Юманлăхра çапла пулнă :: 23-мĕш сыпăк
Кинокартини питĕ вăрăм пулнă пирки юлашки сеанс çурçĕр иртсе пĕр сехет çине кайсан тин пĕтрĕ.
Кирпĕч заводĕнче ĕçлекен çамрăк йĕкĕт Николай Калаков, кăлкан пек сарă та çемçе çӳçлĕ, кăшт тăрăхларах питлĕ, шĕвĕр янахлă, питĕ чĕррĕн пăхакан куçлă каччă, киноран тухсан хăйпе туслă пурăнакан хĕре унăн хваттерне, Çеçпĕл Мишши урамне, ăсатса ячĕ те васкасах килнелле утрĕ. Часрах çитсе çывăрас пулать ĕнтĕ, ирхине унăн улттăрах ĕçе тухмалла.
Хула хĕррипе тăсăлакан урам пуш-пушах, ниçта та пĕр чун курăнмасть, чӳречесенче те çутăсем çук — çынсем йăлтах çывăрса пĕтнĕ. Атăл енчен самаях сулхăн çил вĕрет, тӳпере йывăр хура пĕлĕтсем шуни палăрать. Тĕттĕм. Салху. Кун пек чух тепри урампа пĕччен пыма та шикленерех памалла, анчах Николай Калаков ун йышши çын мар çав. Вăл пĕлтĕр кăна çартан таврăннă, çарта пограничник пулнă — çурçĕрте, Совет Союзĕпе Финлянди чиккинче тăнă. Унта сĕм вăрмансенче каçхине кăна мар, кăнтăрла та питех курăнмасть, унта курнинчен ытла илтме пĕлни кирлĕ. Çавăнпах та пуль Калаковăн хăлхи питĕ çивĕч, хуть те мĕнле сасса та çийĕнчех илтсе уйăрса илет.
Хăрасси çук унăн. Çын хăрать пулсан, мĕнле пограничник пултăр-ха вăл? Акă пĕррехинче Калаков çакăн пек сĕм çĕрле урамра хăй палланă хĕрпе шăкăл-шăкăл калаçса ларнă чух ăна харăсах виçĕ «стиляга» хупăрласа илчĕç. Пĕри çĕçĕпеччĕ. Вăл сехет салтса пама, укçа кăларса тыттарма хушрĕ. Иккĕшĕ кĕç-вĕç сиксе ларас пек тăчĕç. Лару-тăру ытла çăмăлах пулмарĕ темелле. Анчах Калаков, çарта вĕрентнĕ мелсене асаилсе, чăрсăр хулиганăн аллине пĕррех пăрса лартса çĕççине пăрахтарчĕ, унтан хăйне çапса ӳкерчĕ, унăн тусĕсем пырса çыхланма тăрсан — вĕсене те парăнмарĕ, пĕрне тапрĕ те теприне çапрĕ. Çав хушăрах вĕсен çĕççи Калаков аллинче пулчĕ ĕнтĕ. Лешсен вара хăйсенех тарма тӳр килчĕ! Шел, милицие леçеймерĕ вĕсене Калаков ун чухне. Хĕрĕ хăрарĕ, вăл киле кайма васкарĕ, атту пулсан хăтăлаймастчĕç-ха!
Урамра çавăн пек тытăçса илме тивнĕ хыççăн Калаков участокри милиционерпа ятарласах тĕл пулнă та бригадмилеца, милиционерсене пулăшакан отряда, çырăннă.
— Çăварлăхлатпăрах эпир çав çĕрле çапкаланса çӳрекенсене, сăмсисене урама кăларса кăтартма та памастпăр малашне! — терĕ вăл ун чух комсомол комитетĕнче. Каçсерен çамрăксене хăй ертсе çӳрерĕ, вара кĕçех ку таврара ашкăнакансем сахалланчĕç, унтан пачах курăнми пулчĕç. Пĕррехинче комсомол хаçатĕнче те çырчĕç ăна мухтаса...
...Тăвалла чылай хăпарса промтоварсем сутакан магазин тĕлне çитсен каччăн чĕлĕм туртасси килсе кайрĕ. Вăл пирус кăларса хыпрĕ, анчах утнă çĕрте чĕртеймерĕ. Вара чарăнса тăчĕ те тепĕр шăрпăк кăларса сĕрчĕ. Ку та çутăлмарĕ. Шăп та çак вăхăтра магазинран темле телĕнмеллерех сасă илтĕнсе кайрĕ. Чăштик-чăштик... тунă пек. Унтан урайне пăт-пат темскер ӳкрĕ. Каччă, хăй каларăш, хăлхине чăнк тăратсах итлеме тытăнчĕ. Каллех — чăштик-чăштик, пăт-пат!
— Мĕн шуйттанне пĕлтерет ку япала?! Мĕн пулма пултарать унта çĕрле?
Калаков çав самантрах магазин хуралçи çинчен асаилчĕ. Ăна вăл лайăх паллать, ятпах Анна аппа тесе чĕнет. Ăçта-ха вăл? Ку вăхăтра епле пулсан та постра тăмалла ĕнтĕ унăн...
Пирусне чĕртесси çинчен манса кайсах каччă калинкке патнелле кайрĕ. Тĕртсе пăхрĕ — ăна шал енчен тĕкĕлесе лартнă иккен.
— Анна аппа! — шăппăнрах чĕнчĕ Калаков. — Анна аппа, ăçта эсĕ?
Хирĕç сас паракан пулмарĕ.
«Мĕн ку, ăçта та пулин хĕсĕнсе ларса çывăрса кайнă-ши? — тĕлĕнерех шухăшларĕ каччă. — Ун пек пулакан марччĕ-çке...»
— Анна аппа! Сассуна парсам!
Каллех шăп... Ырра мар ку!..
Калаков магазин умне каялла таврăнчĕ. Каллех итлерĕ. Çав сасăсемех илтĕнеççĕ: чăштик-чăштик, пăт-пат! Пăчкă сасси! Темскер татаççĕ. Камсем? Паллах, вăрăсем! Хуралçине тем туса хунă та (кам пĕлет, тен, вĕлернĕ те-и?..), çаратма хатĕрленеççĕ...
Çакна Калаков ним иккĕленмесĕр шухăшларĕ. Çук, унăн тек ним чухлĕ те тытăнса тăма юрамасть. Халех, çак самантрах кун çинчен милицие пĕлтерес пулать!..
Каччă çăварĕнчи çунман пирусне сурса пăрахса завод кантурĕ еннелле ыткăнчĕ, часах уборщица пурăнакан пӳлĕм чӳречинчен шан-шан-шан! тутарчĕ.
— Плаки инке, уç-ха часрах!
— Кам эсĕ? — кăшт тăрсан сас пачĕ уборщица.
— Коля эпĕ, Калаков!
— Мĕн ара, çĕр хута янраса çӳретĕн?
— Телефон кирлĕ мана!..
Шалти хĕрарăм çутă çутса ячĕ те кăмăлсăррăн мăкăртатса алăк патнелле утрĕ. Çур минутран Калаков милицие шăнкăравларĕ:
— Пирĕн урамра магазин çаратаççĕ!
— Кам калаçать? — илтĕнчĕ трубкăра ыйхăллăрах сасă.
— Кирпĕч заводĕнчи бригадмилец Николай Калаков...
— Магазин адресне тĕрĕсрех пĕлтерĕр.
Калаков хăвăрт кăна каласа пачĕ:
— Константин Иванов урамĕнче вăл, заводран кăшт çеç тăвалла хăпармалла. Промтовар магазинĕ...
— Мĕн пулнă вара унта?
— Магазина такамсем кĕрсе кайнă...
— Хуралçи çук-и мĕн?
— Тупаймарăм çав ăна! Килĕр-ха часрах!
— Халех пыратпăр! Эсир унччен магазин патĕнчех сăнаса тăрăр... Лайăхрах сăнăр!
— Юрать!
Милицире трубкăна шăкăрт! хучĕç. Калаков хăй те аллинчи трубкăна çакрĕ те кантуртан ухă йĕппи пек вăркăнса тухса тĕттĕм урам тăрăх анаталла, каллех магазин патнелле, чупрĕ...
«Вăрăсемех унта... вăрăсемех! — шухăшларĕ хăй. — Çаратма кĕрсе кайнă. Анчах мĕнле кĕнĕ-ха вĕсем? Урам енчи алăкĕ чиперех... Ах, тытасчĕ-çке вĕсене! Тытасчĕ!..»
...Çав хушăра вăрăсем мачча хăмисене касса çын кĕмелĕх шăтăк туса çитерчĕç, хăйсен кантра пусмине сӳтсе пĕр вĕçне мăрьерен çыхрĕç те пуçне аялалла, магазин ăшнелле, ячĕç.
— Ну, ан тавай! — терĕ Матрос Илюка.
Ача тытăнса тăчĕ. Çав тери анас килмерĕ-çке унăн, çав тери кĕрсе каяс килмерĕ!
Анчах ним тума та çук... Итлесех пулать. Итлемесен — Матрос паклаттарса хума та пултарать. Çакăн пек улах çĕрте унпа тавлашса тăма пушшех те хăрушă...
Илюк кукленчĕ те чĕтрекен аллисемпе ик енчи кантрасенчен тытса, урисене ерипен иле-иле пусса магазиналла анса кайрĕ. Кунта ытла тĕттĕмех мар иккен, мĕншĕн тесен урамри хунартан кăштах çутă ӳкет.
Йĕри-тавралла пăхса илсен Илюк Матроспа Артист хăйне хушнине астуса чăн малтан сехетсем выртнă çĕре пычĕ. Шăкăриех вĕсем кантăк айĕнче... Хăшĕсен циферблат çинчи цифрисем те, йĕпписем те шурă çутăпа çуталса тăраççĕ... Вăл кантăка чавсипе чышса чăнкăр-р! тутарчĕ. Унтан сехечĕсене пуçтарса илме тытăнчĕ. Пĕрне, теприне... Илет те хутаçа хурать, илет те хурать... Ку ещĕк пушансан юнашаррин кантăкне çĕмĕрсе фотоаппаратсем кăларса илме тытăнчĕ.
Унтан…
Илюк юлашки аппарата илсе хутаçа вырнаçтарнăччĕ кăна, сасартăк тулта магазин умĕнче машина сасси кĕр-р! турĕ, унăн фарисем ялкăшнипе магазин ăш-чикки ялтăрах çуталса кайрĕ. Ку ытла та тăрук, кĕтмен çĕртен пулнипе Илюк шартах сиксе прилавок çумне кукленсех ларчĕ.
Урамра çын сассисем, ура сассисем илтĕнчĕç...
«Ак хайхи, лекрĕм пулас! — хăрушă шухăш вĕçсе илчĕ Илюк пуçĕнче. — Чăн та лекрĕм!..»
Унтан вăл сиксе тăчĕ те, хутаç çинчен манса кайсах, пусма патнелле чупрĕ, кантрасенчен çăтăр-çатăр ярса тытрĕ, анчах та пусма патакĕ çине пĕрре пуссанах вăл çĕре ӳкрĕ. Те татăлчĕ вăл, те çӳлтен юри салтса ячĕç. Епле пулсан та унăн пусмапа хăпарса тарасси пĕтрĕ.
— А-а-а!.. — кăшкăрса ячĕ Илюк хăй ĕнтĕ пуçĕпех капкăна лекнине, кунтан хăтăлса тухма май çуккине ăнланса илсе...
Хулари пĕр урамра магазин çаратма тытăнни çинчен темле çын телефонпа пĕлтерсенех милици уйрăмĕнче кĕçĕр дежурнăй пулнă Мамаев капитан хăйпе пĕрле виçĕ çынпа — икĕ рядовой милиционерпа пĕр сержанта илчĕ те «линейка» машина çине ларса магазин еннелле вĕçтерчĕ. Темиçе минутранах машина унта çитсе чарăнчĕ. Никамран малтан сиксе тухса Мамаев магазин алăкĕ патнелле чупрĕ. Çăраççисем тĕрĕс-тĕкĕлех иккен. Эппин, вăрăсем ку алăкпа кĕмен? Ăçтан кĕнĕ-ха? Кайри алăкне çĕмĕрнĕ-ши?..
Капитан умне çав вăхăтрах шурă кĕпе çухавине хура пиншак çийĕн кăларса янă çара пуçлă каччă пырса тăчĕ.
— Сире эп пĕлтертĕм, — терĕ вăл. — Николай Калаков, бригадмилец...
— Ăçта-ха вăррисем?
— Шалтан эпĕ пăчкăпа каснă сасă илтрĕм... Унтан хуралçине шырарăм, тупаймарăм. Ахальтен мар пулĕ терĕм вара...
— Оцепить магазин! — команда пачĕ Мамаев. — Ăçта кунта кил хушшине кĕмелли?
— Ав калинкке... — тĕллесе кăтартрĕ Калаков.
Капитан сылтăмалла чупрĕ, калинкки шалтан питĕрĕнчĕк пирки вăл пĕррех хӳме урлă сиксе каçрĕ, ыттисем те унран юлмарĕç. Урамра машина патĕнче пĕр шофер кăна тăрса юлчĕ.
Кил хушшине кĕрсен капитан чăн малтан ку енчи алăка тупас, ăна тĕрĕслес тесе чупрĕ. Анчах алăк патне çитиччен, çурт кĕтессинчен пăрăнса тухсанах, вăл стена çумĕнчи пусма çинчен икĕ мĕлке сиксе анса хыçалти хӳме еннелле вăркăннине курах кайрĕ...
— Стой! Перетĕп, стой! — кăшкăрса ярса вĕсем хыççăн чупрĕ капитан. Анчах лешсем каялла çаврăнса та пăхмарĕç, самантранах хӳме леш енче çухалчĕç.
— Стой! Перетĕп!..
Мамаев капитан мĕлкесем хыççăн хӳме урлă сикрĕ те çав хушăрах хăйĕн юлташĕсене: «За мной!» — тесе кăшкăрчĕ. Анчах лешсем ĕнтĕ ахаль те унран юлмарĕç — пурте сике-сике каçрĕç. Хӳме патĕнчен пилĕк-ултă метртах унта-кунта йывăçсем ӳссе ларнă тарăн çырма пуçланать-мĕн. Вăрăсем вилес-тăвасси çинчен шухăшламасăрах çав çырма тĕпне сикнĕ. Милицисем те вĕсем хыççăн çырманалла çӳлтен пенĕ чулсем пек вăркăнчĕç.
— Сто-ой!
Сасартăк çырма тĕпĕнчен пăшал сасси янраса кайрĕ. Иккĕ, виççĕ... Куна вăрăсем переççĕ ĕнтĕ. Халь милицисен те кĕтсе тăмалли çук. Малта чупакан капитан мĕлкесем тепĕр енчи сăрт çинелле чаваланнине асăрхаса йăпăртлăха чарăнса тăчĕ те виçĕ хут умлăн-хыçлăн персе ячĕ. Пĕр мĕлки ӳкрĕ. Çав самантрах тепри милицисем еннелле çаврăнса тата икĕ хут печĕ те, Мамаевран сылтăмарах чупакан милиционер аллисемпе хăлаçланса илсе каялла ласлатрĕ... Мамаев ăна лайăхах курчĕ, анчах чарăнса тăмарĕ. «Афонин! Маклашкина пулăшăр!» — тесе кăшкăрчĕ те малалла чупрĕ. Тепĕр темиçе утăмран вăл хăй персе ӳкернĕ кĕлетке патне çитсе ун умне пĕшкĕнчĕ.
Çынни вилме пуçланă, аран хăрăлтатса выртать...
Мамаев каллех малалла тепĕр вăрри хыççăн ыткăнчĕ. Ăна епле пулсан та тытас пулать вĕт-ха! Анчах сăрта маларахран хăпарса çитме ĕлкĕрнĕ бандит курăнми пулчĕ. Тахăш еннелле тапса сикнĕ вăл — кам пĕлет!..
Капитан унталла чупса кайрĕ, кунталла — çук. Çĕр айне путса анса кайрĕ тейĕн... Мамаев хыççăнах чупса çитнĕ сержант та, вĕсемпе пĕрлех килнĕ Калаков та унăн-кунăн чупкаларĕç, анчах усси пулмарĕ.
— Пĕр кашкăрне вĕçертрĕмĕр пулать, ухмахсем! — тарăхнипе вăрçса илчĕ Мамаев. — Ну, ничево, пурĕ пĕр лекет вăл пирĕн алла!..
Тек нимĕн тума та çуккипе оперативниксем çырмана каялла анчĕç. Малтан вăрă кĕлетки патне пычĕç — вăл халĕ те хăрăлтатать-ха. Милиционер ураран аманнă иккен, ăна тепĕр юлташĕ аялти кĕпине çурса илсе çыхса янă та, халь вăл хăйне амантакана ылханса чи хаяр сăмахсемпе вăрçса ларать.
Мамаев капитан хăйĕн юлташĕсене ним пĕлми выртакан вăрра халех çӳле тикĕс вырăна çĕклесе хăпартма, унтан «васкавлă пулăшу» чĕнсе илсе ăна та, аманнă милиционера та больницăна ăсатма хушрĕ.
— Вĕсемпе пĕрле эсĕ каятăн, — терĕ вăл сержанта.
— Слушаюсь!
Унтан Мамаев вăхăта сая ямасăр Калаковпа пĕрле каялла магазин патне васкарĕ. Кунта ĕнтĕ çынсем чылай пухăнма ĕлкĕрнĕ, çĕр варринче пăшал сассисем кĕрĕслетни илтĕнсен ку çывăхра пурăнакансенчен хă-шĕсем аялти кĕпе-йĕмпех сике-сике тухнă. Кĕçех магазин умне тепĕр машина ыткăнса çитрĕ. Унта уголовнăй розыск начальникĕпе — Бурин подполковникпа пĕрле ахаль тум тăхăннă ик-виçĕ çын ларса килнĕ. Мамаев уголовнăй розыск начальникне кунта ĕçсем мĕнле пулса иртни çинчен кĕскен те хăвăрттăн каласа парсан вĕсем пĕр машинине часрах магазин директорне илме ячĕç (ку тăрăхри çынсем вăл ăçта пурăннине пĕлеççĕ иккен), хăйсем ушкăнĕпех кил хушшине кĕчĕç.
Вăрăсем хыçалти пусма çинчен сикнине пĕлсе, Мамаевпа Бурин çав пусма тăрăх вăшт кăна мачча çине хăпарса кайрĕç. Шала кĕрсе хунарпа çутатса пăхсассăнах вĕсем маччара шăтăк пуррине курчĕç те пĕтĕмпех ăнланчĕç. Шăтăк таврашĕнче, тăпра çинче, ура йĕрĕсем нумай, çывăхрах икĕ пăрапа икĕ ножовка йăваланса выртаççĕ.
— Ӳкерсе илес пулать, — терĕ подполковник.
— Кунта хальлĕхе хурал та тăратас пулĕ, — сĕнчĕ Мамаев, — кам пĕлет, тен, шалта çын пур.
— Тĕрĕс, халех хушатпăр.
Унтан вĕсем васкасах каялла анчĕç.
— Хуралçи ăçта-ши, ăна шыраса тупас пулать часрах, — терĕ Бурин. — Ăçта кайса чикме пултарнă ăна вĕсем?..
Анчах хуралçине вĕсемсĕрех шыранă ĕнтĕ, кун пирки Николай Калаков бригадмилец тăрăшнă. Вăл хуралçă хĕрарăм çухални çинчен уголовнăй розыск сотрудникĕсене каласа панă та вĕсемпе пĕрле пур çĕрте те ухтарма тытăннă. Вăхăт нумай та иртмен, Анна аппа хӳме хы-çĕнчи мăян-вĕлтрен ăшĕнче тупăннă. Вăл ним пĕлмиех выртнă. Унăн çăварĕнчи пăкка кăларса пăрахса, алли-урине салтса ярса ура çине тăраткаласан вăл нимĕн те калайман, каллех тăнсăр пулса ӳкнĕ. Бандит унăн пуçне шăтармаллах çапнă-мĕн, çавăнпа вăл суранран юн кайнипе аптранă. Ун валли те часрах «васкавлă пулăшу» чĕнсе илме тиврĕ...
Ĕнтĕ тул та çутăлса кайрĕ. Магазин патне çынсем тата ытларах пухăнчĕç; милицисем вĕсене килĕсене кайма хушрĕç пулсан та лешсем саланасшăн пулмарĕç. Тепĕр çирĕм минутран директора илме янă милици машини каялла çаврăнса çитрĕ. Директорĕ хăй çук иккен, каçхине пулла тухса кайнă та — таврăнман, ун вырăнне магазин çăраççийĕсене илсе директор арăмĕ килнĕ. Халăх хушшинчен темиçе понятой илсе (вĕсем хушшинче Николай Калаков та пулчĕ) милици сотрудникĕсем магазина уçса кĕчĕç. Чăн малтанах вĕсем маччара пысăк шăтăк пуррине, ăна каснă чух урайне тăкăннă штукатурка ванчăкĕсем сапаланса выртнине, çав çӳп-çап патĕнчех кантра-пусма выртнине курчĕç. Пĕр прилавок çинче çурри таран тултарнă хутаç выртать. Бурин ăна уçса пăхрĕ — унта фотоаппаратсем, сехетсем иккен...
— Икĕ ещĕке çеç тасатма ĕлкĕрнĕ, — терĕ Мамаев ватнă кантăксем çине пăхса.
— Анчах япалисене илсе те каяйман, — хушса хуче Бурин подполковник.
Директор арăмĕ, хура сăнлă пĕчĕк хĕрарăм, пăлханнипе, хăранипе ним калаçайми пулса çитнĕскер, таттисĕр ĕсĕклесе куçĕсене пĕрмай тутăрпа шăла-шăла илчĕ. Çав вăхăтрах ăна йĕксӳ аптратрĕ. Буринпа Мамаев магазин тăрăх йĕркипе пăхса кайрĕç. Тавар хумалли çӳлĕксем çинче, прилавок çинчи ытти ещĕксенче пĕтĕмпех йĕркеллĕ, нимĕн те тĕкĕнмен пек. Унтан Бурин прилавоксем хыçне кĕрсе кайса куклене-куклене вĕсем айне пăхма тытăнчĕ. Унта та нимĕнех те палăрмарĕ.
— Ĕлкĕреймен, кансĕрленĕ вĕсене, — терĕ Бурин. Анчах унтан тепре пĕшкĕнчĕ те сасартăк шăхăрса ячĕ...
— Хоп! Пур пĕри! Нуккă, тух-ха çут тĕнчене! Тух теççĕ!
Пурте харăсах ун еннелле çаврăнса пăхрĕç. Подполковник прилавок айĕнчен вунтăват-вунпилĕк çулхи ачана хулĕнчен туртса кăларчĕ. Ку Илюк пулнă. Унăн сăнĕ-питĕнче пĕр юн тумламĕ те юлман, вăл вилнĕ çын пекех кăвакарса, çĕр тĕслĕ пулса кайнă...
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...