Хура çăкăр :: XIII. Тимĕр хĕрсе шăранать
Капкай тимĕрçĕ вырăс çынни. Утламаш халăхĕ ăна çывăх курать. Аслă ывăлĕпе иккĕшĕ вĕсем хăйсен лаççинче ир пуçласа каçчен пĕр канмасăр тенĕ пек ĕçлеççĕ: ял халăхĕ валли çурла шăллаççĕ, пăта хатĕрлеççĕ, сухапуç майлаштарасси те пулать, пуртă та тăваççĕ. Пĕр Утламăшран кăна мар, кӳршĕ ялсенчен те час-часах килеççĕ.
Тимĕрçĕ çемйи кунта Чулхуларан куçса килнĕ. Куçнăранпа пайтах çулсем иртнĕ ĕнтĕ. Ку чухне йышлă çемьепе хулара пурăнма пит кансĕр иккен, ĕç çукран ĕçсĕр пурăнса тарăхни те — унтан вара улт-çичĕ çул та иртнĕ — çапах халиччен вĕсен асĕнчен каймасть. Пăнтăхнă чĕрĕ путвал пӳлĕмĕсенче çемйи-çемйипе тупăкри пек тăкăсланса пурăннă кунсене выçăллă-тутăллă ирттерни, ыйткаласа-йăлăнса çӳрени, килкартисенче йытă çиес татăка тупнăшăн та савăнни — кам виçсе пĕлес пур Капкай çемйи е ун евĕр ытти ĕç çыннисем чăтса ирттернĕ нушана? Йывăрлăхне нумай курма пӳрнĕ çав ăна хулара. Ялта тесен, алă ĕçĕпе те пулин пурăнкалама пулать.
Капкай килйышĕ валли Утламăшсем ял хĕрринче пĕчĕк пӳрт лартса пачĕç, пӳртĕнчен инçех мар лаçă турĕç — тимĕрçĕсĕр пурăнма çук ĕнтĕ, юман тымарĕнчен тунă акапуçне тимĕр калаклă сухапуç улăштарчĕ, тăн-тăн пурăнакан çынсем урапи кустăрмисене шинлаттара пуçларĕç; таçта катана кайса çӳриччен ялтах тимĕрçĕ пурри лайăх çав. Утламăшсем пурăна киле Капкай çемйине çĕр касса пама та ĕмĕтлентеретчĕç. Капкай малтанхи ревисе кĕреймерĕ, пĕчĕкçĕ те пулин хăйĕн çĕр лаптăкĕ пулсан, мĕн каламаллаччĕ иккен те, çук çав. Юрать-ха, çурт тавра пахча пур.
Капкайăн пилĕк ача. Пиллĕкĕшĕ те вăйлă ашшĕне хунă темелле — вĕçе-вĕçĕн патваррăн ӳсеççĕ: асли — Мишша ятлă; ялта халь ăна та ăста тимĕрçĕ теççĕ, иртнĕ акатуйĕнче паттăр кĕрешнĕрен вара ялта ăна пысăкки-пĕчĕкки — пĕтĕмпех лайăх паллать. Шăрттан Имечĕ, сăмахран каласан, Мишшана ĕлĕкхинчен те ытларах юрата пуçларĕ, вăл тимĕрçĕ лаççине ирĕн-каçăн кун сиктермесĕр тенĕ пек кĕрсе тухмасăр чăтаймасть, кĕрешмелли мелсене те Мишшана пикенсех вĕрентет. Капкайăн тата вунпиллĕкелле çитнĕ Аня ятлă хĕрĕ пур, вăл Чĕмпĕрте вĕренет, çу вăхăтĕнче яланах тăван ашшĕ-амăшĕ патне яла таврăнать. Унăн шăллĕне, Володьăна, эпир акатуйĕнче Ильяспа пĕрле курнăччĕ. Çемйинче унран кĕçĕннисем тата иккĕн пур, вĕсем Утламăшра çуралнă.
Капкай хуçалăхĕ вырнаçнă лупашка Карас кӳллипе Юман кӳлли патнелле тухать. Кӳлĕрен хир енчи сăрталла Çĕнĕ Ырă кати пуçланатчĕ, çав катана халь кăкласа сухаланă та çырма хĕррине чикĕнекен пĕр сăмсаха çĕç сухаламасăр хăварнă: Кантюкăн çавăнта вĕр-çĕнĕ акапуçĕ шалтăрах ванса кайнă имĕш. Сухалакан тарçине йĕрĕх тытнă, тет, халь те сывалаймасть тенĕ сас-хура çӳрет. Кантюк çав вырăна хăех пырса пăхнă-мĕн. Инкекĕ пĕр кĕтмен вăхăтра тикĕс çĕр çинчех пулнă курăнать, тымар тавраш та, шăтăк пекки те çук. Çавна пула кăçал кунта чӳк те ирттермелле, çĕрне те çамрăклатмалла тесе сăмахланă тет, Кантюк.
Тухтарпа Ильяс тимĕрçĕ лаççине пынă чухне Мишша пĕччен кăна ĕçлетчĕ. Лаççа çын кĕнине курсан, Мишша аллинчи мăлатукне сунтал аяккине хучĕ, вучаха пĕр луттук тимĕр катăкĕ пăрахрĕ, вĕркĕчпе вĕртерме тытăнчĕ. Тухтар ăна сывлăх сунчĕ, хăй мĕншĕн килнине каласа пачĕ.
— Ĕçĕ пысăк мар, халех тăвăпăр, — сăмах пачĕ ăна Мишша. Çамрăк тимĕрçĕ сарлака та тĕреклĕ çын, сăнĕ-пичĕ — ĕçлесе пăшăхнипе пуль — хĕрелсе кайнă, кӳпшекрех сăмси, ашшĕнни пек, авăнчăкрах, чăшăл хура сухалне ик-виçĕ кун хушши хырман пулмалла, çӳçне хыçалалла тураса янă та, итлесех кайман çӳç пайăркисем хăй кăшт авăнмассерен малалла усăна-усăна анаççĕ. Мишша вĕсене аллипе тӳрлетмест, пуçне лăст ухса илет те, çӳç пайăркисем хăйсемех каялла выртаççĕ. Кулкаласа вăл ăшшăн пăхать. Ялта Мишша çулне çитнĕ каччăсем пурте авланнă ĕнтĕ, тимĕрçĕ ачи авланман-ха, çамрăксен вăййисене çӳремешкĕн питех савăк мар курăнать: Тухтар вăйăра Мишшана пĕртте курмарĕ.
Çамрăк тимĕрçĕ пăртак сывлăш çавăрнă хушăра вĕсем сăмахлама тытăнчĕç.
— Пĕчченех ĕçлетĕн-и кунта? — ыйтрĕ Тухтар.
— Пĕччен мар, эпĕр аттепе ĕçлетпĕр, вăл халь шыва кĕме кайрĕ.
— Ытла пăчă мар-çке паян?
— Лаçра пăчă. Эпĕр кашни кун çемйипех шыва кĕретпĕр. Эп паçăрах çăвăнса килтĕм те ĕçе тытăнтăм.
— Эс хĕлле те шыва кĕретĕн, теççĕ, çапла-и?
— Кун сиктермесĕр, — тавăрчĕ Мишша. — Иртнĕ хĕл сивĕ килчĕ, пурпĕрех пăрахмарăм.
— Сивĕ пуль хĕлле шыва кĕме?
— Пит аван... Мĕн ачаран шыва кĕрсе ӳснĕ Атăлта. Эс Атăл курнă-и?..
Атăл çинчен Тухтар илтнĕ те, курасса курман.
— Сарлака, тет, вăл, урам урлăшĕнчен те сарлака, тет.
Мишша чăтаймасăр кулса ячĕ.
— Урам сарлакăшĕ кăна-и?.. Вон, ял курăнать, — Куршанкă еннелле тăсрĕ вăл татăк пӳрнеллĕ аллине, — çавăнта çити пулать ун сарлакăш... Эсĕ те шыва кĕретне?
— Шăрăх чухне.
— Пит шăрăх чухне кĕмелле мар. Ирхине, хĕвел тухнă чух, кĕмелле. Каçхине пит аван. Акă ыран ирхине кунта кил-ха, пĕрле шыва кĕрĕпĕр. Вон, шыва кĕрсе таврăнаççĕ, — терĕ Мишша.
Кӳлĕ хĕррипе иккĕн утса хăпараççĕ. Пĕри çулланă çын, кăвакара пуçланă çӳçлĕ. Пуçне выртма карттус тăхăннă, шурă кĕпи çийĕн пилĕкне чĕн пиçиххи çыхнă, лутра кунчаллă атăпа, тепри — çамрăкки, çанăсăр шурă кĕпепе, кĕске кăвак йĕмпе, Ильяс çамрăккине çийĕнчех палласа илчĕ — Володя.
Мишша ашшĕпе вырăсла калаçать. Ватă тимĕрçĕ сарă мăйăхне вăрăм ӳстерсе янă, кăштах пĕркеленнĕ питлĕ, Тухтар сине ăшшăн пăхса илчĕ. Чăвашла кăшт такăнарах, вырăсла хурмăрах калаçать, Тухтар хăй мĕншĕн килнине пĕлтерчĕ те çĕтĕк-çурăкпа чĕркенĕ сӳре шăлĕсене кăтартрĕ: таçта нумай выртса пĕтнĕ вĕсем, вĕçĕсем кукăр, вăрăмăш пĕр пек мар, вучахра çĕнĕрен шăратмалла вĕсене.
— Хатĕрри пур, çавсене лартас пулать, — терĕ ватă тимĕрçĕ. Хăй çавăнтах лаççа кĕчĕ, сăран саппунне çакса ячĕ, сăран алса тăхăнчĕ, вăхăта вăраха ямасăр, ĕçе тытăнчĕ. Мишша çав Тухтар илсе килнĕ кивĕ сӳре шăлĕсене вучаха пăрахрĕ. Тимĕрçĕсем епле вăй-хăватлăн ĕçленине вăл чунтан савăнса, алăк патĕнчен пăхса тăчĕ.
Хĕрнĕ вучахра тимĕр шăранать. Вĕркĕчпе вĕртермессерен хĕлĕх пек çинçе хĕлхемсем çӳлелле пуçтаххăн сирпĕнеççĕ. Капкай, мăлатукне тытса, сунталĕ çийĕн хаваслăн тăкăртаттарса илчĕ. Унăн тепĕр аллинче вăрăмрах авăрлă клеще. Çав клещепе вăл вĕртерме чарăннă вучахран хăйра пысăкăш тимĕр кӳмеркки çаклатса çĕклерĕ, сунталĕ çине хучĕ. Шураличчен хĕрсе çитнĕ тимĕр пĕрре çапсанах чăл-пар тĕпренессĕн туйăнать. Ватă тимĕрçĕ вăйпа ĕхлетрĕ те çав тимĕре хăвăрт-хăвăрт туптама тытăнчĕ. Йышлă хĕлхем пĕрчисем таçта çитес пек ярăнса хăпараççĕ.
Тухтар пит юратать тимĕрçĕсем ĕçленине пăхса тăма. Майне пĕлсен, вăл хăй те çакăнта ĕçлесе пăхнă пулĕччĕ, анчах кам вĕренттĕр ăна çак ĕçе! Вăй та нумай кирлĕ пуль çав, унăнни пек черченкерех шăмшакпа кунта ĕçлеме çăмăлах мар пуль...
Ачасем пĕрне-пĕри тахçан пĕлекен туссем пек тĕл пулчĕç. Ильясăн кунта ĕç пĕтичченех кĕтмелле пулать-ха. Ильяс Володьăсем патне кайса килме килĕшрĕ.
Володьăн пӳрчĕ тимĕрçĕ лаççинчен аяккарах, сăрт çамкинелле пăхса ларать. Пӳртне çурмаран çурнă пĕренерен тунă, çиелтен тирпейлĕн хăмăш витнĕ. Хыçалта хăмапа çапса тунă пăлтăр пур, унтан вара аслăк пекки, аслăк хыçĕнче тăмпа сĕрнĕ çатан вите.
Пăлтăр алăкĕ умĕнче пĕр илемлĕ хăмăр йытă хăйĕн икĕ пĕчĕк çурипе йăпанса выртать. Ачасем пынине курсан, çурисем иккĕш те тăчĕç. Пысăк йытти Ильяса куç сиктермесĕр пăхать. Усăк хăлхи алса тулĕ пек сарлака та вăрăм, хура вĕçлĕ сăмси хĕвел çинче çуталса тăрать, кĕске çăмĕ, халь кăна шыва кĕрсе тухнă хыççăнхи пек, йăм-йăм курăнать. Йытă ура çине çĕкленчĕ, çинçе те вăрăм урисем чĕрне вĕççĕн кăна çĕре тĕренеççĕ тейĕн.
— Трезор! — терĕ Володя ачашланă сасăпа.
Йыттисем виççĕш те ун умне пырса тăчĕç. Ильяс кăшт каялла чакрĕ, шикленсе пăхкаларĕ.
— Эс ан хăра вĕсенчен, Ильяс. Ав, мĕнле сĕртĕнсе ачашланаççĕ вĕсем. Çынна тивмеççĕ, сунара çӳремелли йытăсем.
— Сунара çӳремелли-и? — хĕпĕртесе ӳкрĕ Ильяс — Виççĕшĕ те пĕр тĕслĕ, епле илемлĕ вĕсем... Пурте хавăрăн-и?
— Хамăрăн.
— Меншĕн çавăн чухлĕ усратăр?
— Пит килĕштереççĕ вĕсем, хĕрхенетĕп. Ан тив, пĕрле пурăнччăр. Питех кирлĕ пулсан, сана пĕр çурине парса яма та пултаратăп.
Ильяс çавăнтах паян ирпе ашшĕ çапса вĕлернĕ кушака асне илчĕ. Кушакĕ те, çак йытă пекех, пит чиперччĕ, ашшĕ ăна çапах та хĕрхенмерĕ... Çак йытă çурипе те çавăн пек пулма пултарать. Ильяс, ун çинчен асне илсен, шартах сикрĕ. Анчах тепĕр тесен, ку йыт çурине Тухтар патĕнче усрама пулать.
— Парса яратна, Володя, чăнах? Эп ăна лайăх пăхса усрăп, кайăка çӳреме вĕрентĕп, — йăлăнса ыйтрĕ Ильяс.
— Кайăка çӳреме вĕреннĕ вĕсем. Пысăк Трезор иртнĕ хĕл сакăр мулкачă тытса пачĕ, — терĕ Володя. Хăй çавăнтах çĕрелле пĕшкĕнчĕ те пĕр турпас татăкĕ тытрĕ, ăна инçете ывăтса ячĕ.
— Трезор! — хушрĕ вăл пысăк йыттине. Йыттисем виççĕш те пĕр самантра тапса сикрĕç. Ватти, çитес çĕре чи малтан çитрĕ пулсан та, турпас татăкне шăршласа çеç пăхрĕ, тĕкĕнмерĕ, ун хыççăн чупса çитекен çури, турпас татăкне хыпса, Володя патне каялла вĕçтерсе килчĕ.
— Пултарать вĕт?
— Пултарать кăна-и, — чĕререн ĕненсе тĕлĕнчĕ Ильяс.
— Килне кайнă чух вот сана çакна парса ярăп та.
Вĕсем пăлтăра кĕчĕç. Сулхăн та таса пăлтăрта, пĕчĕк сĕтел хушшинче, Володя аппăшĕ кĕнеке вуласа ларать. Ачасем кĕнине курсан, вăл вулама чарăнчĕ.
— Аня, вот Ильяс, манăн лайăх тус, — терĕ Володя.
Ют çуртра вăтанакан Ильяс, малалла иртеймесĕр, урайнелле пăхса тăчĕ.
— Ильяс?.. Епле илемлĕ ят, Илья тесен те юрать, Илюша. Кăçал Володьăпа пĕрле шкула каятăр-и?
Ильяс тем тавçăрса илейменнипе чĕнмесĕр тăчĕ.
— Каятпăр, — уншăн тавăрчĕ вара Володя. — Хурăнвара пĕрле каятпăр.
— Пит аван, пĕрле юлташлă пулăр, — терĕ Аня, уçнă кĕнекине хупса.
— Эп пĕлместĕп, — каласа хучĕ Ильяс, кăштах тăрсан.
— Школа, пĕлетĕн вĕт? Вот пирĕн аппа çичĕ çул вĕренчĕ, тата каять. Эпĕ те каятăп. Айда, пĕрле çӳрĕпĕр, Ильяс? — çине тăчĕ Володя.
— Мĕн тутараççĕ унта?
— О, унта вĕренмелле кăна, пĕтĕмпе вĕрентеççĕ: кĕнеке вулама, задачăсем хисеплеме, çырма вĕрентеççĕ... Ну-ка, Аня, — аппăшне пахса илчĕ Володя, — вуласа пар-ха пире Руслан çинчен?
— Да, — хĕпĕртенĕ сасă илтĕнчĕ Аньăн. — Ильяс вырасла пĕлмест, манăн кунта вырăсла каланă-çке?
— Ну, эс ху вуланине пире каласа пар, — йăлăнчĕ Володя. Аня чăлт шурă кĕпепе. Мăшăр хура çивĕтне кăкăрĕ умне усăнтарнă, çара урине çӳхе пушмак тăхăннă. Вăл, ларнă çĕртен тăрса, ачасем патнелле çывхарчĕ, çамрăк Ильяса витерсе пăхрĕ — ытла ачаш кĕлеткеллĕ хыткан ача. Аня аллисемпе иккĕшинне те хулпуççисенчен сĕртĕнчĕ. Вăтаннипе Ильясăн пит-куçĕ илемлĕн хĕрелсе кайрĕ.
— Айдате, пӳрт умне тухса ларар. Унта эпĕ сире кунта çырнине пĕтĕмпе каласа парăп.
Пӳрт умĕнче илемлĕ чечексем ӳсеççĕ. Вĕсенчен хăшĕ лапсăркка та хĕрлĕ, куçа çисе тăрать, хăшĕ юр пек шурă; кăваккисем те нумай, куçпуç алчăраса каймалла. Канăçсар вĕлле хурчĕсемпе тĕкĕлтурасем чечекрен чечек патне пырса сĕрлеççĕ, йывăр чечексем ачаш туни çĕклесе тăрайманнипе пуçĕсене уснă. Ачасем, çав чечексен хӳттине пырса, сак вырăнне хунă яка пĕрене çине чĕкеçсем пек çума-çумăн ларса тухрĕç.
Аня ачасене Русланпа Людмила çинчен ытла илĕртмелле халап ярса пачĕ. Володя ку халапа, ахăртнех, унччен те илтнĕ пулмалла. Аня каласа панă май хăй те сăмах хушкаларĕ. Ильяс вара кашни сăмаха çăтса ярас пек тимселсе итлерĕ — княç патĕнчи ĕçкĕ-çикĕ те, Людмила çĕр çăтса янă чухнехи пек çухални те, акăш-макăш пысăк пуç та, вăрăм сухаллă усал Черномор та, паттăр Руслан та ăна шăпах куç умĕнче тăнă пек туйăнчĕ. Аньăн сасси пит чипер, каласса та ăста калать, сăмахĕсем такмак пек килĕшӳллĕн çыхăнса пыраççĕ. Каланă май вăл кĕнеки çине пăхкаласа илет. Кĕнеки çинче ӳкерчĕксем пур. Ильяс çав ӳкерчĕксене пăхать те, ăна Аня мĕн калани пĕтĕмпех чăн пулса иртнĕ пек туйăнать. Вăхăчĕпе Аня чарăна-чарăна вуласа парать. Ильяса çак темле хăй пĕлмен юрра итленĕн туйăнать. Мĕншĕн вăл вырăсла пĕлмест-ши, мĕншĕн çак Аня пек вулама пултараймасть-ши? Тен, хăй те Володьăран çакăн пек кĕнекесем тупса вуланă пулĕччĕ. Ильяс шухăша каять — такмак кăна-и сана? Юрă, вĕçĕ-хĕррисĕр пуçланă юрă! Майне çитерейсен, Ильяс хăй те Аня пек калама вĕренĕччĕ... Телейлĕ çав Володя, вăл çавна пĕтĕмпех итлеме те, ăнланма та пултарать, ӳкерчĕксене те кашни кун курать, Володьăпа юлташланни Ильясшăн темле хаклăн туйăна пуçларĕ.
Нумайччен ларчĕç вĕсем çапла пӳрт умĕнче, Ильяса куç умне йăлт урăхла тĕнче тухса тăчĕ. Кун сиктермесĕр килсе çӳрĕ-ха вăл çакăнта, вĕçĕмсĕр итлĕччĕ Аня пĕлекен халапсене. Аня, шет, çак халапа кăна мар, тата ытти нумай-нумай халап пĕлет пуль. Пĕлекен çын хăй пĕлнине калама хĕрхенсе тăрас çук. Ильяс хăй те халапсем пĕлкелет, анчах вĕсем Аня каласа панă пек çыхăнса пыраймаççĕ çав.
Аньăна амăшĕ пӳрте чĕнсе кĕртрĕ. Ильяспа Володя иккĕш кăна ларса юлчĕç.
— Володя, эс пĕлетĕн пуль çак халапа? — ыйтрĕ Ильяс, пăртак тăрсан.
— Илтнĕ. Эпĕ ку халапа кăна мар, ыттисене те илтнĕ. Пĕлесĕнччĕ эс ылтăн пулă çинчен. Салтан патша çинчен, эх, унта тем çинчен те каланă.
— Аня аппу каласа пачĕ-и?
Ильяс еккине ярса итлерĕ.
— Вăл каласа пачĕ.
— Итле, Володя, эс мана çавсене каласа парăн-и?
— Каласа парăп. Эпĕр, Ильяс, санпа пĕрле вĕренме шкула кайăпăр. Каятпăр-и? — хĕрсе ыйтрĕ Володя.
— Темĕн пĕлместĕп, — тавăрчĕ Ильяс тепĕр хут та. Хăй çаплах хастарлă Руслан çинчен те, Людмила пике çинчен манаймарĕ. Шкулта вĕренсен, хăех çавсем çинчен пĕлме пултарать иккен, авă мĕне вĕрентеççĕ шкулта. Мĕн тесен те, килне çитсен, амăшĕпе калаçса пăхать-ха, мана шкула ярăр тесе тилмĕрĕ.
— Ну, Володя, манăн каймалла, — терĕ Ильяс.
— Тата хăçан килĕн?
— Ыранах... Йыттăна парса яратăн-и?
— А-а, эп сана ăсатса ярăп, амăшĕ парасшăн пулмĕ.
Володя йыттисене хăй патне чĕнсе илчĕ, витене хупрĕ. Çурисенчен пĕрне илчĕ те Ильяса тимĕрçĕ лаççи патне çитичченех хăй ăсатса ячĕ. Иккĕшĕ вĕсем паянтан вара çывăх туссем пулăпăр тесе калаçса татăлчĕç.
Тухтарăн кунта шăпах ĕçĕ пĕтнĕччĕ. Вăл ĕнтĕ Ильяс пырасса кĕтмесĕрех килне каясшăнччĕ. Ĕçе тарават тимĕрçĕсемпе сывпуллашса тухсан, вăл хăй патне пыракан ачасене курчĕ ачасем хыççăн васкавлăн утса пыракан тимерçĕ хĕрне асăрхарĕ. Чипер сăн-питлĕ хĕрача Тухтар çине хăюллăн витерсе пăхса илчĕ. Тухтар сӳре çĕкленĕччĕ, хĕре курсан, хăй çĕклемĕнчен вăтанчĕ, темле чун сиссе илейми хăват ăна пĕр саманта пăшăрхантарчĕ, унтан йăвашшăн ăшăтнă пек пулчĕ. Каялла пĕрре те çаврăнса пăхмасăр утрĕ. Ильяс çеç, унпа юнашар утма аран елкĕрсе пыраканскер, Тухтарăн пĕлес ĕмĕтне ăнкарнă пек, шаппăн çапла каласа хучĕ: «Аня ятлă вăл, Володя аппăшĕ, Чĕмпĕрте вĕренет...»
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...