Сĕве Атăла юхса кĕрет. Пĕрремĕш кĕнеке :: Улттӑмӗш пайӗ. Хусанти ӗҫсем
Часах Ахтупай хăйĕн хĕр ачине пĕчĕк ачана тытнă пек чĕрçи çинче тытса таврăнчĕ. Чечекпи питне çуса тасатрĕç, чăрмаласа пĕтернĕ вырăнсене услам çу сĕрчĕç. Хĕр ача тăна кĕрсе тăрса ларчĕ, амăшне тупайманнине пĕлсен çеç чунтан хуçăлса макăрма тапратрĕ.
— Ан макăр, килет аннӳ, пур пĕр тупатпăр ăна, — йăпатрĕ хĕр ачана ашшĕ. — Тĕнче леш хĕрринче пулсан та тупса килетпĕр.
Вăл Чечекпие сулхăна вырттарчĕ те çывăрма хушрĕ. Ятламаспа Северьян çĕмрĕк алăка юсарĕç. Ахтупайăн ним патне те алă пымарĕ. Вăл пĕрре урама тухрĕ, тепре картишне кĕчĕ, вăхăтăн-вăхăтăн каска пуканĕ çинче пуçне пĕксе ларчĕ.
— Ну, мĕн тăватпăр, ачсем? Калăр-ха, мĕн тăватпăр? — ыйтрĕ вăл теплере пĕрре. — Çапла килте кĕтсе ларатпăр-и? Шырама каяс пулать тепĕр хут.
— Чăнах, шырама каяс пулать, — терĕ Северьян та.
Кăнтăрла тĕлнелле староста ял тăваткалне, хурал пӳрчĕ умне, пуху пуçтарма хушрĕ. Çынсем пĕччен-икшерĕн унталла утрĕç.
Ахтупай пухăва каймарĕ, вăл пăлханнă кăмăлне пусараймасăр килтех ăшталанса çӳрерĕ.
Акă килсе капланчĕ уншăн инкек! Чипер пурăннă çĕртех арăмсăр тăрса юлчĕ Ахтупай. Ăçта, кам нӳхрепĕнче макăрса ларать-ши халь Эрнепи? Мĕнле мăрса тарçи пулса тăчĕ-ши ватлăх кун-çулта? Чура туса таçти аякри пасарах ăсатрĕç-ши ăна нухайсем? Çичĕ çулхи хĕр ачана илсе каясшăн пулнă вĕт вăрă-хурахсем йĕнер çине хурса! Ăна та пĕчĕклех чура тăвасшăн пулнă. Чипер сывалса çитсен юрать те-ха, хăранипе тата ут çинче асапланса пынипе пăсăлса юлсан кансĕр пулать вара, ĕмĕр ӳкĕнсе пурăнма тивет.
Çитменнине, Иливан та пулин таçта аташса çӳрет-çке çакăн пек йывăр вăхăтра. Паян ирех çитмеллеччĕ ĕнтĕ унăн, вăл ав çук та çук. Илтмен-ши ывăлĕ темиçе яла нухайсем тустарса тухса кайнине?
Ятламаспа Северьян пухуран çĕнни нимĕн те пĕлсе килеймерĕç. Вĕсем çавна çеç каларĕç: нухайсем пĕр тăруках виçĕ яла çаратнă, ытти икĕ ялĕнчен, çынсемсĕр пуçне, выльăх та нумай хăваласа кайнă. Халĕ виçĕ ял çынни пĕрле пуçтарăнса пысăк йышпа Хусана çитсе килесшĕн. Старостăсем нухайсене парне пама хаклă тир тата пылпа кĕрпе пуçтараççĕ.
— Кам пĕлет, те Хусана кайнă-ха вĕсем, те хăйсем патне çеçен хирех тарнă, — терĕ Ахтупай парне парса çынсене улăштарса илме пултарассине питех шанмасăр. — Унашкал тархасласа çӳренипе тавăраймастпăр эпир çынсене. Тĕкĕрçĕсене илсе каймалла, хăваласа çитсе вăйпа туртса илмелле.
— Çапах та кайса пăхни кансĕрлемест, — терĕ Ятламас. — Пиртен, Северьянпа иксĕмĕртен, пулас çук ут тупасси, эсĕ халăхпа пĕрле çитсе кил, Ахтупай. Е хăвăн вырăна Иливана яр.
Северьян та çавнах каларĕ, кĕçĕрех тухса кайсан хăваласа çитме пăртак шанчăк пур. Хусанта та пулин шыраса-тупма пулать вĕсене терĕ.
Ахтупайпа ун тусĕсем мĕн каç пуличчен Иливана кĕтрĕç. Каччă вăл кун таврăнмарĕ. Вара ашшĕшĕн тепĕр хуйхă тупăнчĕ, вăл ывăлĕ те çухалчĕ пулĕ тесе пăшăрханма тапратрĕ.
Тепĕр кунне Иливан кайнă яла çитсен Ахтупай çакна пĕлчĕ: кӳршĕри яла нухайсем йăлтах çунтарса янă, унта пĕр вăй питти çын та хăварман. Ваттисем ăна темиçе çамрăка нухай эшкерĕсен аллинче курни çинчен, вĕсене çыхса пăрахса тыткăна илсе кайни çинчен каласа кăтартрĕç. Ялта вăл каç чăн-чăн вăрçă пулнă иккен, тăватă çынна хĕçпе касса вĕлерсе хăварнă. Нухайсенне тахăшĕ лашине чиксе пăрахнă, тата укăлча патĕнче халĕ те пĕр аскер вилли выртать.
Хусана кайнă çынсем темиçе кунран пушăлла таврăнчĕç. Вĕсем шĕкĕр хулана çитеймен те иккен, хулара халăх пăлханать тенине илтсен хăраса часрах каялла килме тухнă.
Çухалнă çынсене шырамалли çулсем питĕрĕнчĕç. Ахтупайăн пĕр шанчăк çеç юлчĕ — унăн хăйĕн çичĕ юта çитмелле, арăмĕпе ывăлне хăйĕн шыраса пăхмалла. Анчах пĕччен çул çӳреме питĕ хăрушă-çке.
Чечекпи лаша çинчен хытах ӳкмен пулмалла — вăл хĕне кайса выртмарĕ, пĕр эрнерен ашшĕпе çырма хĕрне анакан пулчĕ, килте тĕрлĕ ĕçре арçынсене пулăшрĕ. Хĕр ача аякри Тукай ялне каяс шухăша пăрахрĕ курăнать, ун пирки пĕрре те асăнмарĕ. Ахтупай юлташĕсемпе калаçса татăлчĕ ĕнтĕ: Ятламаспа Северьян Ахтупая кĕтмеççĕ, лашаллă çынсемпе ермешсе çула тухаççĕ. Чечекпи Тукай ялне вĕсемпе пĕрле каять. Мĕн кĕтет вĕсене Тукай ялĕнче, пур-и паянхи кун çут тĕнчере вĕсен тăван ялĕ — ăна вĕсем нихăшĕ те пĕлмерĕç.
Çуллахи пĕр тĕтреллĕ ир вĕсем çимеллисене хăйсен ялĕсен лавĕсем çине тиесе çула тухрĕç. Ахтупай Сĕве тăрăхĕнчи аслă çул патне çитиччен юлташĕсемпе пĕрле пычĕ. Аслă çул юппинче вĕсем уйрăлчĕç. Чечекпие кăшт улталама лекрĕ.
— Эсĕ Ятламас пиччӳпе ут та ут, эпĕ сире пăртак кайсан хăваласа çитетĕп, манăн пĕр яла кĕрсе тухмалли пур, — терĕ Ахтупай.
Чечекпи ашшĕ ăна хăваласа çитес çуккине, вăл унран нумайлăха уйрăлассине сисрĕ пулмалла, ун куçĕсем çавăнтах шывланчĕç. Анчах пĕчĕклех хурапа шурра нумай курнă хĕр ача хăйĕн кăмăлне хытарма пултарчĕ, нимĕн чухлĕ макăрса кăтартмарĕ, эс часрах хăваласа çит вара терĕ те Ятламас çумне кайса тăчĕ. Çул çинче ыттисемпе пĕрле утнă май хăй темиçе хутчен каялла çаврăнса пăхрĕ, ашшĕ курăнми пуличченех алă сулчĕ.
Ахтупай вырăнтан хускалмарĕ-ха, такама кĕтекен çын пек, çул юппинчех тăчĕ. Çак самантра ăна кам та пулин ют çын курас пулсан, ку этем аташса кайнă, хăш çулĕпе кĕрсе каймаллине пĕлмест темелле.
Туйрĕ вăл, чуна темле тунсăх пусса илчĕ. Сасартăк вăй пĕтсе кайнă пек пулчĕ. Нихçан та ун пекки пулман Ахтупайăн хĕрĕхе çитсе, нихçан та «халтан кайрăм» тесе çăвар уçман вăл. Халĕ унăн тусанлă çул çинех тĕшĕрĕлсе анас, такама ылханса ĕсĕклесе макăрас килчĕ.
Эрне каялла çеç ун кил-йышĕнче тăватă çынччĕ. Шăкăл-шăкăл калаçса, килĕштерсе те пĕр-пĕрне юп курса пурăнатчĕç вĕсем нӳхреп евĕр çĕр пӳртре. Пурнăç ытла тулăх марччĕ, тепĕр чух какайсăр шӳрпе çеç сыпатчĕç, типнĕ пулă çеç кăшлатчĕç, çапах та никам та ӳпкелешместчĕ. Пурте сывă, пурте килте. Ĕмĕт тени те пурччĕ, ку вăхăтлăх асапа тӳссе ирттеретпĕр те ыран этемле пурăнма тытăнатпăр тетчĕç. Акă кĕтмен инкек килсе тухрĕ те, кил-йыш пĕр самантрах унталла та кунталла саланчĕ. Хăçан пуçтарăнса çитеççĕ вĕсем пĕр йăвана хурчка салатнă чĕпсем пуçтарăннă пек? Хăçан тăваттăн пĕр сĕтел хушшине кĕрсе ларса пĕр тирĕкрен апат çиеççĕ? Пулĕ-ши Ахтупайăн ун пек телейлĕ вăхăт?
Умра Сĕве улăхĕ илемлĕн сарăлса выртрĕ. Çултан инçетре те мар ĕне кĕтĕвĕ çӳрет. Хăмăшлăх хыçĕнче ачасем шыва кĕреççĕ. Хутран-ситрен вĕсен тĕлĕнче шыв сирпĕнни курăна-курăна каять. Тахăшĕ ашкăнса «путатăп, ачсем, çăлăр мана!» тесе кăшкăрать. Çул айккипе чакак шавлăн вĕçе-вĕçе иртет, сана йăлăхтармасăр чарăнмастăп тенĕ пек, ялан умри тĕмсем çине кая-кая ларать. Ахтупай, мĕн ачаранпах сунара çӳрекенскер, çакна асăрхамасть те темелле, вăл, темле суран сурнине тӳсĕмлĕн чăтса пыракан этем пек, шăлне çыртса малаллах утать.
Ăçта каймаллине вăл килтен тухичченех шутласа хунă. Çавăнта вут урлă сиксе каçмалла пулсан та, шывпа ишсе каймалла пулсан та каятех Ахтупай. Чул хӳме пулсан ăна та ишет.
Унăн хăй шутласа хунă çĕре çитмеллех, арăмĕпе ывăлне тамăкран хăтармаллах.
Нургалисен умĕнчи тарăн çырма урлă тимĕрçĕ аран-аран каçрĕ. Чăнах та, çак виçĕ-тăватă кун хушшинче кулянса йăлтах халтан кайнă иккен Ахтупай. Çитменнине, вăл килес умĕн кунта çумăр çуса иртнĕ, çыран ура пусма çук хытă шăвать.
Вăл пынă чух Нургали пахчара юпа шăтăкĕ чаватчĕ, Ахтупай пӳрте кĕмесĕрех ун патне утрĕ.
— Эпĕ Сĕве тăрăхĕнче тăм çук пуль тенĕччĕ, — сывлăх сунчĕ хăна кил хуçине. — Ак ман кашни урара пĕрер пăт тăм. Хирте сирĕн кăпăк пек хура тăпра кăна-çке…
— Пирĕн тем те пур, — кулса тавăрчĕ Нургали. — Хан валли — хура тăпра, пире валли — тăм, çырма-çатра. Эс мĕн, мелик патне платнике кĕме килтĕн-и, Ахтупай?
— Тарçа килсе кĕрес терĕм çав. Ман йышран иккĕн ĕçлеççĕ ĕнтĕ тарçăра, хам та ăçта та пулин вырнаçас терĕм…
Нургали вăл шахвăртса каланинчен нимĕн те ăнланмарĕ-ха, çавăнпа ăна хăйĕн килĕнче мĕн пулса иртнине йăлтах каласа памалла пулчĕ.
— Ĕçсем начар санăн, Ахтупай, калама çук начар, — терĕ Нургали хăй те сăнран тĕксĕмленсе.
— Кунтан начар пулма та пултараймасть.
— Эс мана йăлт шухăша ятăн. Нухайсем хир енне çаратаççĕ тенине илтнĕ-ха эпĕ, анчах кун пекех хăтланаççĕ тесе шутламан. Вĕсем çынсене выльăха хăваланă пек хăваласа каяççĕ иккен. Пирĕн патра ун пек сас-хура çук.
— Лере йăлт тинкене илеççĕ. Кашни çул темиçе килсе çаратаççĕ ялсене. Эп санран ăс ыйтма килтĕм, Нургали. Мĕн тăвас ĕнтĕ манăн çакăн хыççăн?
— Атя пӳрте кĕрсе канашлар, — терĕ ăна кил хуçи. — Кунта тĕплĕ шутлани кирлĕ. Ай-ай пĕр вăрласа кайсан çынна шыраса тупма кансĕр пуль вăл çакăн пек пăтранчăк вăхăтра. Эсĕ Хусанта мĕн пулса иртнине пĕлетĕн-и кăштах?
— Пĕлместĕп, Нургали. Пирĕн çынсем кайса килчĕç, чăн-чăн вăрçă пырать терĕç унта.
— Çапла тет çав, чăн-чăн вăрçă пырать тет. Эс вара мĕн, Хусанах çитесшĕн-и?
— Тем тусан лайăхрах, Нургали. Кайнин усси пулсан эпĕ çитсе килме ӳркенсе тăмăттăмччĕ-ха ăна. Анчах Хусана илсе пыраççĕ-ши вĕсем пирĕн çынсене?
— Калама йывăр, тăванăм. Тен, вĕсем тыткăна илнисене Атăл тăрăх аякка илсе кайса сутаççĕ пуль. Хусан мăрсисене те сутаççĕ пулас тепĕр чух. Ăçта май килет, çавăнта вырнаçтараççĕ. Кăнтăр енче чурасене сутмалли пасарсем пур тенине те илтнĕ эпĕ.
— Пур пулĕ çав. Ахаль пулсан мĕн тума хăваласа кайччăр вĕсем çынсене? Сутса укçа тăваççĕ ĕнтĕ, япалапа улăштараççĕ.
Нургали хăйĕн йышлă ачи-пăчине кансĕрлетĕр тесе урама хăваласа кăларчĕ, хăйсем урай варринчи кашма çине чей ĕçме ларчĕç.
Нургали Ахтупай Хусана пĕр-пĕччен кайма тухнине ырламарĕ. Эс пирĕн чĕлхене те питех пĕлместĕн, нухайсемпе йĕркеллĕ калаçма та пултараймăн терĕ. Ун шучĕпе, шĕкĕр хулана кайма юлташ кирлĕ, иккĕн таçта çитсе тухсан та хăрушă мар.
— Эх, ача-пăча йышлă, унсăрăн хамах ертсе каяттăм сана Хусан леш енне! — терĕ вăл. — Эпĕ унта çӳрекеленĕ, паллакан çынсем те пур кăнтăрти ялсенче.
Ахтупай ăна ырă кăмăлшăн тав турĕ.
— Ху пыраймăн. Сирĕн ялсемпе ермешсе кайсан та тем пекчĕ маншăн. Ялтан кам та пулин каймасть-ши Хусана?
— Калаçса пăхăп, — терĕ Нургали. — Пĕр-пĕр сутуçпа тарçă вырăнне кайсан та юратчĕ-ха сана.
— Вара эп аптраман пулăттăм.
Каçхине Нургали арăмĕпе калаçрĕ, икĕ хутчен таçта тухса кĕчĕ. Ирхине кăмăлсăр çӳрекен арăмĕ çине пăхмасăр ачисене каласа хучĕ:
— Эсир, шĕшлĕ аврисем, чипер пурăнăр кунта, аннӳне итленĕ пулăр. Эпĕ темиçе кунлăха Хусана çитсе килетĕп, — терĕ.
Ку сăмахсене мĕнле каланинчен Ахтупай çакна ăнланчĕ: кил хуçине ан пыр, вăхăтна сая ярса ан çӳре тесе ӳкĕтлени усăсăр. Вăл унта пырассипе пырас марри çинчен тĕплĕ шутласа пăхнă, арăмне каятăп тесе систерсе хунă.
16. Хусан çывăхĕнче
Нургали Ахпутая хăй пĕлекен çулсемпе Хусанăн кăнтăр пайне — посад тулашне илсе тухрĕ. Телее, вĕсене хуралçăсем ниçта та тытса чармарĕç-ха. Ахтупай кĕсйинчи пурлă-çуклă укçине тытсах пычĕ — хуралçăсем ытла куштанланас пулсан вăл темиçе алтынне хĕрхенсе тăрас çукчĕ ĕнтĕ.
Ахтупай умри чăлăш-чалăш пӳртсем çине тĕлĕнсе пăхрĕ. Мĕн ку — ял-и, хула-и? Хула тесен çурчĕсем ытла мĕскĕн, пурне те тăм шăлса кăна тунă. Унта-кунта çĕр пӳртсем те курăнкалаççĕ.
— Ку вăл иккĕмĕш Хусан, — ăнлантарчĕ Нургали юлташĕ енчен енне пăхкаласа пынине асăрхаса. — Урăхла ăна Пуянкасси теççĕ. Шĕкĕр хулари çĕрме пуянсем çакăнта пурăнаççĕ ĕнтĕ, тусăм.
— Санпа иксĕмĕр пек пуянсем-и? — ыйтрĕ Ахтупай.
— Çавсем çав. Пулăçсем, улшуçсем, тĕрлĕ вак ăстасем ларса тухнă кунта. Мĕнле халăх çынни кирлĕ — иккĕмĕш Хусанта эс вĕсене пурне те тупатăн.
— Чăвашсем те пур-и?
— Пулмасăр. Темĕн чухлех.
— Атя кĕретпĕр эппин.
— Ан васка, — терĕ Нургали. — Малтан эп хам паллакан çынна шыраса тупам. Манăн пĕр пулăç пур Пуянкассинче, нухай çынни.
— Нухай çынни пулсан тем пекчĕ…
Вĕсем мĕн тĕттĕм пуличчен пулăç çуртне шырарĕç. Нургали вăл ăçта ларнине манса кайнă иккен, йăнăшпа пачах урăх урама пырса тухнă.
— Чей ĕçме час-час кĕмесен çавăн пек вăл, аташса кайма та пулать, — тăрăхларĕ кил хуçи вĕсене салтнă çăпатасем вырăнне тăхăнма тăла пушмаксем тупса парса. — Халь лайăх пăхса кай, Нургали, тепринче унашкал шыраса çӳремелле ан пултăр.
Нухайсем тенĕрен Ахтупай кĕнĕ-кĕмен пӳртри япаласене сăнаса пăхрĕ. Нургали килĕнчи пекех лутра та пĕчĕк сĕтел пур кĕтесре, вырăн çинче ястăк текен пысăк минтер, стена çумĕнче турра кĕл тунă чух илсе сармалли намазлыксем çакăнса тăраççĕ. Урайне, килте тĕртсе тунă урай сарри çине, тирĕк-чашăк, чей ĕçмелли хатĕрсем, йĕс ывăссем лартса тултарнă. Çири тумтирĕ кивĕ, саплăклă кил хуçин. Пăхсах паллă, мĕнле «пуян» çын пурăнать ку çуртра.
Çапах та хăй тарават. Хăнасене Максуд (хуçине çапла чĕнеççĕ иккен) типĕтнĕ пулă çитерчĕ, чей ĕçтерчĕ. Нухайсем пирки вăл темшĕн питех сăмах вакласшăн пулмарĕ.
— Курман, пĕлместĕп, — текелесе пычĕ кил хуçи Нургали тыткăна илнĕ çынсем çинчен каланă хушăра.
Ахтупай чăваш иккенне пĕлсен Максуд пушшех чĕмсĕрленчĕ, ун çине куç айĕн шăмарса çеç пăхрĕ. Кăна асăрханă пулин те Ахтупай тĕрлĕ вак-тĕвек çинчен ыйтса пĕлме тăчĕ, кил хуçи Ахтупай сăмахĕсене кашнинчех илтмĕш пулчĕ.
Çакăнта шанчăклă юлташ пулман пулсан Ахтупай ку нухайпа калаçма та хăрамалла. Анчах ăна Нургали илсе килнĕ-çке нухай пулăçи патне, эппин, вăл ун пекех сарăплă çын пулма тивĕçлĕ мар пек.
Сăмах вĕсен хушшинче çав-çавах Карлăпа Пăва тăрăхне кайнă нухайсем çинчен пулчĕ-ха.
— Атăл урлă ăçтан çӳреççĕ вĕсем? Кунтанах, Хусан патĕнченех каçаççĕ пуль? — терĕ Нургали Максуда калаçтарма тăрăшса. — Эсир, пулăçсем, каçаратăр ĕнтĕ вĕсене, çапла-и?
— Эпир мар, — терĕ Максуд. — Каçмасенче пур çĕрте те туткагулсем лараççĕ. Пысăк кимĕсем вĕсен аллинче.
— Иртсе кайнине те пулин курнă-тăр эппин. Ăçталла хăваласа каяççĕ вĕсем тыткăна илнĕ çынсене?
— Эс пĕлместĕн пулать, Нургали?
— Ăçтан пĕлем-ха? Те Хусана илсе килеççĕ вĕсем, те анатри хуласене илсе каяççĕ.
— Кунтах сутаççĕ. Хусан княçĕсене тарçă сахал кирлĕ-и? Сирĕн Сафа-Гирей вăрçă вăрçайми пулчĕ, ясырь хăваласа килейми пулчĕ. Халь нухайсене вĕслетеççĕ халăха хăвалама.
— Сан паллакан çынсем пур ĕнтĕ Хусанта. Пулăш пире темиçе çынна шыраса тупма. Ахаль тумастпăр, бакшиш паратпăр сана, Максуд, — куçа кĕчĕ Нургали.
— Кирлĕ мар. Пулăшма та пултараймастăп сире. Ан та ыйт, Нургали. Тепĕр чухне пулсан пулăшаттăмччĕ, халь — çук.
— Мĕн чĕмери пулнă сана паян, Максуд? — терĕ Нургали самаях тарăхма пуçласа. — Темскер пĕрре те кăмăллă калаçмастăн эсĕ хальхинче. Вăхăтсăр килсе чăрмантартăмăр пулас эпир сана.
— Ним те чăрмантарман, Нургали, — терĕ Максуд. — Инкек пулчĕ маншăн çак эрнере. Çавăнпа тыткăна илнĕ çынсем çинчен калаçас килмест.
— Мĕн инкекĕ пулчĕ-ши?
— Шăллăма вĕлерчĕç.
— Камсем?
— Ăçтан пĕлем эп, такам вĕлернĕ. Сан юлташун çыннисем пуль. —Максуд Ахтупай еннелле пуçне сулчĕ.
— Вăл та кайнăччĕ-им Карла патнелле?
— Кайнăччĕ. Ак таврăнаймарĕ.
— Тамаша! — терĕ Нургали сăмаха тăстарса. — Илтетни, Ахтупай? Сан хăвăн инкек ав, Максудăн хăйĕн инкек. Вĕçне-хĕрне туп кунта…
— Çавăнпа ун çинчен пуплер мар. Эсир çухалнă çыннăрсене тавăрăр-ха, вĕсем вилмен-тĕр, эп хам шăллăма тавăрас çук. Чунĕ сиснĕ-тĕр, каясшăн марччĕ вăл, анчах Юсуф ирĕксĕр хăвалать-çке, кайманнисене çака-çака вĕлерет.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...