Симĕс ылтăн :: XV пай
Пиншер çын утса такăрлатнă, хĕвелçаврăнăш, мăйăр хуппипе çӳпĕлесе пĕтернĕ перрон тăрăх пĕр çын канăçсăр каллĕ-маллĕ уткалать. Унăн лутака та тулли кĕлеткине пуç тӳпинчен ура тупанне çити пĕтĕмпех сăранпа чăрканă тейĕн: вăл летчиксен сăран шлемĕпе, вăрăм сăран пальтопа, сăран атăпа, сăран перчеткепе, аллинче шăрттан пек хулăн сăран портфель...
Çын пĕрре аллинчи кĕмĕл сехечĕ çине, тепре каçалла сулăннă хĕвел çине, унтан вăрман çулĕ еннелле пăхка-ласа илет те вокзал буфетне кĕрсе каять. Кунта вăл, ăшĕ хыпнă евĕр, пĕрер курка сăра ланкăртаттарса ĕçет, нимĕн те çыртмасть, вара каллех перрон çине тухать, каллех, читлĕхри тискер кайăк пек, пĕр вырăнта чарăнса тăма пĕлмесĕр утать, пирус хыççăн пирус çунтарать... Ăна вăйлă мухмăр мар, пачах урăххи канăç памасть пулас. Акă сĕт-турăх, кăмпа-хăяр, çĕрулми икерчи, мăйăр-хĕвелçаврăнăш сутакан хĕрарăмсем хушшинчен кивĕ шинель тăхăннă темле йăрă этем сиксе тухрĕ те «сăран çын» патне юс пек йăпшăнса çывхарчĕ.
— Аюхин юлташ! Варсонофий Васильч! — терĕ вăл темле пылак сасăпа. — Ну, мĕнле, килчĕç-и, çук-и? Милицирен хăрушă... сисме пултараççĕ, ман вара так ахальтен кайса ларас пулать... çав темиçе çĕр тенкĕшĕн... кирпĕч шутла унта вара...
«Сăран çын», ăна илтмен пекех малалла утаканскер, варт каялла çаврăнса тăчĕ, эрехпе шĕвелнĕ пĕчĕк куçне чарса пăрахрĕ, унăн ахаль те хĕрлĕ тулли пичĕ кĕç-вĕç юн пĕрĕхтересле хĕрелсе кайрĕ.
— Мĕскерр эсĕ, пасарти пек кăшкăратăн?! Пурте илтчĕр, пĕлччĕр, терĕн-им? Эп хам та кĕтсе ывăнтăм ĕнтĕ, халех çитмелле вĕсем. Ме, унччен буфета кайса мухмăрна чĕрт, — терĕ те Аюхин, йăрă çынна çĕр тенкĕлĕх кăларса тыттарчĕ. «Пиншер тенкĕсемпе ĕç тунă чухне çĕр тенкĕшĕн калаçса тăмалли çук, унсăрăн сăмса тутрине шеллесе шăналăка çурма тивĕ», — терĕ вăл хăй ăшĕнче.
Йăрă çын çавăнтах йĕп пек çухалчĕ.
Аюхин каллех уткалама тытăнчĕ. Çапла, пăшăрхантаракан шухăш сахал мар унăн. Çапла, пурăнса курчĕ Варсун çак çулсенче, чун киленмелĕх пурăнчĕ... Ан-чах вĕрене тем чул явсан та, ун вĕçĕ пулмаллах. Çавă шиклентерет халь хивре коммерсант чунне. «Ĕçĕ кунта тĕрлĕ спекуляцире е колхозра мĕн-мĕн тунинче кăна та мар-ха. Вăл пулнă-иртнĕ. Ăна халь тин не откажешь... Пысăкрах ĕçсем пур кунта».
Хаçат-журнал киоскĕ хыçĕнчен Нина Атласкина васкаса тухнине курсан, Аюхин ун еннелле утрĕ, аякранах вăрçа пуçларĕ:
— Мĕн эснр? Икĕ ĕмĕр кĕтмеллеччĕ-им сире? Хăçантанпа кĕтетĕп! Эсир лаша кӳлсе тухиччен тепĕр хĕсĕр арăм та ача тăвĕ! Кампа килтĕр?
Нина ăна вăрçă вăхăтĕнчех хĕненĕ хыççăн Варсун унпа сиввĕн, кăнттаммăн калаçать, çапах виçерен ытлашши тухмасть. Тем тума та пултаракан, пĕр вăхăтра «яла хăратса çитернĕ» Аюхин, тĕлĕнмелле, çак хĕртен шикленет. Шикленĕн! Нина — районĕпе паллă спортсменка, вăйĕ-халĕпе те, хăюлăхĕпе те вăл ялти чылай арçынтан ирттерет. Уйрăмах ӳеĕрпе ун çумне ан çулăх — пĕтĕм халăх умĕнче намăсланăн. Вăрçă вăхăтĕнчине манман-ха Варсун...
Эпир Наçтук аппапа пĕр лавпа килтĕмĕр, тепĕрлавĕпе — Актаев... Валентин, терĕ хĕр, Аюхина куçранпăхса. Лешĕ вăл шăтарасла пăхнине тӳсеймерĕ, куçнетартрĕ. Çак йывăр самантра ăна хайхи йăрă этем хăтарчĕ.
— Ну, мĕнле, килчĕç-и? Ай, чипер-çке! Кун пек пикесем те пур-и сирĕн колхозра? Эх, ăçта-ши хамăн вунсакăр çулхи яшлăхăм! — терĕ вăл сĕмсĕррĕн, буфетра самаях пиçсе çитнĕскер.
— Эс çын çырлине çиме ан хапсăн! Ĕçме пĕл те — ĕçне пĕл. Халех ăна хупа. пĕрле илсе кай, эпĕ те унта часах çитетĕп, — терĕ те Аюхин буфета кĕрсе кайрĕ.
Тĕрлĕ шухăш çавăрчĕ ун пуçне. Пĕр шутласан, Актаев станцие пралук илме килнинчен нимĕн тĕлĕнмелли те çук: пралукĕ ăна кирлĕ пулать. Анчах Аюхин унпа шăпах паян тĕл пуласса кĕтменччĕ. «Мĕнех-ха вара, тепĕр тесен, пурпĕрех хăçан та пулин пĕр-пĕринпе пуçпа çапăнмаллах! Пĕр ялта пурăнса — тĕл пулмасăр иртес çуках... Мĕншĕн хăратăп-ха эпĕ унран? Кам вăл маншăн? Герой-и? Тыткăнра пулнă çын çеç вĕт! Мĕншĕн айăплама пултартăр вăл мана?»
Пĕр стакан эрех ĕçнĕ хыççăн Аюхин хăйне хăй паттăррăн туйрĕ: «Хваттере кайса курăнасах пулать манăн, мансăр унта пралукне те çаратса юлĕç, хуçине шанма çук, темле ытла йăрă этем... тата... тата Валентин та мана хăравçă тесе шутлĕ, хăй айăпне сиссе хăрать тейĕ».
Аюхин хулари хваттерĕ сипелле паттăрланса утрĕ, çапах йывăр шухăшсем, асаилӳсем ун чĕрине, шĕкĕ йывăçа çинĕ евĕр, чарăнмасăр çирĕç.
«Çапла, ун чухне, Сталинградра, эпĕ тĕрĕсех тумарăм. Малтан, çапăçăва кĕриччен, çав мур махоркине пула намăс куртăм. Кайран хам хăравçăлăха пула нумай намăслантăм... Вăл юрĕ-хе тейĕпĕр, вăрçăра вилĕмрен хăраман çын çук. Пур пулсан — вăл çын нормальнăй çынах мар, тăр ухмах. Ун пеккисемпе сăмахăм та çук. Хăй кăкăрĕпе тăшман амбразурине хуплакан çынна эпĕ ăнланаймастăп, ăна чипер ăс-тăнлă çынах тесе те шутламастăп. Чепуха! Кирек камăн та пурнас ки-лет. Хурт-кăпшанкă та, ав, хĕвел ăшшинеллех туртăнать. Ман вара, Аюхинăн, аннемĕн пĕртен-пĕр ывăлĕн, мĕне кура вунсаккăртах вилмеллеччĕ?.. Çапах та Ва-лентин пирки тĕрĕсех пулмарĕ манăп... Вăл та пĕртен-пĕр ывăлччĕ-çке-ха... Ăна та килĕнче кунĕн-çĕрĕн кĕтнĕ. Эпĕ вăл мĕнле аманнине, çурт ишĕлчĕкĕ айне пулнине хам куçăмпа курса тăтăм. Ăна çавăнтах чавса кăларнă пулсан, пĕр-пĕр путвал ишĕлчĕкĕ хушшине хунă пулсан, тыткăна лекместчĕ вăл... Кайран, ăна нимĕçсем çавăрса илсен, эп каллех хăтарма пултарнă: фашистсем пиллĕкĕн кăначчĕ, манăн автомат, икĕ граната пурччĕ... Анчах эпĕ, хама ан сисчĕр тесе, пеме хăрарăм... Хăраман пулсан та, Валентина çăлайнă пулăттăм-и, çук-и — ку икĕ телейлĕччĕ. Эп чĕрĕ юлнине пĕлнĕ пулсан, фашистсем, тен, мана та ярса тытатчĕç. Тытатчĕçех!.. Вара мĕн усси пулатчĕ? Иксĕмĕр те пĕтеттĕмĕр кăна. Капла халĕ иксĕмĕр те сывах, юлтăмăр, киле таврăнтăмăр. Анчах Валентин эп ăна сутнине пĕлчĕ пулсан?.. Мĕнле майпа пĕлтĕр? Вилнĕ пек выртатчĕ вăл. Эп мĕнле аманнине те пĕлмест вăл, курман.. Никам та курман. Ах, ухмах эпĕ! Мĕншĕн мĕнле аманни çинчен аннеме каласа патăм-ха? Усĕрпе каларăм. Усĕрличчен ĕçме юрамасть ман, сыхланас пулать, унсăрăн — тем персе ярăн. Аннеме шанма пулать, юратать вăл мана, маншăн тем тума хатĕр, анчах ăна та шансах пĕтерме юрамасть. Ĕçкелет, вăрçă вăхăтĕнче хуйхăрса ĕçме вĕрентĕм тет. Валентин таврăнни маншăн çапах та ырра мар, ахалех иртмест пуль ку маншăн, чĕрем тем усала сисет... Мĕншĕн ĕмĕр тăршшĕпĕх ман çул çинче тăрать вăл? Ăна пулах эп Нинăна качча илеймерĕм. Хĕрĕ халь — хуть лавĕпех пуслăхпа çыхса турттар, пасарта никам та хĕршĕн хĕрĕх пус парас çук. Кирлĕ мар мана ун пек активистка. Пурнăç тума активисткăсемсĕр те хĕр нумай — укçу кăна пултăр. Укçине ăна хамăр тăватпăр, тупма майне пĕлетпĕр, анчах... анчах Актаевран сыхланас пулать. Халĕ вăл — ман пĕрремĕш тăшман».
Ансăр тăкăрлăкри пĕр улах кĕтесре çӳллĕ хӳме тытса çавăрнă çурт ларать; хӳме урлă унăн шифер витнĕ тăрри çеç курăнать. Çав килĕн хапхи умĕнче кивĕ шинеллĕ çын такама кĕтсе тăрать. Ана курсан, Аюхин чĕри кăртах турĕ. «Актаев... Валентин!» — тӳрех тавçăрса ил-чĕ вăл. Анчах унăн шиклĕхĕ самантлăха кăна пычĕ. Варсун, чунне хытарса, хăюллă курăнма тăрăшса, малалла утрĕ.
— Здгавствуйте! — терĕ вăл, çара аллине тăсса. Чул кĕлетке пек хытса тăнă Актаев унăн асран кайми шап-шурă шĕвĕр пӳрни çине вĕлт кăна пăхса илчĕ те аллине кĕсъене чикрĕ, хăй çапах Варсуна, чи ирсĕр те хăрушă çĕлене курнă евĕр, йĕрĕнсе те чунпа çӳçенсе сăнарĕ.
— Киревсĕре алă памастăп, — терĕ вăл тем терирен, кашни сăмахне шăл витĕр сăрхăнтарса; хăй çавăнтах кĕсъене чикнĕ чышкисем чăмăртаннине, алăсене юн аннине туйрĕ, кăштах малалла сулăнчĕ — Варсун ирĕксĕрех пĕр утăм каялла чакрĕ, çапах шикленнине кăтартас темерĕ.
— Памастăн пулсан — макăрмастпăр... Эпир сирĕн пек мăн кăмăллă мар, — терĕ те Варсун перчеткине тăхăнчĕ.
— Иуда эсĕ, анчах ху айăпна йышăнса, Иуда пек çакăнас çук, — терĕ каллех Актаев. Аюхинăн пĕчĕк куçлă, хĕрлĕ куç харшиллĕ тулли пичĕ ăна сысна пуçĕ пек туйăнса кайрĕ, ăна пĕтĕм чун хавалĕпе кураймасăр, çакăнтах çапса лапчăтас килчĕ — Валентин хăйне аран çеç тытса чарчĕ. — Анчах, асту, çакăнас вăхăту пурпĕр çитетех санăн!
— Айăплă мар эпĕ никам умĕнче те. Тăван çĕршыв умĕнче те, сан умăнта та. Эпĕ фронтра та тӳрĕ чунпа çапăçнă, тылра та тӳрĕ чунпа ĕçлесе пурăннă...
— Ан чĕннĕ пул, йĕксĕк! Эсĕ мĕнле çапăçнине эпĕ хам лайăх пĕлетĕп, тылра мĕн хăтланнине çынсем пĕлеççĕ. Сана тăрă шыв çине кăларассăм çук — çак çĕр çинче пурăнам та мар! Анчах кун çинчен урăх çĕрте, кирлĕ çĕрте, калаçăпăр...
Хапха хыçĕнчен ура сассисем илтĕнсен, Аюхин хăюланчĕ, сассине хăпартрĕ:
— Ан хăрат эс мана, ман нимрен те хăрамалли çук: эпĕ пленра пулман! — теме çеç ĕлкĕрчĕ вăл.
Валентин урса, кăвакарса кайрĕ, чышкисене кĕсъерен кăларчĕ. Çав самантрах алăк уçăлчĕ те, вĕсем хушшине Нина тухса тăчĕ.
— Мĕн шавлатăр эсир кунта? Лере хуçа ятлаçать: хăвăртрах тиесе кайăр ку шăршлă япалана ман патăмран, унсăрăн халь-халь милицисем килсе кĕме пултараççĕ тет. Актаев! Аюхин! Кĕрĕр часрах! — хушрĕ хĕр.
Каччăсем пĕр-пĕрин çине хаяр куçпа пăхса илчĕç те килкартине кĕчĕç...
Тепĕр çур сехетрен çӳллĕ хӳмеллĕ килкартинчен шăналăкпа витнĕ икĕ лав тухса кайрĕ. Шăртланнă Аюхин малти лавĕ çине Нинăпа юнашар ларчĕ, Наçтук аппа — Валентинпа юнашар. Тăван ял çĕрĕ çине чиперех çитрĕç вĕсем, анчах Сарту тăвайккинче пĕр ĕç, хăрушла пĕтме пултарнă ĕç, пулса иртрĕ.
Ку тăвайкки вăрăмах мар, пĕр вăтăр метр пулĕ, анчах самаях чăнкă, çитменнине тата кăшт çумăр çуса иртнипех çулĕ шуçлакланса кайнă.
Малти лавĕ чиперех хăпарса çитрĕ, ăна хыçалтан тĕртме тесе, Наçтук та унта чупрĕ. Хыçалти лава хăпарма йывăр килчĕ, лашана туртаран тытса пулăшма Варсун пĕчченех анчĕ. «Эсир, икĕ вăйлă арçын, вăл лава лашасăр та хăпартма пултармалла, — терĕ шӳтлесе Нина.
Çур тăвайккине çитсен, халтан кайнă лаша тăп чарăнса тăчĕ, майĕпен урапана каялла яра пуçларĕ, чăхăмлама пикенчĕ.
— Эсĕ туртаран туртса пулăш, лашине хăвала, эпĕ урапа хыçĕнчен тĕртем! — кăшкăрчĕ те Валентин лав хыçне ыткăнчĕ, урапа хыçне хулпуççипе тĕревлесе тăчĕ. Ăна самантлăха чарчĕ вăл, тепĕр самантран хăйĕн урисем, лав сулăмне тытса чараймасăр, анаталла шунине сисрĕ. Вăл хăрах урипе тĕрев шыранă вăхăтра лав тата кăшт чакрĕ. «Пĕччен тытса чарма çук!» — вĕçсе илчĕ хăрушă шухăш.
— Варсу-у-ун! Килсе пулăш! — кăшкăрчĕ вăл улшăннă сасăпа.
Лашана кăшкăрса хăваланçи тăвакан Аюхин урапа хыçне мар, айккине пырса, ӳрече вĕçĕнчен тытрĕ, анчах пулăшасшăн пулмарĕ курăнать: пӳрнисене, уйрăмах леш шап-шурă шĕвĕр пӳрнине, кăшт та хытармарĕ; çакна Валентин асăрхарĕ, аичах унăн кăшкăрмалăх вăйĕ юлмарĕ ĕнтĕ, вăл йывăррăн хашкаса сывлама тытăнчĕ. Телее, ура айĕнче темле муклашка çакланчĕ те, Валентин çавăнтан_ тапса тăчĕ, тепĕр самантлăха лава чарчĕ. Хăйне никам та хăваламаннине кура, лаша хăмăт пăявĕсене пушатрĕ — урапа татах кăшт чакрĕ, хăйĕн йывăрăшĕпе Актаева хутлатса лартрĕ. «Акă ăçта вилĕм çитрĕ мана! Вăрçăра та, тыткăнра та вилменнине кунта вилме тиврĕ иккен!» -- терĕ вăл, кӳçĕ хуралса килнине туйса. Вăл шăмшакне кăшт пушатсанах ăна йывăр лав лӳчĕркесе, таптаса кайнă пулĕччĕ, анчах Валентин, пĕтĕм чун хавалĕпе юлашки вăйне пухса шăмшакне хытарчĕ; унăн куçне юн анса тулчĕ. «Пĕтрĕм!» — пулчĕ ун юлашки шухăшĕ. Çав самантрах вăл хĕрарăм çари! çухăрса янине, лав çăмăлланнине туйрĕ, хăйпе юнашар такам пырса тăнине асăрхарĕ. Чăхăмланă лаша хăмăт пăявĕсене татас пек сиксе туртрĕ те, .лав тăвалла хускалса кайрĕ.
Тăвайккинчен хăпарса çитичченех Валентинпа Нина урапа хыçĕнчен тĕртсе пычĕç. Ĕç мĕнлерех пулса тухнине курнă Аюхин та тек пăлахая пемерĕ, туртаран пĕтĕм вăйпа туртнă май, лашана ĕрлесе хистерĕ. Хăпарса çитсен, лаши те, çыинисем те пĕр харăс чарăнса тăчĕç.
— Тавтапуç, Нина! Эсĕ мана вилĕмрен çăлтăн, — терĕ Валентин, хĕре куçĕнчен пăхса, унтан Аюхин патне васкамасăр утса пычĕ. Лешĕ унăн шутне сисрĕ пулас: куçне чарса пăрахрĕ, аллисене пичĕ умне тытрĕ.
— Ĕненместĕн-и мана? Шанмас...
Вăл каласа та пĕтереймерĕ — çамрăк тимĕрç ăна тимĕр аллипе питĕнчен çапрĕ. Урайне, чуста татăкĕ ӳкернĕ пек, тач! тунă сасă илтĕнчĕ.
— Ирсĕр этем!.. Эс мапа... Сталинградра пĕтереймерĕн... килтех пĕтерес терĕн-им?.. Йытă! — терĕ Валентин пӳлĕне-пӳлĕне.
Ăна Нина тытса чарчĕ.
— Ан тив, Валентин! Аллуна ан варала!
— Ай! Вĕлерчĕç, вĕлерчĕç!.. Пĕтерчĕç, пĕтерчĕç! — питне хупласа, кукленсе ларчĕ Аюхин. Унăн пӳрнисем витĕр юн шĕпĕртетсе анчĕ.
— Ирсĕр! — терĕ те Валентин тепре сурчĕ, вара каялла çаврăнса пăхмасăр, лавĕ хыççăн утрĕ.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...