Шурă акăш çулĕ :: Çерçи вăрçи
1
Çуркунне енне тискер кайăксем туйлашма тытăнаççĕ те сыхлăха вуçех çухатаççĕ. Çавна май Пинеслун сунар ăнăçлăрах та ăнăçлăрах пулса пычĕ. Керим ăна ухăран тĕл пеме вĕрентни те самаях пулăшрĕ. Ку ăсталăха хĕр, чăнах та, питĕ хăвăрт алла илчĕ. Тата Эпеç ăна тĕлĕнмелле чаплă ухă ăсталаса пачĕ. Кукрашка авиччен вăл шĕшкĕ хуллине пирвай вĕри шывра тытса тимĕрçĕ лаççинче лайăх хĕртсе-сивĕтсе аппаланчĕ, хирлӳне те хăйне евĕр, сӳс çиппипе чăн тăрăхĕсенчен явса турĕ. Ухă йĕппи ан шутăр тесе кукрашка варрине пĕчĕк Çекĕл вырнаçтарчĕ. Тата сунара çӳремешкĕн уйрăм ухă йĕпписем, пысăкрах чĕрчуна тытма — сулмаклă çĕмренсем туса пачĕ. Вĕсен пуçĕсене те вăл çарăçсем валли тунă пек мар, урăхларах майлаштарчă — çинçерех те тăсăкрах, анчах яп-яка вĕсем. Чĕрчуна çав çĕмренпе лектерсен ăна каялла туртса кăларма çăмăл, чи пăхи вара — тир пăсăлмаcть.
Чăн та, Пинеслу ытларах сăсар, тилĕпе кăш, уйрăмах хурисене тытма тăрăшрĕ, пакшапа мулкача та тиркемерĕ. Ку ĕçре ăна Улайкка çав тери пулăшса пычĕ. Ăна хĕр пĕррехинче вăрманта ăнсăртран, йытăшăн çав тери синкерле самантра тĕл пулнăччĕ. Ун чухне кĕркуннеччĕ-ха, Пинеслу пĕр-пĕр чĕрчуна апатлăх тытас шутпа сунара тухнăччĕ. Вăрмана çухрăм та кĕреймерĕ, сасартăк çывăхрах кашкăрсен тискер харлатăвне, йытă мĕскĕннĕн нăйкăшнине илтрĕ. Хĕр нимăн шухăшласа тăмасăр шав еннелле васкарĕ. Пăхать — икĕ кашкăр пĕр йытта тапăннă-мĕн, ăна кĕç-вĕç туртса çурма хатĕр. Йытти юрать-ха ватă юман çумне тĕршĕннĕ те хăй çине хыçран тапăнтармасть. Анчах вăйсем пĕр марри куç кĕретех. Пинеслу мĕнпур вăйран кăшкăрса ячĕ, сулмаклă патак тытрĕ те йывăç вуллисене шанлаттарма тытăнчĕ. Кашкăрсем питех хăрамарĕç, кĕтмен хăна еннелле кăмăлсăррăн пăхкаларĕç, шăл йĕрсе хăратма та пăхрĕç, анчах çынна тапăнма хăяймарĕç, йытăран хăпса вăрманалла юлхавлăн лĕпĕстетрĕç. Пинеслу ĕнтĕ хăй те пăрăнса каясшăнччĕ, анчах анчăк ун патне чупса пычĕ, унăн урине сĕртĕнме тăрăшрĕ, выртса та тăрса, аманса юнланнă хӳрине аран вылятса хăй ăна хуçа вырăнне хунине палăртрĕ. Йытти ку тахçан çын аллинче пурăннă курăнать, чĕн мăйкăчĕ те упранса юлнă. Анчах мăн туса çӳренĕ вăл вăрманта? Ăçтан лекнĕ кунта? Эпеçре Пинеслу унашкал ула йытă курман. Анчах ăна-кăна ăçтан пĕлсе пĕтерĕн, чĕлхесĕр чĕрчун пурне те каласа параймасть-çке. Çакă çеç паллă — халĕ ку йыттăн хуçи çук, çавăнпа вăл вăрманта тăранса пурăнать пулас. Пĕр сăмахпа, Пинеслу ăна хăйпе илсе кайрĕ, унчченхи ятне пĕлменрен Улайкка тесе чĕне пуçларĕ. Улайкка çав тери ăслă иккен, вăрманта тăранса пурăннăскер, тискер чĕрчунсене самантрах тупма вĕренсе çитнĕ. Çавăнпа вĕсен иккĕшĕн сунар ĕçĕ чылай ăнăçлăрах кайрĕ.
Пинеслу паха тирсене çуркунне шывçи караванпа Чулхулана леçме ĕмĕтленет. Таçти аякри кăнтăра çитме унăн укçа нумай пухмалла, çавăнпа хĕр сунара çанталăк йĕркеллĕ чухне кун сиктермесĕр çӳреме тăрăшрĕ. Керим хĕçпе çапăçма вĕрентнĕ чухне кăна тухмарĕ вăл вăрмана. Пинеслу ку ĕçе те арçынсенчен кая мар хăнăхса пычĕ. Малтан Керим ăна, хĕрарăм тесе, çар ĕçне вĕренекенсен ушкăнне илесшĕн марччĕ. Кайран вара çакăн усси çав тери пысăккине ăнланса илчĕ те юриех ăна ыттисен умĕнче кашни çитĕнӳшĕн ырлама тăрăшрĕ. Çавна пула кахалрах йĕкĕтсен те çапăçма тăрăшсах хăнăхма тиврĕ. Ара, хĕр упраç умĕнче камăн намăс курас килтĕр?
Эпеçсем кăна мар, Чăваш улусне кĕме килĕшнĕ ытти ялсенчи арçынсем те хĕл каçа май килнĕ таран тир нумайрах хатĕрлеме тăрăшрĕç. Хăшĕсем Сатăшпа явăçса Атăл леш еннех, çармăс вăрманне çӳреме те ӳркенмерĕç, унтан çуни-çунипе тир те какай турттарчĕç. Вĕсен кашнин харпăр хăй валли хĕç, ятаган, сăнă, ухă, икĕ теçеткерен кая мар çĕмрен, хулкан тутармалла. Çапла йышăннă курултай. Май пулсан сых енне тата кӳпе те туптаттармалла. Атăл хĕрри ялсенчи арçынсен вара ку хушăра урăх ĕç пулчĕ. Вĕсен çуркуннеччен парăслă пилĕк баркас туса хатĕрлемелле.
Мĕн калăн, сунарçăсемшĕн хĕл — чи хĕрӳ вăхăт. Шап-шурă юр çинче юлакан йĕрсем, çулçăсăр çаралса юлнă йывăçсем тискер кайăксене йĕрлесе тупас ĕçе чылай çăмăллатаççĕ. Çын йĕр çине ӳксен вара унран хăтăлма ан та ĕмĕтлен. Çинех сунарçăн тата путсĕр йытă пулсан. Чее этем чĕрчун аран çӳрекен вырăна та ним мар кĕрсе каять. Тем сарлакăш йĕлтĕрпе вăл юр çинче те путмасть.
Çапла тăрмашса пурăннă хушăра çуркунне те хăвăрт çитнĕн туйăнчĕ. Акă ĕнтĕ пĕчĕк çеç юханшывсем те çыранран тухсах шарласа юхма тытăнчĕç, çулсем лашапа çӳрейми шеперсе кайрĕç. Хĕвел хытă хĕртнĕрен хăш-пĕр йывăçсем юр кайса пĕтессе кĕтмесĕрех кăчка ларасçĕ. Вăрманăн çӳлти хучĕ тĕрлĕ кайăк шавĕпе тулчĕ. Ку ĕнтĕ хĕл каçнă вĕçен кайăксемсĕр пуçне кăнтăрта хăнара пурăннисем те таврăннине, тăрăшсах хăйсен кунти пурнăçне майлаштарнине пĕлтерет.
Эпеçсем, улусри ытти ял çыннисем пекех, çуркунне тырă ытларах акса хăварма тăрăшрĕç, çу каçа выльăх нумайрах ӳстерсе самăртма ăнтăлчĕç. Ара, сунар вăл сунар та-ха, пашалу-капăртма таврашне те çиес килет. Çинех тата сунар вăл иккĕлле япала: хăш чух ăнать, хăш чух вăрмантан пушă алăпах таврăнатăн. Хĕлле тата çил-тăман эрни-эрнипе алхасни те пулкалать. Ун пек чухне кĕлетре пайта çук кил-йышăн шăл шаккасси кăна юлать. Ампарта тырă пур тăк вара унашкал пушă эрнесем ним те мар.
Ку хутĕнче çураки палăрмаллах хăвăрт та пахарах иртрĕ. Ку ĕнтĕ Эпеçле Асан çине тăрса тăрăшнинчен те нумай килчĕ. Вĕсем ака пуçĕ валли тимĕр тĕрен нумай туса пачĕç те çакă суха ĕçне самай çăмăллатрĕ. Акасса ытларах пăтă валли вирпе пăри, çăкăр-пашалу валли ырашпа тулă, лаша çитерме сĕлĕ акрĕç. Çармăссем тата пăрçана питĕ килĕштерчĕç.
Ака ĕçĕсене вĕçлесен авалхи йăлапа пур ялта та акатуй кĕрлерĕ. Эпеçре вăл çав тери савăнăçлă иртрĕ. Халăха уйрăмах çĕнĕ йышши тупăшусем кăсăклантарчĕç. Вĕсен шутĕнче — хĕçпе çапăçасси те. Чăн та, тупăшакансене чăн-чăн хеç тыттармарĕç. Ун вырăнне Керим ăсласа кăларнă суя хĕçсем — йывăрăшпа чăн-чăн хĕç чухлех таякан, анчах касман тимĕр тăрăхсем тыттарчĕç. Хурăмĕпе вĕсем хĕç пекех, кирлĕ пулсан тимĕрçĕсем вĕсене кĕске вăхăтрах туптаса çивĕчлетме пултараççĕ. Халăха уйрăмах çак çапăçусене Пинеслу хутшăнни тĕлĕнтерчĕ. Хăшĕсем пирвай ун çине пăхкаласа шăл йĕркелесе те илчĕç, ма кĕрет-ши ку кушак çури йытăсен хушшине текелерĕç. Çар ĕçне пĕрле вĕреннĕ йĕкĕтсем кăна хĕре чăн-чăнласах хирĕç тăма пултаракан вырăнне хурса йышăнчĕç. Анчах акă Пинеслу пĕр йĕкĕте парăнтарчĕ, теприне... «Ăт ача, — пуç хыçкаларĕç тин çеç-ха унран шăл йĕрнĕ арçынсем, — пулать-çке тĕнчере...» Кĕçех хĕрпе çапăçас текенсем юлмарĕç те.
— Ну, тата кам Пинеслуна хирĕç тухать? — ыйтрĕ ăмăртăва ертсе пыраканĕ.
Шарлакан пулмарĕ.
— Тен, пирĕн элтепер тухĕ? — уçă сасăпа ыйтрĕ хĕр.
Пурте Керим енне çаврăнса пăхрĕç. Ара, вăл-çке-ха чăвашсен элтеперĕ. Керим пĕр хушă аптраса тăчĕ. Çук, тытăçуран хăранипе мар.
— Пинеслу, эсĕ ĕнтĕ виçĕ çынпа çапăçрăн. Çавăнпа эпĕ санпа, ĕшеннĕ çынпа тытăçни вăл тĕрĕсех пулмĕ, — терĕ Керим.
Халăх элтепер сăмахне тĕрлĕ йышăнчĕ. Пĕрисем ăна ырласа тем калакаларĕç, теприсем шанмасăр кулкаларĕç.
— Эпĕ пĕртте ывăнман! Эпĕ халĕ шĕпах хĕрсе çитнĕ, — çине тăчĕ Пинеслу.
Кур-ха эсĕ ăна, епле хăюлланса кайнă вăл юлашки вахăтра. Аслă Пăлхартан кунта килсенех çынпа калаçма именетчĕ, ялан пуçне пĕксе çӳретчĕ. Халĕ, курăсан, улусри иккĕмĕш çынна тытăçăва чĕнет. Керимăн мĕн тăвас — килĕшмех тивет. Çын куçĕнче ӳксен вăл элтепер пулма та пăрахать.
Пинеслупа умĕн çапăçнă йĕкĕт «хĕçне» илсе Керим ăна хирĕç пырса тăчĕ, хĕре куçран тĕсесе пăхрĕ. Тĕлĕнмелле! Пинеслу пĕртте хура куçлă мар иккен. Вăл хура кăвак куçлă! Кăвакки хĕр пăлханнă самантсенче кăна палăра пуçлать пулмалла. Пĕр палăрсан вара еплерех йăлтăраса-çиçсе тăрать!
Çапах мĕншĕн-ха вăл Керимпа тупăшасшăн? Тепĕр тесен, халĕ ĕнтĕ кун пирки шухăшламалли самант мар.
Акă Керимпа Пинеслу пĕр-пĕрне пуç тайрĕç та икшер утăм каялла чакрĕç. Унтан, ăмăртăва ертсе пыраканĕ алă сулса вĕсен хушшинчен тухсан, хул пĕр-пĕрин патнелле çывхарчĕç. Унччен те пулмарĕ, Пинеслу малалла пĕр сикĕм турĕ те «хĕçне» Керим çинелле темле чалăшшăн, сылтăмран-çӳлтен сулахаялла туртса сулса ячĕ. Керим ăна «хĕçĕпе» хирĕç çапса аран сирсе ĕлкĕрчĕ. Ара, унашкал çапнине сирсе ямашкăн малтанах хатĕрленсе тĕрсан та çăмăл мар. Кур-ха эс ăна, хĕр упраç темерĕн, епле сулмаклă сулчĕ тата, Керим аллинчи хĕç кăшт çеç тухса ӳкмерĕ. Çу-ук, ку çынпа шăли-вали тытăçмалла мар. Хайхи Керим айккинелле пăрăнанçи туса Пинеслу тимлĕхне кăшт улталарĕ те сасартă каялла сиксе ăна сулахай енчен пилĕкрен çапма хăтланчĕ. Кун пек çапни те хӳтĕленме меллех мар. Анчах Пинеслу Керим «хĕçне» çăмăллăнах сирсе ячĕ хăй çийĕнчех Керима «хĕç» вĕçĕпе хырăмран чышма хăтланчĕ. Аван çапăçать, мур илесшĕ! Хутран-ситрен тапăннипех ăна парăнтараяс çук. Керим вара пĕр чарăнмасăр тăватă-пилĕк хут çапма та, чышма та хăтланса пăхрĕ. Пинеслу пур çапăва та сирсе яма ĕлкĕрсе пычĕ. Маттур, шеремет, ах маттур! Анчах тытăçу мĕн чухлĕ ытларах тăсăлать, Керимăн çарăç сумĕ çавăн чухлĕ чакса пырать-çке. Вара элтепер «хĕçĕпе» вĕçĕмсĕр пăтратса тапăнса пычĕ-пычĕ те сасартăк хăй тавра çаврăнса Пинеслу айккинче пулса тăчĕ. Хĕр кун пек куçăма вăхăтра сиссе ĕлкĕреймерĕ. Керим вăл çаврăнса тăриччен мĕнпур вăйне пухса унăн «хĕçне» туртса çапрĕ. Пинеслу ăна тытса тăраймарĕ, аллинчен вĕçертсе ячĕ. Элтепер, сусăрлатасран асăрханса, хĕре «хĕçĕпе» çапмарĕ, ун çине сиксе ӳксе ăна çĕре персе антарчĕ, кăкăрпа кăкăрăн урлă выртса пусса лартрĕ. Тем пулчĕ ăна çак самантра, вăл Пинеслуна куçран çывăхран çывăх пăхрĕ те темле авăра чăмрĕ тейĕн. Çав хушăрах тата кăкăрĕпе хĕр час-час сывланине, унăн чĕри епле тăпăлтатса тапнине те туйрĕ пек. Пĕр самант, пĕр кĕске самант çеç шухăшласа илчĕ вăл çакăн çинчен, анчах Пинеслуна йĕкĕт айĕнчен çĕлен пек авкаланса тухса тармалăх çав вăхăт та çитрĕ. Çакна курсан халăх ăна мухтаса сĕрлесе илчĕ. Эй, ара, хĕрӳ-качку, капла намăс курма та пулать-иç! Керим Пинеслуна айккинерех пăрăнма памарĕ, çĕр çинченех тапса сикрĕ те ăна икĕ уринчен те туртса тепре ӳкерчĕ, вара ниме пăхмасăр çĕр çине пусса выртрĕ. Темле тапаланчĕ пулин те Пинеслу хальхинче ун айĕнчен тухаймарĕ. Ăмăртăва ертсе пыраканĕ элтепер çĕнтерни çинчен пĕлтерчĕ.
Керим хĕре вĕçертрĕ, вăшт кăна сиксе тăчĕ, тăма пулăшас тесе ăна алă паче. Анчах Пинеслу та хăех çăмăллăнах тăчĕ. Тин кăна-ха вăйлăн та çулăмлăн курăннăскер вăл каллех пуçне усрĕ, вара никам çине пăхмасăр айккинелле пăрăнса утрĕ. Тек акатуйра ăна никам та курмарĕ. Мĕне пĕлтерчĕ ку? Нивушлĕ Пинеслун çав териех Керима çĕнтерес килнĕ? Анчах çавнашкал шанчăк унăн пулма та пултарайман, çакна хĕр хăй те ăнланнах ĕнтĕ. Эппин мĕншĕн-ха вăл куншăн çав тери хурланчĕ? Çак ыйту Керим пуçĕнчен кун каçа та тухма пĕлмерĕ. Вара вăл уяв хыçсан сим пыл ĕçме те юлмарĕ, ăш хыппине лăплантарма тесе пĕр алтăр сăра ӳлĕнтернипех çырлахрĕ те çула май Пинеслу патне кĕрсе тухас шутпа килне васкарĕ.
Керим пырса кĕнĕ чухне Пинеслу картишĕнче Улайккапа ун умне кукленсе ларсах тем пуплешетчĕ. Лешĕ пуçне чалăштарнă та, тем ăнланнă пек, хар хăлхине тăратса хуçине тимлесех итлет. Ют çын пырса кĕрсен те вăл пĕр-иккĕ хамлатса хуçине асăрхаттарнипех çырлахрĕ. Çапла ĕнтĕ, сунар йытти шавлама юратмасть. Тепĕр тесен, Керима вăл аван паллать, ма тесессĕн çар ĕç вĕрентĕвĕ хыççăн элтепер час-часах Пинеслупа пĕрле таврăнать.
Керим кĕнине курсан Пинеслу вăшт кăна тӳрленсе тăчĕ, хăйне çарăç евĕр тыткалама тăрăшрĕ.
— Пинеслу, темскер ăнланмарăм-ха, эсĕ мана кӳрентĕн-им? — тӳрех ыитрĕ Керим.
— Çук-çке, шухăшра та пулман, — йăвашшăн хуравларĕ Пинеслу.
— Апла ма уява юлмарăн? Халăх унта халĕ те савăнать-ха.
— Ман ĕнтĕ мĕн савăнмалли? — пуçне усрĕ хĕр. — Керим элтепер, хăвах пĕлен, эпĕ айăпа кĕнĕ хĕр. Юрать сиртен виçсĕртен пĕри те çакна аса илмест, сăмах та сармасть. Тавах сире уншăн. Анчах эпĕ хамăнне хам пĕлетĕп-çке. Ун чухне пулса иртни манăн чĕререн, чунран, пуçран самантлăха та тухмасть...
Пинеслу сасси кĕç-вĕç йĕрсе ярасла чĕтренсе тухрĕ. Çавăнпах пулĕ хĕр шăпланчĕ, хăйне алла илсе лăпланма тăрăшрĕ.
— Эс кирлĕ мара ан сӳпĕлтет, — хĕрсене еплерех йăпатмаллине пĕлменрен каларĕ Керим. — Пулса иртнинче эсĕ пĕртте айăплă мар. Уншăн тĕрĕссипе эпир, Аслă Пăлхар арçынĕсем, Юсуфпа иксĕмĕр уйрăмах айăплă. Хӳтĕлеймерĕмĕр сире...
— Эсир мĕн пултарнă таран çапăçнă, ман инкекре сирĕн айăп çук, — кăмăлне хытарнăран типпĕн хуравларĕ Пинеслу.
— Çапах та ăнланаймастăп, апла мĕншĕн уява пăрахса кайрăн? Нивушлĕ эсĕ темле пулсан та мана çĕнтерме тĕллев лартнă?
— Керим элтепер, те ăнланăн ĕнтĕ... Мана эсĕ парăнтарни мар, пач урăххи хурлантарчĕ. Пĕлетĕн-и, эпĕ пĕр япалана ăнланса илтĕм: енчен эпĕ хамран мăшкăлланă ирсĕрсене шыраса тупсан та, вĕсене тавăраймасса пултаратăп-çке. Ма тесессĕн ахăртнех вĕсем те çапăçма ăста. Ахаль çынсем мар-иç, нумай-нумай çĕршыв çарĕсене çĕнтернĕ çарăçсем. Манăн вара çав путсĕрсене тем тесен те тавăрмаллах. Унашкал çынсен çĕр çинче çӳремешкĕн ирĕк пулмалла мар.
Апла иккен-ха. Авă мĕнле ĕмĕтпе пурăнать çак пăхма ытла вăйлах та мар, анчах чунĕпе çирĕп те хăватлă пике. Çапла, пике. Чăн-чăн пике. Çакна Керим паян çав тери уççăн та çивĕччĕн ăнланчĕ. Унăн чĕри таппине туяс таранах.
— Эсĕ çав çынсене шырама каясах тетĕн-и? — ыйтрĕ Керим çенĕк картпашки çине вырнаçса ларнă май.
— Çапла, каясах тетĕп, — пуç сулса çирĕплетрĕ Пинеслу. — Вăт тир сутса укçа пухăп та çула пуçтарăнăп. Паян эсĕ мана çапла çăмăллăн парăнтарнине пăхмасăр.
— Ну, парăнтарасси çăмăллăнах пулмарĕ-ха, эсĕ маттур çапăçрăн, — мухтаса илчĕ Керим. — Тата уншăн çав териех пăшăрханма кирлĕ мар. Ху пĕлен, мана йĕкĕтсем те парăнтараймаççĕ. Эпĕ çар ĕçне мĕн пĕчĕкрен вĕренсе ӳснĕ. Хан ывăлĕсен пурин те çапăçма пĕлмелле пулнă. Çула пуçтарăнасси тесен... Эсĕ хăвăн ăçта çити кайма тивнине чухлатăн-и? Миçе çĕршыв урлă тухма, миçе халăх хушшипе иртме тивĕ.
— Пулин, — хăйĕннех печĕ Пинеслу. — Урăхла пурнăç маншăн çук.
— Ма çук? — хăй сисмесĕрех сасартăк хĕрсе кайрĕ Керим. — Качча тухăн та ак ача çуратăн, паттăр та маттур йĕкĕтсем ӳстерсе çитĕнтерĕн. Вара çав ăнсăртран пулса иртнĕ хурлăх та майĕпен манăçа тухса пырĕ. Ман анне калатчĕ, вăхăт пур хуйха та пусарать тетчĕ. Ку чăнахах çапла. Пирĕн Юсуфпа иксĕмĕрĕн те, авă, мĕн тери пысăк хуйхă. Çапах эпир майĕпен этем ретне кĕрсе çитрĕмĕр, чуна ялан шуйхатса тăракан асаилĕве халăхăмăршăн ĕçлесе пусарма тăрăшатпăр.
— Мĕн пирки пуплетĕн эсĕ, элтепер? — кĕç-вĕç йĕрсе ярас пек хуравларĕ те Пинеслу, куçĕнчен кĕç-вĕç куççуль тумламĕсем патлатса анасса сиссе çенĕке кĕрсе тарчĕ. — Каçар, элтепер, — терĕ шалтан, вара алăкне шалтлаттарсах хупса хучĕ.
Эх-ха-хай та çав, анчах мĕн калăн. Кашнин хăйĕн хуйхи, хăйĕн пурнăçĕ. Керимăн çак самантра пӳрте кĕрес, Пинеслуна ыталаса илсе пăчăртас, чун-чĕререн тухакан ăшă сăмахсем тупса лăплантарас килчĕ. Анчах тем тытса чарчĕ-чарчех ăна. Çук çав, Пинеслу пăшăрханăвĕнче тем тĕрĕсси те пурах. Хĕрпе мĕн пулса иртнине пĕле тăркач ăна ыталаса илесси те иккĕленӳллĕ. Эс айăплă мар тесе калас, тата сăмахĕ те ку тĕрĕсех ĕнтĕ. Анчах ыталаса лăплантарма тесен çав асаилӳ чун хĕрӳлĕхне самантрах пăш кăна сивĕтет, мунча чулĕ çине алтăрпа шыв сапнă пекех.
2
Акатуй хыççăн тепĕр куннех Керим элтепер суйласа илнĕ арçынсем Атăлпа Чулхулана кайма хатĕрлене пусларĕç. Улусĕпе пĕтĕмпе çĕре яхăн çын пухма тиврĕ. Тем пек тăрăшса шутласан та палăртнă ĕçсене унран сахалрах йышпа тума май çукки курăнчĕ. Уйрăмах кĕсменçĕсем нумай кирлĕ пулчĕç. Йышĕ тарама-ха, анчах çавăн чухлĕ вăй питти арçын, вĕсемпе пĕрлех тата суту тума ăста çынсем кирлĕ чухлĕ тупмашкăн улусра хĕнтерех иккен-ха. Пысăках мар-ха çав вăл, халăх та унта хальлĕхе йышлах мар.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...