Сĕве Атăла юхса кĕрет. Иккĕмĕш кĕнеке :: Пӗрремӗш пайӗ. Ырӑ кӳршӗ
— Çавсем, — курайман çынна юриех вăрçтарма шутларĕ пулас Ятламас.
— Мĕн хушса ячĕç-ха вырăссем? Тутарсенчен уйрăлса пирĕн енне куçăр терĕç-и? Кала часрах, унсăрăн халех нухайпа ислетсе илетĕп!
— Шăп çапла каларĕç. Анчах эс ан кăшкăр, Урасмет. Эп санран хăрамастăп.
— Хăçантанпа пит паттăрланса кайрăн вара? Вырăссене сутăннăранпа-и? Ĕлĕк, эп астăвасса, йĕпе сăмса кăначчĕ-çке эс.
— Эп нихçан та мĕскĕн те хăравçă пулман. Ĕлĕкех, ялта чухнех, хăраман санран. Сутăнма та шутламан ку таранччен. Эс ăна Хусан патшине сутăнса ют тĕне йышăнтăн. Пĕтĕм халăх кураймасть сана, Урасмет. Хăвăн ялна ху пĕтертĕн вĕт эсĕ, кам пур сан пекки тĕнчере?..
— Чарăн! — пĕтĕм вăйпа çухăрса ячĕ хаким. — Эс çакна тутанса пăхни нумай пулать-и? — Вăл нухайне Ятламас сăмси патне илсе пычĕ. — Ак кур, сан пеккисем валли ун вĕçне йĕсрен тунă. Пĕрре çапсан пуçу шăтать.
— Кӳр-ха, тытса пăхам. Хусантах туса пачĕç-и? — йĕкĕлтерĕ Ятламас.
— Э-э, ав мĕнле! — терĕ Урасмет. — Тытса пăхиччен тутанса пăх. — Вăл нухайне çӳле çĕклерĕ те хыттăн кăна Ятламас хул пуççийĕ çине антарчĕ. Ятламас ахлатса илчĕ, çапнă хул пуççине тепĕр аллипе ярса тытса хутланса ларчĕ. Урасмет ăна тепре туртса çапасшăнччĕ, анчах ĕлкĕреймерĕ, кукленсе ларнă Ятламас хăвăрттăн çĕкленчĕ те хакима янахран пырса тăрăнчĕ. Лешĕ пĕр сассăр çĕре чикеленсе кайрĕ. Ун патне ку таранччен айккинче пăхкаласа тăракан икĕ иçник ыткăнчĕç.
— Пулăшăр, ачасем! — терĕ Ятламас иçниксемпе çапăçма хатĕрленсе тăрса. Вăл малта чупакан иçникĕ çине хăй сиксе ӳкрĕ, тепĕрне ачасем хупăрласа илчĕç.
Кĕрешӳ вăраха пымарĕ. Тепĕр самантран иçниксем иккĕшĕ те çерем çинче ним пĕлми выртрĕç. Урасмет хăйне янахран пырса çапса ыткăнтарса янă хыççăн тăна кĕмерĕ.
Ятламас, кĕсьерен çĕçĕ туртса кăларса, унпа хаким нухайне татăкăн-татăкăн вакларĕ, унтан пиçиххине салтса илсе Урасмет аллисене хыçалалла туса хыттăн çыхса лартрĕ. Ăна кура ачасем иçниксене çыхрĕç.
— Халь мĕн тăвăпăр ĕнтĕ? — терĕ хыпăнса ӳкнĕ Иштул.
— Сан шутпа мĕн тумалла?
— Кӳлле ывăтмалла. Унсăрăн пĕтереççĕ вĕсем пире.
— Ăна тĕрĕс каларăн. Вĕçерĕнес пулсан Урасмет халь пирĕн аяк пĕрчисене пĕрерĕн-пĕрерĕн суйлать. Халех шутлатпăр. — Вăл, эпир мĕн тунине никам та курмасть-и тенĕ пек, йĕри-тавра пăхса çаврăнчĕ те татăклăн каласа хучĕ. — Ывăтăр!
Виçĕ хутчен шыв шăмпăртатрĕ, унтан кӳлĕ хĕрри шăпланчĕ. Ятламас та, ачасем те, мĕн пулса иртнине тавçăрса илесшĕн пулнă пек, пĕр вăхăт хушши ним чĕнмесĕр тăчĕç. Ятламас сисрĕ, халь вăл асли, ачасем ун сăмахне кĕтеççĕ.
— Тĕлĕнмелле хăрушă тăшмана тĕп турăмăр, — терĕ вăл тарланă питне çĕлĕк тулĕпе шăлса. — Анчах ĕç пĕтмен-ха, ачасем. Вĕсене кӳлĕре хăварма юрамасть, вăрмана сĕтĕрмелле. Иçниксен уххисене сунтарса ямалла. Ку пĕрре. Тепре акă мĕн, ачасем. Ман умра ант тăвăр: эсир никама та курман, никама та вĕлермен. Урасмет Патрик арăмĕ патĕнче çывăрнă та ирхине ирех тухса кайнă. Вĕсем Патрик арăмĕ патне кĕнине нумайăшĕ ялта курнă, паллах. Вăл ял валашки патне эп хам кĕрсе тухатăп. Калаçса татăлтăмăр-и?
— Татăлтăмăр, — терĕ Иштул пуриншĕн те.
— Апла пулсан ант тăвăр.
Ачасем никама та каламастпăр тесе тупа турĕç.
— Ятламаса эсир курман, — ăнлантарчĕ юлашкинчен ват хусах. — Вырăс старикки сӳретчĕ тейĕр, мана эсир палламастăр. Сире нимĕн те тӳмаççĕ, ан хăрăр. Урасмета шырама килеççĕ ĕнтĕ, анчах сире нимĕн те пулмасть. Ну, часрах ĕçе тытăнар, ав тĕттĕм пулчĕ.
Çапла каласа Ятламас чи малтан кӳлле кĕрсе кайрĕ.
Çур çĕр тĕлĕнче мĕн пур ĕçсенчен пушансан вăл Ахтупайсен килне таврăнчĕ. Кӳлĕ хĕрринче мĕн пулса иртнине вăл Пикпавпа Иштерекрен пытарма пултараймарĕ. Лешсем Ятламас каланине итлесе пĕтерчĕç те пӳлĕхçĕне кĕл турĕç. Ырларĕç-и вĕсем ку ăнсăртран килсе тухнă синкерлĕ ĕçе, хурларĕç-и — ăна нимпе те палăртмарĕç. Пикпав мучи ăна пĕр канаш çеç пачĕ:
— Пулас пекки пулнă, Ятламас, — терĕ вăл. — Халь тухса тар кунтан. Ирхине ирех тухса кай. Эпир ялта мĕн каламаллине пĕлетпĕр. Ниçта та ан кай, тӳрех хир енне çул тыт, Ахтупайсем патне вĕçтер. Тукай сана куншăн Хусан аллине тытса парас çук. Йĕлмевĕсе тирпейленĕшĕн тав тума пултарать.
Тул çутăлас умĕн Пинеç инке Ятламаса самаях йывăр хутаç тыттарчĕ. Ватă хусах пуринпе те сыв пуллашрĕ те пахча хыçĕпе вăрмана тухрĕ. Иштерек пиччене ăсатма пыма ирĕк памарĕ вăл.
Çăва çинче Ятламас хăй амăшĕн вил тăприне шыраса тупрĕ. Унсăрăн тăван ялтан уйрăлма йывăр пулчĕ ăна. Те килеет-ха вăл ӳлĕмрен çак таврана, те ĕмĕрлĕхех тухса каять çичĕ юталла.
Ятламас хутаççине салтса пĕр татăк çăкăрпа капăртма кăларчĕ, вĕсене амăшĕн салам юпи патне хуçса хучĕ.
— Сывă пул, аннеçĕм, — терĕ вăл вил тăпри умне чĕркуçленсе ларса. — Хăвăн телейсĕр ывăлна та инçе çула пиллесе кăларса яраймарăн эсĕ, ытла та вăхăтсăр çĕре кĕтĕн, аннеçĕм. Канлĕ çывăр кунта, тăван ялăн çĕрĕ çинче. Эп сана аякри çĕр-шывра та пулин час-часах аса илĕп. Ывăлу килтен тухса кайса ăçта çитсе çапăнассине, вăл мĕн курассине-тӳсессине пĕр пӳлĕхçĕ çеç пĕлет... — Ятламас хăй тĕллĕн калаçма пăрахрĕ те çăва тепĕр хĕрринелле, Альпие пытарнă тĕлелле, пăхса илчĕ. — Сывă пул эсĕ те, Альпи, манăн юратăвăм, манăн çурăлман чечекĕм. Шăпа пурсен килĕп сан патна, санпа пĕр çăва çинче канлĕх тупăп, шăпа пӳрмесен таçта çичĕ ютра çĕрсе выртĕç манăн шăмăсем...
Вăрман çулĕпе туратсене сиркелесе пынă хушăра Ятламас пĕр япала çинчен çеç шутларĕ: мĕн пулса иртĕ-ши ĕнтĕ ялта вăл кайнă хыççăн? Урасмета шыраса хан эшкерĕ пырĕ-ши? Пĕлеççĕ-ши Кривĕшре хаким хăш яла тухса кайнине? Эх, никам та пĕлмесен тем пекчĕ. Вара Хусан çыннисем ăна ниçта шырама аптранă пулĕччĕç. Вăхăт лăпкă мар, вăрман аслă, çул çинче темле вăрă-хурах та çапса пăрахма пултарать. Тепĕр енчен, вырăссен аллине лекнĕ тесе те шутлама пулать вĕсем пирки. Пысăк йышпа тухман вăл Кривĕшрен — çул çинче инкек пулнинчен тĕлĕнмелли çук.
Хăй тарса хăтăлни нимĕн чухлĕ те савăнтармарĕ Ятламаса. Тен, ялта юлнă пулсан лайăхрахчĕ пуль. Пикпав мучи ахалех васкатмарĕ-ши ăна? Уншăн ыттисем инкек курĕç, çав вăхăтра вăл чиперех ялсем тăрăх çӳрĕ, хир енне илсе каякан çулпа малалла утĕ. Ялта ăна çамрăксем те, ваттисем те ылханмалла килсе ан тухтăр. Ятламас турĕ пĕтĕмпех çак ĕçе, эпир халь уншăн асап куратпăр тейĕç.
Çавăнтах йăпатма та пĕлчĕ вăл хăйне. Эх, мĕнле савăнаççĕ ĕнтĕ ялта Урасмета вĕлерни çинчен илтсен! Тукай ялĕнче çеç мар, таврара пур çĕрте те çынсем çăмăллăн сывласа яраççĕ, ку инкекшĕн турра кĕл тăваççĕ. Сахал çынна хур кăтартнă-и Урасмет çак вун пилĕк-çирĕм çул хушшинче! Вăл чăннипех те Хусан йытти пулнă. Хусăн патшин хаярлăхне, княçсемпе мăрсасен, улансемпе хакимсен, иçниксемпе алманчăсен хаярлăхне çынсем нимрен ытла Урасметра курнă.
Тепĕр ĕмĕт пур-ха Ятламасăн Урасмет пирки. Ăна вăл Пикпавпа Иштереке каламарĕ, анчах хăй тĕллĕн çирĕп шухăшласа хунă ĕнтĕ: Урасмет ялĕ çумне хура юпа лартса хăвармалла. Хаким çак таврара хăй ячĕпе ял тутарнă теççĕ, çав ялпа юнашар ĕмĕр хура юпа лартăр. Ыттисене инкек кăтартакан тискер çын пурăнсан е вăрă ял пулсан чăвашсем ялан çапла тăваççĕ — унта хура юпа лартаççĕ. Çитсе курать Ятламас Ураскассине, тем пысăкăш хура юпа лартса хăварать укăлча хапхинчен инçе мар.
Çурăм çинчи тулли хутаççине тӳрлеткелесе Ятламас вăрман çулĕпе малалла утать. Çулĕ инçе-ха ун, инçе.
Тӳпере вĕри хĕвел ялкăшать. Умра хура юпа мĕлки хăрушшăн курăнса тăрать.
3. Нухрат
Сарри мăрса Хусантан çĕрле таврăнчĕ. Тумтирĕ йĕп-йĕпеччĕ, хăй — чĕмсĕр. Вăл мĕнле хыпарпа таврăнни ахалех паллăччĕ ĕнтĕ, анчах кинĕ ыйтрĕ-ыйтрех унран:
— Нимĕн те пĕлеймерĕн пулĕ çав, пăятам? — терĕ.
— Çук, — пĕр сăмахпа çеç тавăрчĕ Сарри.
— Çухалчĕ пуль çав. Вилмен пулсан ку таранччен таврăнмалла вăл. Вăрçăрах вилнĕ ĕнтĕ, мĕскĕн, çав çулах пĕтнĕ...
Мăрса чĕнмерĕ. Хĕрхенмерĕ те кинне. Сисет-çке-ха, чунтан кулянса каламасть кинĕ çав сăмахсене, ячĕшĕн çеç калать. Пĕрле пурăннă чухне те нихçан юратман вăл Пикпулата. Пуян çын ывăлĕ кирлĕ пулнă — качча тухнă, çавă çеç. Чĕри выртман ун патне. Пăхма питĕ лайăх мăшăр пекчĕ хăйсем, çынсем ырласа тăранаймастчĕç. Ай тупса килчĕ те Сарри хăйĕн валли кин, мĕн тери телейлĕ пулать ĕнтĕ унпа ывăлĕ тетчĕç. Сарри те çаплах шутлатчĕ. Миçе çул ăмсанса пурăнчĕ вăл Тукай хĕрне Пикпулат валли качча илес тесе. Ача пулмарĕ вĕсен, пурнăç ăнмарĕ. Пикпулачĕ арăмĕ пур çинчех Кăрмăша темле сутуç хĕрĕ патне чупма тапратрĕ. Нухрата уйăрса качча та илесшĕнччĕ-ха ăна, вырăс мар тесе ашшĕсем памарĕç. Сарри хăй те ятла-ятла тăкрĕ ывăлне ун çинчен калаçу пуçласан.
Халь ак тепĕр хуйхă тупăнчĕ — виçĕ çул каялла Пикпулат пачах çухалчĕ. Вăрçа чиперех тухса кайрĕ вăл, ашшĕ хăй ăсатса ячĕ ăна, вăрçă хыççăн ывăлĕ таврăнмарĕ. Вилни пирки никам та уçăмлăн каламанран ашшĕ ку таранччен шанчăкне çухатманччĕ-ха, тен, мĕнле те пулин çаврăнса çитет пуль тесе пурăнатчĕ, халь ак ĕмĕтсем татăлчĕç темелле. Ывăлне шыраса Булат Ширин патне çитрĕ Сарри, тĕпне-йĕрне тупаймарĕ. Тепĕр чухне Хусан патши вăрçăра айăпа кĕнĕ княçсемпе улансене, мăрсасемпе вĕсен ачисене нумай вăхăт хушши тĕрмере тытса усрать. Сарри Пикпулата та çав çынсен шутне çакланнă пулĕ тесе тĕшмĕртетчĕ. Булат Ширин калать, сан ывăлна лайăх пĕлетĕп, ларакансем хушшинче вăл çук тет. Никама ĕненмесен те ăна ĕненмеллех ĕнтĕ. Хусанта тĕп кази çавă — вăл айăплать, вăлах айăпран хăтарать, вăлах вĕлерет, вăлах вилĕмрен çăлать.
Каннă хыççăн Сарри Тукая кĕтрĕ. Хусантан çĕнни нумай пĕлсе килчĕ вăл, çавсене пурне те Тукай мăрсапа сӳтсе явмасăр ăш канмастех унăн. Кинĕ мур тĕпне кайтăр, вăл тек кирлĕ мар ăна, анчах Тукай ĕмĕр кирлĕ. Ывăл вилнĕ тесе ун пек хаклă çынна çухатмастех Сарри мăрса, Нухрат патне килмесен те Тукай патне кĕрсе тухатех.
Нухрат çут тĕнчере Сарри пуррипе çуккине манса кайнă ĕнтĕ, вăл уçă чӳрече умĕнче Северьяна кĕтет. Кăнтăрлахи апат хыççăн килсе курать-ши вăл ăна е каçчен кĕттерет-ши? Икĕ уйăха яхăн тимĕрçĕ аякри ялта Магмет Беззубов патĕнче пурăнчĕ, ĕнер ăна Нухрат ашшĕ каялла илсе килчĕ. Каçхине тĕл пулаймарĕç савнисем, май килмерĕ, анчах паян кĕрсе тухмалла-çке вăл. Ашшĕ çуккине пĕлет Северьян, Нухрат ăна чунтан кĕтнине пĕлет. Е, ĕлĕкхи пек, каллех çырма леш енчи хăвалăха чуптарасшăн-и вăл? Унта çӳреме çамрăках мар ĕнтĕ Нухрат, килĕшмест ăна. Тата сăлтав та çук. Килте улах тума май пур чухне мĕншĕн çын куçĕ умне курăнма тăрăшмалла вĕсен?
Унăн пăятамĕ тухса каймарĕ-ха, анчах Нухрат старикрен нимĕн чухлĕ те хăрамарĕ ĕнтĕ. Çын темле сăлтавпа та килме пултарать, мĕн ĕç пур тимĕрçĕ кунта килнинче Пикпулат ашшĕн? Тĕрĕссипе, Нухрат ĕнтĕ тек унăн кинĕ мар, кин тесе Сăр таврашне ĕмĕрне те каймасть вăл ашшĕ килĕнчен. Амăшне хир енне илсе килеççĕ вĕсем, пĕтĕм кил-йышпа çак ялта пурăнма тытăнаççĕ.
Нухрат чӳречине шартлаттарса хупрĕ, тарăхнипе тăрст та тăрст утса картишне тухрĕ. Çук, килмерĕ унăн савнийĕ. Юратма пăрахрĕ-ши вара? Урăх хĕрарăм тупмарĕ пулĕ те лере?
Мăрса хĕрĕ хăйне тӳсĕмсĕррĕн тыткаларĕ. Унăн чун савнине каçчен кĕтес килмерĕ. Нухратăн пурне те халех пĕлес килет. Хăйĕн юратнă çыннине никама та пама шутламасть вăл.
Хапха чĕриклетсе уçăлчĕ. Картишне Нухрат ашшĕпе Магмет Беззубов лашисене çавăтса кĕчĕç. Мăрса хĕрĕ хăраса ӳкрĕ — тарçисем, тĕкĕрçисем ăçта вĕсен? Утсене ма хăйсем çавăтнă?
— Инкек пулмарĕ пулĕ те сирĕн, атте? — чунтан сехĕрленсе ыйтрĕ Нухрат.
— Нухайсемпе çапăçса илме лекрĕ, — хуравларĕ ашшĕ. — Кăнтăр кунĕнчех ялсене çаратаççĕ мурсем. Темиçе çынна амантрĕç-ха пирĕнне, тĕкĕрçĕсене çавсене леçме ятăмăр.
Мăрсасем лашисене килти тарçăсене парса пӳрте кĕчĕç. Нухрат хĕрарăм тарçăсемпе апат хатĕрлеме чупрĕ. Ĕнтĕ каçчен пушанасси пулмасть унăн, мĕн тĕттĕмччен ĕçкĕпе ашкăнаççĕ ывăнса килнĕ мăрсасем. Канăçсăр пурнăç çапах та ун ашшĕпе Магмет Беззубовăн: вĕçĕмсĕр ялтан яла çӳремелле, нухайсемпе çапăçмалла, çитменнине тата, Хусанти тӳре-шара патне те кайсах тăмалла. Миçе çул асапланаççĕ ĕнтĕ çапла. Хăçан та пулин урăх çĕре куçарĕç-ши вĕсене ханпа Булат Ширин? Юрать Нухратăн савни пур ку ялта, ахаль пулсан вăл çак çеçен хирте виçĕ кун та пурăнас çук. Çĕрле те нухайсем килсе тапăнасран чĕтресе çеç выртатăн. Мĕн чухлĕ çынна хăваласа каймарĕç пулĕ ĕнтĕ вĕсем хирти ялсенчен! Кунти халăха мĕн чухлĕ инкек кăтартмарĕç пулĕ!
Чăнах, кунта пурăнма йывăр. Туканаш патне каймалла мар-ши Нухратăн Хусана? Унта мĕнле-ши, этем вырăнне хурĕç-ши ăна тутар майрисем?
Каçхине мăрсасем Нухрата ниçта та кăлармарĕç. Эп ывăннă, çывăрма выртатăп тесен ашшĕ вăрçса çеç тăкрĕ.
— Эп сана çывăрттаратăп! — терĕ вăл. — Сĕтел хушшинче мĕнле хăнасем лараççĕ иккен те, эс çывăрма выртатăн пулать. Сăйла, сăйла лайăхрах. Кĕреке çинче пăс тухса тăтăр. Магмет, пулăш эс ăна сăра ăсма. Илтетни, Магмет? Эпир унччен хăтапа калаçса ларар.
Яланах çапла тăвать вара ун ашшĕ Магмет Беззубов килсен, ăна тӳрех Нухрат патне хăвалать. Е сăра ăсма пулăшмалла унăн, е иккĕшĕн пĕр-пĕр çĕре кайса килмелле, е кама та пулин ăсатса ямалла. Юратать пулмалла ун ашшĕ Магмета. Хĕрне унпа туслă пурăнтарасшăн. Пикпулат таврăнмасан качча та паратăп тесе шутласа хунă пулĕ-ха. Ма пытарас, Нухрат та кăмăллать çамрăк мăрсана. Пуçтах мар вăл, хăйне йĕркеллĕ тытать, калаçма, вăхăт ирттерме кăсăклă унпа. Тем тесен те Пикпулат пек мăка этем мар ĕнтĕ, пĕр сăмах каличчен çур кун шутласа тăмасть. Начар упăшка пулмалла мар пек Магмет, унпа тухса çӳренĕ чух намăс курмăн, анчах чăн-чăн юрату çук-çке вĕсен хушшинче. Юратмасăр мĕнле качча каян? Каллех упăшка пур çинче Северьянпа пурăнас-и?
Вĕсем сăра ăсса килсе сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕç. Уйрăммăн та мар тата — юнашарах вырнаçрĕç. Сарри мăрса кинĕ çине сивĕ куçпа пăхса илчĕ, упăшку вилнипе вилменнине тĕплĕ пĕлместĕн-ха, пур пĕр урăх арçын çумне сĕкĕнетĕн терĕ пулмалла. Темшĕн-çке Нухратăн кĕçĕр хăйĕн пăятамне юри тарăхтарасси килчĕ. Магмет çумĕнчен тăрса каймарĕ вăл, çамрăк мăрса патнерех шуса ăна сăйлама пикенчĕ. Ашшĕ хĕрне пулăшрĕ.
— Нухрат, итле-ха, Нухрат, сан упăшку çухалмаллипех çухалнă курăнать, — терĕ вăл. — Хăта калать, Хусанта ниçта та çук тет. Апла тăпри çăмăл пултăр унăн, ĕçкĕ-çикĕ ун умĕнче те пултăр. — Кил хуçи алтăрти сăрине сĕтел çине кăшт тăкрĕ те йăлтах ĕçсе ячĕ. — Сан пирки эпир çапла сăмах татрăмăр: пурăнас килсен хăта патĕнче пурăн, — эс унăн кинĕ, пурăнас темесен ан пурăн. Çамрăк ĕмĕр пĕрре кăна килет, качча кайма та пултаратăн. Эп сăмаха айккипе-тăвайккипе çӳретме юратмастăп, — каччу юнашарах санăн. Эс, Магмет шăллăм, ан хĕрел, эпир кушак хăйма çиме ăçти нӳхрепе çӳренине тахçанах пĕлетпĕр. Тытăр-ха эппин алтăрсене. Куратăп, хам пулăшмасан эсир карта урлă каçаймастăр. Хăта, кăмăлна йывăр ан ил, тархасшăн. Вилнĕ çын тепĕр хут чĕрĕлсе тăрас çук...
— Вăл çаплах ĕнтĕ, — ирĕксĕртен каласа хучĕ Сарри.
— Çапла пулмасăр, — терĕ Тукай. — Эс ыран тухса каяс çын, Магмет тепĕр кун тухса каяс çын. Нухрат, пĕлтерем сана. Магмет ырантан тепĕр кунне Арск патне куçать, хăйĕн ялне. Ку вăл Хусан патши сăмахĕ. Унта пурнăç канлĕрех пулать сирĕн, кунти пек вутра ăшаланса пурăнмастăр...
— Атте, чим-ха, эс ӳсĕр мар-и кăштах? — чарасшăн пулчĕ хĕрĕ. — Эпир ыйтман, çăвар та уçман ун пирки, эсĕ пире мăшăрлантарса та хутăн. Чипер пул-ха эс, атте...
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...