Симĕс ылтăн :: XXI пай


Ир еннелле ăшă çумăр çуса иртрĕ те, улмуççи шурă сенкер çеçке çурчĕ, акаци те сап-сарă çеçкене ларчĕ, кăвак чечексем ешĕл курăк хушшинчен пуçĕсене кăларчĕç; çĕмĕртсем айĕнче, юр çунă евĕр, шап-шурă тăкăннă çеçке выртать. Садра, тăрса итлесен, сĕрме купăссен оркестрĕ концерт умĕн сĕрленĕ пек, пыл хурчĕсем сĕрлени илтĕнет. Таврана ырă шăршă сарăлнă.

Валентин сад витĕр тухрĕ те хăмла картине уттарчĕ. Малтан Нина пахчине çитсе курас терĕ. Çынсем унран та иртерех тухнă иккен. Хăмла кăкĕсем тавра çĕре урлă пуртăсемпе чавса кăпкалатаççĕ. Валентин Нинăпа Наçтук ĕçленĕ çĕре пычĕ, Наçтукран пуртă ыйтса илчĕ те, ун вырăнне хăй тăрса, çĕр чавма тытăнчĕ, çав хушăрах калаçрĕ.

— Лайăххăн хатĕрлесе çитермен ку хăмла вырăнне. Çĕнĕ участоксем тунă чух (вĕсем пулмаллах), ăслăрах пулăпăр. Чехословакире е Германире, авă, хăмла лартмалли вырăна виç-тăватă çул малтан хатĕрлеççĕ. Малтанхи çул ăна, тарăн сухаласа, тислĕкпе, ытти удобренисемпе лайăх имçамлаççĕ, унтан нумай çул ӳсекен курăксем акаççĕ, кайран çĕре тĕрлĕ çумкурăкĕнчен тасатма вика-сĕлĕ акаççĕ... Пирĕн кунта хăмла вырăнĕсене çич-сакăр çул пач çĕнетмен, кивелсе çитнĕ вĕсем... Федор Иванч, ав, гектартан вуншар центнер хăмла илме ĕмĕтленет. Ăна туса илме пайтах тертленмелле пулать пирĕн.

— Çанталăк япăх тăрсан, мĕн тăвăн? Пĕлтĕр, ав, хăмлана çиçĕм тиврĕ, типсе пĕтрĕ вăл, — сăмах хушрĕ Наçтук. — Çанталăк типĕ тăрсан, шăварма тытăнатпăр.

— Вунă гектар хăмлана-и? Купăста шăварнă пек, витрепе шыв çĕклесе, алтăрпа сапса-и?

— Ма алтăрпа? Колхоз йĕтемĕсем çинче насуссем ахалех лараççĕ вĕт — насуссемпе шăваратпăр. Европăра ку ĕçе тахçанах механизациленĕ. Украинăри пысăк хуçалăхсенче те çаплах.

— Унта çапла пуль те — пирĕн колхозра халех вăл пуласса шанма темле...

— Ничево, пирĕн те пулать. Çын çитмест-и? Пур ватта-вĕтте, шкул ачисене ку ĕçе явăçтаратпăр та — тăватпăрах, — хавхаланса калаçрĕ Актаев. — Патшалăх умĕнчи плана та тултараймасан, намăс вара пире. Халь пĕр хамăр колхоз масштабĕпе кăна мар, государство масштабĕсемпе шутлама вĕренмелле тет ав Федор Иванч...

Правлени технички темле хут татăкĕ кăтартса килнине курсан, Валентин чĕри, темле усал хыпара сиснĕ евĕр, кăртах турĕ.

— Савиров чуптарчĕ мана, сана телефонограмма, прокуратурăран, — терĕ çатăркка чĕлхеллĕ техничка, Аюхинăн хурăнташĕ. Вăл темшĕн хĕпĕртенĕ пек туйăнчĕ Актаева. Каччă сăнĕ сасартăках тĕксĕмленчĕ.

— Района каймаллах, халех, — терĕ вăл, телефонограммăна тепĕр хут вуланă хыççăн.

— Пĕр кунхишĕн... Варсуншăн пуль ĕнтĕ, — тарăхса каларĕ Нина. Вăл шăл йĕрсе тăракан техничка çине сиввĕн пăхрĕ.

— Уншăн çеç пулсан — татахчĕ. Вăл анчах мар пуль-ха, — терĕ шухăшлăн Валентин. — Кунта тем урăххи пулма кирлĕ... Каясах пулать...

— Хăть те мĕн тăвăр, ман ĕç мар, мана пĕлтерме хушнă — пĕлтертĕм, — терĕ те техничка, вăрт çаврăнса, ялалла йăкăртатрĕ.

— Мĕнле савăннă вăл çын инкекĕшĕн, хура юнлă этем! Хĕр пуçăн техничкăра çӳремелле-и çавăн? — терĕ йĕрĕнсе Наçтук. Çамрăксем ним те шарламарĕç.

— Халех каятăн-и, Валентин? — ачашлакан куçпа пăхса ыйтрĕ сасартăк салхуланнă хĕр.

Актаев шăлне çыртрĕ, савнийĕ çине хуйхăллă куçпа пăхрĕ.

— Халех, Нина... Чипер юл... Маншăн ан пăшăрхан, эпĕ пĕтес çук ниçта та. Анчах час таврăнаймастăп пулас халь, çапла пулассăн туйăнать... Сывă пул!

Вăл хĕрĕн тăпраллă аллине тытса чăмăртарĕ те ял еннелле çирĕппĕн утса кайрĕ.

Валентин çав кунне те, тепĕр кунне те таврăнмарĕ. Хыпса-çунса кайнă Нина Актаевеем патне ирех чуп-са пычĕ.

— Валентнн халь те çук-и, анне?

— Ах, хĕрĕм, килмелле каймарĕ пуль çав вăл, — терĕ хуйхăпа анранă карчăк, — тĕлĕкне те питĕ япăх куртăм: Урхи мучун Аркашĕ килнĕ пек те ывăлăма хăйпе пĕрле çавăтса каять пек. «Ара, ăçта илсе каятăн ачана? Эс тахçанах вăрçăра вĕт?» — тетĕп çакна. Вăл каялла çаврăнса пăхрĕ те Паххунккă Куçми пулчĕ тăчĕ пек, сатана сассипе ахăлтатса кулса ячĕ пек... Эп çавăнтах хăраса вăранса кайрăм... Ырра мар ку тĕлĕк, ырра мар... Эй, турăçăм, вăрçă пуçланнăранпа пурăнни пулмарĕ манăн. Инкекĕ иккĕн, усалĕ улттăн килсех тăчĕ ман тĕле... Хăвăнтан хăракантан хăйĕнчен хăра тенĕ. Варсунтан хăрасшăн пулмарĕ çав Валентин, пĕртте сыхланмарĕ унран. Акă мĕнле килсе тухрĕ халь. Шăпах лайăх пурăнас тенĕ чух...

Нина карчăк патĕнчен Кузнецов патне, тимĕрç лаççине, чупрĕ.

— Ну, мĕнле, килчĕ-и? — ыйтрĕ Федор аякранах.

— Çук, — ассăн сывларĕ Нина.

Тимĕрç хăй ĕçне пăрахрĕ те алăк сулли çине пырса ларчĕ, чикарккă чăрканă май, васкамасăр каларĕ:

— Ĕçĕ ун кăткас пулмалла, унсăрăн халиччен таврăнĕччĕ вăл. Вăл сана Осокин пирки каласа панăччĕ-и?

— Илтнĕ ăна асăннине. Валентинăн фронтри командирĕ, çывăх юлташĕ пулнă вăл.

— Шăпах çавă. Валентин ун патне çыру çырма пулсаччĕ — çырнă-ши, пĕлместĕн-и? Каламарĕ-и сана? Çырман, значăт... Паянах ун патне çырса яр...

— Адресĕ?

— Адрес бюровĕ урлă шыраттармалла ăна. Вăрçăччен Горькире пурăннă вăл, автозаводра слесарь пулнă. Хушамачĕ-ячĕ: Осокин Владимир Иванч. Манпа тантăш, 1908 çулта çуралнă... Сывах юлнă пулсан, тупатăн ăна. Ăна Валентин çинчен йăлтах çырса пĕлтер. Вăл Валентин çинчен боевой характеристика пекки çырса ятăр. Тата вĕсен комиссарĕн адресне ыйтса пĕлме тăрăш. Кам пулнă вăл, Осокип мĕн пĕлет ун пирки? Комиссартан та Валентин пирки характеристика илсен тем пекех лайăх пулĕччĕ. Йăлтах кирлĕ çĕре ярса панă пулăттăмăр... Паянах çыр Осокип патне.

— Района кайса пăхас мар-ши ман, Федор Иванч?

— Ăçта?! Кам патне?! — кăшкăрса тăкрĕ Кузнецов. — Кукку патне кайни куртăн-им унта? Кам эсĕ Актаевшăн — арăмĕ-и, тăванĕ-и? Ыйтса пĕлес пулсан, телефонпа ыйтма та пулĕччĕ, апчах ун ĕçĕ телефонпа кăшкăрмалли ĕç мар пулас... Хăвăртрах çыру çыр эсĕ.

— Чехословакие те, Франтишек патне, çырас мар-ши?

Кузнецов хулăн мăйăхне кăмăлсăррăн сиктеркелесе илчĕ.

— Ăçтан шыраса тупăн эс ăна?

— Арăмĕ Густа Фритц Прага университетĕнче ĕçлет терĕ Валентин. Тен, ун урлă тупма пулĕ?

— Çапах та ют патшалăха çырма тăхта, апла ĕçе пушшех йывăрлатса ярăн. Хальлĕхе эс Осокинпа комиссара шыраса тупма тăрăш...

Нина çав кунах Осокин патне пысăк çыру çырса ячĕ...

Район центрĕнчен яла следователь килчĕ те Аюхина, Паххунккă Куçмипе ывăлне, Толик Атласкина, тепĕр пилĕк-ултă çынна правление пĕчченшер чĕнтерсе допрос турĕ. Мĕнлерех кураççĕ вĕсем Актаева? Мĕн калаçать вăл? Мĕншĕн Аюхинпа хирĕçет? Ăçта кайса çӳрет? Кампа туслă?.. Следователь Валентин амăшне те, Нинăна та чĕнтерсе калаçрĕ.

Актаевсен кивĕ пӳртне каллех хуйхă килсе кĕчĕ....

Эрне те, уйăх та иртрĕ — Валентин пĕр хыпар та памарĕ.

Пахчасенче хăмла виç-тăватă метр çӳллĕш явăнса ӳсрĕ, анчах юлашки кунсенче çанталăк питĕ типĕ тăчĕ.

— Тепĕр виçĕ кун пек шăрăх пулсан, хăмлана çиçĕм тивет, ĕнсе каять. Шăварас пулать, — терĕ Нинăна Урхи мучи.

Нина хăмлаçăсене, каникулти шкул ачисене пурне те пухрĕ, йĕтемсем çинчи шыв пичкипе насус ураписене кӳлтерчĕ те хăмла пахчине шăварма тытăнчĕ. Çам-рăксем халиччен пулман ĕçе пикенчĕç — икĕ плантацине те лӳшкетмелле шăварчĕç.

Утçи пуçланчĕ, халăх улăхсенче те, вăрманта та утă çулать. Хăмлаçăсене хăйсен ĕçĕнчен уйăрмарĕç. «Хăмла аврисен аякри пултранкисем ытла ашкăрса ӳссе кайнă, касас пулать, унсăрăн сĕткен йăлтах аврине кайĕ, хăмли вĕтĕ пулĕ», — терĕ Урхи мучи. Нина пĕр кунхине, ятарласах «Çăлтăр» колхоза кайса, унти ĕçсемпе паллашрĕ, таврăнсан тӳрех ытлашши пултранкăсене иртме тытăнчĕ. Ăна тунă хушăрах çумне те çумламалла, çĕрне те кăпкалатмалла пулчĕ. Кĕтмен çĕртен тата, уяр пулнă май, хăмлана кантăр пăрçи тапăнчĕ, çулçăсем айĕнче купăста хурчĕ курăнчĕ. Им-çам илме станцие Наçтукпа Нина икĕ хутчен те кайса килчĕç. Хăйĕн хуйхине кăштах та пулин манас тесе, Нина тăрăнса каяс пек ĕçлерĕ, çынсене те ĕçлеме хистерĕ. Кашниех икĕ çын чухлĕ тимлерĕ темелле.

Ял çинче утçи вăхăтĕнче нимĕнех те çĕнни, «тĕнчене тĕлĕнтермелли» пулман темелле, çапах та пĕр ĕç пирки ял-йыш чылай калаçрĕ: следователь колхозри ревизи комиссин ĕçне, уйрăмах Варсонофий Аюхин тăратнă документсене, тĕрĕслеме пуçланă, çав хутсенчен нумайăшĕ ултавлă пулнă иккен; Варсун, суя документсем тăратса, хăй счетоводра ларнă чух та, каярахпа ревкомисси председателĕ пуднă чух та колхоза питĕ нумай сăтăр тунă-мĕн. Следователь унран ялтан ниçта та тухса çӳремелле мар подпиока илнĕ, каярахпа колхоз кассинчен питĕ нумай укçа саккунсăр пĕтни палăрсан, Варсуна сут пуличченех илсе кайса хупнă...

— Вăт сана снабженец, вăт сана — ылтăн çăмарта тăвакан чăх, — терĕ кун пирки Кузнецов председателе.

— А эсĕ ăçта пултăн? Эсĕ те правлени членĕ вĕт? — парăнмарĕ Савиров.

— Эпĕ ăçтине такам та пĕлет: ялан тимĕрç лаççинче. Колхоз касси çывăхне пыман эпĕ, — терĕ Федор Иванч.

— Эпĕ те кассир мар. Колхозри лару-тăрăва эпĕ те санран ытла пĕлместĕп.

— Варсун, ав, иксĕмĕртен те лайăхрах пĕлнĕ курăнать. Касса çывăхне ăна кăçал никам та мар, эсĕ янă. Пĕр сăмахпа каласан, финанс дисциплинине пăснă эсĕ, лейтенант. Куншăн пуçран шăлĕç терĕн-и?

— Эсир ачашласса кĕтмен, кĕтместĕп те. Тиркенĕ чух пурте таса, ангел! Çитет мана кун чухлĕ командовать тунипе, малалла ху пĕчченех командовать ту. Эпĕ çитес заседанирех пичете сана паратăп...

Мăлатук тытнă тимĕрç чарăнса тăчĕ, председатель çине хаяррăн пăхрĕ.

— Вырмана тухас умĕн-и? Фронтра наступлени пуçлас умĕн хăйĕн салтакĕсене пăрахса таракан командира мĕн тăваççĕ, пĕлетĕн-и?

— Фронтпа ан танлаштар!

— А мĕнле уйрăмлăх пур?! «Кашни пĕрчĕ тырă — тăшмана пĕр пуля», — тетчĕç вăрçă вăхăтĕнче. Мĕн, халь пире тырă унчченхинчен сахалтарах кирлĕ терĕн-им? Е сан хăвăн пӳлмӳнте аçу хатĕрлесе хуни те пĕтмен-и?

— Вилнĕ çын çине ан çит эсĕ, вăл хупахра ӳсĕр пуçпа çапăçса вилмен... Ман вырăна ларас килет пулсан — ыранах пичет йышăн, хăть паянах...

— Сан вырăнна хапсăнмастăп эпĕ, Аристарх, мана кунта та япăх мар — хăнăхнă ĕç, çăмăлах мар пулсан та, пĕр майлă ĕç. Çапах халăх мана шанса лартас пулсан, эпĕ кăшт та хирĕçсе тăман пулăттăм. Анчах вара хам та çирĕп тыткаланă пулăттăм çемçешкесемпе ханттарсене!

■ Страницăсем: 1 2