Хура çăкăр :: XXIX. Кĕтмен хăнасем


— Йĕркине, Кантюк тете, эс хăвах чипер чухлатăн иккен-ха, пире çак хаяр ĕçпе çыхăнтармасан юрĕччĕ, — тесе хучĕ тӳррĕн.

— Вăл-çке, Савантей шăллăм, пĕр эпĕ кăна тумалли ĕç мар. Çавна астуса калаçар-ха, — терĕ Кантюк, хыçалалла каçăрăларах тăрса.

— Эпĕ пӳкле вилĕмпе пĕтме шутламастăп, — каласа хучĕ Эпселем.

— Вилме? — тĕлĕнсе ыйтрĕ Кантюк. — Мĕншĕн вилме? Кĕрӳшне сана тумастпăр-çке? Тамата пулнăран санăн мĕн шикленмелли пур?

— Ай, Кантюк шăллăм, эпĕ хамшăн хăрамастăп-ха, — Нямаç сĕнсе панă эрех куркине тутанса пăхмасăрах сĕтел çине лартрĕ Эпселем, — тавăру сехечĕ виç сыпăка виçет те çич сыпăка çитет...

— Ав, мĕншĕн апла калатăр иккен. Кĕрӳшне эпĕр тăванĕсем çук йĕкĕте тупăпăр. Кĕçтенюкăн, сăмахран, ялта пĕр тăванĕ те юлман. Мăшăрланас шухăшĕ те çук — ватă качча Шерпике чухлĕ Шерпике те тиркет. Кĕçтенюк пулма килĕшмест тетре? Килĕшет. Ара. Унпа эпĕр хамăр калаçса пăхăпăр, пире шанăр.

— Вара эс ăна хăй ирĕкĕпе вилме те хатĕр тетне? — ыйтрĕ Савантей, каллех сĕтел патнелле çывхарса.

— Мĕншĕн хăй ирĕкĕпе?.. Ун пирки кайран ăс çитерме пулĕ-ха. Халь килĕшсе пултăр. Килĕштерес тесе, ăна шыв туйĕ мĕне пĕлтернине каласа парас пулмасть çав... Каласан та, тепĕр тесен, хисепрен ытлашшийĕ пулас çук. Ара. Ирттерессе пит вăрртăн ирттермелле пулать. Кам ирттернине те, мĕншĕн ирттернине те Кĕçтенюкпа хамăртан урăх никам та пĕлмелле мар.

Эпселем ура çине тăрса урай варринелле тухрĕ. Сăнарĕ çиллес хăй пысăкрах курăнса кайрĕ.

— Çук, çук, — терĕ вăл Кантюка, — тинех эп ун пек ĕçе пуçăма чикейместĕп. Кĕçтенюк та çынах, хамăр чăваш çынни. Чăвашсем вĕсем хăйсен хушшинче сĕм авалтан тату та тăванлă пурăнма ĕмĕтленнĕ. Вĕсем пĕр-пĕринпе хирĕçмесĕр пурăннă чухне хăйсене: «Эпĕр вăйлă», — тенĕ. Çынна хаяр ан сун, çынăнне ан хапсăн, тетчĕ пирĕн тĕпчĕк Эптри папай. Ĕнтĕ ватă пуçăмпа эпĕ те никама та хаяр сунам мар-ха, мăнукăмсене те тӳрĕ çынсем пулма пиллесе хăваратăп. Сана та, Кантюк шăллăм, ун пек киревсĕр ĕçпе пуçна çавăрма хушмастăп. Илтетне? Кантюк шăллăм! Ак мĕнле сăлтавпа çӳретĕр иккен. Ун пек таса мар шухăшпа пирĕн çурта килсе кĕтĕр пулсан, халех кунтан тухса кайăр. Çын ылханне хам çуртăма йышăнма хăват çитерейместĕп. Илтетĕре? — паттăррăн янăрарĕ Эпселемĕн хулăн сасси.

Кантюк ăна хирĕç ним калама аптраса ларнă çĕртен сиксе тăчĕ. Нямаç та сĕтел хушшинчен тухрĕ. Çак çуртăн алăкне кăлăхах уçрĕç иккен-ха вĕсем. Ай, сыхланаймарĕ-çке Кантюк! Эпселеме шаннăччĕ, вăл ватă çын, каланине итлĕ, кунăçĕ тенĕччĕ. Савантей та хута кĕрĕ тенĕччĕ. Шанни виçĕ пус кĕмĕле тăмарĕ.

Кантюк кунта çавăн пек сăмах хускатнăшăн чунтан ӳкĕнчĕ. Мĕнле те пулин хăйĕн кăна ирттермелле пулать иккен. Ах, ку инкекĕ-тухачĕ, темĕн те курасси пулĕ иртен кунăнта. Эпселемпе те Савантейпе, çакăнта мĕн калаçнине нихçан та аса илмĕпĕр тесе, калаçса татăласшăнччĕ вăл, апла та вырăнлах мар пек туйăнчĕ ăна. Юлашкинчен вара: «Юрĕ, ун пеккнне, чăн та, хăтланас мар-ха», — тесен, Эпселем, хăй ăшĕнче Кантюка шансах пĕтермерĕ пулсан та, урăх хирĕçмерĕ, анчах каçхи хăнасене ăсатма та тухмарĕ.

Вăхăт пайтах иртнĕччĕ. Кантюкпа ывăлĕ килнелле мăштах тухса утрĕç.

Сĕтел çинчи тулли курка тутанса пăхманнипех ларса юлчĕ.

■ Страницăсем: 1 2