенчен хăранă пекех хăраççĕ.
Çул çинче чух Çтаппан кантура çитсенех, старшина мĕншĕн чĕннине каласа парĕ те, çав самантрах киле таврăнма тухăп тесе шухăшланăччĕ. Никам та çуккине кур-сан, кăмăлĕ авăкланчĕ. «Эккей, ара, çынна килме хушаççĕ, хăйсем пĕри те çук. Вĕсене мĕн, вĕсен тырă вырмалла мар. Эсĕ пур — хаклă вăхăта усăсăр ирттерсе Çӳре». Тем май шухăшласан та, кĕтсе илме тивессине ăнланса, вăхăта мĕнле те пулин хăвăртрах ирттерес тесе, Çтаппан çыран хĕррине тухрĕ. Атăл йăлтах улшăннине пуçламăш хут курнă пек тĕлĕнчĕ вăл. Халиччен ăна Атăл вĕçĕ-хĕррисĕр сарлакан та тĕпсĕр тарăннăн юхса выртнă пек туйăнатчĕ. Халь ун умĕнче ытлашши сарлаках та мар юханшыв юхса выртать. Çтаппан çакна та аса илчĕ: вăтăр çула яхăн ĕлĕкрех Атăлкассипе тĕлме-тĕл хăйăрлă пĕчĕк утрав çеç курăнатчĕ. Ун чухне пăрахутсем те çав утравăн йăлăм еннипе иртетчĕç. Пурăна киле утрав сарăлса, пысăкланса пынăçемĕн, Атăлан йăлăм енчи çулне йăлтах питĕрсе хучĕ. Халĕ пăрахутсем те утравăн тепĕр енĕпе чупаççĕ. «Çутçанталăкра та пурте улшăнать иккен...» ― Атăл улшăннипе темшĕн хăйĕн пурнăçне танлаштарса, ассăн сывларĕ Çтаппан.
Çав вăхăтра кĕрен сăрпа сăрланă пăрахут анаталла чашкăртса иртрĕ те Çтаппана шартах сиктерчĕ. «Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, сакăр сехет те çитрĕ, эпĕ çаплах вăхăта ахаль ирттеретĕп».
Пăрахута курса, Çтаппан вăхăт пĕлнинчен нимĕн тĕлĕнмелли те çук. «Самолет» обществин пăрахучĕсем кун каçиччен виçĕ хут шăп пĕр вăхăтра иртсе çӳренипе Çтаппан çеç мар, Атăл хĕрринче пурăнакан ытти чăвашсем те вăхăт чухлама вĕреннĕ.
Çтаппан васкаса кантуралла утрĕ. Кил хушшине кĕрсен, вăл хул айне портфель хĕстернĕ, çинçешке те вăрăм мăйлă этем утса пынине курчĕ. Кунашкал этем таврара та пĕрех пулнăран, Çтаппан вăл камне часах чухларĕ. Миххан тус-йышĕ, Лаврский ваккат иккен вăл. Пурăнасса Энĕшкассинчен виçĕ çухрăмри Сала ятлă вырăс ялĕнче пурăнать. Лаврский вулăс кантурне килнине Çтаппан ним шута та хумарĕ. Кантурăн уçăлса тăракан алăкĕ патне çывхарсан çеç ирĕксĕртен чарăнса тăчĕ. Кунта ăна старшинапа вăтам çулсене çитнĕ, шукăль тумланнă арçынпа Лаврский хушшинчи калаçу интереслентерчĕ. Вакката чи малтан старшина пырса алă пачĕ.
— Здравствуйте, Константин Сергеевич!
— Здравствуйте, хисеплĕ Афанасий Николаевич! ― старшина аллине чăмăртарĕ Лаврский. ― Эпĕ кая юлман-и?
— Çук, çук. Эсир, яланхи пекех, шăп вăхăтра çитрĕр. Ответ тытаканĕ те килмен-ха.
Лаврский палламан çынна алă пачĕ.
— Сывлăхăр мĕнле, Эпифан Миронович!
— Чип-чиперех-ха, Константин Сергеевич!
— Ĕнерхи ĕçкĕ хыççăн хăвăра хăвăр мĕнле туятăр?
— Тĕрĕссипе каласан, халь те тăна кĕрсе çитейместĕп-ха. Сăри ытла та хăватлă пулчĕ.
— Çапла... Лукерья Семеновна çамрăк пулсан та, ун пек тутлă та хăватлă сăра тума пултаракан урăх пулас çук. Тăна кĕрес тесен, пĕр май кăна: мухтавлă сăрана тепрер курка ĕçмелле. Михаил Петрович сире паян каллех хăй патне кĕтетĕп терĕ.
— Эсир ун патĕнче пулнă-и вара?
— Эпĕ унтан тухса килтĕм.
— Сывлăхĕсем мĕнле?
— Яланхи пекех çирĕп... Тата вăл ĕçе хăвăртрах татса парасса кĕтет.
— Уншăн пулсан, ним пăшăрханмалли те çук. Эпĕ ăна хам енчен кăштах та пулин усă кăтартма пултарнă-шăн савăнатăп.
— Афанасий Николаевич, ― старшина енне пуç тайса чĕнче Лаврский, ― Михаил Петрович сире те хăнана чĕнет.
— Тавтапуç, тавтапуç, Константин Сергеевич! ― пуçне тайса хуравларĕ старшина.
Çтаппана ку çынсем темшĕн хăй çинчен калаçнă пек туйăнчĕ. Çакна вĕçне çитиех ĕненме лешсем малалла калаçасса кĕтрĕ.
Лаврский кĕсйинчен сехет кăларса пăхрĕ:
— Ответ тытаканĕ питĕ кая юлнă!
— Шухăшласан, чăн та, тарăхмалла. Сĕмсĕркке чăваш хăйне кĕттерет. Мĕнле тӳсмелле, э? ― шăртланма пуçларĕ старшина. Вăл ăнсăртран алăк еннелле çаврăнчĕ те Çтаппана асăрхарĕ.
— Сана мĕн кирлĕ?
Кĕтмен çĕртен чĕннипе Çтаппан малтанах аптраса тăчĕ.
— Мана нимĕн те кирлĕ марччĕ... Староста сан патна ячĕ, ― терĕ вăл пăртакран.
— Хăш ялтан эсĕ?
— Энĕшкассинчен.
— Хушамату мĕнле?
— Иванов.
— Яту?
— Çтаппан.
— Мĕншĕн кая юлнă! ― кăшкăрса пăрахрĕ старшина, ятлас килнипе мар, пысăк начальник умĕнче мухтава тухасшăн.
Вулăсри чи пысăк начальник ним сăлтавсăр ятлаçма тытăнни Çтаппанăн кăмăлне пăсрĕ.
— Çук, эпĕ кая юлман, ― сассине хăпартрĕ вăл, ― эпĕ паçăрах килнĕ. Эсир çуккипе ним тума аптраса Атăл хĕррине кайса килтĕм.
— Намăссăр, çак тери пысăк çынсем умĕнче суйма мĕнле хăятăн! ― çилленсех кăшкăрчĕ старшина. ― Эпир сана сехет ытла кĕтетпĕр. Çук, хурăн хулли сахалтарах лекнĕ пулас. Тата лайăхрах çунтармалла сире. Вара ăса кĕрĕттĕр, пысăк çынсем умĕнче хăвăра мĕнле тыткаламаллине те чухлăттăр.
Çтаппанăн та çилĕ авăкланчĕ. Чĕлхи çине хаяр сăмахсем капланса килчĕç. Хăйне мĕншĕн чĕннине пĕлменни кăна унăн вăй-хăватне тăлласа тăчĕ. «Тем каласан та, старшина кăмăлĕ йăвашланас çук. Унпала хыттăн калаçса, ху валли инкек шырани çеç».
Старшина палламан çын еннелле çаврăнчĕ.
— Господин земски начальник, эсир кĕтекен хресчен çакă вăл.
Бернадский хăй умĕнче хăйне кирлĕ чăваш тăнине старшина кăтартичченех тавçăрнăччĕ.
— Юрĕ, ĕçе тытăнар. Тиеке чĕнĕр! ― хушрĕ вăл.
— Халех чĕнетĕп, господин земски начальник! ― пуçне тайса хуравларĕ те старшина тепĕр пӳлĕмелле кĕрсе кайрĕ.
«Земски начальник...» ― хăраса шухăшларĕ Çтаппан. Уездра çынна хăйĕн ирĕкĕпе айапласа суд тума та, каçарма та пултаракан кунашкал пысăк начальник пуррине тахçанах илтнĕ вăл, хăйне çеç халиччен курма май килменччĕ. Халь Çтаяпанăн асĕнче земски начальникăн каçарма пултаракан тивĕçĕ çеç тăрса юлчĕ. Ытти чăвашсем пекех, Çтаппан хăй куллен тĕл пулман тӳре-шарасем мĕн чухлĕ пысăк вырăнта тăраççĕ, çавăн чухлĕ ырă кăмăмăрах, кирек мĕнле ĕçе те тĕрĕс татса параççĕ тесе шухăшланă. Патша çинчен калама та кирлĕ мар. Ăна хресченсем çĕр çинчи турă вырăннех хисепленĕ. Çĕр çинче мĕнпур этем унăн ачи тенĕ. Патша умĕнче пуянĕ, чухăнĕ — пурте пĕр тан тесе ĕненнĕ. Хресченсен инкекĕ вырăнти тӳре-шарасем тата Михха пек киревсĕр пуянсем ашкăннине патша пĕлменнинчен килет тенĕ. Çтаппан малти стена çумĕнче патшан сăнӳкерчĕкĕ çакăнса тăнине курчĕ те, вăл ун çине тус-йышлăн та савса пăхнăн туйăнчĕ. «Тӳрĕ-шарасем, Миххапа староста халăха епле пусмăрланине пĕлес пулсан, патша вĕсене тивĕçлипе айăплĕччĕ! Анчах Атăлкасси вулăсĕсенче кам мĕн ĕç тунине ăçта пĕлтĕр-ха вăл? Чăваш хресченĕ нихçан та çăхав çырса курман, патша патне каяс çул ăçта иккенне те пĕлмест вăл». Çтаппан пуçне сасартăк тепĕр шухăш пырса кĕчĕ. «Патша патне илсе пыракан çула чăваш хресченĕ пĕлмест пулсан, тӳре-шарасем те пулин пĕлме кирлех. Тен, земски начальник те пĕлме пултарĕ. Ăна Михха мĕн таран сĕлĕхне каласа парсан, вăл ун çинчен патшана пĕлтерĕ те, Миххана та килçе çăварлăхлĕç. Вара Энĕшкасси хресченĕсене пурăнма çăмăлрах пулĕ».
Юнашарти пӳлĕмрен старшина таврăнчĕ — Çтаппанăн шухăшĕ татăлчĕ.
— Господин земски начальник, тиек халех килет! ― йăпăлти сассипе пĕлтерчĕ вăл. Сĕтел умĕнчи тенкел çине тĕллесе кăтартрĕ те: — Иванов, лар çавăнта! — тесе хушрĕ.
Çтаппан ним шарламасăр тенкел çине пырса ларчĕ. Улитин чернилпа хут илсе тухрĕ. Лаврский, уйрăм сĕтел хушшине вырнаçса, портфелĕнчен хутсем кăларса хучĕ. Юлашкинчен Бернадский те сĕтел хушшине вырнаçрĕ.
— Иванов!
— Эпĕ, ― терĕ Çтаппан ларнă çĕртенех.
— Ура çине тăр! ― хыттăн кăшкăрса пăрахрĕ старшина, ― санпала господин земски начальник калаçать!
Çтаппан яшт! çеç сиксе тăчĕ. Бернадский хăй шухăшне малалла каларĕ:
— Эсĕ Михаил Янашова тӳлемелли парăмна йышăнатăн-и?
«Акă мĕншĕн чĕнтернĕ мана...» ― вĕçсе иртрĕ шухăш Çтаппан пуçĕнче.
Çтаппан çийĕнчех калайманнипе каллех старшина сасси янăраса кайрĕ:
— Эсĕ мĕн, хăлхасăр-и? Санран ыйтаççĕ вĕт!
— Йышăнатăп, — терĕ Çтаппан, тăна кĕрсĕ.
— Миçе тенкĕ йышăнатăн?
— Çирĕм пилĕк тенкĕ, ― шухăшласа тăмасăр хуравларĕ Çтаппан.
— Апла иккен... — Çтаппан çине тăрăхласа пăхрĕ Бернадский, — урхамахшăн кам тӳлет?.. Хапхапа çенĕкĕ, чӳречесене кам çĕмĕрнĕ пулать вара? Йытта та эс вĕлермен-и?..
Çтаппан, пысăк начальниксем ырă кăмăллă пулма кирлине астуса, Миххапа иккĕшин хушшинчи ĕç-пуçсене пĕтĕмпех йышăнма шут тытрĕ:
— Кусене те йышăнатăп, ваше благороди.
— Йышăнатăн пулсан, мухтава тивĕç... Бернадский хăй майлă калаçнă пек ăнланса, Çтаппан тата ытларах хăюланчĕ.
— Ку ĕçсемшĕн эпĕ айăплă мар. Мана ирĕксĕртен тума тиврĕ вĕсене...
— Интереснă! ― илтĕнчĕ Лаврскин йĕрĕнчĕк сасси.
— Чăн та интереснă! ― Миххан халиччен пĕлмен тĕлĕнмелле ĕçĕсем çинчен итлеме хатĕрлĕнсĕ килĕшрĕ Бернадский. ― Каласа пар, Янашовăн урхамахĕпе йыттине мĕншĕн вĕлертĕн? Хапхине, çенĕкне, чӳречисене мĕншĕн çапса çĕмĕртĕн?
Пĕтĕмпех каласа пама шутланă Çтаппан Бернадский сăмахĕсене хирĕç кĕскен çеç хуравларĕ:
— Пӳлĕхçем çырлахтăр, ваше благороди, çутçанталăкра эпĕ хĕрĕх çул ытла пурăнатăп, никампа та ятлаçса курман. Пуринпе те килĕштерсе пурăннă...
— Эсĕ мĕнле пурăнни кирлĕ мар пире! ― хыттăн каласа хучĕ Бернадский. ― Эсĕ пире мĕн ирĕксĕрленипе Янашовăн урхамахне вĕлерни, унăн çурт-йĕрне çĕмĕрсе тăкни çинчен каласа пар!
Çтаппанăн йĕркипе калас шухăшĕ арпашса кайрĕ.
— Ваше благороди, Янашов вăрă-хурах! ― тесе ячĕ вăл кĕскен.
Бернадский пуç тăрăх вĕри шыв янă пекех сиксе тăчĕ:
— Мĕн тетĕн эсĕ?!
Лаврский вăрăм мăйне сĕтел урлă тăсрĕ:
— Господин земский начальник, протестлетĕп!
— Эçĕ ухмаха ернĕ-и? ― илтĕнсе кайрĕ старшинан çилĕллĕ сасси.
Хисеплĕ тӳре-шарасем арăш-пирĕш кăшкăрашни Çтаппан хăлхине кĕнĕ-кĕмен иртсе кайрĕ. Вăл хăйĕннех печĕ:
— Янашов мана урхамахĕпе таптама тапăнчĕ! Хăйĕн Хĕлип вăрă-хурахĕпе манне икĕ лаша вăрларĕç, ĕнепе пă-рăва вĕлерчĕç... Эпĕ ăна çавăншăн...
— Чарăн! ― куçпуçне чарса пăрахрĕ те Бернадский чăмăрĕпе сĕтеле чышрĕ. ― Чарăн! Эпĕ сана сăмах памастăп!
— Протестлетĕп! Ку этем хисеплĕ хуçана никам илтмен-курман хур кӳчĕ. Протестлетĕп!
Старшина та ыттисенчен юласшăн пулмарĕ:
— Мĕнле хăятăн эсĕ, путсĕр! Е сивĕ çĕре кĕрсе ларас килчĕ-и?
Çтаппан чарăнчĕ. Тӳре-шарасем юнаса кăшкăрнинчен мар, калас шухăшĕсем йăлтах арпашса кайнăран.
Лаврскипе старшина та кăшкăрма чарăнчĕç. Кантурта Бернадский сасси çеç янăрарĕ:
— Путсĕр этем темерĕн! Уезчĕпе чи ырă та хисеплĕ хуçана хурлама пăхасшăн. Ун вырăнĕнче тепĕр çын пулсан, сана тахçанах Çĕпĕре ăсатнăччĕ! Ку вара хăйне сиен тунине шыраса илнипех каçарасшăн!
«Сап-çара тăратса хăвариччен каторгăна ăсатни аванрахчĕ», ― хуйхăрса шухăшларĕ Çтаппан.
Бернадский. ку хресченĕн сехрине çителĕклех хăпартрăм тесе, лăпкăнрах сасăпа калаçма тытăнчĕ:
— Юлашки хут ыйтатăп, Янашова тӳлемелли парăмусене йышăнатăн-и эсĕ е йышăнмастăн-и?
Вернадский мĕнле «ырă кăмаллине» курса ĕненнĕ Çтаппан:
— Мĕн калас пеккине паçăрах каларăм. Урăх сăмах çук манăн, ― терĕ.
Кун пек ĕç Бернадские те йăлăхтарса çитерчĕ. Хăвăртрах вĕçлес тесе, Лаврские сăмах пачĕ.
— Господин земски начальник, ― мăйне сĕтел урлă тăсса, сăмахне пуçларĕ Лаврский — Ответ тытаканĕ Янашовран çирĕм пилĕк тенкĕ илнине хăех йышăнчĕ. Ытти парăмсем çинчен уретникпе староста тата пунеттейсем кăтартса пани пур. Çавăнпа Ивановран икçĕр аллă икĕ тенкĕ шыраса илмеллине çирĕплетме ыйтатăп. Халех пама укçи çук пулсан, Ивановăн икĕ ят çĕрне, вырса илмен тырри-пуллине, пилĕк сурăхне тата кил хушшинчи мĕнпур çурт-йĕрне туртса илмелле тума ыйтатăп!
Ваккат ларчĕ.
— Иванов, хушса каламалли çук-и сан? ― ыйтрĕ Бернадский.
— Çук, ― паçăрхи пекех ниме пĕлтермен сасăпа хуравларĕ Çтаппан.
Бернадскипе Улитин тепĕр пӳлĕме кайрĕç. Вăхăт нумай та иртмерĕ, ― унтан таврăнчĕç те, Бернадский кĕскен çырнă приговора вуласа пачĕ.
Çтаппан çакна ăнланчĕ: патша ячĕпе унăн çĕрне, тырри-пуллине, сурăхĕсене тата кил хушшинчи çурт-йĕрне Михха валли туртса илеççĕ. Ан тив, земски начальникĕн кун пек ĕçсене татса пама ниепле тивĕç те пулман пултăр. Тĕттĕм чăваш ăна-кăна чухлаймарĕ. Вăл тарăхма çеç пĕлчĕ: «Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, никам курман киревсĕр ĕçе патша ячĕпе турĕç. Мĕншĕн ирĕк парать вăл вĕсене иртĕхме? Е хăй те пĕр урапа çинчех пулсан?.. Кама ĕненмелле вара? Мĕнле пурăнмалла çутçанталăкра?» Ку шухăшсем Çтаппана вилĕм пекех хăратса пăрахрĕç. Вĕсене хăвăртрах сирме васкарĕ. «Çук, çук, патша айăплă мар унта. Атăлкассинчи ĕçсене ăçтан пĕлтĕр вăл? Ун çинчен кам каласа парĕ ăна. Раççей аслă, патша пĕр-пĕччен. Ырă мар этемсем юри ун ячĕпе усал ĕç тăваççĕ.»
Çтаппан киле май утрĕ. Кăштах кайсан, вулăс кантурĕнче Сехмет аташтарнипе çеç темĕнле ăнланмалла мар ĕç пулса иртнĕ пек туйăна пуçларĕ ăна. Ку туйăм чĕрине те кăштах лăплантарчĕ. Уй-хире тухса, çынсем тырă вырнине курсан, кантурта мĕн пулса иртнисем çинчен йăлтах маннă пек пулчĕ. Юлашкинчен килне хăвăртрах çитсе, тырă вырма тухас ĕмĕт-шухăш çеç тăрса юлчĕ.
Ял çывăхĕнче ăна çӳрен утсем кӳлне шанкаравлă лав çитрĕ те, пĕлĕт пек тусан çĕклесе иртсе кайрĕ. Çтаппан тăрантас çинче Бернадские, Лаврские тата старшинана палласа юлчĕ. «Михха патне пыл-сăра ĕçме кайрĕç иккен». Ун куçĕ умне вулăс кантурĕнче пулса иртнĕ ĕçсем аслатиллĕ хура пĕлĕт пек хăрушшăн тухса тăчĕç. Чирлĕ арăмĕ вăл ырă хыпарпа таврăнасса кĕтсе выртнине аса илчĕ те пĕтĕм чунĕпе салхуланчĕ. «Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, чăннине пĕлсен, мĕн курĕ вăл... Ку усал хыпар вĕлерсех пăрахĕ ăна. Çук, çук, чăннине каласа пама юрамасть. Тĕп тумах шутлаççĕ пулсан та, паян-ыранах тăваймĕç. Унччен арăм сывалма ĕлкĕрĕ». Çак шухăшсемпе Çтаппан килне таврăнчĕ.
Упăшки пӳрте кĕнĕ-кĕменех Татьяна пуçне ун еннелле пăрчĕ:
— Кайса килтĕн-и?
— Кайса килтĕм, Татьяна... ― вăйĕ çитнĕ таран хăйне кăмăллă тыткалама тăрăшрĕ Çтаппан.
— Мĕн ĕçпе чĕнтернĕ?
— Леш укçа пиркиех пăвăртаççĕ. Михха старшинана каласа панă — Татьяна хăраса ӳкнипе Çтаппан ăна йăпатма васкарĕ: ― Уншăн тесен, ним пăшăрханмалли те çук. Старшина манран; «Миххана тӳлемелли парăм пур-и сан?» ― тесе ыйтрĕ. Эпĕ: «Пур», ― терĕм. «Хăçан тӳлесе татма шутлатăн?» ― терĕ. «Укçа пулсанах тӳлесе тата-тăп», ― терĕм. Вара сăмахĕ те пĕтрĕ. Вăхăта уссăр ирттерни çеç пулчĕ. Юрĕ, ку нимех те мар-ха... Уй-хирте çынсем ытлашши нумаях марччĕ. Хуллен хуса çитĕп вĕсене.
Анчах ĕмĕр тăршшĕпе пĕрле пурăннă, пĕрре пăхсах чухлама вĕреннĕ çынран ăшра мĕн пуррине пытарма хĕн çав. Татьяна та çавнашкалах, вăйсăрланнă куçĕсемпе Çтаппан çине тинкеререх пăхрĕ те вулăс кантурĕнчи ĕçсем пуçĕпех урăхла пулнине туйса илчĕ:
— Ах, Çтаппан, эсĕ тĕрĕссине каламарăн пулас. Арăмĕ ĕненменни Çтаппанăн ырă та нихçан суйса курман чĕрине сăнă пек пырса тăрăнчĕ. «Юрĕ, паян суйрăм пулам. Сывалсан, тĕпĕ-йĕрĕпе каласа парăп та каçарĕ».
— Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, Татьяна чунăм. Эпĕ сана хăçан суйса каланă вара?..
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...