Паскаль виçкĕтеслĕхĕ :: 9 пай


Вырсарни кун сисĕнмесĕрех çитрĕ. Леша кашни кунах шкултан таврăнсан почеркне юсама пур предметсемпе васкамасăр, Эртиван вĕрентнĕ пек çырма тăрăшрĕ. Хăйнех курăнать: почеркĕ улшăнса пырать. Амăшĕ пăхать — çĕнĕрен пĕрремĕш-виççĕмĕш классенчи пек шăрçаласа çырнине ĕненесшĕн те мар, анчах ĕненмесĕр те май çук, ывăлĕшĕн урăх çын çырманнине, вăл тар юхтарса тăрăшнине хăй куçĕпе курать.

Урокĕсене Эртиванпа тăваççĕ. Малтан Литюк ывăлĕпе питĕ çывăхланнăшăн, вăл класран класа йĕркеллĕ куçса пырайман пирки кăшт ырламасăр та калаçкаланăччĕ амăшĕ. Анчах кайран вăл мĕнле пултаруллă та хăйне сăпайлă тытакан ача иккенне хăй куçĕпе курса ĕненчĕ те вĕсен туслăхне çирĕплетме те тăрăшрĕ: Эртивана нихçан та апат çитермесĕр кăларса ямасть, унăн ĕçĕсемпе те ывăлĕннисемпе кăсăкланнă евĕрех интересленет, çитĕнĕвĕсемшĕн савăнать.

Тата тепĕр паллă ĕç пулса иртрĕ Лешăшăн ку эрнере — вăл детекторлă приемник туса пĕтерчĕ. Унăн хăш-пĕр пайĕсене кӳрши — ырă кăмăллă Семен Андрейч панăччĕ. Физикăпа класра чи лайăх вĕреннĕрен схемăсене вăл нихçан та пăтраштарса ямасть, çавăнпа радиоприемник пайĕсене чылайăшне хăех турĕ. Наушниксене çеç Семен Андрейч парнелерĕ. Шăмат кун вăл вĕсен тĕлĕпе иртсе пынă чухне чӳрече уçăлчĕ те, Семен Андрейч пуçĕ курăнчĕ.

— Кĕр-ха, Леша, наччаслăха, — чĕнчĕ вăл. Шалта кил хуçи ăна кулкаласа пăхрĕ.

— Шкула улттăмĕшне кайрăн, анчах пĕр япала пирки манман-и эсĕ? Каникулта çăвĕпе тенĕ пекех тăрмашрăн-çке унпа.

— Манман, Семен Андрейч... Юлташсене юри каламастăп, кĕтмен парне пултăр тесе... Эпĕ ăна пĕтĕмпех туса çитернĕ, пĕр япала çеç, сасă тытаканни, çитмест. Эсир тупма шантарнăччĕ те, приемникĕ те сирĕн мастерскойрах упранать.

— Астăватăн-çке!

— Э-э, унашкал япалана ăçтан манăн? Кашни кун кĕтетеп.

— Çав япала тинех тупăнчĕ, Леша. Шупашкара хамăнах каймаллаччĕ те, вăхăт çитеймерĕ-ха. Çавăнпа Çĕнĕ Синер çыннинчен пулăшу ыйтрăм. Шупашкартан мар, Саранскран илсе килнĕ. Атя мастерскойне, халех лартса пăхатпăр.

Мастерскойĕ пысăк мар, ик-виç çын вырнаçмалăх çеç. Çапах та мĕн кирли пурте пур унта: пĕчĕк пăчкăсем, савасем, ийĕсем, пăрмалли-хытармалли, касмалли-хĕстермелли. Леша мĕнле ĕçленине пăхса, мухтаса та илетчĕ-ха ăна мастерской хуçи: «Аллусем вăр-вар, мĕн кирлине хитрен якатма та, сăрлама та пĕлеççĕ. Алĕçне ан ман, вĕренсех пыр, пурнăç тăршшĕпех кирлĕ пулать вăл арçынна».

Мастерскойĕнче Леша хайхи çутă чăмăрккана питĕ асăрханса ун валли ятарласа тунă шăтăк евĕрлĕскерне вырнаçтарчĕ, йĕп пеккине çирĕплетрĕ, радиохумсен шкалине куçаркаласа пăхрĕ. Нимĕн те çĕмĕрĕлмен, пурте хăй вырăнĕнче. Леша пăлханса хăлхисене хайхи наушника тăхăнчĕ те чăкăр-чăкăр! тунине илтрĕ. Таçта кĕрхи аслати авăтать-ши? Çиçĕм çиçнĕ чухне детекторлă радиоприемник питĕ сисĕмлĕ, анчах ку вăхăтра Шупашкарпа Синер хушшинче çиçĕм çиçес çук-ха, таçта кăнтăр енче çиçĕм ялтлаттарса аслати авăтнине те сисет приемник...

Радиохумсен сăннине шкали тăрăх куçарса пынă май хăлхасенче темиçе хутчен те çын сасси илтĕне-илтĕне кайрĕ.

— Шупашкара тытма тăрăш. Халĕ шăпах чăвашсен тĕп хули калаçать.

Çак самантра чăваш дикторĕн сасси илтĕнсе кайрĕ: «Çĕнĕ хыпарсем паратпăр. Çĕрпӳрен пĕлтереççĕ. «Пучах» колхоз патшалăха тырă сутмалли плана тултарнă...»

— Пирĕн район çинчен! — терĕ Леша савăнăçлăн. — Тытăр, Семен Андрейч, пĕр наушникне тăхăнăр, иккĕн харăс итлетпĕр!

Районта чылай ялта радио кĕртнĕ-ха. Синере те кашни çулах кĕртетпĕр тесе сăмах параççĕ, анчах ниепле те кĕртеймеççĕ. Тĕлĕнмелле! Леша хăйĕн аллипе майлаштарнă детекторлă радиоприемникпа Шупашкар чăвашла калаçнине итлет. Çĕнĕ хыпарсем вĕçленнĕ хыççăн чăваш юррисен концерчĕ пуçланчĕ. Эх, епле илемлĕн янăраççĕ тăван юрăсем!

— Семен Андрейч, ку концерта эпĕ аннене итлеттерсе пăхасшăн, юрать-и?

— Юрамасăр! Радиоприемникне эсĕ турăн-çке, халĕ ăна хăвпа пĕрлех илсе кай.

Леша киле чупса çитрĕ те фермăран апата хăпарнă амăшне савăнăçлăн кăшкăрса чĕнчĕ:

— Анне, паян детекторлă приемник туса пĕтертĕм. Халĕ Шупашкартан концерт параççĕ. Итлесе пăх, — амăшне вăл хăлха çаврашкисем тăхăнтартрĕ.

Амăшĕ хаваслансах итлерĕ. Унтан ывăлне ыталаса илчĕ:

— Питĕ лайăх илтĕнет. Ну пултаратăн та, Леша! Тата мĕн туса кăтартăн-ши?

— Микулпа кирпĕч çапрăмăр-и? Çапрăмăр. Çав кирпĕчрен ыран вĕсем кăмака купалаççĕ. Улттăмĕш класра вĕренекенсем ăна пулăшма ниме тăвас терĕç. Ыран, анне, эпĕ те кăмака тума вĕренесшĕн-ха...

— Кирпĕчĕ юрăхлах тет-и?

— Кăмака купалакан эпир çапнă кирпĕче Шупашкар кирпĕчĕпе танлаштарнă. Пирĕн те çитес çул çĕнĕ кирпĕч туянмалла мар, анне. Эпир тунă кирпĕч мĕн чухлĕ нумайрах ларать, çавăн чухлĕ çирĕпрех пулать иккен.

— Эс тунинчен купалатпăр, Леша!

— Эпĕ хам купалатăп, анне.

— Нивушлĕ ăна та вĕренетĕн?

— Вĕренетĕп, анне. Хăвах калаттăн вĕт çын вĕренмен ĕç çук тесе!

Тепĕр кунне Леша ирех тăчĕ, килте пĕр ĕç тумасăр тӳрех Микул патне кайрĕ. Юлташĕ кил картинче пĕчченех утса çӳрет.

— Леша! — чунтан савăнчĕ вăл ăна курсан. — Çитрĕн-и?

— Эпĕ килместĕп тесе шутларăн-им?

— Эй, Леша, пуçа темĕн те пырса кĕрет. Куратăн-и кивĕ кирпĕч купине? Çавă çеç тăрса юлчĕ малтанхи кăмакаран. Пӳрчĕ пирĕн пысăк мар, аннепе иксĕмĕр çĕркаçах веç çуса тасатрăмăр. Ыттисем килеççĕ-ши?

— Килеççĕ, Микул! Ан пăлхан. Чиперех калаçса татăлтăмăр-çке ĕнер. Сăмах тытман ача çук пирĕн хушăра. Кăмака купалакан çитмен-и-ха?

— Çитмен-ха...

Леша каланă пекех пулса тухрĕ: ун хыççăнах Эртиван çитрĕ, унтан — Павлов Илья. Вăл шахматне те пĕрлех илнĕ.

— Эсĕ кунта шахматла вылясшăн мар пулĕ те?

— Ан хăра, Эртиван. Канмалли вăхăтра çеç.

— Пĕрре ĕçе пуçăнсан канас шухăша пуçăнтан кăларса ывăт!

— Ан пăшăрхан — ывăтатăп!

Эртиван çĕнĕ кирпĕч купи тавра утса çаврăнчĕ:

— Çаксене иксĕрех тунă-и эсир? — ыйтрĕ вăл Лешăран.

— Çаксене...

— Шел, эпĕ кĕтӳçре çӳренĕ — пулăшаттăм.

— Ан хуйхăр, кĕтӳ пăхасси кирпĕч çапнинчен те йывăртарах ĕç.

— Куна тĕрĕсех калатăн: çумăр çуса ярсан кунта пӳрте кĕме те никам чармасть, кĕтӳçсен вара ниçта пытанма та çук. Аслати авăтать, çиçĕм çиçет — эсĕ пĕр-пĕр ĕне хӳттинче хутланса тăратăн. Эй, аса та илес килмест...

— Пурнăç улшăнать, Эртиван. Тавай аса илместпĕр.

— Тавай... Çапах та сана çĕнĕ хыпар пĕлтермесĕр чăтаймастăп...

— Мĕнле хыпар?

Эртиван ытти чухнехинчен чеерех пăхать, пысăк кăвак куçĕсем савăнăçлăн выляççĕ. Тата тепĕр задача шутланă ахăр геометрипе?

— Саламлатăп, Эртиван! — терĕ вăл.

— Мана мар, Улькана тав ту.

— Мĕн, задачине нивушлĕ Улька шутларĕ?

— Мĕнле задача çинчен калаçатăн эс?

— Хальхи вăхăтра пирĕн вăл пĕрре çеç — Паскаль виçкĕтеслĕхĕ...

— Паскаль мар-ха кунта... Пачах урăххи... Ташла пĕрре — унсăрăн пĕлейместĕн.

— Мана ташлаттариччен упана ташлаттарма тивет санăн, Эртиван.

— Ну, юрĕ, староста тесе каçаратăп, — Эртиван Петрова Улька пурăнакан урам еннелле пăхрĕ. — Куçна лайăхрах уç-ха, кама куратăн?

Леша çăварне мĕнле уçнă, çаплипех хытса тăчĕ. Вĕсен еннелле Улькапа Натали çывхарса килеççĕ! Иккĕшĕ те ĕçе каймалла тумланнă, пĕр-пĕрне пăхса темен калаçаççĕ.

— Рабочи класа хĕрӳллĕ салам! — Улька яланхи пекех хаваслă, умне кивĕ саппун çакнă, кивĕ пушмак тăхăннă. — Микул, хăвăр бригадăна пире йышăнатăн-и?

Малтанах асăрхаттаратăп, каялла тавăрса яма сĕнместĕп. Мĕншĕн тесен çав-çавах сирĕнтен уйрăлса каймастпăр!

— Староста мĕн калать... — хĕр ачасене курсан пĕтĕмпех çухалса кайрĕ Микул.

— Староста шкулта хуçа, кунта — эсĕ! Эпир кая юлнă тесе хыпаланатпăр, эсир ĕçе те пуçăнман иккен. Капла юрамасть!

— Кăмака купалаканĕ çитеймерĕ-ха, — тӳрре тухма хăтланчĕ Микул.

— Кăмака купалакан — пирĕншĕн патша! Вăл килсе çитиччен пурте хатĕр пулмалла. Миçен эпир? Аха, улттăн! Литюк аппана, Микул амăшне, шутламастпăр, унăн ахаль те ĕç туп-туллиех. Çăлтан шыв ăсса килекен кам пулать? — Улька, хăйсен урамĕнчи звено ертӳçи Лисук пек, умĕнчи ачасене командирла пăхса çаврăнчĕ. — Кам? Мĕншĕн никам та чĕнмест?

— Эпĕ! — терĕ Павлов Илья.

— Тăмне кам çăрать?

— Эпĕ! — терĕ Эртиван.

— Кирпĕч парса тăракансем Лешăпа Микул пулаççĕ. Мĕншĕн тетĕр-и? Калатăп: иккĕшĕ те кăмака купалама вĕренсе юласшăн. Хăй çапнă кирпĕчрен Леша çитес çул кăмакине те хăех купалама шутлать.

— Эсир хăвăр мĕн тăватăр? — Павлов Илья шахматне тирпейлĕн чĕркесе хучĕ. — Юрăсем юрласа пире хавхалантарасшăн-и?

— Юрă — хавхалантарать, анчах унпа аппаланма хальлĕхе вăхăт сахалтарах-ха. Çавăнпа пуринчен те ыйтатăп: уçă сывлăшра ĕçлекенĕн мĕн пулать?

— Хырăмĕ хытăрах выçать, — терĕ Павлов.

— Çут çанталăк законĕ, шута илмесĕр пултарай-мастпăр. Кам мĕн кăмăллать?

— Паранкă! — терĕ Эртиван.

— Мĕнле паранкă? Çĕр улмине шуратса, шуратмасăр пĕçерме пулать. Теприсем туранине юратаççĕ е нимĕр-не. Паранкăна хуппипех вĕри кĕлпе хупласа та пĕçерме пулать. Хăшне суйласа илетпĕр?

Сасăласа паранкăна кĕлпе витсе пĕçерме йышăнчĕç.

Улька мĕнле калаçнинчен шалт! тĕлĕннĕ Литюк аппа аллисене саппунĕпе шăлкалама ĕлкĕрчĕ çеç, чĕкеç шатриллĕ хĕр ача ун патне пырса та тăчĕ.

— Литюк аппа, кăçалхи улмана кăларса пăхнă-и?

— Тырă вырма тухсанах...

— Пире, Наталипе иксĕмĕре, ăна пахчара кăларса кĕлпе хупласа пĕçерме ирĕк паратăр-и?

— Ăçтан тупăнма пĕлтĕн эсĕ, Улька? Эпĕ сана хамăн пĕтĕм ĕçе шанса пама хатĕр! Епле пĕтĕмпе пĕлетĕн?

— Çук, Литюк инке, пĕтĕмпе йышăнма пултараймастăп эпĕ. Тĕслĕхрен, кăмака купалакан валли апат кам пĕçерет? Вĕсем пурте тутлă çиме юратаççĕ. Ăнчах ĕç пĕтерсен аншарлипе кам сăйлать? Тепри тата... черкке ĕçмесĕр кирпĕч те хумасть. Эпĕ пĕле-етĕп! Çулла эпир те çĕнĕ кăмака тутартăмăр. Манăн виçĕ пичче, икĕ аппа, — çавăн чухне пурте пĕр саслăн кил хушшинчи командира пĕр кунлăха мана лартма йышăнчĕç. Атте те хирĕç пулаймарĕ. Аннене, сире тĕкĕнмен пекех, ниçта та кĕртмерĕмĕр. Вăл хăй хуçа.

— Пире, Улька, мĕн ĕçтеретĕн? — ыйтрĕ Павлов.

— Çăл шывне хăв ăсатăн вĕт. Анчах кӳпĕнесрен сыхлан — хвелшер пунктĕнче ĕçлекенсем пурте пасара кайрĕç. Нумай калаçрăм — пуçлатпăр!

Никам та Улькана хирĕçлемерĕ. Каларĕ вĕт — пиччĕшĕсемпе аппăшĕсен командирĕ пулнă. Ачасем вĕсене пурте лайăх пĕлеççĕ: çӳллĕскерсем, вăйлăскерсем. Кашни хăйĕн вырăнне йышăнма тытăннăччĕ çеç, урам енчен ют сасă илтĕнсе кайрĕ. Улька хĕрсе калаçнăран хăйсен хыçне икĕ арçын пырса тăнине нихăшĕ те сисмен. Пĕри пурте паллакан Семен Андрейч, тепри ют, ватă, кăвак сухаллă.

— Сывлăх сунатпăр, Семен Андрейч! Сывлăх сунатпăр, асатте!

— Вăйлă команда пухăннă кунта, — терĕ кăвак сухалли, — сирĕн пек маттур ачасемпе кăмака эпир кăнтăрлачченех купаласа пĕтеретпĕр. Командирĕ те маттурскер. Вăл хушнине пĕтĕмпе итлесен çĕнĕ кăмака çине ларса уйăх çине те вĕçсе кайма пултаратпăр. Çапла-и, Улька?

— Мĕншĕн уйăх çине çеç? Пĕрре вĕçеве тухнине Шурăмпуç çăлтăрĕ тавра та çаврăнса килме пулать, Пурхил мучи.

— Эпĕ сирĕнпе, çамрăксемпе, хĕвел патне çитме те хатĕр. Ну, иксĕмĕр купаланă кăмака мĕнле ĕçлет? — кăвак сухалне аллипе шăлкаласа ыйтрĕ старик.

— Чиперех ĕçлет! Анне кашни хутмассеренех мухтать, — терĕ Улька, унтан вăл ачасем еннелле васкаса çаврăнчĕ. — Пирĕн кăмакана шăпах Пурхил мучи купаларĕ. Ун пек ăста Çĕрпӳре çеç мар, леш енче те çук теççĕ. Тĕрĕс тунă ăна чĕнсе Литюк аппа. Лешăпа Микулăн та Пурхил мучирен вĕренсе юлмалли сахал мар.

— Эсĕ вĕсене ман çума тăратса тĕрĕс тунă, Улька, — терĕ кăмакаçă.

Унпа пĕрле пӳртелле Семен Андрейч та кĕчĕ, алăка хупиччен вăл:

— Ачасем, ял ятне ярас мар, — терĕ.

— Ямастпăр! — харăссăн тавăрчĕç ачасем. Тепĕртакран ĕç вĕреме те пуçларĕ. Пурхил мучи ĕçре пĕрре те ватă çын пек мар: кĕлеткипе вăр-вар çаврăнкалать, Микул сĕрнĕ çăра тăм шĕвекĕ çине Леша тыттарнă кирпĕче лач! хурать, унтан тимĕр калекĕпе ăна айккинчен тĕккелесе кăштах шутаркалать, шал енчен те çапкаласа илет, тăм шĕвекне те калекĕпе сăтăрса якатать. Юлашкинчен кирпĕче тепре шак! тутарать те кăмăллăн: «Пулчĕ!» — тет. Е ун вырăнне тепĕр чухне кĕскен кăххăмлатса çеç илет. Леша чухлакан пулчĕ ĕнтĕ: старик кăххăмлатни унăн кăмăлĕ лайăххине пĕлтерет. Апла пулсан ачасем мĕнле ĕçлени кăмакаçăна килĕшет.

— Çак кирпĕче çапакансем эсир вĕт? — сасартăк ыйтрĕ Пурхил мучи. — Кам вĕрентрĕ?

— Семен Андрейч...

— Шур тăмĕ те хăвăр ялтах пур-и?

— Хамăр ялтах...

— Хĕрлĕ тăмĕ те?

— Хĕрли те...

— Семен Андрейч ачасене питĕ юратать пулас?

— Питĕ... Кирек хăçан та ăшшăн кĕтсе илет.

— Паха кирпĕч çапнă, ырлатăп, — терĕ Пурхил мучи. — Анчах кăмака маччине тата аяла каймасть, мĕншĕн тесен унта валли хĕртнĕ кирпĕч кирлĕ. Уншăн ан пăшăрханăр. Эпĕ малтан килсенех куртăм: ун пекки кивĕ кăмакаран юлниех çитет.

Еçлене маи мучи хăиен ĕç вăрттăнлăхĕсене кĕскен те ăнланмалла кăтартса пырать: кăмака анине тăвиччен миçе рет хумалла, маччине мĕнле çавăрмалла, хăрăм шăтăкĕсене хăш тĕлерех хăвармалла, юшкăсем валли хушăксем епле майлаштармалла тата ытти те.

— Тĕтĕм тухасси те, кăмака пӳрте мĕнле ăшăтасси те пĕтĕмпех кăмака мĕнле купаланинчен килет. Пĕр тĕслĕх каласа кăтартам-и?

— Калăр, ку пире те кирлĕ.

— Итлĕр эппин. Пĕр ăстаçă ялта кăмака тума килĕшнĕ. Вăл сĕре пултаруллă çын иккенне çав урамри тепĕр çын пĕлет те ун патне пырса йăлăхтарсах çитерет: «Мана та туса парăр-ха». Ку килĕшмест, лешĕ çаплах йăлăнать. Юлашкинчен аптăратсах çитерет. Мĕн тумалла? «Пыратăп, хатĕрленĕр», — тет ялтан тухса кайма ĕлкĕреймен кăмакаçă. Вара пысăк кăмакана икĕ кун купалать те хăналанмасăр тенĕ пекех килне хăвăртрах таврăнать. Тепĕр кунне икĕ килĕнче те çĕнĕ кăмакасене пĕр вăхăтрах хутса яраççĕ хуçисем. Малтанхисен кăмаки кĕрлесе кăна çунать, ниçтан тĕтĕм тухмасть. Йăлăнса тарăхтарса çитернин вара анинчен тĕтĕм палкать, вутти çунаймасăр тарăхтарать. Малтанхин кăмаки хутса кăларсан алăпа тĕкĕнми вĕри, пӳртĕнче мунчари пек; иккĕмĕшĕн кăмаки кăшт çеç ăшă, пӳрчĕ вара сиввипех.

— Мĕнле-ха апла, мучи? Кăмакасене пĕр çынах тунă-çке.

— Ан тарăхтар, каланине итле. Кăмакаçăн пĕр хăй çеç пĕлекен темĕн тĕрлĕ вăрттăнлăх та пур. Тĕтĕм çулĕсене сире кăтартрăм вĕт. Кăмака купăласси вăл юратнă юрра шăрантарнипе пĕрех — кĕввине ниçта та улăштармастăн. Хăш-пĕр чухне, юрă юрласах килмест те, тĕтĕм çулне е пăртак улăштаратăн, е тата кирпĕчне урăхларах хуратăн... Пĕрисем ăшă пӳртре кăмакаçăна ырласа пурăнаççĕ, теприсем сивĕ çĕрте ăна ятласа чĕтресе лараççĕ.

Лешăпа Микул çăварĕсене шыв сыпнă пек итлеççĕ. Микул ыйтмасăр чăтаймарĕ;

— Ку ĕç сирĕнпе пулса иртмен-и, Пурхил мучи?

— Астумастăп, пуçри ăс сухала куçма пуçларĕ... Анчах сире, кăмакаçă пулсан, апла хăтланма сĕнместĕп. Юрă пекех янраса ларччăр сирĕн хыççăн кăмакасем! Унтан хăйсем мĕн чухлĕ ĕçленине хак панă пек пăхса илчĕ: — Ну, ваçка, кăштах канса илме те юрать. Ĕç кал-кал пырать!

Ку хыпар самантрах кил картинче саланчĕ, унтан — пахчара. Лешăпа Микул та çуртран уçă сывлăша тухрĕç. Валашкара тăм çăракан Эртиван, амăшне пулăшма Микул кивĕ лаççа кĕрсен, Лешăна пахчана тухса пăхма сĕнчĕ.

■ Страницăсем: 1 2