Таната :: Серепе


«Эс пур пĕрех çылăхлă, ывăлăм. Ӳкĕнмелле санăн, çылăхна каçарттарма тăрăшмалла...»

«Мĕн туса çылăха кĕнĕ эпĕ?»

«Ултав шухăш хĕтĕртнине итленĕ, ыранхи куншăн тăрăшнă, çĕр çинче мул пухма ĕмĕтленнĕ, мĕн çияс, мĕн ĕçес, мĕн тăхăнас тесе хуйхăрнă. Пире мĕн кирлине çӳлти атте хăех пĕлсе тăрать...»

Алăк шал енче темскер кăштăртатни илтенчĕ.

«Шыв ĕçес килет», — терĕ таçтан шалтан Михапар.

Тайлăм картишĕнче такăнкаласа Салакайăк тăм куркапа шыв ăсса килсе пачĕ.

«Халь ĕнтĕ алăкне хупма пултаратăн, пачăшкă, — терĕ Михапар паçăрхи пекех лăпкăн, — эп çывăрма выртатăп».

Салакайăк алăкри шăтăк патне çывăхах пырса тăчĕ. Михапар чăнах та выртнă пулас, сывлани таçта илтĕнет.

«Ну, мĕн шутлатăн, Михапар?»

«Мĕн пирки?»

«Ӳкĕнес пирки».

«Манăн нимĕншĕн те ӳкĕнмелли çук».

Хĕрарăмсем пекех, Салакайăк аптраса пĕççине шарт çапрĕ.

«Хăратăп эп саншăн, ывăлăм. Мĕн пулĕ капла? Тӳресемпе чипер калаçса татăлмасан, турăран каçару ыйтмасан, маçакку пекех, Çĕпĕре...»

Михапар тăрса алăк патне пычĕ,

«Мĕн тумалла — ӳкĕнес тесен?»

«Турра ӳксе пуç çап, нумая хапсăнма пăрах. Вĕçен кайăксем акмаççĕ те, вырмаççĕ те, кĕлете те пухса хумаççĕ — вĕсем пур пĕрех тутă. Çынсем мĕнтен кая вĕсенчен? Эпĕ те саншăн кĕл тăвăп. Ытти чиркӳсенче те турă чури Михапаршăн çуртасем лартма хушăп. Турă умне хума эсĕ пĕрер вунă тенкĕ укçа пар... Тӳресемпе те мирлĕ татăл. Пар эс вĕсене çав пĕлтĕр тытнă упа тирне. Параканăн алли нихçан та пушанса юлмасть, ăна ун вырăнне çӳлти турă виçĕ хут ытларах парать».

«Тăхта-ха, пачăшкă, — пӳлчĕ ăна Михапар. — Каласа парас-и сана пĕр сăмах?»

«Кала», — терĕ Салакайăк хĕпĕртесе.

«Мана кунта кулава мар, эсĕ хуптарнă иккен. Çавăнпа эп санпа текех çăвар та уçмастăп. Укçа та ан кĕт, упа тирне те памастăп».

 

* * *

Салакайăк тепĕр каç каллех путвал алăкне пырса уçрĕ, Михапара ӳкĕтлесе çавăрма хăтланса ăна хăратса та, йăпатса та пăхрĕ, Михапар пупа хирĕç алăк умне пырса тăчĕ те пĕр сăмах та чĕнмерĕ.

Виççĕмĕш каç та çаплах иртрĕ. Тепĕр кун каçхине çеç Михапара никам та чăрмантармарĕ.

Салакайăк тăваттăмĕш хут пырсан Михапар унпа калаçма мар, çăкăрне те илмерĕ.

 

* * *

Виç утăм çурă, пилĕк утăм, виççĕ... пиллек. Пуçĕ çаврăнса кайсан çеç Михапар хăй ăçталла утнине манса каять те стена çумне пат пырса перĕнет. Вара аллипе хыпашласа алăка шыраса тупать, пыр çыххине туртса татать.

Утнă чухне ларса канас килет, ларсан — выртас килнĕ пек туйăнать. Анчах выртсан та ыйхă çук. Канăçлă мар, канлĕ мар. Пĕтĕм кĕлеткене чул пек йывăр япала çĕр çумнелле хĕсет, пусса тăрать. Алла аяккалла илсе хурас тесен вăл та урайне пĕрене пек кайса çапăнать.

...Ачисем ĕнтĕ унăн, паллах, выçă лараççĕ. Киле юлнă пĕртен-пĕр арçын чунĕ Михапар ашшĕпе пĕрле тем те тума пултарать, пĕччен вăл та аптраса ӳкрĕ пуль. Арăмĕ кăкăр ĕмĕртет, çитменнине тата — йăшнă пек пулнăччĕ.

Йывăр вăхăтра ӳсме тиврĕ Михапар ачисене. Виççĕмĕш çул ак тырă пулмасть. Юр-вар та çук, мĕншĕн тесен пурлă-çуклă выльăхсене пĕлтĕрех пусса çинĕ. Сĕт-турăхсар мĕнле ӳстĕр ача-пăча?

Ваттисем тĕрĕсех каланă-мĕн: пуян çын путек усрать, апăрша ача пăхать тенĕ. Михапарсен çулсеренех (çулсерен!) ача çуралать. Арçын ача пулсан — татахчĕ тейĕпĕр, ăна ят çĕрĕ — тырă туса илмелли çĕр лаптăкĕ параççĕ, Укка, упăшкинчен кулнă пек темелле-и е такама сăмах панă пек-и, вĕçĕмех, умлă-хыçлах хĕр ача — хĕр ача — хĕр ача çуратса тăрать. Хăй ни ватăла пĕлмест, ни ĕçлеме чарăнмасть.

Ĕçчен те айванрах, тӳр кăмăллă Михапар урăх хĕре качча илнĕ пулсан арăмĕ те кун пек çывăх пулман пулĕччĕ, унран çуралнă ачисем те хальхи хăйĕн ачисем мар, урăххисем пулнă пулĕччĕç тесе шухăшлать.

Çук, ӳкĕнмест Михапар. Çуралччăрах вĕсем. Вĕсем хăйсен ашшĕ-амăшĕсем пуртан çуралаççĕ. Вăй çитнĕ таран вĕсене пăхма-тăрантарма та ӳркенмест Михапар. Чĕрĕ пуç йӳнеçетех. Çулла вăл ачисене ертсе çум çумлама çӳрет, çынсене ĕçлесе парать, хĕлле çăпата туса сутать, арăмне пир тĕртме пулăшать, сунара чупать.

Сăмахĕ кăна мĕне тăрать, иçмасса. Сунар... Ырă сунар, сывлăх сунар. Чуна кĕрхи çара вăрман шăрши çапать, чĕрене уçăлтарса ярать.

Ирхине ирех çĕр улми пĕçерни, йĕлтĕр çине тăрса, шурă уй урлă пăлан пек вĕçтернисем. Пите уçă сывлăш касать, кĕрĕк айĕнче хĕвре вĕри çĕр улми ăшшăн-ăшшăн туйăнса тăрать. Малтанах пит-куçа йĕплеме хăтланса пахнă çил часах парăнать, çаврăнса ӳкет, чĕрнипе чĕпĕтес вырăнне ачашласа лăпкама та ачашланма тытăнать.

Мулкачсене, пăчăра, хир чăххине хура кĕркуннепе хĕлле мăйкăчпа тытма ансат. Вĕсем çӳрекен сукмак çине е кĕрсе тухакан вырăна ут хӳринчен явса тунă темиçе мăйкăч çыхса хума кăна ан ӳркен...

Тепĕр чухне, кăвак çутăлла, арпалăхра пĕрчĕ суйласа çу муклашки пек самăрăлса кайнă хир чаххисене алăкра йывăç кĕреçепе çапса ӳкерсе те тытма пулать.

Кусем сунара пĕччен-иккĕн çӳремелли майсем.

Ушкăнпа сунара хĕлле танатапа çӳреççĕ. (Танати вăл сарлака е тетел евĕрлĕ япала. Тетел пекех, ăна чĕрĕ çипрен çыхаççĕ.) Танатине вăрмана, мулкач пырса кĕмеллерех вырăна прачака е уçланка карса хураççĕ. Пĕр çын-ик çын ун çывăхне пытанса лараççĕ. Ыттисем аякран кайса çаврăнса йĕрлесе килме тытăнаççĕ. Аттяттюх! Аррюх! Вăрманта çĕр çĕмĕрсе тăрать. Сехри хăпнă, анраса ӳкнĕ мулкачсем, сурăх пек, пĕр çĕре пырса çапăнаççĕ — çын, тепĕр çĕре ыткăнса çитеççĕ — каллех çын. Вара ирĕксĕрех сас-чĕв илтĕнмен еннелле — таната патнелле кайма тивет. Алчăранă мулкач ăна-кăна пăхса тăмасть, сикет те — çыхланса ӳкет.

Таната тытакансем яланах пуртарах çынсем. Михапар пек юрлă çынсене вара, сас çĕтиччен ĕрлешсен те, эрнере пĕрер мулкачран ытла тивмест.

Шултра кайăксене — упана, кашкăра, çӳлевĕçе, пăшине — чăвашсем темиçе тĕрлĕ те тытаççĕ. Пĕрисем кайăк çулĕ çине тарăн пусă алтса хураççĕ те ăна çиелтен çапăсем витеççĕ...

Упана хĕлле йĕннине тупса тĕтĕрсе кăлараççĕ.

Михапар ватă çынсен йăлипе çурлă-кĕрлĕ упа тытма вăрмана çĕçĕпе кăна тухса каять. Кайăк çулĕ çине вилнĕ çын пек хутланса выртать те вăл çăмламасĕ шăршăпа çывхарасса кĕтме тытăнать. Çур кун, пĕр кун, эрне иртсе каять. Мĕн унта эрне! Анмасан тепĕр чухне ик-виçĕ çул хушшинче те пĕр упа пырса çулăхмасть. Ун вырăнне пĕрерĕшне тытсан вара пĕтĕм ял пуçтарăнать, темиçе çул асăнмалăх калаçу пулать...

«Çав-çав çын упа тытнă теççĕ».

Сунарçă выртать. Хуллен-хулленех каç пулса килет. Уçланка типĕ çулçăсем татăла-татăла анаççĕ. Пит çине нӳрĕ çăвать. Сулмаклăн тайкаланакан катмар йывăç тăррисем, пысăк мĕлкесем пек, тӳпери çăлтăрсене шăлса тасатаççĕ.

Ĕнтĕ каç та пулса çитрĕ. Аяла сарнă тир витерех ăша сивĕ çапать. Хырăм та выçнă. Анчах хускалма юрамасть. Ыйхă витĕр кĕрхи вăрман çилпе пĕрре хаш сывласа илет те каллех çывăрса каять. Вăрманпа пĕрлех, ĕшеннĕ сунарçă та ассăн сывласа ярать, вăрманпа пĕрлех унăн та çывăрасси килет.

Миçе тĕрлĕ шухăш-кăмăл аптратмасть пуль çынна пĕр вăхăтрах: хырăм выçни, ыйхă килни, сивви... Иçмасса та çав ĕнтĕ!

Утарти автан шарлаттарса авăтать. Унтан ялтисем хускалаççĕ. Çур çĕр.

Пĕр ĕмĕр иртсен тин, пин тĕслĕ шухăш шухăшласа пĕтерсен, тӳпе кăвакарма пуçлать. Чи малтан тӳпене шăналăк пек карса илнĕ хулăн пĕлĕтсем вăранаççĕ. Темиçе татăка пайланса, шĕвелнĕçем шĕвелсе вĕсем кăнтăралла васкаса шума тытăнаççĕ, арпашăнса, пăтрашăнса пĕтеççĕ. Йывăç тăррисене каллех чун кĕнĕ. Вĕсем кашни шăлса илмессерен, тӳпе уçăлнăçем уçăлса, тасалса пырать.

Юлашкинчен таçта инçетре йывăррăн лап-лап-лап пуснисем илтĕнсе каяççĕ. Упа çывхарнăçем çывхарса килет. Куçне уçмасăрах сунарçă вăл пысăк пуçне лăнк-лăнк-лăнк сулласа пынине, çемçе урисене ним уяса тăмасăр пускаланисене курать, ытти темиçе шăршăсем хушшинче упа шăршине уйăрса илет. Хăрăк туратсем çатăртатса хуçăлаççĕ...

Шăнса хытнă сунарçă сасартăк тарласа каять.

Акă ентĕ çывăхрах упа мăшăлтатса сывлать, малти хăрах урине çĕклесе, тап чарăнса тăрать, пĕчĕк куçĕсемпе хай умĕнче выртакан çын кĕлеткине сăнаса пăхать. Çын хускалмасть. Упа пĕрре, иккĕ ярса пусать те, ун урлă каçса, нăш-нăш шăршласа пăхать. Сунарçă çавна çеç кĕтсе выртнă та. Вăл, яшт çĕкленсе, упана хырăмĕнчен çĕçĕпе пашлаттарать те, сăвăс пек, ун çумне çыпăçса ларать...

Кашнинчех сунарçă çĕнтерет тени — тĕрĕс мар. Вăрмана иккĕшĕнчен пĕри — е сунарçă, е кайăк — хăшĕ çаврăнăçусăртарах, çавă выртса юлать.

 

* * *

Пилĕк утăм, виççĕ... Виççĕ, пиллĕк... Шыври кимĕ тăрăх çӳренĕ пек, Михапар çав тери асăрханса утма тарăшать. Кăшт шухăша кайсанах. хăй ăçтине мансанах, вăл çĕре персе анать. Тепĕр чухне Михапар хăй ӳсĕр çын пек тайкаланса утнине астăвать. Виç...çĕ, улт...тă. Виççĕ... Пăртакран пăхать — вăл çĕре ларнă. Ура çинче тăнă чухнехипе ларнă хушăра мĕн пулса иртнĕ, ăна Михапар пĕлмест.

Çапла сакăр кун, унтан тăхăр кун иртсе каять.

 

* * *

«Итле-ха, Михапар. Эс ăслă-и е ухмах-и? Хăна хĕрхенместĕн пулсан ачусене те пулин шелле. Ма çиместĕн нимĕн те? Выçă вилсен вĕсене кам пăхса çитĕнтерĕ? Кил-йыша салатма çăмал та, пуçтарма кансĕр... Кур-халĕ, эпĕ ăшă икерчĕ илсе килтĕм. Матăшкă хăй пĕçерсе пачĕ...

Мĕне кирлĕ сана стараста — ăнланмастăп. Кулава та килмест — вăл мана калаçма хушрĕ... Çиместĕн-и-ха кăна? Тен, эппин, какайпа çăкăр исе килем, э? Калаçмасăр, апат çимесĕр пурăнса эс турра кӳрентеретĕн, Михапар.

Иван Петровичпа калаçса пăхрам эпĕ. Халь ĕнтĕ укçи те кирлех мар. Упа тирне пар та — ĕçĕ пĕтрĕ темелле, аслисене тыттарма, сăмах-юмах йăмтăр тесе... Тата çав йăлисене каласа пар, вара çитет те. Э? Чĕнместĕн-и? Эх, турă чури, турă чури, аптрамалла санпа». .

 

* * *

Пĕр каçхине путвалăн тулти алăкĕ хуллен уçăлса кайрĕ. Салакайăк килчĕ пуль тесе Михапар юриех çывăрнă пек туса выртрĕ. Анчах килнĕ çын та калаçма васкамарĕ. Алăк умĕнче темле тимĕр савăта уçни, унтан çĕрте кăвар çине вĕрни илтĕнчĕ. Путвал урайне кĕçех тăваткал çутă ӳкрĕ. Михапар куç хӳрипе çеç алăк еннелле пăхрĕ те тĕлĕннипе куç-пуçне чарса пăрахрĕ. Алăк шăтăкĕнчен ун çине салху сăнлă çамрăк майра... кулава арăме пăхса тăрать!

Михапар урайне тăрса ларчĕ.

«Ан хăра, — терĕ те çамрăк хĕрарăм кулма хăтланнă пек турĕ, çурта тытнă аллине шалалла тăсрĕ. — Ларт-ха кăна ăçта та пулин».

Михапар çинçе сар çуртана алăк урати çине лартрĕ.

«Акă кăна часрах ĕçсе яр», — тесе çамрăк хĕрарăм Михапара пĕр курка сĕт тыттарчĕ. Михапар ăна та пĕр сăмахсăрах тытрĕ. Кăшт çеç тутанса пăхас тесе куркине çăварĕ патне илсе пычĕ те хăй сисмесĕрех шалт ĕçсе ячĕ.

«Хăш ялсем эсĕ?»

«Çĕньял», — терĕ Михапар. Ку унăн темиçе кун хушшинчи пĕрремĕш самахĕ пулчĕ. Сĕтне ĕçнĕ пекех, вăл калаçасса та хăй сисмесĕрех калаçма тытăнче.

«Мĕн ятлă?»

«Михапар тесе чĕнеççĕ».

«Сана кунта кам хуптарнине пĕлетĕн-и эсĕ?»

«Пĕлетĕп. Салакайăк хуптарнă».

«Эпĕ вĕсем калаçнине вăрттăн итлесе тăтăм. Вĕсем санран укçа сăптăрасшăн пулмалла».

Хĕрарăм пĕр хушă чĕнмесĕр тăчĕ те сасартăк ик аллипе те шăтăк хĕрринчен çатăрласа тытрĕ, куççулĕпе калаçма пуçларĕ:

«Кĕл ту маншăн, Михапар. Пĕтнĕ çын эпĕ. Чуна шуйттана сутрăм, каçармалла мар çылăха кĕтĕм, упăшка пуçне çирĕм...»

Михапар паçăрхинчен те хытăрах тĕлĕнсе ура çине тăчĕ.

«Кулавана... вĕлертĕн-и?»

«Ку вăл ман иккĕмĕш упăшка пекки, — терĕ хĕрарăм. — Ăна мар, чăн-чăн упăшкана пĕтертĕм эпĕ. Вăл халь, сан пекех, касаматра ларать, тен, сан пекех выçă касăхать пулĕ».

«Мĕн турăн вара эсĕ?»

«Эпĕ Етĕрне хĕрĕ пулнă, — тесе пуçларĕ çамрăк хĕрарăм. — Атте кашни çулах Сăр çине ĕçлеме каятчĕ. Пĕренесем юхтаратчĕ, пăрахутсем çинче ĕçлетчĕ. Çуркунне тухса каять те кĕркунне таврăнать. Вун тăххăра пуссан мана качча пачĕç. Упăшкасен килĕ хамăрпа пĕр урамрахчĕ те, эпĕ тĕн килтен тухма пĕлместĕмччĕ. Иккĕмĕш çулне ман упăшка та аттепе пĕрле Сăр çине ĕçлеме кайрĕ. Хула тĕлĕнчен иртсе çӳренĕ чухне вăл кашнинчех пĕр саманта та пулин ман пата чупса кĕретчĕ, кучченеç е укçа парса хăваратчĕ... Çапла виçĕ çул хушши кайса çӳрерĕ. Мана ĕçпе хуçăлма хушмастчĕ, кĕлеткӳ хитремарланать, пире укçа çитет вĕт тетчĕ. Тăваттăмĕш çулĕнче, хунеме карчăк усал тесе эпĕ çу каçичченех атте килне куçрăм. (Ыйтрăм та вĕт упăшкана, хупа пĕрле исе кай тесе — итлемерĕ.) Аннепе садра чакаланаттăмăр, çырласем пиçсе çитсен пасара тухса сутаттăмăр. Пĕррехинче пасарта пирĕн пата çакă... иккĕмĕшĕ пырса тăчĕ...»

«Кам, кулава-и?»

«Ун чухне вăл пирĕн кантурти приставччĕ. Пычĕ те çырла исе карĕ. Тепер кун та илчĕ. Унтан пахчаран халь анчах татнине çисе пăхма кăмăл турĕ. Анне ăна киле ертсе карĕ. Пурăна киле вăл пирĕн пĕтĕм çырлана исе тăракан пулчĕ. Вулăс тăрăх çавранса килетчĕ те пирĕн пата пырса ларатчĕ. Аннене тутлă эрех ĕçтерет, мана кучченеçсем парать. Пĕр каçхине вăл чылай çĕрле пулсан пырса кĕчĕ. Аннепе темскер пăшăлтаткаларĕç те — тухса карĕ. Ирхине, тăнă-тăманах, анне мана сада чĕнсе тухрĕ. «Сан упăшку ют арăмсемпе çыхланса кайнă. Ĕнер ăна Иван Петрович курнă, пĕр хĕрарăмпа Сăр хĕрринчи хăвалăхра выртатчĕ тет» — тесе каласа пачĕ. Эпĕ урса кайрам, çут тĕнчене курми пултăм. Кимĕ çине ларса каяс — ăçталла каймаллине пĕлместĕп. Çĕрле упăшка пĕр сехетлăхе кĕчĕ. Эпĕ ăна питĕнчен çутăлтарса ятăм та пĕр сăмах каламасăрах тухса кайма хушрăм. Тепĕр эрнерен кĕрсе тухрĕ — эп ун куçне те курăнмарăм. Виççĕмĕш хутĕнче калаçса пăхасшăнччĕ, ыйтса пĕлесшĕнччĕ — упăшка ĕçсе лартнă пулчĕ. Вара пĕр уйăх ытла пĕр-пĕрне курăнмарăмăр. Çырла пĕтнĕ пулсан та лешĕ çаплах пирĕн пата çӳретчĕ-ха, мана йĕкĕлтетчĕ. Вăл кайран та каласа пачĕ ман упăшкана хĕрарăмсемпе курни çинчен...

Пĕр темĕнле уяв кунĕ çак çын пирĕн пата пĕр кăсье ĕçме-çиме илсе пычĕ. Анне кӳршĕ яла хăнана кайнăччĕ. Эпĕ пĕр черкке ĕçсе пăхрăм — чĕре тата хытăрах çунма тапратрĕ, иккĕ ĕçрĕм... часах ӳсĕрĕлсе те кайнă.

 

Ӳсĕр хĕрарăм хăй те хăй мар. Вăл кам чеерех, чăрсăртарах, çавăн аллине кĕрсе ӳкет. Вăрансан пăхап та — ман çумра çак çын кулкаласа выртать, аллине ман кăкăр çине хунă. Çапла вара упăшкапа иксĕмĕр хушăри юлашки çип татăлчĕ, ют çын ман упăшка, ман хуçа пулса тăчĕ, мĕншĕн тесен хĕрарăм арçынпа çывăрнă хыççăн унăн чури пулса тăрать. Лешĕ пӳрнипе кăчăк туртсанах, вăл, йăт ами пек, арçын хыççăн лĕпĕстетет».

«Ытла хаяр эсĕ. Хăна та юратмастăн», — терĕ Михапар тĕттĕмрен. (Çурта çунса пĕтрĕ.)

«Юратма мар, кураймастăп эпĕ хама хам! — шăл витĕр пăшăлтатрĕ хĕрарăм. — Ӳкĕнсе халтан кайрăм. Ыйхăм çук. Çыварма выртсанах куç умне упăшка тухса тăрать. Пĕрмаях таçталла чĕнет пек, кулкаласа çулпа утма тытăнать... Вĕçĕттĕмччĕ ун хыççăн кайăк пек — урасем çумĕнче кире пуканĕ... Вăйăм çитес пулсан çакăнса вилĕттемччĕ пĕррех хут, пултараймастăп! Пурăнма та майĕ çук. Кулавине курсанах — ăш хăпарать. Вĕри шыв сапса вĕлерме те шутласа пăхрăм — хăюлăхăм çитмерĕ. Çӳретĕп ĕнтĕ çапла тулашса... Ни арăм, ни еркĕн. Çынсемпе калаçса ăша пусарăттăмччĕ — пĕлĕш-тăванăмсем аякра».

«Эсĕ чăваш хĕрарăмĕсемпе туслаш. Чăвашла калаçатăн эсĕ. Хĕрарăма хĕрарăм ытларах ăнланать. Тен... пулăшма та пултарĕç».

■ Страницăсем: 1 2 3