Кĕпер :: Çурхи шыв


Саманипе çанталăк кăçал ăмăртса васкарĕç.

Шурă сăртсем хуралчĕç те ешерчĕç; чĕмсĕр варсем шавларĕç те кĕрлерĕç.

Тук шывĕ тулса кайрĕ, сылтăм енчи чăнкă çырана кăшла-кăшла, çӳлтен-çӳле хăпарчĕ. Смоляковăн хыçалти тимĕр алăкне пырса çапăнчĕ, Селĕп Кирилен хӳмесĕр килкартине юхса кĕчĕ.

Хайхи Çимĕк улăхĕсем, Юплĕ кӳлĕсем, Киремет шурлăхĕсем кунта нихçан пулман тейĕн. Вăрмантан сăртлăха çити Чулçырмаран Лешеккине çити сарăлчĕ çурхи шыв.

Çанталăк çапла ашкăннă вăхăтра ял тăруках лăпланчĕ.

Колчак çарĕсем те çурхи шыв пек сарăлса килеççĕ. Енер вĕсем Таллăран аллă çухрăмра тесе калаçатчĕç, паян Таллăра теççĕ. Ялта кулаксем те, коммунистсем те çук тейĕн. Пĕрисем Сахар кĕсйинчи приговор пирки шухăшлаççĕ курăнать, теприсем пăлхавлă пуху çинчен манман пулмалла. Ялти ĕçсем таçта шала кĕрсе кайрĕç, куçа курăнми пулчĕç. Сахар Куракхăвипе çыхăну татăлнăранпа яла тухса çӳремест, Тен, каллех, чехсем вăхăтĕнчи пек, пытанса пурăнмалла пулĕ...

Кăçалхи мункун шăпах çураки тĕлне килет. Хăрушă эрне пуçланчĕ. Эрни ĕлĕк этем ывăлĕшĕн хăрушă пулманччĕ-ха, тахçан-тахçан турă ывăлешĕн хăрушă пулнă теççĕ. Кăçал вăл кунта хăшпĕр этем ывăлĕшĕн те хăрушă пек курăнать.

Чулçырмасем «Колчак килет» темеççĕ ĕнтĕ, «Колчак килчĕ» теççĕ. Чăнах та, Колчак çарĕ кӳршĕри яла çитнĕ, — Чулçырмаран мĕнпурĕ те çичĕ çухрăмра. Кӳрше ялта пулни пырĕччĕ-ха, — паян «колчаксем» Чулçырманах килсе кĕчĕç...

Юнкун ирхине яла сăрт çинчен пĕр çирĕм юланут анчĕ. Çурçĕр енчен килнĕ разведчиксене пуянсем «колчак» вырăнне йышăннă. Лешсем те вара: «Эпир колчаксем», — тенĕ, пуянсемпе вăлтса калаçнă.

Тайман Сахарĕ коммунистсене Лешеккине кимĕпе ăсатрĕ. Хăй çапах та Колчак çарĕ кунта çитессе кĕтмест, Чапаев дивизине шанать. Анчах сăрт çинчен юланутсем аннине курсан, вăл та пытанчĕ. Тараса ачасемпе чупса çӳренĕ чух ялти ĕçсене сăнама хушрĕ.

Ревком приговорĕ Хаяр Макарсене те, Вăрăм Ваçилисене те ăс кĕртсе çитереймен иккен.

Хаяр Макар «колчаксемпе» калаçнă чух контрибуци пирки питĕ çĕтĕлнĕ. «Совет влаçĕ пире çаратрĕ, тырăсăр, укçасăр хăварчĕ, мана вунă пин тенкĕ контрибуци тӳлеттерчĕ», — тенĕ. «Колчаксен» командирĕ «мĕскĕн хресченсене» хĕрхенсе калаçнă, кӳршĕ ялта Колчак пуянсене контрибуци укçине тавăрса пачĕ, тенĕ. Вара Хаяр Макар «колчаксен» командирне ял ячĕпе пăлăннă, контрибуци укçине тавăрса пама ыйтнă. Командирĕ килĕшнĕ, «Совет влаçне йышăнмастпăр, Колчака патша вырăнне хурса кĕтетпĕр тесе, хут çырса алă пусăр. Алă пуснисем халех пирĕнпе пырăр. Паян каçченех укçа илсе киле таврăнатăр», тенĕ.

Çапла пулнă тесе калаçрĕç кайран. Мĕнле пулсан та, пуянсем чылайăшĕ, «колчаксемпе» калаçнă хыççăн, чăнах та, хут туса, алă пусса, Колчакран укçа илме кайма хатĕрлене пуçларĕç.

Çав вăхăтра юланутсем ял тăрăх кустарса çӳрерĕç. Тăвăрхушлăхра Вăрăм Ваçили ӳсĕр пуçпавырăсла «Я — Колчак» тесе кăшкăрать. Пĕр «колчакĕ» çавна илтсен, ăна нухайккапа ăс кĕртме тăрăшрĕ. Кĕртеймерĕ. Леш пурĕпĕрех «Я — Колчак» тесе мĕкĕрет (Сахар ăна «эсĕ Колчак сĕмлĕ» тенине аса илнĕ пуль). Çавна курса юлнă Тарас ашшĕ патне чупрĕ. Ывăлĕн хыпарĕсене пĕлсен Сахар: «Пирĕннисем ашкăнаççĕ», — терĕ те вăрттăн хӳтлĕхрен тухрĕ.

Тăхăр çын, хăйсен лашисене утланса, «колчаксемпе» пĕрле сăрт çине хăпарса кайнă.

Вĕсем Колчакран укçа шырама кайнине Мăрзабай чӳречерен сăнаса тăнă тет. Çав айвансен хушшинче Мирски Тимук та юланутпа лĕнчĕртетнине курсан, йăвалансах кулнă тет.

Смоляков, укçа хакне лайăхрах пĕлекенскер, Колчакран укçа шырама кайман. Вăл кайма мар, «колчаксенчен» пытаннă тет.

Çак тĕлĕнмелле, камшăн инкеклĕ, камшăн кулăшла япала хăвăрт пулса иртрĕ. Тен, сăрт çине хăпарнă-хăпарманах сисе пуçларĕç пуль айван куштансем. Анчах каялла вĕсем тепĕр кун та, эрнерен те, уйăхран та таврăнма-рĕç...

Тепĕр сехетрен Чулçырмана Тоцки енчен тăвайккипе тата икĕ юланут пырса кĕчĕ. Пĕри, сăрт еннелле кăтартса, йĕнер çинчен ӳкес пек ахăлтатса кулать. Тепри тутине çеç чалăштарса:

— Сан ĕç вăл, Лапша! — тет. — Эсех ман ачасене пăсрăн пуль, çапла тума вĕрентсе ятăн пуль.

— Эп мар, командир юлташ. Карттус çинчи хĕрлĕ çăлтăрсене пытарма çеç хушрăм эп. Кулаксене Кутяков патне ертсе кайма вĕрентмен вĕсене. Хăйсем тавçăрнă. Беляков ĕçĕ вăл.

— Кутяков хăй кăна пулсан пырĕччĕ-ха. Паян Чапаева кĕтеççĕ. Лекетех пуль сана, Лапша, куншăн.

— Чапайран лекмест. Кулаксене вăлтса, вĕсен контрреволюциллĕ ăшчикне тавăрса кăтартнăшăн Чапай орден парать мана.

— Эс Чапайпа, тен, туслă та пуль, пĕлместĕп. Анчах пĕччен çӳремест вăл халь. Унпа пĕрле комиссар та килет, Фурманов юлташ. Вăл мĕн калĕ?

— Хăрамастăп, кăмандир юлташ. Эс мана пур инкекрен те çăласса шанатăп.

Командир тени, илтмĕш пулса, лашине шпорăпа пăталарĕ. Икĕ юланут вара тӳрех Селĕп Кириле çурчĕ еннелле юрттарчĕ.

Лешеккинче пирĕн паллакан хушлăха та манса хăварман çурхи шыв. Илюшăсен пӳртне шыв илнĕ. Илюша амăшĕ вăхăтлăха Радаевсем патне пурăнма куçнă. Ольăсен пĕтĕмпех куçмалла пулмарĕ. Шыв хапха патне çитсе чарăнчĕ. Çапах та Оля амăшĕ выльăх-чĕрлĕхе, кирлĕрех япаласене ял варрине, шанчăклă çĕре, куçарчĕ. Хăй те ытти ачисемпе кунта çывăрмасть. Оля килте пĕчченех юлнă.

Чăваш мункунĕ ĕлĕк-авал хăрушă эрнери юнкун пуçланнă теççĕ. Оля ун пирки пĕлмест, анчах темшĕн мункун савăнăçĕ паян иртенех унăн чĕрпне кăтăкла пуçларĕ. Çывăхарса килекен телее сиснĕ-ши хĕр е çурхи тулăх шыв тулли ĕмĕт хускатать-ши ун чĕринче?

Пӳртре пĕчченех хĕвелçаврăнăш шĕкĕлчесе, уçă чӳречерен пăхса ларать Оля. Чӳккукри еннелле пăхать вăл. Рамашăн çимĕк çулĕ те пĕтĕмпех шыв айне пулнă. Тарасăн йĕлтĕр çулĕ те ирĕлсе пĕтнĕ. Чулçырмапа çыхăнмалли çулсем пӳрте татăлчĕç. Çуркуннехи çул юратнă чĕрешĕн пуринчен кĕске, тӳп-тӳрĕ пулма пултарнине пĕлмест-ха вăл, çав тӳп-тӳрĕ çулпа унăн телейĕ çывăхарса килнине те курмасть.

Пăрутапăрĕпе Чӳккукри еннелле мар, кăшт сулахаялларах пăхсамччĕ, Оля! Ав, куратăн-и, Чулçырма варринчен çурхи тинĕсе темле туратлă каска юхса кĕчĕ. Каска мар вăл, Оля, туратлă йывăç та мар. Шыва майăн мар, шыва хирĕçрех, тӳрех сан хапхуна тĕллесе килет вăл. Акă вăл кимĕ пекех курăна пуçларĕ ĕнтĕ, çынсем те курăнаççĕ. Виççĕн вĕсем. Тин асăрхарăн та... урама чупса тухрăн. Урамĕ те ял урамĕ мар ĕнтĕ халь. Венеци урамĕ тейĕн. Пултăрах! Эс пурпĕрех Венецире пулман, ун пирки илтмен те. Илтнĕ пулсан та, хăвăн паянхи телейне нимле венецианка телейĕпе танлаштармăн...

Малалла мĕн пулнине эсĕ лайăх астумастăн та, Оля. Кайран, нумай вăхăт иртсен тин, эс çак ăшăта уяр куна, çак икĕ çул кĕтнĕ вăхăта кашни самант таран астуса илме тăрăшăн...

Оля хапха умне тухса тăчĕ. Шыва кĕрсе, кимме хирĕç утма та хатĕр вăл. Пĕри, пĕчĕкреххи, Тарас. Теприне те палларĕ Оля: Филька вăл. Виççĕмĕшĕ кам?! Спирка пулас çук ĕнтĕ. Илюша та мар... Оля теприн пирки йăнăшасран хăрать. Акă вăл, виççĕмĕшĕ, ура çине тăчĕ те карттусĕпе сулкалама тытăнчĕ. Тем кăшкăрать, уççăн илтĕнмест-ха. Акă Филька та, ишме пăрахса, ура çине тăчĕ, карттусне çӳлелле ывăтрĕ, анчах тытаймарĕ, шыва ӳкерчĕ. Виççĕшĕ те, пĕчĕк ачасем пек ахăрса, карттус тытма пикенчĕç...

Оля та те ĕсĕклесе, те ахăлтатса кулса ячĕ. Те макăрать вăл, те кулать. Кулать! Тути-çăварĕ те, куçĕсем те кулаççĕ, анчах куçĕнчен шултра куççуль тумламĕсем шăпăртатса юхаççĕ.

...Катаран Рамаша палларĕ Оля, çывăхра паллаймарĕ, сасартăк ютшăнса ӳкрĕ. Çапах та икĕ çула яхăн иртнĕ çав. Çамрăк чуншăн икĕ çул тепĕр чух çур ĕмĕр пек туйăнать, тепĕр чух тата пĕр вырăнта тăрать. Савнă каччине кĕтсе пурăннă чух Ольăшăн виçĕмçулхи асран кайми çимĕк кунĕсем те иртсе кайман пек туйăнатчĕç. Яланах асра тăракан Рамаш сăнĕ те икĕ çул хушшинче пĕртте улшăнмарĕ. Анчах вăхăчĕ чылай иртнĕ çав. Çывăхра Оля паллаймарĕ те Рамаша. Урăх çын: çӳллĕрех, сарлакарах, тути усси йĕрĕпе хуралнă. Тумĕ те урăх, сăнĕ те улшăннă. Çук, çук, сăнĕ улшăнман. Ак йĕкĕт тутине чалăштарса йăл кулчĕ. «Оля, Ульга!» — тесе хĕре ыталарĕ...

Кимĕ Ольăсен хапхи патне çывхарнă çĕре шыв илнĕ хушлăха халăх пухăннăччĕ. Çынсем мĕн каласса пăхмарĕ Оля, каччине хăй те ыталарĕ, куçне хупса, хăй те чуптурĕ.

Хĕрпе каччă пӳрте кĕчеç. Чӳрече хупăнчĕ, чаршавĕ карăнчĕ, Тарас, ача пулсан та, ăнланчĕ, пиччĕш хыççăн пӳрте кĕмерĕ. Филька пурне те пӳрт çумĕнчи типĕ сукмакпа аяккарах ертсе кайрĕ, вĕçĕмсĕр юмахласа, карма çă-варсене йăпатрĕ.

— Юлташун кăкри çинче мĕн вăл? Хĕрес те мар, медаль те мар, — ыйтрĕç унран йĕкĕтсем.

— Орден! Хĕрлĕ Ялав орденĕ, — терĕ Филька. — Ун пек орден урăх никамăн та çук.

Вара Филька, Рамаша мĕншĕн орден панине хăй те тĕплĕн пĕлменскер, Шатра Микка пек çавăнтах майлаштарса юмахлама пуçларĕ. Анчах ăна хĕрарăмсем килсе чăрмантарчĕç. Спирка амăшне курсан, вăл сасартăках шăп пулчĕ, пуçне усрĕ. Унтан хăй амăшĕ çывхарнине курчĕ те, халăх хушшинчен тухса, ăна хирĕç чупрĕ.

Филька тĕнчере пĕччен пурăнма пултараймасть. Ана тĕрек — çирĕп, шанчăклă юлташ кирлĕ. Ялта çавăн пек тĕрек уншăн Илюшăччĕ. Отрядра, Илюшăпа уйрăлсан, вăл Спирка мĕлки пулса тăчĕ. Спиркăна çухатнă хыççăн вара Филька хăйне хăй те пĕлми-туйми пулчĕ. Кутяков бригади Урал фронтне куçсан, Рамаш ял çыннисене шыраса тупрĕ, Филькăна хăй патне куçарчĕ. Çĕнĕрен чĕрĕлчĕ вара йĕкĕт. Çакăн хыççăн ытти юлташ-янташсенчен пачах уйрăлчĕ Филимон Лапшин. Чапаев дивизине Хĕвелтухăç фронтне куçарчĕç, Колчака хирĕç ячĕç, лешсем урăх дивизире, Урал фронтĕнче, Уральск хулине сыхлама юлчĕç.

Çурхи шыв пĕр чикĕре вăрах тăмасть: е тулать вăл, е чакать. Ольăн çурхи шыв пек тулса кайнă телейĕ те вăраха пымарĕ...

Лешеккинче Рамаш пĕр каç кăна ирттерчĕ. Ольăн амăшĕ кăмăлларĕ кĕрӳшне. Рамаш, паллашнă чух, тӳрех: «Эп Оля упăшки», — терĕ, анчах хăрушă эрне иртмен-ха — туй тума юрамасть. Туйсăр арлă-арăмлă пурăнма çынсем умĕнче ырă мар. Çапла калаçкаларĕ ват çын.

— Авалхи йăлапа чăваш мункунĕ юнкун пуçланать, — терĕ Рамаш. — Кунта туй тума юрамасан, пирĕн енче тăвăпăр. Венчет кирлĕ мар пире. Ман атте патша чухне те вунă çул венчетсĕрех пурăннă. Эпир халь Совет вăхăтĕнче çĕр çул пурăнăпăр...

Рамаш халь шыв урлă пĕчченех каçас терĕ, Филькăпа Ольăна ыран каçма хушрĕ. Кимĕ çӳретме Тараса хăйпе илсе кайрĕ. Кĕçнерникун Рамаш çутăлнă-çутăлман Тоцкине вĕçтерчĕ. Тата тăват-пилĕк кун килте пурăнма ирĕк пачĕç ăна. Тен, Тоцкине таврăнмалла та пулмĕ, пĕр-ик кунтан полк Чулçырмана пырса позици йышăнмалла пек калаçрĕç.

Рамашпа Ольăн туйе эрнекун пуçланчĕ.

Туйра ĕçкĕ пулмарĕ. Филькăна «кĕçĕн кĕрӳ» туса ташлаттарчĕ Рамаш. Кайран хăй пĕччен те, Ольăпа пĕрле те ташларĕ. Шатра Микка шăпăр каларĕ. Кăмăшка тавраш ĕçмерĕç «камун туйĕнче», анчах Лисук пиччĕшсем патĕнчен сăра тупса килчĕ. Халь ĕнтĕ сăрине Сахар та кăшт ĕçрĕ.

Нимрен ытла туй çыннисене Филька тĕлĕнтерчĕ: кимĕ тĕпне шăп Тарас пысăкăш çуйăн хурса килнĕ вăл. Унăн çуйăнĕ те мар, сăмахĕ ытларах тĕлĕнтерчĕ. «Çенĕкре, пĕр хатĕрсĕрех тытрăм», терĕ вăл. Çынсем йĕкĕт шӳт тăвать тесе ĕненмерĕç. Рамаш хăй те ĕненмерĕ: «Эс, Лапша, кăшт ĕненмеллерех тыттар», тесе кулчĕ...

Шăматкун каç енне Стенька Разин ячĕпе хисепленекен полк яла килсе кĕчĕ. Рамаш хăйĕн эскадронне Çырмапуçĕнче вырнаçтарчĕ. Командир авланнине пĕлсен, хĕрлĕ армеецсем çĕнĕрен туй тума пуçларĕç, Стенька Разин çинчен юрă юрларĕç, «Эй, ты, Филька, черт, спляши!» тесе Филькăна ташлаттарчĕç. Ташлама сасартăк юрă кĕввине те улăштарчĕç, сăмахĕсене те тупрĕç:

 

Тетка, тетка, Лизавета,

Я люблю тебя за это,

И за это и за то...

Во! И боле ничего.

 

— Сана та асăнаççĕ, Лисук. Эсĕ те ташласа кăтарт, — терĕ Сахар арăмне. — Катари вырăссене тĕлĕнтерсе, чăвашла якăштатса кăтарт-ха...

Тĕн йăлисене пĕтĕмпех йышăнса çитмен чăвашсем «камунсене» хăрушă эрнере туй тунăшăн сивлемерĕç. Халăх туй курма ялĕпе пухăнчĕ.

Вырсарникун, мункун чанĕсем тĕнкĕлтеттерме тытăнсан, «туй халăхĕ», темиçе кимĕ тупса, шыв çинче ярăнса туй турĕ тата. Каллех чапаевец-разинецсен юратнă юрри кĕрлерĕ:

 

Из-за острова на стрежень,

На простор речной волны

Выплывают расписные

Стеньки Разина челны...

 

Тунтикунпа ытларикуна Рамашпа Оля ытларах чуччу ярăнса ирттерчĕç. Пĕлĕте вĕçсе каяс пек ярăнчĕç. Хĕçлĕ, шпорăллă туй халăхĕ кăнтăрла кунĕпе çамрăк мăшăр тавра явăнчĕ. Каç енне вĕсене Филька хăваласа яма пикенчĕ. Хăй авланса курман пулин те, авланнă командирĕн кăмăлне сисрĕ пулас...

Юнкун нрхине полк ялтан кайичченех чулçырмасем çуракине тухрĕç, анчах пурте мар. Иĕнерлĕ Ту еннелле никама та ямарĕç, унта çапăçу пулмалла.

Ирхине Тарас та, ула лашана кӳлсе, куккăшсен эртелĕпе пĕрле пушкăрт енне çуракине кайма хатĕрленчĕ. Вăл ĕнтĕ, тилхепе тытса, вăрлăх миххнсем çине хăпарса та ларнăччĕ. Çав вăхăтра пӳртрен Рамаш чупса тухрĕ.

— Чим-ха, Тарас, ан тапрат лашуна, — кăшкăрчĕ вăл. — Хире илсе кайма çăмарта пĕçертĕмĕр, çуйăн ăшаларăмăр. Инкӳ юриех сан валли çуйăн хӳрине хăварнă.

Юлашкинчен Тараса пиччĕшĕ ыталаса хытă чуптурĕ. Ача малтан тĕлĕнсе кайрĕ. Нихçан та Рамаш чуптуманччĕ ăна. Çав самантрах хĕç аври аяк тĕлне пулса ыраттапчĕ. Ачан чунĕ те ыратса кайрĕ. Иртенпех Рамашсем те кайма хатĕрленеççĕ вĕт, Хĕç çакнă. Мĕне кирлĕ вăл? Çын пуçне касма кирлĕ. Рамаш пуçне те çаплах касма пултараççĕ. Çакăн пек шухăшсем тăвăнтарчĕç ачана. Макăрса ярас марччĕ тесе, аран тӳсрĕ Тарас, пиччĕш çине пăхмасăр, тилхепене карт туртса, лашине тапратрĕ.

Акă, сăрт çине хăпарса Кивçурта çитсен, Хушка Ту енчен пăшал пĕрре персе янине илтрĕ вăл! Хайхи сигнал! Ял çине каялла çаврăнса пăхрĕ Тарас. Ял кăткă йăви пек хĕвĕшме пуçланă. Кĕçех Çырмапуçĕнчен юланутсем сиктерсе тухрĕç те тăвайккинчи çул çине пухăнчĕç. Пĕри мала иртрĕ. Рамаш вăл, пĕрремĕш эскадрон командирĕ. Кунтанах палларĕ ăна Тарас. Акă, Рамаш хĕç туртса кăларчĕ, темĕскер кăшкăрчĕ те лашине юртăпа ячĕ. Ун хыççăн пĕтĕм эскадрон, эскадрон хыççăн пĕтĕм полк тăвайккипе Йĕнерлĕ Ту еннелле кустарчĕ. Юлашки юланутсем курăнми пуличченех лашине чарса пăхса тăчĕ Тарас.

Катари хире пĕр эрне киле таврăнмасăр ĕçлеме тухса каять вăл паян. Куккăшсĕм унта çитнĕ те пуль ĕнтĕ. Тарас та çитрĕ унта, анчах вăл паян лаша хыççăн ана тăрăх çӳремерĕ, кунĕпе урапа айĕнче макăрса, таçта Иĕнерлĕ Ту хыçĕнче аслати кĕрленĕ пек тупăсем кĕрленине итлесе выртрĕ. Селĕп Кириле ачана йăпатса ĕçе чĕнесшĕнччĕ, ăна услап упăшки вырăнне тырă акма килнĕ Кĕтери чăрмантарчĕ.

— Ан тив, макăрса лăплантăр. Тăван пиччĕшĕ вĕт, — терĕ.

Селĕп Кириле, эртел пуçлăхĕ, ана пуçне пырса тăчĕ те, хĕвелтухăçнелле пăхса, виçĕ хут сăхсăхса илчĕ. Лере çапăçу пуçланнă вăхăтра кунта çураки пуçланчĕ вара.

Оля та кунĕпех тупă сассине итлесе, вырăн çинче пуçне çĕклемесĕр выртрĕ. Каç енне амăш патне таврăнас терĕ вăл. Сахар ăна хăй кимĕпе леçсе хăварчĕ. Çул тăршшĕпе пĕрне-пĕри сăмах чĕнмерĕç вĕсем. Çулĕ те кĕскелнĕ ĕнтĕ. Çурхи шыв нумай чакнă, çырана ларса пырать...

Тулли шыв вăхăтĕнче тулли телей курса юлчĕ Оля. Вăл малашне чакса, типсе ларĕ-ши е, юханшыв пек çырана кĕрсе, ĕмĕр тăршшĕие лăпкăн юхса выртĕ-ши?

Кам пĕлет?