Хура çăкăр :: XXXII. Кĕтмен тĕлпулу
— Ну, папай, — терĕ вăл, маларах тухса, — кӳлĕ хĕрринех çитрĕмĕр. Çăвăнса кăтарт. Пăшăхрăн пуль, тарларăн пуль туйра. Утах, утах кутăнла, — вăл Кантюка хулĕнчеи майĕпен çеç тĕкрĕ пулсан та, старик шыва чикĕнсех кĕрсе кайрĕ.
Таврара çакна пăхса тăракан çынсем ахăлтатса кулма тытăнчĕç.
— Элентей шăллăм... Савантей, савнă çыннăм!.. — шыва енчен енне сирпĕтсе тухасшăн пулчĕ Кантюк. — Ара, капла мĕнле пулать-ха? — йăлăнчĕ вăл мĕскĕнле, шурнă тути хăйĕн канăçсăр чĕтрене пуçларĕ.
— Пит аван пулать, çăвăнса тухсан, калаçма ĕлкĕрĕпĕр.
— Нямаçне! Нямаçне кирлĕ тата!
Нямаç ӳсĕрĕлсе кайнă туй ачисемпе тăратчĕ. Хăй ятне илтсенех сăрталла тапса сикесшĕн пулчĕ. Ăна пула ытти туй ачисем те урăла пуçларĕç, ăçта килнĕ çавăнталла чупма тытăнчĕç. Тухтар кăтра çĕлĕкне пусарах лартрĕ те Нямаç хыççăн чупрĕ, çитсессĕнех ăна çурăмĕ тăрăх саламачĕпе тăсса илчĕ.
— Ăçта таран?..
Элентей çитсе тăчĕ, Тухтара куç хĕсрĕ. Хăй, пĕр сăмах хушмасăр, Нямаçа хулĕнчен çатăрласа тытрĕ, типнĕ çеремпе кӳлĕ хĕрринелле танкăлтаттара пуçларĕ. Чăрсăр Нямаç кутăнлашса пăхрĕ, Элентее çапасшăн пулса, саламатлă аллине çĕклерĕ. Элентей çавăнтах ун аллинчи саламатне туртса илчĕ те Тухтара тыттарчĕ. Халăх вĕсене иртме çул пачĕ. Элентей шыв хĕррине çитсен Нямаçа хыттăн тĕксе ячĕ.
— Çăвăнăр иксĕр те! Тухтар, çуса яр вĕсене лайăхрах. Тасалччăр.
Тухтарăн куçĕ юнпа туртăнса хĕрелнĕ. Тарланă çамки кăтра çӳç пайăркипе çыпăçнă, тумĕ хăйĕн паçăрхи пекех. Салтăнса тăмасăрах вăл шыва кĕрсе кайрĕ те, икĕ аллинчи икĕ саламатне çӳле çĕклесе, Нямаç патне пычĕ.
— Чăм шыва, намăссăр! Селимешĕн путарса вĕлеретĕп!..
Сехри хăпнă Нямаç аяккинелле пăрăнса шыв хĕррине тухасшăнччĕ. Тухтар ăна ик енчен те туртса çапрĕ.
— Хытăрах! Хытăрах! — илтĕнчĕç çыранран хĕтĕртсе тăракан сасăсем.
— Ăçта каян? Чăм аçу патнелле!..
Нямаç шыва чăмрĕ.
— Вăт çапла!.. — Тухтар Кантюк патнелле çывхарчĕ.
— Тăвансем! — терĕ Кантюк. — Мĕн ахăлтатса тăратăр! Туймет ачи ухмахланнă-çке! Вĕлерет вăл...
— Вĕрентем-ха сирĕн пек ăслисене, — терĕ Тухтар, аллине çĕклесе, — чăм эс те шыва, ну! — çапас тенĕ вăхăтра Кантюк та шыва чăмрĕ. — Пиртен кулма-и? Пиртен кулма-и?
Ишекен Нямаç кӳллĕн леш еннелле каçма васкарĕ. Çакна вăхăтра сиснĕ Тухтар шывалла лап тăсăлса выртрĕ те пулă пек ярăнса ишме тытăнчĕ, унтан шыва чăмрĕ, шăпах Нямаç умне тухса, саламачĕпе тепĕр хут сĕрсе илчĕ. Нямаç, шари кăшкăрса, каялла çаврăнчĕ.
— Э-э, ыратать-и? — Тухтар хăйне ыраттарнă пек йĕрессе çитрĕ. йĕпеннĕ куçне шăлмасăр вăл Нямаç хыççăн васкарĕ — Чăм тенĕ каялла!
Нямаç каллех пытанчĕ.
Тухтар Кантюк патне çитрĕ. Старикĕн сухалĕнчен те, вăрăм кĕпинчен те шыв шапăртатса юхать.
— Эс тата мĕн кĕтетĕн? — терĕ Тухтар, Кантюка саламатпа чăвăшлаттарса. — Ан ман çакна! Ĕмĕрех асăнта тыт, ирсĕр туй пуçĕ!
Старик хаяррăн кăшкăрса ячĕ те шывалла ӳкрĕ. Тухтар ăна çĕклесе тăратрĕ.
— Чарăн, Тухтар, чарăн! — илтĕнчĕ шыв хĕрринчен Эпселемĕн хулăн сасси.
— Нямаçне тата кăшт!..
— Яра пар, Тухтар, вĕсемпе сан хăвăн сăмахă пур!..
Тухтар çапах та Кантюкне урăх тивмерĕ, ăна шыв хĕррине тухма ирĕк пачĕ. Анчах Нямаçне çурăмĕнчен тепĕр хут çитсе çапрĕ.
— Çитĕ, çăвăнчĕç, атя, Тухтар, эс те тух, — терĕ вара Шăрттан Имечĕ. — Сана кунта, ав, кĕтсех тăраççĕ...
Тухтар пуçĕнчен хывăнса ӳкнĕ кăтра çĕлĕкĕ шыв çинче хура кӳкерчен пек курăнать. Тухтар ăна кĕрсе илесшĕн те пулмарĕ. Вăл тухнă çĕре Элентейпе юнашар Палюк, Мишша, Аня тата ыттисем те йышлăн çитсе тăнă иккен. Каччă, кăмăлĕ тулнă чухнехи пек, канăçлăн пашкаса, вĕсене алă тытрĕ, аллинчи саламачĕсене шывалла, çĕлĕкĕ патнелле, ывăтса ячĕ.
...Каçхине Тухтар, тем, вĕриленчĕ, аташакан пулчĕ. Элентей ăна хăй патĕнче кăна вырттарасшăнччĕ. Палюк: «Кунта юрамасть», — терĕ. Çамрăк çын пит нумай хĕн-хур тӳснĕ, лайăхрах канмалла. Ыран Палюк Чĕмпĕре тухса каять, Аня та пырать, Тухтара та пĕрле илсе кайма пулчĕ.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...