Сĕве Атăла юхса кĕрет. Иккĕмĕш кĕнеке :: Пӗрремӗш пайӗ. Ырӑ кӳршӗ
Ки-как, ки-как хур акăш,
Кĕмĕл çунат хур акăш,
Вашлатан эс, вĕçетĕн,
Тĕнчипеле çӳретĕн.
Çӳлтен çӳле пынă чух
Ахăр эсĕ курнă пуль
Тăван-пĕтен аттене?
Çавна пире кала-ха.
Итлĕр, сире калам-и?
Сирĕн аçăра курнăччĕ —
Хаяр тăшман çĕрĕнче,
Тимĕр карта варринче.
Чăваш халăх юрри
1. Чарусăр çамрăксем
Хăрушă выçлăх пулнăранпа çичĕ çул иртрĕ, çапах та çынсем ăна манма пултараймарĕç. Кил хуçалăхĕнче мĕнле те пулин инкек сиксе тухать-и, тыр-пула пăр çапса каять-и, мĕн пур ӳсен-тăрана шăрăх çанталăк ĕнтет-и, — ватăраххисем тӳрех синкерлĕ вăтăр виççĕмĕш çула аса илеççĕ.
— Çавăн чухнехи пек херĕп пурнăç килсе тухмарĕ-ши каллех пирĕншĕн? Татах мăян çăкăрĕ пĕçерме пуçлатпăр-ши вара? — теççĕ.
Хумхаç ярса панă хатар вăхăта уйрăммăнах Иштерек çемйи манаймасть. Йывăрччĕ çав ун чух, акăш-макăш йывăрччĕ. Вăй питти çынсемсĕр тăрса юлнă икĕ старикпе пĕр карчăк выçлăх çул хăйсен пĕртен-пĕр ĕнине пусса çирĕç.
— Хам та пĕлместĕп, мĕнле çăлăнса юлтăмăр çав çулхине, — тет вара тăхăр вуннăран иртнĕ Пикпав старик. — Эпĕ пурсăмăр та пĕтетпĕр пулĕ тенĕччĕ. Пӳлĕхçĕ çутă кун парать иккен-ха пире...
Хăй ĕнтĕ сисет: ытлашши нумай пурăнать çут тĕнчере. Курас пеккине курнă, тӳсес пеккине тӳснĕ, чуна ĕмĕрлĕх канăç парсан та юрамалла пек. Анчах çук, вилес килмест. Кашни кун хĕвел тухнине курас килет, йывăçсем кашланине, кайăксем юрланине илтес килет, ешĕл курăк синче выртас килет. Тата тепĕр ĕмĕт те пур-ха Пикпав старикĕн — унăн тем тесен те Ахтупай таврăннине курмалла. Миçе çул килте пулман ĕнтĕ ун мăнукĕ! Эрнепипе ачисене илсе кайрĕ те ялтан ютшăнчĕ. Çынсем урлă хыпар илкелеççĕ вĕсем, анчах старик сывă чух хăйсем килсе курсан авантарахчĕ.
Килме те хăрушă пулĕ çав, аслă çулпа вĕçĕмсĕр çар иртет. Хусан патши питĕ вăрçă вăрçма юратать теççĕ, юлашки çулсенче вăрçăсăр пурăнни пулман та темелле. Тен, Ахтупайне хăйне те çара илсе кайрĕç пуль. Иливанĕ те каччă пулнă, вăл та çар хĕсметне çакланма пултарать.
Кунта, Тукай ялĕнче, пурнăç хĕсĕннĕçемĕн хĕсĕнсе пырать. Яла шыраса тупнă хыççăн Атăл хĕрринчен вăрмана çул турĕç, халь Урасмет çыннисем каялла та малалла лашисене ĕрĕхтерсе кăна çӳреççĕ. Вĕсен ялан пĕр сăмах: хаким çапла тума хушрĕ, хаким капла тума хушрĕ, Хусантан куна илме каланă, Хусантан çавна илме каланă. Урасмет хăй яла сайра килет, анчах килсе тухрĕ тĕк, чăтса тăр вара, хирĕç чĕнме ан хăй. Пикпавпа та сиксе тавлашать вăл, ăна та нухайпа хăмсарать. Пĕррехинче, эс, старик, йӳтенĕ тесе пĕтĕм вăйпа тĕксе ячĕ ăна, этем тӳсмелле мар усал сăмах каласа хучĕ. Хăй те чăтса тăраймарĕ вара Пикпав старик, çынсен умĕнчех ăна сĕмсĕр этем — урта терĕ. Халь вăл хаким килсен пухăва та каймасть, урамра та сăмах чĕнмест ăна.
Кăçал Урасмет ял çыннисене мăхамет тĕнне йышăнтарассипе хăратма пуçларĕ. Çулла вăл Тукай ялне муллапа тата имампа килнĕччĕ. Ула чаппан тăхăнса янă мулла халăха аллах пирки, ăна ĕненекенсем леш тĕнчере мĕнле ырлăх курасси пирки нумай ăнлантарчĕ, анчах ял çыннисем питех итлесшĕн пулмарĕç. Тахăшĕ систернипе пĕрерĕн-пĕрерĕн килĕсене саланчĕç, юлашкинчен Урасметпа ун хăнисем ыйхăласа ларакан темиçе çынпа çеç тăрса юлчĕç.
— Усал халăх сирĕн ялта, — терĕ кăмăлсăр пулнă имам пурте кайса пĕтсен. — Нумай вăй хумалла пулать вĕсене ислам тĕнне йышăнтарма.
— Аскерсем илсе килмелле, — ăс пачĕ мулла. — Питех ӳкĕтлесе тăма кирлĕ мар, вăйпа хăратмалла, сехĕрлентермелле лайăхрах. Киремет картине çунтарса ямалла.
Урасмет, çамрăк чухне хăй те чăваш тĕнĕпе пурăннăскер, кун пирки урăхларах шухăшларĕ.
— Киремет картине тивме юрамасть пулĕ, — терĕ вăл. — Ун пек эпир халăха тарăхтарса çеç яратпăр. Пирĕн малтан ваттисене хамăр майлă çавăрмалла. Чи йывăрри — çавсене йышăнтарасси, унтан вара ĕç каять.
— Ан васкăр, тӳсĕмлĕ пулăр, — терĕ имам. — Аллах тӳсĕмлĕ пулма хушнă.
Хусан хăнисене ăсатнă хыççăн Урасмет яла юлса çынсене пухуран саланма хĕтĕртекен этеме тупасшăн пулчĕ. Ун шучĕпе, тахăшĕ пăтратнах халăха, унсăрăн пĕр пухăннă пуху ма салантăр? Вăл кăшт тăван тивекен çынсем патне темиçе çĕре кĕрсе тухрĕ, стариксенчен те ыйткаларĕ — никам та систерсе хуман пире теççĕ. Ним тăвайман енне вара хаким Пикпава тапăнчĕ.
— Итле-ха, Пикпав мучи, — терĕ вăл ун килне юри çитсе кĕрсе, — кун пек эпир санпа вăрçмаллипех вăрçса каятпăр. Мĕншĕн пăсма шутларăн-ха эсĕ паянхи пухăва? Мĕн çитмерĕ сана?
— Ан тĕлĕнтер. Пуху пăсăлчĕ-и? — ăнланман пулсан та йĕкĕлтесе ыйтрĕ старик. — Ма пăсăлчĕ-ха вăл? Халăхпа йĕркеллĕ калаçма пĕлмерĕн пуль?
— Эсĕ чипер пупленĕ пул. Унсăрăн...
— Унсăрăн хĕнетни?
— Ватă тесе хĕрхенсе тăмăп, тытăп та Хусана ăсатăп.
— Э-э, Хусана кайма пулать. Эп унта санран малтан çитсе куркаланă — Пикпав кулма пăрахрĕ те ĕçлĕн каласа хучĕ. — Пуху пирки манран ан ыйт. Эп унта пулман. Ватăлтăм ĕнтĕ тек пухусене çӳреме. Тен, йӳтеме те пуçларăм пуль...
— Чăнах пулман-и? — ĕненмерĕ Урасмет.
— Ак уйăх пур, хĕвел пур.
— Апла урăххи пăлхатнă, пухура пулнă çын. Эс имамсем килнине пĕлмен те-и?
— Мĕнле имамсем тата? — тĕлĕнчĕ Пикпав старик. — Мĕн пирки калаçатăн эс? Эсĕ ватă мар, йӳтеме иртерех, чипертерех ăнлантарса пар...
Урасмет тек калаçса тăмарĕ, нухай аврипе аттине çăт-çат çапкаласа васкамасăр пӳрт йĕри-тавра пăхса çаврăнчĕ те тухса кайрĕ.
Кĕркунне Урасмет çын пуçтарма килчĕ — ăна Хусан валли тĕкĕрçĕсем кирлĕ иккен. Лашисене вăйпах туртса илчĕ вăл, анчах çын тупма çав тери кансĕр пулчĕ.
— Килĕрен çӳресен те пĕр арçын та юлман, Урасмет, — терĕç ăна ваттисем. — Йăлтах илсе кайса пĕтертĕр. Ăçта хуратăр эсир пирĕн вăй питти çынсене? Атăла тăкатăр-и е таçта чуралăха ăсататăр?
— Нумай ан калаç — чарчĕ хаким кашнине. — Ытла нумай пĕлекен пултăр. Амăшĕ пĕтмесĕр хĕрĕ пĕтмест тенĕ. Ял пĕтмесĕр арçын та пĕтмест. Тупатпăр. Тарса çӳрекенсем мĕн чухлĕ сирĕн? Çамрăккисем мĕн чухлĕ сирĕн?
Икĕ кун пурăнса çапах та виçĕ çын тупса кайрĕ Урасмет, вĕсен тăванĕсене макăртса хăварчĕ.
Хĕлле пулчĕ. Кайнă çынсем таврăнмарĕç. Хаким çыннисем ялтан вĕçĕмсĕр утă турттарчĕç. Ыйтса та тăмаççĕ, пыраççĕ те салатаççĕ утă капанне, унтан лав çине тиеме пуçлаççĕ. Иштерек пахчинчи утă капанĕсенчен шăши шăтăкĕсем çеç тăрса юлчĕç. Çынсем пуçĕсене усса чĕмсĕр çӳреççĕ. Мĕнле пурăнмалла капла? Пурлă-çуклă выльăха епле сыхласа хăвармалла? Вăрçă куланайне епле тӳлесе татмалла?
Хăшĕ-пĕрисем аптранă енне вăрмана тата шаларах куçса лармалла тесе калаçкалама тапратрĕç. Темиçе çуллăха та пулин хăтăлатпăр вара Хусан çыннисенчен теççĕ. Теприсем хăратаççĕ: унта вырăссем пулма тивĕç, вĕсем хăвалама тытăнĕç тата. Иштерек вырăссенчен хăрама хушмасть, вĕсем пире тутар мăрсисем пекех хĕсĕрлес çук тет. Кама итлемелле? Ăçта кайса кĕмелле?
Халăх çавăн пек шуйхашса тăнă хушăра тахăшĕ усал хыпар илсе килчĕ: кунти ялсенчен пĕринче тутарсем мечĕт лартаççĕ имĕш, çĕр типнĕ-типмен ăна тума та тытăнмалла.
— Апла каллех мулласем килеççĕ-и?
— Килеççĕ. Пурне те мăхамет тĕнне йышăнтараççĕ.
— Мечĕтшĕн укçине кам парать?
— Кам пултăр — эсĕ! Темиçе ял валли тăваççĕ пулсан укçине те çав ялсем тӳлеççĕ ĕнтĕ.
— Çук, тутарсем пĕр тӳлевсĕр лартса параççĕ. Эсĕ çăм чăлхапа шала кĕрсе тăратăн та аллаха пуç çапатăн. Çавă çеç.
Мĕн чухлĕ çын, çавăн чухлĕ шухăш. Хăшĕ тĕрĕс калать — турă пĕлет.
Хирти ĕçсем пĕтсен, çинçе эрнинче, яла çурăм хыçне хутаç çакнă хураран та хура этем пырса кĕчĕ. Сухалĕ вăрăм хăйĕн, аллинче кукăр патак. Пуçĕнче те чалма унăн, те çĕлĕк. Курнă пек çынсем ăна пурте мулла вырăнне йышăнчĕç.
— Ак çитрĕ хайхи.
— Мăхамет тĕнне йышăнтарма килчĕ.
— Халех пуху пуçтарать ак...
— Хамăр кĕтнине кĕтсе илтĕмĕр!
Анчах ват çын нимле пуху та пуçтармарĕ. Кукăр патаккипе тăклаттарса урам тăрăх утса иртрĕ те Иштерексен тĕлне çитсен чарăнчĕ, çакăнта кĕмеллеччĕ-ши манăн, йăнăшмарăм-ши эпĕ тенĕ пек, шутласа тăчĕ. Пĕр ачаран ыйтрĕ те пулас ку камсен килĕ тесе, вара майĕпен кĕçĕн алăк питĕркĕчне пăрса уçрĕ. Кам пулчĕ ку старик — ăна никам та палласа юлаймарĕ.
— Ахтупай пирки хыпар калама килнĕ ĕнтĕ, хир енчен таврăнакан çын ку, — терĕç кӳршĕсем ун пирки.
Ял халăхĕ такама кĕтсе сехĕрленсе пурăнни ахаль пулмарĕ, тата темиçе кунтан Тукай ялне чăнах та муллапа ун çыннисем килсе çитрĕç. Çамрăксем мĕнле мыскаралла этемсем-ха кусем, пирĕн пата мĕн амакĕ тума килчĕç тесе çеç тĕлĕнсе пăхрĕç вĕсем çине, ваттисем шикленмеллипех шикленсе ӳкрĕç: хальхинче муллапа ун çыннисем калаçса çăвар тутине пĕтерме килмен, ĕç тума килнĕ. Ахаль мар ав аскерсем те пур вĕсен. Тем тесен те çав лапсăркка мулаххайлă тĕреклĕ çынсем турă çыннисем мар, хуралçăсем, аскерсем пулма тивĕç.
— Пĕтрĕмĕр-иç капла. Мĕн тăватпăр ĕнтĕ, атте? — терĕ Иштерек ял тăрăх иккĕн харăс пухăва хăваласа çӳренине курсанах.
— Шутласа пăхас пулать, — терĕ старик пуçне кăтăр-кăтăр хыçса. — Те чăнах та тутара кăлараççĕ пире? Пит хупăрлама пуçларĕç...
— Эс ху каятни, атте?
— Çук, çӳреместĕп. Эп ĕнтĕ çĕнĕ тĕн йышăнасран иртнĕ.
— Эс те ан кай, Иштерек, — чăтаймасăр арçынсен калаçăвне хутшăнчĕ Пинеç инке. — Эс пымасан, тепри пымасан, пухăвĕ те пуçтарăнмасть. Кĕтеççĕ-кĕтеççĕ те тухса каяççĕ хăйсен çулĕпе...
— Чăнах, мĕн тăвас-ши, тупата?..
— Пуху пулмасан вĕсем килĕрен çӳреме тытăнаççĕ, — терĕ Пикпав мучи. — Ун пек инкекрен хăтăлаймастпăр эпир. Ман шутпа, урăхла май шырамалла. Пĕтĕм ялĕпе çирĕп тăрас пулать, вĕлерсен те йышăнмастпăр, пирĕн хамăрăнах тĕн лайăх тес пулать.
— Кар тăрса хăваласа ярсан мĕнле? Татах килĕç-ши?
— Килеççĕ, паллах. Яла сăтăр тума пуçлаççĕ. Унашкал хирĕçсе инкек шырамалла мар хамăра валли. Сăмахпа каламалла, ялĕпе çине тăмалла.
— Çапла тăвăпăр эппин, — килĕшрĕ Иштерек. — Пурте кăшкăрма тытăнсан йышăнтараймаççĕ пире. Енчен ытла тапăнсан куç курать унта...
— Куç куратьпе мар. Харкашу ан пуçлăр. Тем сиксе тухасси пур.
Ашшĕпе ывăлĕ çапла калаçнă хушăра вĕсем патне темиçе кун каялла килсе кĕнĕ вăрăм сухаллă хура çын кӳлĕ хĕрринче çамрăксен хушшинче ларчĕ. Хăйне палламан ачасене вăл пурăнан пурнăçра курнă-илтнĕ япаласене кулăшла каласа кăтартрĕ.
— Эс, мучи, пухăва каймасни вара? — ыйтрĕ унран çамрăксенчен хăюллăраххи.
— Каймаллаччĕ те, эп сирĕн ял çынни мар-çке, — терĕ вăрăм сухал.
— Пур пĕрех мар-и? Кайса йышăн эсĕ те мăхамет тĕнне.
— Вара мана мĕн параççĕ?
— Ясакран хăтараççĕ.
— Эс ăçтан пĕлен?
— Илтнĕ ара. Ваттисем çапла калаçатчĕç.
— Э-э, апла йышăнма юрать мăхамет тĕнне! Миçе çул ясак тӳлеттермеççĕ-ха?
— Пĕлместĕп, — терĕ сăмах пуçлакан каччи, Яхуте ывăлĕ.
— Пĕлмесĕр мĕн пуплетĕн? Эп пурăннă çĕрте те çапла улталаса йышăнтарасшăн пулчĕç мăхамет тĕнне, анчах халăх яхăнне те ямарĕ. Муллана ялтан хăваласа кăларса ячĕç. Пăхатăп та, эсир хăравçă халăх, çав пĕр мулла умĕнче чĕтресе тăратăр.
— Вăл пĕччен мар çав. Унпа пĕрле темле çынсем килнĕ, — терĕ пĕри.
— Вуннăн-и, çирĕмĕн-и?
— Виççĕн кăна.
— Виççĕн — нумай, — терĕ хура сухал. — Пĕр ялшăн виçĕ çын — калама çук нумай. Вĕсем сире чăл-пар! çеç салатаççĕ, унтан пĕрерĕн-пĕрерĕн кутăн çакаççĕ. Çапла-и?
— Такам пит çактарать-ха вĕсене. Çыхланас пулсан эпир те... мĕн мар...
— Мĕн мар-и? Апла юрать. Эп сире пурсăра та мĕскĕн чунсем, пиçмен пашалусем тесе. Кусене Урасмет йăлтах сехĕрлентерсе çитернĕ, сăмах чĕнейми тунă тетĕп. Апла питех мĕн мар эсир?
— Эс, мучи, пире ан вăрçтар, — шăртланса каларĕ паçăрхи ача, Яхуте ывăлĕ. — Ют яла килсен йĕкĕлтесе калаçакансене юратмастпăр эпир. Кирлĕ пулсан укăлча хапхи патне çул кăтартса яма та пултаратпăр.
— Эп сан пек хивре этемсене кăмăллатăп, — çийĕнчех тавăрчĕ хура сухал. — Çамрăк чухне хам та сан пекех пулнă. Ну, укăлча хапхи патне çулне хамах тупатăп-ха эп, сирĕн ялта пĕрре кăна пулса курман. Эсир ак муллапа ун йышлă çарне мĕнле ăсатăр, çавна пĕлес килет. Лайăх ăсатăр ĕнтĕ, ӳлĕмрен час-час килмелле пултăр.
— Санăн, ют çыннăн, пурне те пĕлме кирлĕ мар. Нумай пĕлсен час ватăлăн тата. Кайса вырт ăçта та пулин аякка, çывăр йывăç сулхăнĕнче...
— Кăна тĕрĕс калатăн, — терĕ вăрăм сухал васкамасăр хăйĕн вырăнĕнчен хускалса. — Сирĕнпе сăмах килĕшмерĕ манăн, кăшт кайса канас. Эсир кунта мăхамет тĕнĕ пирки канашлакаласа пăхăр. Пехетлĕ пурнăç пулать-и ăна йышăнсан, çук-и...
Вăрăм сухаллă çын çамрăксемпе чăркăшса илнĕшĕн пĕрре те пăшăрханмарĕ, пачах урăхла, вăл уншăн савăнчĕ те. Унăн сăмахĕсене виçсе-шайлаштарса пăхчăр, тен, мĕн те пулин шутласа кăларĕç.
Хура этем тĕмсем хыçне кайса выртрĕ те куçне хупрĕ. Кăшт çеç тĕлĕрсе илсен кансĕрлеместчĕ ĕнтĕ ăна ывăннă çинчен, анчах çакăн пек самантра çывăрма юрать-и? Пухура халь ял çыннисем хĕрсех муллапа тавлашаççĕ, кунта çамрăксем, каччă пулса çитеймен ачасем, пĕтĕм чунтан вĕчĕрхенсе лараççĕ. Хăрах куçпа пăхсах выртать хура сухал. Çамрăксем киле кайса ухă илсе килчĕç, такамран тăрăхла-тăрăхла унăн пĕкечине хытарса çыхрĕç...
«Ак хайхи пулать паян мĕнле те пулин мерекке, — шухăшларĕ палламан çын. — Вĕсем мĕн тумаллине шыраса тупрĕç те курăнать. Çамрăксем темерĕн, камран хăраччăр халĕ çав вун пиллĕкри-вун улттăри ачасем? Вут тивретсе янă типĕ ăвă пекех вĕсем — чунĕсем хускалсан нимпе те тытса чараймастăн. Маттур та иккен Яхуте ывăлĕ! Тупата, çавă йăтса килчĕ хăйĕн уххине».
Вăрăм сухаллă çын хăй тĕллĕн чухласа илчĕ ĕнтĕ, унăн тĕмсем хыçĕнче выртма юрамасть. Муллапа унăн çыннисене мĕнле ăсатнине курас тесен Юмансар енчи çул çине тухас пулать, маларах кайса пытанас пулать. Вăл çапла турĕ те. Кукăр-макăр сукмакпа çул хĕррине тухса пысăк йывăç хыçне кĕрсе тăчĕ, кĕтме пуçларĕ. Хăйне ăшра вăрçса илчĕ — çамрăксене пулăшма нимĕн те илсе тухаймарĕ вăл Ахтупайсем патĕнчен. Ялан сунара çӳрекен çынсен ухă таврашĕ е çивалккă пурахчĕ ĕнтĕ картишĕнче, пĕчĕк пуртă та тупăнатчĕ пуль. Анчах халь ун çинчен шутласа тăмалли çук, çамрăксене сăмахпа хавхалантарса илсен те тем пекчĕ уншăн.
Унччен те пулмарĕ, çул вăрманалла пăрăнса кĕнĕ çĕрте тăватă юлан ут курăнса кайрĕ. Шăрăх çанталăк тăрать пулин те çынсем тăваттăшĕ те çĕлĕксемпе, виççĕмĕшĕн çурăм хыçĕнче ухă такмакĕ курăнать. Ав мĕнле çӳрет мулла ялсем тăрăх — юлан утпах. Тĕрĕс тăвать пуль çав, ку вăрман çулне нимле урапа та чăтаяс çук.
Вăрăм сухаллă çын муллапа ун çыннисене ирттерсе ячĕ те çул çине тухрĕ. Хыçалтан тек никам та килмест. Çамрăксем ялтан тухма хăранă пулмалла. Тен, ваттисем тытса чарнă-тăр-ха вĕсене. Эппин, ахалех маттурланчĕç апăршасем, пăсĕ пулчĕ, ĕçĕ пулаймарĕ. Анчах ют çын вĕсене куншăн вăрçма шутламарĕ. Ӳсчĕр-ха пăртак, вăй илччĕр, пурнăç тути-масине ăнланакан пулсан ак мулласене çеç мар, иçниксене, хакимсене хăвалама тытăнĕç.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...