Кăвак çĕмрен :: Çăкăр-тăвар — хире-хирĕç
— Çуркунне кăçал ытла йĕркесĕр пулчĕ. Çав айăплă, пурне те антăратса çитерчĕ, — мăкăртатса хуравларĕ пуян.
— Çуркунне йĕркесĕр пулнине пĕлетĕп-ха, — сăмахне малалла тăсрĕ пуп. — Ку çеç пулсан эпĕ кулянас та çук. Тĕне çирĕп тытса пыманшăн вĕсене Христос та тарăхнă. Анчах çакăн çинчен килтешсем пĕлесшĕн те мар. Çитменнине тата таçта пăлхавсем пуçланнине калаççĕ. Ах тур, тетĕп вара, пирĕн пата та çав ахăр самана ан çиттĕрччĕ.
— Халăх пăлханни çинчен эпĕ илтнĕ-ха. Темле хресчен патшине те шухăшласа кăларнă.
— Çапла çав. Ку мана та уйрăмах кулянтарать. Сас-хура пирĕн пата ан çиттĕрех. Атту çынсем урсах кайĕç, итлеми пулĕç, чиркĕве пĕтерĕç.
«Ку ытла темех мар-ха, — хай ăшĕнче шухăшларĕ Савантер. — Хăв тирне çăлас тетĕн-ха ĕнтĕ...»
Вăл Иннокентий çине тимлĕн пăхса илчĕ. Пуп ăна паян яланхи пек мар, мĕскĕн, вăйсăр туйăнса кайрĕ. Савантер хăйĕнчен хăй тĕлĕнчĕ, ниуштă вăл çак этемренех çапла тери хăраса пурăннă, ун çăмлă мăнтăр алли ирĕк парсан çынна вĕлерме те, çурт-йĕре вут чĕртме те пултарнă. Ăна вара хăй тахçан авалхи чăваш туррисене манса усал ĕç тунăнах туйăнса кайрĕ. Çапах та вăл ку шухăшсене пупа систерес мар терĕ.
— Патша саккунне епле манччăр-ха! — кăшкăрсах каларĕ вăл. — Чиркĕве çӳреме те пăрахмĕç.
— Э-э-эх, Савантер, çынсене пĕлсех çитерейместĕн-ха эсĕ. Çынсем — сурăх кĕтӳ!
— Сурăх кĕтӳн те хуçи пулать. Кĕтӳç.
— Анчах урса кайсан сурăхсем те унран хăрамаççĕ.
— Хăрамаççĕ-тĕк — кĕтӳçи хăй айăплă. Чăпăрккине тытма пĕлмест. Кĕтӳçĕн чăпăркки çирĕп пулмалла.
— Сăмаху ылтăн. Кун пирки эпĕ те шухăшлатăп-ха. Чăнах та, хамăрах айăплă пуль, пурнăç тилхепине пушатрăмăр пулмалла. Атту санни пек инкеке те курас çукчĕ. Ывăлу вăхăтсăр çĕре кĕнĕ пирки калатăп мар-и...
Савантершĕн хĕвел анса таврара сĕм тĕттĕм пулса кайнă пекех туйăнчĕ. Чĕри пăчăртатса ыратрĕ, пуçне хуйхă хĕскĕчĕпе хĕсрĕ. Вара вăл чăтаймарĕ, ури çине сиксе тăчĕ.
— Эс, Иннокентий, ман хуйха ан тив, юнланса тăракан сурана тăвар ан сап! — терĕ вăл сиввĕн, вара шăлĕ витĕр аяккалла чăртлаттарса сурчĕ. — Хама хам та астуми пулатăп ун çинчен калаçнă чухне.
— Ан çилен, тусăм. Саншăн ку мĕнле хуйхă иккенне лайăх пĕлетĕп. Анчах ахальтен аса илмерĕм. Пулăшас тесе, хавхалантарас тесе.
— Ара, кун пек чухне мĕнпе пулăшăн! — тискеррĕн кăшкăрса ячĕ Савантер. — Е эсĕ ман çав çĕре кĕнĕ юратнă ывăлăма чĕртсе тăратма пултаратăн-и? Кала! Пултарать-и сан турру çакна тума!
— Лар-ха, тусăм, — аллинчен тытса хăй патнелле туртрĕ пуп Савантере. — Лар.
Пуян, ассăн сывласа, ун çумне ларчĕ.
— Ман турă сан ывăлна чĕртсе ура çине тăратма пултараймасть. Анчах урăх енĕпе пулăшма пултарать. Атя-ха, шухăшлар, тен, мĕскер те пулин кирлине тупăпăр.
— Халь тин мĕн шухăшласа тупмалли ĕнтĕ! — каллех çилĕллĕн каларĕ Савантер. — Ним тума та çук. Пурнăç та, ĕмĕт те пĕтрĕ. Пурăннин те усси çук. Акă, кур, — хуçалăхĕ енне аллине тăсса кăтартрĕ, — ман хыççăн кама юлĕ! Ют çынсене-и? Çав ют çынсемшĕн тăрăшмалла-и манăн? Кала, Иннокентий! Кала, таса атте! Мĕншĕн пурăнмалла манăн!?
Пуп сиввĕн кулам пекки турĕ.
— Савантер, ара, эсĕ ватă та мар вĕт. Çирĕп, йĕркеллĕ арçын. Мĕн кирли — сан çумăнтах. Çапла калаçма юрать-и вара? Теприсем сан çулăнта тин пĕрремĕш хут авланаççĕ, юратаççĕ, хитре арăм тупса унпа киленесси пирки шухăшлаççĕ.
Пуп сăмахĕ мĕне пĕлтернине ăнлансах çитеймесĕр Савантер куçне мĕлт-мĕлт! тутарса илчĕ.
— Чим, мĕн калаçан эсĕ?
— Сана пуласлăху пуррине ăнлантарас тетĕп.
— Чим, Иннокентий, мĕнле ăнланмалла куна?
— Çĕнĕрен ача-пăча çуратмалла тетĕп.
— Мĕ-ĕн?
— Е ача-пăча мĕнле çуралнине пĕлместен-и? — йĕкĕлтенĕн кулса илчĕ пуп. — Е эсĕ арçын пулма пăрахрăн-и?Çук, чиперех пек. Кастарман, сухалу те пур.
— Эх! — аллипе сулчĕ пуян. — Сан куласси çеç, пуп. Анчах асту, шӳтӳ пĕрре те ăслă мар. Е эсĕ ман арăм мĕнлине пĕлместĕн-и? Типсе хăрнă пушăччи вăл! Ватă. Манран тем чул аслă! Çитменнине тата — чирлĕ. Юн хăсать. Пулмасть унран. Ара, вăл йĕркеллĕ хĕрарăм пулнă-тăк пĕр ача вĕççĕн пурăнаттăм-и çапла?!
— Куна илтнĕ-ха эпĕ. Турра ытларах кĕлтумаллаччĕ.
— Кĕлтунă ĕнтĕ. Сан турруна çеç мар... Эх, мĕн каламалли ĕнтĕ. Ĕлĕк ман пек пуянсем пĕр арăмпа çеç пурăнман. Икĕ, виçĕ арăмпа киленнĕ. Чăваш туррисем хирĕçлемен ун пеккине.
— Апла, ман чиркӳ сана тепĕр арăм тупма чарса тăрать-им?
— Пĕлместĕн пуль...
— Эпĕ пĕлетĕп-ха, анчах эсĕ, ав, Савантер, чухласах çитерейместĕн.
— Мĕн чухламалли тата?
— Çавăн пирки калас тесе килтĕм те, — ăс вĕрентнĕн каларĕ пуп. — Эсĕ тĕрĕс ăнланнă, чиркӳ, таса тĕн икĕ арăм тытма хушмасть. Анчах санни пек инкек чухне мĕн те пулин шухăшласа кăларма пулать.
— Чăнах-и? — хыпăнса ӳкрĕ пуян. — Мĕскер тумалла вара?
— Арăмна... çук тăвас пулать.
— Вĕлермелле-и? — хăраса çĕлен пек чашкăрчĕ Савантер.
— Мĕншĕн вĕлермелле? Вĕлерни — çылăх. Урăхла меслет тупмалла. «Монастырь» тенине илтнĕ-и эсĕ? Вăт, илтнĕ апла. Монастырь — турă çурчĕ. Арăмна унта яма пулать. Хĕрарăмсен монастырьне. Монахиня пулать вара вăл. Турă валлилĕх хĕрарăм. Эсĕ хайхи тепре авланма, çĕнĕ арăм илме пултаран. Вăл сана пӳрт тулли ача-пăча çуратса парĕ... Çитрĕ-и пуçна?
— О-о-о, Иннокентий аттеçĕм! — савăнăçлăн кулса ячĕ Савантер. — Эсĕ маншăн хăв турă пекех пулăн. Саншăн ĕмĕр-ĕмĕр кĕлтуса пурăнăп. Санăн чуру пулăп.
— Хĕрсем çине пăхкала, кăмăлна килекеннине суйла, палăрт, — кулса илчĕ пуп. — Анчах асту, чи хитрине суйласа ил. Вара тӳрех мана кала. Ытти — ман ĕç.
— Тавтапуçах, рехмет, рехмет, аттеçĕм-тусăм! — ури çине сиксе тăрса пуç тайрĕ пуян. — Эсĕ — çăлакан, тупата туршăн.
— Ну, юрĕ, юрĕ, ытлашши ан мухта, — кăмăлĕ тулчĕ пупăн. — Килĕшетĕн пулсассăн — пĕр ĕç хушам малтан. Лайăх, турра кирлĕ ĕç. Çак ĕç тухсан — турă саншăн темĕн те тăвĕ.
— Тĕнчене те тепĕр майлă çавăрса хума хатĕр эпĕ халĕ! — тепре пуçне тайрĕ Савантер. Кала, таса атте, мĕн тумалла?
Пуп ури çине тăчĕ.
— Валтиеле пачăшкă килнĕ. Пĕлетĕн вĕт-ха, валтиелсем паян кунчченех чиркӳсĕр, пупсăр пурăнаççĕ. Эпĕ вĕсене валли пуп тупрăм. Унта халĕ чиркӳ тума тытăнаççĕ. Вĕсене пулăшас пулать. Пачăшкăпа пĕрле — вунă салтак. Ăнсăртран тем сиксе тухасран. Анчах салтаксем вĕсем хăратма кăна пĕлеççĕ. Пачăшкăна вара пурнăçа лайăх чухлакан тел — пулăшавçă кирлĕ. Мужик, ăна-кăна чухлакан çын, сан пекки. Кăмăлу пулсан — кай Валтиеле. Чиркӳ лартни — турра çывăх çын пулни. Ăнлантăн-и, ун хыççăн турă сана нихăçан та хăй ырлăхĕнчен пăрахмĕ.
— Мĕн кирлине йăлтах тăвăп, Иннокентий атте.
— Тата çакна калам, — терĕ пуп. — Валтиелсем валли эпĕ лайăх пуп, хам пекки шырарăм. Анчах кирлĕ пеккине тупаймарăм. Вара кунпах килĕшмелле пулчĕ. Ку кăштах айванрах, çемçе чунлăрах, пĕр-пĕрне юратмалла тесе кирлинчен те ытларах пакăлтатать. Пыра-киле эпир ăна хамăр май унăпăр та-ха. Турă пулăшсан — кирлĕ çулпах ярăпăр. Хăв пĕлетĕн, пирĕн ĕçре çирĕп чунлă, харсăр, хушу сăмахлă пулмалла.
Халĕ Савантер çак пупăн кашни сăмахĕпе килĕшме хатĕр:
— Тĕрĕс, таса атте.
— Ну, турă пулăшнипе, эппин. Ыранах çула тухма пултаратăн. Эп сана ăсатса ярăп. Малтанлăха чи кирли — чиркĕве никĕсленине чаплăн уявласа ирттересси. Пурин асĕнче те юлтăр. Валтиелĕнчен таврăнсан — туй тăвăпăр. Хĕрне çеç куçласа хума ан ман.
Пуп, сывпуллашмасăрах, рясине çĕкле-çĕкле, тĕкме еннелле утрĕ.
— Савантер! — илтĕнсе кайрĕ картиш енчен çурăк сасă. — Апат çиме кĕр!
— «Арăм! — кăмăлсăррăн кулам пекки турĕ пуян. — Шăмми те тирĕ кăна. Ыталамалăх та пулаймарĕ вĕт... Ну, юрĕ-ха, чăтасси нумай юлмарĕ».
Хайхискерĕн пĕтĕм шăмшакĕ вĕрилленсе, çăмăлланса кайрĕ.
«Юн вĕреме тытăнчĕ, — терĕ Савантер хăйне хăй. — Хĕр тупатăп, хĕр. Пике. Çап-çамрăккине. Вунçиччĕрине! Хитрине... Чăп-чăмăр кăкăрлине... Арçын аллинче пулса курманнине...»
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...