Хĕн-хур айĕнче :: Хаяр тавăру
Анчах та йытти çаплах чарăнмасть, —
Хытран хытăрах пуçлать харлатма,
Картиш тавралла ыткăнса чупать,
Сикет те туллать малти хапхана.
— Вăрă е кашкăр!.. Айта-ха, Итрен,
Тумтир тăхăнса тухса пăхкалар.
Çĕкле эс тукшан, эп илĕп кистен.
Йытти кускалать, тем ку — ырра мар!..
Вăшт-вашт тăхăнса тухрĕç хайхисем.
Хапха патнелле тăраççĕ пырса.
Питех çӳçенме пĕлмеççĕ хăйсем.
Сасартăк пĕр сас каять янраса:
— Итрен! Алапит! Уçăр хапхăра...
Ылханлă таркăн сире парăнать.
Алапит
Чакка-и эсĕ?.. Кам санпа пĕрле?
Чакка
Чакка эп, Чакка... хам пĕччен, ара.
Анчах пирштисем сыхлаççĕ тавра.
Итрен
Мĕн эс, вăрă пек, çӳрен сĕм-çĕрле?
Чакка
Йăваш мулкачăн кăнтăрла кун çук,
Чаккан та çаплах — эсир хĕснĕ чух.
— Эсрелĕ çынни, çĕтен ахалех...
Шеллеп эп сана — тивтермĕп текех.
Айта эппин, кĕр, хапхана уçап.
Пӳртӳ сивĕ пуль... эс шăннă, туяп, —
Чĕнет Алапит ултавлăн шăлса.
Хăй çак вăхăтрах майланса тăрса,
Алри кистенне тытать çирĕпрех,
Çумри Итренне калать шăппăн çех:
— Кĕрет-тĕк, тӳрех яра пар пуçран;
Ăна вĕлерсен — мухтав пуçлăхран!..
Хапха ерипен кăррик! уçăлать:
Хаяр мăн йытти сикет харлатса,
Алапит ăна чаранçи пулать.
Итренĕ кĕтет, тукшана йăтса.
Ак, кĕç хапхаран курăнать пĕр пуç.
Ку пуç çийĕнче — Чакка çĕлĕкех.
Итрен вашт! сулать. Чалхăрать пит-куç.
Мăн пуç çĕр çине ӳкет лĕпсĕрех.
— Э-хе, апла-çке! Ну, юрĕ эппин! —
Янрарĕ хыттăн Чаккан уç сасси.
Итрен шанк хытать, курать вăл халь тин:
«Эппей, ку пуç мар — çĕлĕкпе алси!
Ах, шуйттан Чакки, питех те чее:
Алси-çĕлĕкне, тем çине тирсе,
Чăн пуç пек тусах хапхаран чикет.
Каçхи куç ула — вăл мĕскер пĕлет?!»
— Айта, тирпейлер! — терĕç «паттăрсем».
Иккĕш те сикрĕç урама вĕсем.
Йытти-качкипех хăврĕç Чаккана,
Итрен кăнтарса пырать тукшана.
Чакка чавкăнать çумри хушшалла,
Хаяр йыт ăна пырать тулласа.
Итрен те маттур, кĕç-вĕç çапасла,
Çитсех, çывхарсах иырать вашлатса.
Ши-и-ик! шăхăрать Чакка чупнă май.
Итрен, кĕç-вĕçех çитеп тенĕ чух,
Сасартăк илтет — патрах тем лăй-лай!
Ай-вай, нпмскерне пĕлсе илме çук
Ак кĕç çывăхри пура хыçĕнчен
Улт-çичĕ мĕлке тухать хирĕçле.
Тăмарĕ Итрен камне палличчен,
Калла çаврăнса вĕçет килнелле.
Унччен те пулмасть, ăна çул татса
Тухаççĕ ума ик-виçĕ мĕлке...
— Киле кĕме çук! Аçта тармалла?
Кусем Пахомсем! — терĕ вăл хăйне.
Ак курать Итрен — умра виç хусах
Илеççĕ тытса унăн ашшĕне.
— Ах, ку аттене мĕнле çăласах? —
Тесе ыткăнать вăл ашшĕ патне.
Çитет вăл вĕçсе, шарри! Кăшкăрса,
Сулать те ярать кервен тукшанне, —
Пĕр çӳллĕ хусах лачăрах анать.
Анчах çак тĕлтех сисет вăл, — хăйне
Кĕре, çирĕп ал хыçран çулăхать.
Карт! çеç туртăнать йтрен пур вăйпа,
Вашт! вĕçерĕнсе каялла пăхать:
«Эх-их, ан тĕрмеш! Вĕç сывă пуçпа!» —
Вун-вуник таркăн ыткăнса пырать!
Чăнах та Итрен çывăрса тăмасть,
Тапса ыткăнать урам еннелле.
Чупать хăй луç пек, çăварне карать:
— Хурах! Таркăнсем! — тет ял илтмелле.
Ун вăйлă сасси яла анчах мар,
Çумри вăрмана та — ян та ян! каять.
Каçхи тăлăх сас тискер те хаяр —
Нумай çемьене вăл вăратса ярать.
Вĕçе-вĕç хуралт, кĕрнеклĕ кил-çурт —
Ларать сарăлса çырма хĕрринче.
Çумрах сад пахчи, — икçĕр вĕлле хурт,
Лараççĕ вĕсем кĕрĕт айĕнче.
Ку çурт хӳттинче пурăнать Текей.
Паллах, Текее хӳтленĕ «телей».
Ăна ĕмĕрте никам хур туман.
Никам «ыр çынна» хăйман тĕкĕнме;
Хальччен пурăннă канлĕ те аван,
Анчах ак кĕçĕр лекет ун тӳсме!
Тул çутăласси инçех те юлман, —
Пырать те кĕрет хусахсен пулкки.
Текей хăй сиссе хăтăлать кунтан,
Арăмĕ лекет тарайман пирки:
Ик-виçĕ хусах, вите тăрринчен
Ут-улăм туртса антарнă чухне,
Кăларнă ăна купа айĕнчен.
Кăштах вăл вилмен сехри хăпнипе!
Пахомка патне çавăтса пырсан,
Çыхаççĕ ăна, лартаççĕ пӳртех.
Укçа хĕстерсе ыйтаççĕ унран.
Инке пур пекне парать пĕтĕмпех.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...